Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

8-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Тӑвансене эсир панӑ канаша йышӑнма ҫӑмӑл-и?

Тӑвансене эсир панӑ канаша йышӑнма ҫӑмӑл-и?

«Паха сӗрӗш тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрни чӗрене савӑнӑҫ кӳрет; чун-чӗререн канаш паракан тус ҫапла кӑмӑла ҫемҫетет» (ЫТАР. 27:9).

102-МӖШ ЮРӐ Халсӑррисене пулӑшса тӑрар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1, 2. Пӗр арҫын тӑванпа мӗн пулса тухнӑ тата вӑл ҫавӑнтан мӗне вӗреннӗ?

 НУМАЙ ҫул каялла икӗ старейшина пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ хӗрарӑм тӑван патне кайса килнӗ. Вӗсенчен пӗри ӑна пухӑва ҫӳреме хавхалантарас тесе темиҫе сӑвӑ йӗрки кӑтартнӑ. Арҫын тӑван веҫех лайӑх иртрӗ тесе шутланӑ. Анчах та каяс умӗн хӗрарӑм тӑван ӑна куҫран пӑхнӑ та: «Эсир нимӗн те ӑнланмастӑр»,— тенӗ. Старейшинӑсем унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлмесӗрех ӑна канашсем парса тултарнӑ. Ҫавна пула старейшинӑсем панӑ канашсенчен усси пулман.

2 Хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине аса илсе арҫын тӑван ҫапла калать: «Малтанах эпӗ вӑл мана пӗртте хисеплемест тесе шутласа илтӗм. Кайран вара шухӑшласа пӑхрӑм та ҫакна ӑнлантӑм: манӑн кирлӗ сӑвӑ йӗркисене вуласа парас вырӑнне кирлӗ ыйтусем памалла пулнӑ. Сӑмахран: „Эсӗ мӗнле пурӑнатӑн? Сана мӗнле пулӑшмалла?“ — темеллеччӗ». Ҫав старейшина хӑйӗнпе мӗн пулса тухнинчен ӑса вӗреннӗ. Вӑл хӗрхенекен кӑмӑллӑ та ыттисене ялан пулӑшма хатӗр старейшина пулса тӑнӑ.

3. Пухура кам-кам канашсем пама пултарать?

 3 Старейшинӑсене пухушӑн тӑрӑшма хушнӑ, ҫавӑнпа, кирлӗ пулсан, вӗсем тӑвансене канашсем параҫҫӗ. Анчах та ытти тӑвансем те пӗр-пӗрне канашсем пама пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эпир туса канаш пама пултаратпӑр (Пс. 140:5; Ытар. 25:12). Тит 2:3—5 сӑвӑ йӗркисенче вара аслӑрах хӗрарӑм тӑвансем ҫамрӑкраххисене хӑш-хӑш тӗлӗшрен канаш пама пултарнине ҫырса панӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем те хӑйсен ачисене вӗрентсех, асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Ҫак статьяна уйрӑмах старейшинӑсем валли хатӗрленӗ пулин те, кунти шухӑшсем пирӗншӗн пуриншӗн те усӑллӑ пулӗҫ. Эпир ҫакна сӳтсе явӑпӑр: ҫынна канаша итлеме кӑмӑллӑ пултӑр тесен тата унпа пурнӑҫра усӑ курас килсе кайтӑр тесен мӗн тумалла? (Ытар. 27:9).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Кама та пулин канаш париччен ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла: 1) Мӗншӗн эпир канаш парасшӑн? 2) Канаша памаллах-ши? 3) Камӑн канаш памалла? 4) Лайӑх канаш парас тесен мӗн тумалла? Айтӑр ҫак тӑватӑ ыйтӑва пӑхса тухар.

МӖНШӖН ЭПИР КАНАШ ПАРАСШӐН?

5. Старейшинӑн канаш париччен малтан мӗн тумалла тата мӗншӗн? (1 Коринф 13:4, 7).

5 Старейшинӑсем пухури тӑвансене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӑван тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑнине курсан ӑна канаш параҫҫӗ (Гал. 6:1). Анчах та тӑвана канаш париччен старейшинӑсен Павел юрату ҫинчен мӗн калани пирки шухӑшласа пӑхмалла. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать... пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет». (1 Коринф 13:4, 7 вуласа парӑр.) Ҫак сӑва йӗркисем ҫинчен шухӑшлани старейшинӑна ҫакна ӑнланса илме пулӑшӗ: вӑл канаша юратнӑран парать-и е ҫук-и? Тӑвансем хӑйсене старейшинӑсем юратнине туяҫҫӗ пулсан вӗсене канашсене йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ (Рим 12:10).

