Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иисус пекех чи малтан ыттисем ҫинчен шутлӑр

Иисус пекех чи малтан ыттисем ҫинчен шутлӑр

«Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (АП. ӖҪ. 20:35).

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнлерех?

 ПИН-ПИН ҫул каялла Библире Туррӑн халӑхӗ Иисус ертсе пынипе Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма «хатӗр тӑрӗ» тесе пророкла каланӑ пулнӑ (Пс. 109:3). Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланнине эпир хамӑр куҫпах куратпӑр. Кашни ҫул Туррӑн хастар ӗҫлекенӗсем ҫӗр-ҫӗр миллион сехет ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Вӗсем ҫакна тӳлевсӗр те хӑйсен кӑмӑлӗпе тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем пухури тӑвансене ӗҫпе пулӑшас тесе, хавхалантарас тесе тата вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе хӑйсен вӑхӑтне шеллемеҫҫӗ. Яваплӑ арҫын тӑвансем пирки калас пулсан вара вӗсем пухӑва хатӗрленме тата тӑвансене хавхалантарма кайса килме питӗ нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Вӗсене ҫапла тума мӗн хавхалантарать-ши? Юратни — Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна юратни (Матф. 22:37—39).

2. Рим 15:1—3 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

2 Иисус ытларах хӑйӗншӗн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ. Вӑл пирӗншӗн чи лайӑх тӗслӗх. Ун пек пулас тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвасшӑн. (Рим 15:1—3 вуласа парӑр.) Ҫапла туни нумай усӑ парать. Иисус хӑй: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать»,— тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 20:35).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир Иисус хӑйне шеллеменни ӑҫтан курӑннине тата эпир унран мӗне вӗренме пултарнине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ыттисемшӗн тӑрӑшма кӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

ИИСУСРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР

Иисус патне нумай халӑх пуҫтарӑнсан вӑл, хӑй ывӑннине пӑхмасӑрах, мӗн тунӑ? (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

4. Иисус ытларах хӑйшӗн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшнине кӑтартакан тӗслӗх каласа парӑр.

4 Иисус хӑй ывӑнсан та ыттисене пулӑшнӑ. Пӗррехинче ун патне питӗ нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Ҫакӑ пӗр ту айккинче, Капернаумран аякрах мар, пулнӑ пулас. Унччен маларах Иисус ҫӗрӗпех кӗлтунӑ пулнӑ. Вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ-ши? Иисус питӗ ывӑннӑ пулӗ, анчах та ҫав ҫынсене курсан вӑл вӗсене питӗ хӗрхеннӗ, вара чирлисене сыватма пуҫланӑ. Анчах ку кӑна мар-ха. Иисус ҫынсене вӗрентнӗ. Халӗ эпир вӑл ун чухне вӗрентнине Ту ҫинче каланӑ проповедь тетпӗр (Лука 6:12—20).

Иисус пекех хамӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшас тесен мӗн тумалла? (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Ҫемье пуҫӗсем ывӑннӑ чухне те Иисусран тӗслӗх илнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

5 Ҫемье пуҫӗсем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Ҫемье пуҫӗ ӗҫрен пӗр вӑйсӑр таврӑнать. Ҫак каҫ вара ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме шутласа хунӑ. Унӑн ҫакна тума пӗр кӑмӑл та ҫук, ҫавӑнпа вӑл Иеговӑна кӗлтӑвать те хӑйне вӑй пама ыйтать. Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравлать, вара пӗтӗм ҫемье, яланхи пекех, Библи вӗренет. Ҫав каҫ ачасем ашшӗ-амӑшӗшӗн Иеговӑна пуҫҫапни малти вырӑнта пулнине кураҫҫӗ.

6. Иисус хӑйӗн пӗччен пулас килнӗ чухне ыттисем валли вӑхӑта мӗнле уйӑрни ҫинчен каласа парӑр.

