Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир астӑватӑр-и?

Ҫак ҫулта тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗсене эсир тимлӗ вуланӑ-и? Эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и?

Иаков 5:11-мӗшӗнче Иегова «ырӑлӑхлӑ [«ҫепӗҫ туйӑмпа юратакан», ҪТ]» тенӗ. Мӗншӗн ҫакна пӗлни пире йӑпатать?

Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран Иегова пирӗн йӑнӑшсене каҫарать. Иаков 5:11-мӗшӗнчи сӑмахсем тӑрӑх, Иегова пире хӗрхенет кӑна мар, эпир инкеке лексен вӑл пире пулӑшма та васкать. Пирӗн те хӗрхенекен Аттемӗртен тӗслӗх илмелле (w21.01, 21-мӗш страница).

Мӗншӗн Иегова камӑн кама пӑхӑнмаллине палӑртса хунӑ?

Мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн ачисене юратать. Ҫак йӗркене пула Иеговӑн ҫемйинче мир тата пурте йӗркеллӗ пулса пырать. Ҫак йӗрке пулмасан Иеговӑн ачисем хушшинче килӗшӳ пулман пулӗччӗ тата вӗсем савӑнса пурӑнман пулӗччӗҫ. Сӑмахран, камӑн йышӑнусем тумаллине тата камӑн вӗсене пурнӑҫламаллине никам та пӗлмен пулӗччӗ (w21.02, 3-мӗш страница).

Мӗншӗн христиансен мессенджерсемпе усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла?

Куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне те, мессенджерсем урлӑ хутшӑннӑ чухне те пирӗн пули-пулми ҫынсемпе хутшӑнмалла мар. Мессенджер урлӑ пысӑк ушкӑнра хутшӑннӑ чухне вара эпир кампа хутшӑннине пӗлмесен те пултаратпӑр (1 Тим. 5:13, ҪХ). Тепӗр хӑрушлӑх та пур — мессенджерсем урлӑ час-часах тӗрӗс мар информаци сарӑлать. Унсӑр пуҫне, Свидетельсем суту-илӳ тӑвас тесе, таварсене е ӗҫ сӗнес тесе мессенджерсемпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, вӗсен тӑвансем вӗсем — укҫа тумалли май тесе шутламалла мар (w21.03, 31-мӗш страница).

Мӗншӗн Иегова Иисуса ҫав тери хытӑ асаплантарма ирӗк панӑ?

Пӗрремӗшӗнчен, юпа ҫинче вилсе Иисус израильтянсене Саккун ылханӗнчен хӑтарнӑ (Гал. 3:10, 13, 14). Иккӗмӗшӗнчен, Иегова Иисуса Чи Аслӑ Священник пулма хатӗрленӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иисус мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнипе ҫынсем питӗ йывӑр чухне те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине ҫирӗплетсе панӑ (Иов 1:9—11) (w21.04, 16—17 страницӑсем).

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене килте тытма йывӑр пулсан мӗн тума пулать?

Хӑш вӑхӑтра ытларах ҫынна килте тытма пулать, ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпар сарма тӑрӑшӑр. Тата тӗрлӗ вырӑнта ырӑ хыпар сарма пулать. Унсӑр пуҫне, тӗрлӗ майпа, сӑмахран, ҫыру ҫырса ырӑ хыпар сарма пулать (w21.05, 15—16 страницӑсем).

Павел апостол «эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ» тесе мӗн каласшӑн пулнӑ? (Гал. 2:19).

Саккун ҫылӑхлӑ ҫынсем Туррӑн нормисене пур енчен те тытса тӑма пултарайманнине кӑтартнӑ. Тата ҫак саккун израильтянсене Христос патне илсе пынӑ (Гал. 3:19, 24). Саккуна ӑнланнине пула Павел Иисус Мессия пулнине ӗненнӗ. Ҫапла вара вӑл «саккуншӑн вилнӗ», урӑхла каласан, вӑл ӗнтӗ малалла Саккуна мар, Турра пӑхӑнса пурӑннӑ (w21.06, 31-мӗш страница).

Мӗншӗн Иегова тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать теме пулать?

Иегова питӗ нумай тӳсет: унӑн ятне чыссӑрлатнӑ, унӑн ертсе пыма право пурри пирки иккӗлентереҫҫӗ, унӑн ачисем ӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, Шуйттан ӑна айӑпласах тӑрать, Иеговӑн юратнӑ ӗҫлекенӗсем асапланаҫҫӗ, унӑн ҫывӑх тусӗсем вилеҫҫӗ, тӗнче пусмӑрпа тата хаярлӑхпа тулнӑ, ҫынсем аскӑнланса пурӑнаҫҫӗ тата ҫӗре те, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине те пӗтереҫҫӗ (w21.07, 9—12 страницӑсем).

Иосифӑн мӗн-мӗн тӳсме тивнӗ?

Вӑл хӑйӗн пиччӗшӗсене пула нумай хӗн курнӑ. Каярахпа Египетра ӑна суйса айӑпланӑ та нумайлӑха тӗрмене хупса лартнӑ (w21.08, 12-мӗш страница).

Аггей 2:6—9, 20—22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова хальхи вӑхӑтра мӗне «чӗтрентерет» тата пуласлӑхра вӑл мӗне «чӗтрентерӗ»?

Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара хастаррӑн сараҫҫӗ, ҫак ӗҫ вара пӗтӗм ҫӗре «чӗтрентерет». Ытларах чухне ҫынсене ҫак хыпар килӗшмест, анчах та ӑна йышӑнакансем те пур. Кӗҫех Иегова тӳпепе ҫӗре тепӗр хут «чӗтрентерсе» хӑйне пӑхӑнман ҫынсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗ (w21.09, 15—19 страницӑсем).

Мӗншӗн пирӗн ырӑ хыпар сарнӑ чухне алла усмалла мар?

Иегова эпир вӑй хунине курса савӑнать. Эпир алла усмасан тата парӑнмасан вӑл пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ (w21.10, 25—26 страницӑсем).

Левит кӗнекери 19-мӗш сыпӑк тата 1 Петр 1:15-мӗшӗнчи «пур ӗҫре те таса пулӑр» текен канаш пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ?

Петр Левит 19:2-мӗшӗнчи сӑмахсене илсе панӑ пулас. Левит кӗнекери ҫак сыпӑка пӑхса тухни пире 1 Петр 1:15-мӗшӗнчи канаша кулленхи пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмаллине курма пулӑшать (w21.12, 3—4 страницӑсем).