6. Павел апостол хӑш тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?

6 Павел апостол старейшинӑсене чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Павел Фессалоникӑри тӑвансене тӳрлетмеллине курсан вӗсене канаш пама хӑраса тӑман. Вӑл вӗсем патне янӑ икӗ ҫырӑвӗнче те малтан тӑвансене мухтаса илнӗ, кайран тин канашсем панӑ. Малтан вӑл вӗсене ӗненӳ, юрату тата чӑтӑмлӑх кӑтартнӑшӑн ырланӑ. Унсӑр пуҫне, Павел тӑвансен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пӗлни курӑнать, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене хӗсӗрлени ҫинчен тата вӗсене мӗн тери йывӑр килни ҫинчен асӑннӑ (1 Фес. 1:2, 3; 2 Фес. 1:4). Тата вӑл Фессалоникӑри тӑвансене ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑшӑн мухтанӑ (1 Фес. 1:8, 9). Павел хӑйсем пирки ҫапла ҫырнине илтсен вӗсем мӗн тери хӗпӗртенӗ пулӗ! Вӗсем Павел хӑйсене чунтан юратнине туйса илнӗ. Акӑ мӗншӗн Павел тӑвансене хыттӑн асӑрхаттарсан та вӗсене канаша йышӑнма йывӑр пулман (1 Фес. 4:1, 3—5, 11; 2 Фес. 3:11, 12).

7. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне канашсене итлес килмест?

7 Канаша шухӑшламасӑр парсан мӗн пулса тухма пултарать? Пӗр опытлӑ старейшина ҫапла каланӑ: «Хӑш-пӗр чухне канаша вӑл япӑх пулнӑран мар, хӑвна юратнине туйманран итлес килмест». Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Эпӗ ҫынна вӑл мана тарӑхтарнӑран канаш паратӑп-и е ӑна юратнӑран-и?» Юратусӑр панӑ канаш ҫиле тивертни ҫеҫ пулать.

КАНАША ЧӐНАХ ТА ПАМАЛЛА-ШИ?

8. Канаш париччен старейшинӑн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

8 Старейшинӑсен ыттисене канаш пама васкамалла мар. Канаш париччен ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Ҫынпа пырса калаҫмаллах-ши? Вӑл мӗн туни чӑнах та тӗрӗс мар-и? Вӑл Библири принципа пӑснӑ-и? Тен, вӑл мӗн туни мана ҫеҫ килӗшмест?» Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем «сӑмаха шутламасӑр персе яракан» ҫынсем пек пуласшӑн мар (Ытар. 29:20). Енчен те старейшина ҫын Библири принципа пӑснипе пӑсманни пирки иккӗленет пулсан, вӑл тепӗр старейшинӑпа канашлама пултарать (2 Тим. 3:16, 17).

9. Павелӑн сӑмахӗсем ҫи-пуҫ пирки канаш памаллипе памалла марри пирки йышӑну тума мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (1 Тим. 2:9, 10).

9 Калӑпӑр, пӗр-пӗр старейшинӑна тӑванӑн ҫи-пуҫӗ килӗшсех каймасть. Вара вӑл: «Ҫак тӑван Библири принципа пӑсать-и?» — тесе шухӑшлать. Старейшина хӑйӗн ӑс-тӑнӗ ҫине ҫеҫ шанасшӑн мар, ҫавӑнпа вӑл тепӗр старейшинӑпа е опытлӑ тӑванпа калаҫса илме шут тытать. Вара вӗсем пӗрле 1 Тимофей 2:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ҫи-пуҫ пирки мӗн калани ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Павел христиансене мӗн тӑхӑнма юранине, мӗн тӑхӑнма юраманнине каламан. Вӑл сӑпайлӑ тумланмалла тесе ҫеҫ каланӑ. Павел ҫакна ӑнланнӑ: христианинӑн ҫи-пуҫӗ Библири нормӑсемпе килӗшсе тӑрать пулсан, вӑл мӗн тӑхӑнас тет, ҫавна тӑхӑнма пултарать. Ҫакна шута илсе старейшина канаш парасса та христианин сӑпайлӑ тумланманнине тата пухӑвӑн ятне яма пултарнине курсан тин ӑна канаш парать.

10. Ыттисем тунӑ йышӑнусем пирки мӗн асра тытмалла?