6 Иисус хӑйӗн пӗччен пулас килнӗ чухне те ыттисем валли вӑхӑт уйӑрнӑ. Акӑ Иисусӑн пурнӑҫӗнчи тепӗр лару-тӑру. Вӑл хӑйӗн тусӗн, Шыва кӗртекен Иоаннӑн, пуҫне каснине илтет. Вӑл мӗн туять-ши? Иисус пӗччен пулас тесе «ҫын ҫук ҫӗре» каять (Матф. 14:10—13). Пирӗнтен нумайӑшӗ ҫапла тунӑ пулӗччӗ пуль. Анчах та Иисусӑн пӗччен пулма май килмест. Вӑл ӑҫта кайнине нумай ҫын пӗлет те ҫав вырӑна унтан маларах пырса ҫитет. Ҫав ҫынсене курсан Иисус мӗн тӑвать? Вӑл вӗсене хӗрхенет тата хӑйӗн ҫинчен мар, ыттисем ҫинчен шухӑшлать. Ҫынсене йӑпатни кирлине ӑнланса Иисус вӗсене чылай вӗрентет. Асӑрхӑр-ха, пӗр-ик чӑнлӑха мар, нумай вӗрентет (Марк 6:31—34; Лука 9:10, 11).

7, 8. Ыттисене пулӑшнипе старейшинӑсем Иисусран тӗслӗх илнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

7 Старейшинӑсем Иисусран тӗслӗх илнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? Хаклӑ старейшинӑсем, эсир хӑвӑра шеллемесӗр пирӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн эпир сире питӗ пархатарлӑ. Эсир туса тӑракан чылай ӗҫе эпир курмастпӑр. Сӑмахран, пӗр-пӗр тӑвана васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетра тӑракан старейшинӑсем хӑйсен пур ӗҫне те хӑварса вӗсене пулӑшма васкаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне тӑвана ҫӗрле пулӑшу кирлӗ пулма пултарать. Ҫавӑн пек чухне те старейшинӑсемпе вӗсен ҫемйисем тӑвансене хӗрхеннӗрен хӑйсем ҫинчен мар, вӗсем ҫинчен шутлаҫҫӗ.

8 Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тӑвас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ тата ҫутҫанталӑк инкекне пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшаҫҫӗ. Ҫав шутрах вӗсем тӑвансене вӗрентме, хавхалантарма тата пулӑшма нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Кашни старейшинӑна тата унӑн ҫемйине тав тӑвас килет. Хӑвӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнӑшӑн Иегова сире пиллесех тӑтӑр. Паллах, старейшинӑсен виҫине те пӗлмелле. Ыттисемшӗн тӑрӑшса килтисем ҫинчен манмалла мар, вӗсем валли те вӑхӑт уйӑрмалла.

ЫТТИСЕМШӖН ТӐРӐШМА КӐМӐЛ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

9. Филиппӑ 2:4, 5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, христиансен пурин те мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла?

9 Филиппӑ 2:4, 5 вуласа парӑр. Старейшинӑсен ҫеҫ мар, пирӗн пурин те Иисусран тӗслӗх илсе хамӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшмалла. Библире вӑл чура пек пулнӑ тенӗ (Флп. 2:7). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Лайӑх чура хӑйӗн хуҫине юрама тӑрӑшать. Эпир Иеговӑн чурисем тата тӑвансемшӗн ӗҫлесе тӑратпӑр. Пирӗн вӗсене юрас килет тата вӗсемшӗн май ҫитнӗ таран ытларах тӑвас килет. Ҫакна мӗнле тумалла-ха?

10. Хамӑра мӗнле ыйтусем пама пулать?

10 Хӑвӑра тӗрӗслесе пӑхӑр. Ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать: «Ман ыттисене пулӑшма кӑмӑл пур-и? Мана кама та пулин пулӑшма, сӑмахран, ватӑ арҫын тӑван патне кайса килме е ватӑ хӗрарӑм тӑвана пухӑва леҫме, ыйтрӗҫ пулсан, эпӗ пулӑшма хатӗр-и? Эпӗ Патшалӑх залӗнче тирпейлеме е конгресс умӗн е хыҫҫӑн пуҫтарма хаваспах килӗшетӗп-и?» Хамӑра Иеговӑна халалланӑ чухне эпир уншӑн пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫлесе тӑма сӑмах патӑмӑр. Ҫавӑнпа та вӑл пирӗнтен хамӑр вӑхӑтпа вӑя шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшасса кӗтет. Эпир ыттисене мӗн те пулин илессишӗн мар, чунтан пулӑшатпӑр пулсан, Иегова питӗ савӑнать. Енчен те хамӑрӑн хӑш енчен те пулин улшӑнмаллине куртӑмӑр пулсан, мӗн тумалла-ши?

