Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахма пултараятӑр!

Эсир «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахма пултараятӑр!

«Кивӗ ҫынна... хывса пӑрахӑр» (КОЛ. 3:9, ҪТ).

29-МӖШ ЮРӐ Хамӑра панӑ ятпа килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Библи вӗренме пуҫличчен сирӗн пурнӑҫ мӗнлерех пулнӑ?

 БИБЛИ вӗренме пуҫличчен сирӗн пурнӑҫ мӗнлерех пулнӑ? Пирӗнтен нумайӑшӗ ҫакӑн ҫинчен аса та илесшӗн мар. Сирӗн ҫи-пуҫпа шухӑш-кӑмӑл ҫине ҫак тӗнче витӗм кӳнӗ пулӗ тата, тен, эсир мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑ. Ҫапла пулсан эсир Турӑсӑр та, шанчӑксӑр та пурӑннӑ (Эф. 2:12). Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренни вара сирӗн пурнӑҫа улӑштарнӑ.

2. Библи вӗренме пуҫласан эсир мӗн ӑнланса илнӗ?

2 Библи вӗренме пуҫласан эсир сирӗн юратакан ҫӳлти Атте пуррине ӑнланса илнӗ. Вара сирӗн унӑн тусӗ пулас килсе кайнӑ тата унӑн пысӑк ҫемйине кӗме кӑмӑл ҫуралнӑ. Анчах та эсир малтан сирӗн хӑвӑрӑн шухӑш-кӑмӑла, пурнӑҫ йӗркине тата ҫи-пуҫа улӑштармаллине ӑнланса илнӗ. Сирӗн ырӑпа усал ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренмелле пулнӑ (Эф. 5:3—5).

3. Колоссӑ 3:9, 10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иегова пире мӗн тума хушать тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иегова — пире Пурнӑҫ Паракан тата пирӗн ҫӳлти Атте. Ҫавӑнпа та унӑн пирӗн валли правилӑсем палӑртса хума право пур. Вӑл вара пире шыва кӗричченех «кивӗ ҫынна унӑн ӗҫӗсемпех хывса» пӑрахма * хушать. (Колоссӑ 3:9, 10 [ҪТ] вуласа парӑр.) * Шыва кӗрес текенсем ҫак статьяран ҫакна пӗлме пултарӗҫ: 1) «Кивӗ ҫын» тени мӗне пӗлтерет? 2) Мӗншӗн Иегова «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахмалла тет? 3) Ҫакна мӗнле тумалла? Шыва кӗнисем вара каллех «кивӗ ҫынна» тӑхӑнас мар тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултарӗҫ.

«КИВӖ ҪЫН» ТЕНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

4. «Кивӗ ҫынна» тӑхӑннисем мӗнлерех ҫынсем?

4 «Кивӗ ҫынна» тӑхӑннисем ҫылӑхлӑ ӳт хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Вӗсем пархатарсӑр, мӑнкӑмӑллӑ, часах тарӑхса каяҫҫӗ тата хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Вӗсем аскӑнлӑхпа тата хаярлӑхпа тулнӑ фильмсем тата порнографи пӑхма юратаҫҫӗ. Паллах, «кивӗ ҫынна» тӑхӑннисен лайӑх енсем те пур. Тен, вӗсене хӑйсен ӗҫӗсемпе сӑмахӗсемшӗн намӑс та. Ҫапах та вӗсем улшӑнасшӑнах мар (Гал. 5:19—21; 2 Тим. 3:2—5).

«Кивӗ ҫынна» хывса пӑрахсан ҫын ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма пӑрахать (5-мӗш абзаца пӑхӑр) *

5. Эпир «кивӗ ҫынна» пӗтӗмпех хывса пӑрахма пултаратпӑр-и? Ӑнлантарса парӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19).

5 Эпир пурте ҫылӑхлӑ пулнӑран хамӑрӑн тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӑмӑл-туртӑмсене пӗтӗмпех пӗтерме пултараймастпӑр. Хӑш-пӗр чухне пирӗн хамӑра тӗрӗс мар тытасси пулатех (Иер. 17:9; Иак. 3:2). Анчах та эпир «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахсассӑн, тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма тата юрӑхсӑр ӗҫсем тума пӑрахатпӑр. Урӑхла каласан, эпир ҫылӑха хамӑрпа хуҫаланма памастпӑр (Ис. 55:7; Апостолсен ӗҫӗсем 3:19 вуласа парӑр).

6. Мӗншӗн Иегова пире «кивӗ ҫынна» ӗҫӗ-мӗнӗпех хывса пӑрахма ыйтать?

6 Иегова пире юратать тата ыррине ҫеҫ сунать, ҫавӑнпа пире тӗрӗс мар шухӑшсене сирсе яма тата япӑх йӑласене пӗтерме ыйтать (Ис. 48:17, 18). Ҫапла тумасан эпир хамӑра та, ыттисене те сиен кӳретпӗр. Ҫакӑ вара Иеговӑн чӗрине ыраттарать.