10 Ҫакна асра тытӑр: пӗр христианин пӗр йышӑну, тепри вара тепӗр йышӑну тӑвать. Ҫак йышӑнусем иккӗшӗ те тӗрӗс пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тӑвана хамӑр шутланӑ пек тума хистемелле мар (Рим 14:10).

КАМӐН КАНАШ ПАМАЛЛА?

11, 12. Канаш памалла пулсан старейшинӑн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла тата мӗншӗн?

11 Тата ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: канаша памаллах пулсан, ҫакна камӑн тумалла? Качча кайнӑ хӗрарӑм тӑванпа е ачапа калаҫас умӗн малтан ҫемье пуҫӗпе канашласа пӑхмалла. Тен, ҫемье пуҫӗ ҫак ыйтӑва хӑй татса парас тейӗ. Е, тен, арӑмӗпе е ачипе старейшина калаҫнӑ чухне пӗрле ларас тейӗ *.  Виҫҫӗмӗш абзацра каланӑ пек вара хӑш-пӗр чухне ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансене аслӑрах хӗрарӑм тӑвансем канаш парсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

12 Старейшинӑн ҫакӑн ҫинчен те шутласа пӑхмалла: «Канаша хамӑнах памалла-ши е урӑх ҫын парсан лайӑхрах пулать?» Сӑмахран, хӑйне ниме тӑман ҫын пек туякан тӑвана ҫавӑн пекех йывӑр туйӑмсемпе кӗрешекен старейшинӑран канаш йышӑнма ҫӑмӑлтарах пулать, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек старейшина вӑл мӗн туйнине ӑнланма тата унӑн чӗрине пырса тивекен сӑмахсем калама пултарать. Анчах та ҫакна та асра тытмалла: тӑвансене хавхалантарасси тата Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх вӗрентесси — кашни старейшинӑн яваплӑхӗ. Ҫавӑнпа канаш памалла пулсан — старейшина тӑван мӗн тӳснине тӳссе курнӑ-и, курман-и — унӑн канаш памаллах.

ЛАЙӐХ КАНАШ ПАРАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Мӗншӗн старейшинӑн итлеме хатӗр пулмалла? (13, 14 абзацсене пӑхӑр)

13, 14. Мӗншӗн старейшинӑн тӑвансене итлеме хатӗр пулмалла?

13 Итлеме хатӗр пулӑр. Пӗр-пӗр тӑвана канаша мӗнле памалли пирки шутланӑ чухне старейшинӑн ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхмалла: «Тӑванӑн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен эпӗ мӗн пӗлетӗп? Унӑн пурнӑҫӗ еплерех? Эпӗ унӑн пур йывӑрлӑхӗ ҫинчен те пӗлетӗп-и? Ӑна халӗ мӗн кирлӗрех?»

14 Лайӑх канаш парас тесессӗн Иаков 1:19-мӗшӗнчи ҫак принципа шута илмелле: «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр». Старейшинӑна вӑл хӑй веҫех курать, веҫех пӗлет пек туйӑнма пултарать. Анчах ҫапла шутлани тӗрӗсех-ши? Ытарӑшсем 18:13-мӗшӗнче «итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна» тенӗ. Итлессе те старейшинӑн ытти ҫынсене мар, кама вӑл канаш парасшӑн, ҫавна итлемелле. Кайран тин хӑй мӗн каласшӑн пулнине каламалла. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ старейшина мӗне вӗреннине аса илер. Вӑл хӗрарӑм тӑвана канаш париччен: «Эсӗ мӗнле пурӑнатӑн? Сана мӗнле пулӑшмалла?» — тесе ыйтмаллине ӑнланса илнӗ. Старейшина тӑвана ӑнланма тӑрӑшсан чӗрине ыраттармасӑр ӑна улшӑнусем тума хавхалантарма пултарать.

15. Старейшинӑсен Ытарӑшсем 27:23-мӗшӗнчи принципа шута илсе мӗн тумалла?

15 Тӑвансемшӗн туссем пулӑр. Каларӑмӑр ӗнтӗ, лайӑх канаш парас тесен сӑвӑ йӗркисене вуласа вӗсене ӑнлантарса пани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Тӑвансен эпир вӗсемшӗн тӑрӑшнине, вӗсене ӑнланнине тата пулӑшасшӑн пулнине туйса тӑмалла. (Ытарӑшсем 27:23 вуласа парӑр.) Старейшинӑсен пухури тӑвансемпе туслашма тӑрӑшмалла.