11. Ыттисемшӗн чунтан тӑрӑшма кӑмӑл пултӑр тесен мӗншӗн кӗлтумалла?

11 Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр. Калӑпӑр, эсир сирӗн ыттисемшӗн ытларах тӑрӑшмаллине куртӑр, анчах та сирӗн ҫавна тума кӑмӑл ҫук тейӗпӗр. Ҫапла пулсан, Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр, унран нимӗн те ан пытарӑр. Хӑвӑрӑн туйӑмсем ҫинчен каласа парӑр та ыттисемшӗн тӑрӑшмашкӑн кӑмӑл та, вӑй та пама ыйтӑр (Флп. 2:13).

12. Шыва кӗнӗ ҫамрӑк арҫын тӑвансем пухӑва мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

12 Эсӗ шыва кӗнӗ ҫамрӑк арҫын тӑван пулсан, ыттисемшӗн тӑрӑшма кӑмӑл пултӑр тесе Иеговӑна кӗлту. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пухура пулӑшакан ӗҫченсем старейшинӑсенчен сахалрах тата вӗсенчен нумайӑшӗ ҫамрӑках мар. Унсӑр пуҫне, Иеговӑн организацийӗ ӳссех пырать, ҫавӑнпа та ыттисемшӗн тӑрӑшма хатӗр ҫамрӑк арҫын тӑвансем питӗ кирлӗ. Эсӗ пухура кирек мӗнле ӗҫе те тума хатӗр пулсан нумай савӑнӑҫ илӗн. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫакӑ Иеговӑн чӗрине савӑнтарӗ, тӑвансем сан пирки ырласа калаҫӗҫ тата ыттисене пулӑшса хӑвна телейлӗ туйӑн.

Иудейӑри христиансем Иордан леш енчи Пеллӑна тарнӑ. Унта маларах ҫитнисем каярах ҫитнисене апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13, 14. Эпир тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

13 Ыттисене мӗнле пулӑшу кирлине асӑрхама тӑрӑшӑр. Пирӗн эрӑри 61 ҫулта Павел апостол Иудейӑра пурӑннӑ христиансене ҫакӑн пек канаш панӑ: «Ырӑлӑх тума ан манӑр, пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑрӑр — Турра ҫавӑн пек парне кӑмӑллӑ» (Евр. 13:16). Ҫак канаш питӗ вӑхӑтра пулнӑ. Павелӑн ҫырӑвне илнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен Иудейӑри христиансен хӑйсен килӗсене, ӗҫне, ӗненмен тӑван-хурӑнташӗсене хӑварса тусем хушшине тарма тивнӗ (Матф. 24:16). Ҫӗнӗ вырӑнта ҫав христиансене пӗр-пӗрне пулӑшни питӗ кирлӗ пулнӑ. Кам Павел панӑ канаша тӳрех итлесе уҫӑ кӑмӑллӑ пулса ыттисене мӗн кирлине панӑ, ҫавсене ҫӗнӗ лару-тӑрура сахаллипе ҫырлахма хӑнӑхса ҫитме ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

14 Тӑвансем хӑйсене мӗнле пулӑшу кирлине каламасан та пултараҫҫӗ. Калӑпӑр, пӗр-пӗр арҫын тӑванӑн арӑмӗ вилнӗ. Тен, ӑна апат пӗҫерме, килте тирпейлеме е тата мӗнле те пулин урӑх ӗҫпе пулӑшмалла. Никама та чӑрмантарас мар тесе вӑл ҫакӑн пирки калама именсе тӑма пултарать. Эпир хамӑр пулӑшу сӗнсен вара, вӑл ӑна хаваспах йышӑнать пулӗ. Пурӑна киле пӗтӗмпех хӑйне хӑех майлашӗ тата кирлӗ пулать пулсан, ҫын хӑех шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтӗ тесе шутламалла мар. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мана мӗнле пулӑшу кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ?»

15. Хӑйне шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшакан ҫыннӑн мӗнле пулмалла?