Мӗншӗн старейшинӑн пухури тӑвансемшӗн тус пулмалла? (16-мӗш абзаца пӑхӑр)

16. Лайӑх канаш парас тесен старейшинӑсен мӗн тумалла?

16 Старейшинӑсем, тӑвансем сирӗн пирки: «Вӑл канаш памалла чухне ҫеҫ манпа калаҫать»,— тесе ан шутлаччӑр. Тӑвансемпе ытларах хутшӑнма тӑрӑшӑр, вӗсене пулӑшу кирлӗ пулсан, тӳрех пулӑшӑр. «Ҫапла туни туслӑха аталантарма пулӑшать. Туса вара канаш пама чылай ҫӑмӑлтарах»,— тесе калать нумай ҫул хушши старейшина пулса ӗҫлекен тӑван. Канаша йышӑнасса та тусран йышӑнма ҫӑмӑлтарах.

Мӗншӗн канаш панӑ чухне старейшинӑн чӑтӑмлӑ та ырӑ пулмалла? (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Уйрӑмах хӑҫан старейшинӑсен чӑтӑмлӑ та ырӑ пулмалла?

17 Чӑтӑмлӑ та ырӑ пулӑр. Ҫакӑ уйрӑмах тӑван Библипе килӗшсе тӑракан канаша йышӑнмасан кирлӗ, мӗншӗн тесен ун пек чухне ҫӑмӑллӑнах тарӑхса кайма пулать. Старейшинӑсен Иисусран тӗслӗх илмелле. Ун пирки ҫапла пророкла каланӑ пулнӑ: «Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ» (Матф. 12:20). Старейшинӑсем, Иисус пекех, тӑвана хӗрхенеҫҫӗ тата тӑван хӑйне мӗншӗн канаш панине тата унпа пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫакна тума вара тӑвана вӑхӑт кирлӗ. Канаша йышӑнасси ӑна мӗнле каланинчен килет. Ҫавӑнпа та старейшинӑсен ырӑ та чӑтӑмлӑ пулмалла. Тата, каларӑмӑр ӗнтӗ, канаш Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗн пулмалла.

18. а) Канаш параканӑн мӗн асра тытмалла? ӑ) Рамкӑри ӳкерчӗк ҫинчи ашшӗпе амӑшӗ мӗн сӳтсе яваҫҫӗ?

18 Хӑвӑр йӑнӑшсенчен вӗренӗр. Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир ҫак статьяра мӗн каланине тӗп-тӗрӗс тытса тӑраймӑпӑр (Иак. 3:2). Ҫавӑнпа та йӑнӑшсем тусан, айтӑр вӗсенчен вӗренер. Шел пулин те, тӑвансене кӳрентересси пулатех. Анчах та тӑвансем эпир вӗсене юратнине туяҫҫӗ пулсан, вӗсене пире каҫарма ҫӑмӑлтарах пулӗ. (« Ашшӗ-амӑшӗсем валли» рамкӑна та пӑхӑр.)

ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНТӖМӖР?

19. Мӗнле канашсене йышӑнма кӑмӑллӑ?

19 Куртӑмӑр ӗнтӗ, лайӑх канаша пама вӗренмелле. Эпир хамӑр та ҫылӑхлӑ, кама канаш паратпӑр, ҫавсем те ҫылӑхлӑ. Ҫавӑнпа та ҫак статьяри шухӑшсем пирӗншӗн питӗ усӑллӑ. Канаша тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа памалла. Ӑна памаллах-ши тесе тата ӑна камӑн памалла тесе шухӑшласа пӑхмалла. Канаш париччен малтан ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлмелле, кайран ӑна тимлӗ итлемелле те ӑнланма тӑрӑшмалла. Тӑвансемпе ырӑ пулӑр тата вӗсемшӗн туссем пулса тӑрӑр. Ҫакна та асра тытӑр: лайӑх панӑ канаша йышӑнма та кӑмӑллӑ (Ытар. 27:9).

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

^ Ыттисене канаш пама ҫӑмӑлах мар. Канашсене майне пӗлсе пама мӗнле вӗренмелле-ши? Ҫак статьяра эпир тӑвансене канашсене йышӑнма ҫӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумаллине курӑпӑр. Кунти шухӑшсем уйрӑмах старейшинӑсемшӗн усӑллӑ пулӗҫ.

^ 2021 ҫулхи февраль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Старейшинӑсен пухура мӗнле власть пур?» статьяна пӑхӑр.