15 Ыттисене сирӗнтен пулӑшу ыйтма ҫӑмӑл пултӑр. Сирӗн пухура ялан пулӑшма хатӗр тӑвансем пур пуль. Вӗсенчен пулӑшу ыйтма питӗ ҫӑмӑл тата эпир вӗсем пире пулӑшасси пирки иккӗленместпӗр. Пирӗн пурин те вӗсем пекех пулас килет, ҫапла мар-и? 40-рен иртнӗ Алан ятлӑ старейшина хӑйӗнчен пулӑшу ыйтма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшать. Иисусӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ май вӑл ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Иисус питӗ ӗҫлӗ пулнӑ пулин те, ҫынсем пурте — ватти-вӗтти те — ун патне туртӑннӑ тата унран пулӑшу ыйтма вӑтанса тӑман. Вӗсем Иисус хӑйсемшӗн тӑрӑшасса пӗлнӗ. Манӑн та Иисусран тӗслӗх илсе ыттисемшӗн тӑрӑшакан ырӑ тус пулас килет тата эпӗ хамран пулӑшу ыйтма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшатӑп».

16. Псалом 118:59, 60 сӑвӑ йӗркисенчи принцип Иисусран тӗслӗх илме мӗнле пулӑшать?

16 Паллах, эпир шӑп та лӑп Иисус тунӑ пек тума пултараймастпӑр, ҫапах та пирӗн ал усмалла мар (Иак. 3:2). Ӳкерме вӗренекен ҫын тӳрех лайӑх ӳнерҫӗ пулса тӑраймасть. Хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен вӗренсен тата чаплӑ ӳнерҫӗсенчен тӗслӗх илсен вара вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерӗ. Пирӗн пирки те ҫаплах калама пулать. Хамӑр тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртсен тата хамӑр ҫитменлӗхсене пӗтерме тӑрӑшсан, пире Иисусран тӗслӗх илме ҫӑмӑлтарах пулӗ. (Псалом 118:59, 60 вуласа парӑр.)

ХАМӐРА ШЕЛЛЕМЕСӖР ЫТТИСЕМШӖН ТӐРӐШНИ УСӐ ПАРАТЬ

Старейшинӑсем хӑйсене шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнипе ҫамрӑк тӑвансене лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ (17-мӗш абзаца пӑхӑр) *

17, 18. Мӗншӗн Иисусран тӗслӗх илсе хамӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшмалла?

17 Хамӑра шеллемесӗр тӑвансемшӗн тӑрӑшни ыттисем ҫине лайӑх витӗм кӳрет. Тим ятлӑ старейшина акӑ мӗн каласа парать: «Пирӗн пухура темиҫе ҫамрӑк арҫын тӑван пулӑшакан ӗҫченсем пулса тӑчӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем питӗ ҫамрӑк. Вӗсем ҫине хӑйсене шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшакан тӑвансен тӗслӗхӗ витӗм кӳнӗ. Ҫак ҫамрӑк арҫын тӑвансем пухури тӑвансене чунтан пулӑшаҫҫӗ. Старейшинӑсем вара вӗсене питӗ хаклаҫҫӗ».

18 Ҫак тӗнчери ҫынсем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вара вӗсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Иисус хӑйне шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ чуна пырса тивет. Пирӗн те ун пекех пулас килет. Паллах, эпир шӑп та лӑп Иисус тунӑ пек тума пултараймастпӑр, анчах та вӑл кӑтартса хӑварнӑ пек пурӑнас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшма пултаратпӑр (1 Петр 2:21). Иисус пекех хамӑра шеллемесӗр ыттисемшӗн тӑрӑшсан Иегова пирӗнпе мухтанӗ. Турӑ хамӑра ырланине туйса тӑни вара нумай савӑнӑҫ кӳрет.

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

^ Иисус ытларах хӑйӗншӗн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшнӑ. Ҫак статьяра эпир Иисус пекех пулас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр тата ҫакӑ пире мӗнле усӑ панине курӑпӑр.

^ ӲКЕРЧӖК. Икӗ старейшина Джим ятлӑ ҫамрӑк тӑванӑн ашшӗне курма килнӗ. Вӗсен тӗслӗхне кура Джимӑн пухури тӑвансемшӗн ытларах тӑрӑшма кӑмӑл ҫуралать. Джима кура Бен Патшалӑх залӗнче тирпейлеме пулӑшма шутлать.