7. Рим 12:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗнле йышӑну тумалла?

7 Эсир улшӑнусем тума пуҫласан сирӗн туссемпе хурӑнташсем сирӗнтен кулнӑ та пулӗ (1 Петр 4:3, 4). Вӗсем: «Мӗншӗн эсӗ ыттисене итлетӗн? Хӑвӑн пуҫупа пурӑн!» — теме те пултарнӑ. Анчах та Иеговӑна итлемен ҫынсем пирки вӗсем чӑннипех те ирӗклӗ теме пулать-и? Ҫук, паллах. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем Шуйттанпа унӑн тӗнчине хӑйсемпе хуҫаланма ирӗк параҫҫӗ. (Рим 12:1, 2 вуласа парӑр.) Апла пулсан, пирӗн йышӑну тумалла: е эпир «кивӗ ҫынна» хывмасӑр малалла та Шуйттан тӗнчипе ҫылӑха хамӑр ҫине витӗм кӳме паратпӑр, е хамӑр ҫине Иеговӑна витӗм кӳме парса лайӑхланса пыратпӑр.

«КИВӖ ҪЫННА» МӖНЛЕ ХЫВСА ПӐРАХМАЛЛА?

8. Иегова пире «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахма мӗнле пулӑшать?

8 Пире улшӑнма вӑхӑт кирлине Иегова ӑнланать (Пс. 102:13, 14). Вӑл пире пулӑшса та тӑрать — хӑйӗн Сӑмахӗ, святой сывлӑшӗ тата организацийӗ урлӑ вӑйпа ӑслӑлӑх парса тӑрать. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине эсир хӑвӑр та туйса курнӑ пулӗ. Айтӑр «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахас тесен, ӑна каялла тӑхӑнас мар тесен тата шыва кӗме хатӗрленес тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

9. Турӑ Сӑмахӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?

9 Хӑвӑра хӑвӑр Библи тӑрӑх тӗрӗслӗр. Турӑ Сӑмахне тӗкӗрпе танлаштарма пулать. Библие вуласа эсир хӑвӑр мӗнле шухӑшланине, мӗнле калаҫнине тата хӑвӑра мӗнле тытнине тӗрӗслесе хӑш енчен улшӑнмаллине курма пултаратӑр (Иак. 1:22—25). Тата кам сирӗнпе Библи вӗренет, ҫавӑ е ытти опытлӑ тӑвансем те сире пулӑшма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем Библипе усӑ курса сирӗн мӗнле лайӑх енсем пуррине тата хӑш енчен сирӗн улшӑнмаллине калама пултараҫҫӗ. Енчен те эсир япӑх йӑлапа кӗрешетӗр пулсан, вӗсем сире публикацисенче усӑллӑ канашсем мӗнле тупмаллине хаваспах кӑтартӗҫ. Иегова та яланах пулӑшма хатӗр. Вӑл сире мӗн кирлине никамран та лайӑхрах пӗлет, мӗншӗн тесен сирӗн чӗрене курать (Ытар. 14:10; 15:11). Ҫавӑнпа та кашни кун Библи вулассине тата кӗлтӑвассине йӑлана кӗртӗр.

10. Эли тӑванӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Ан манӑр: Иегова пире ыррине ҫеҫ сунать. Иегова мӗн хушнине туни пире яланах усӑ парать. Унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнакансем телейлӗ, хӑйсене хисеплеҫҫӗ тата пурнӑҫ тӗллевне тупаҫҫӗ (Пс. 18:8—12). Иеговӑна итлеменнисем вара тӗрӗс мар йышӑнусем тӑваҫҫӗ те хӗн кураҫҫӗ. Ҫакӑ Эли ятлӑ арҫын тӗслӗхӗнчен курӑнать. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ӑна мӗн ачаранпах Иеговӑна юратма вӗрентнӗ, анчах та яш чухне Эли япӑх туссемпе ҫыхланса кайнӑ. Вара наркотикпа иртӗхме, аскӑнланса пурӑнма тата вӑрлама пуҫланӑ. Эли хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл час тарӑхса каякан тата хаяр ҫын пулса тӑнӑ. «Атте-анне мана пӗр майлӑ вӗрентнӗ, эпӗ вара пачах урӑхла тӑваттӑмччӗ»,— тет вӑл. Ҫапах та Эли ача чухне мӗне вӗреннине манса кайман. Вӑхӑт иртсен вӑл каллех Библи вӗренме пуҫланӑ, улшӑнас тесе тата япӑх йӑласене пӑрахас тесе нумай вӑй хунӑ. Вара 2000 ҫулта шыва кӗнӗ. Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пуҫласан Эли тӑванӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннӑ? Вӑл ҫапла калать: «Халӗ эпӗ чӗрере канӑҫлӑх туятӑп тата манӑн совесть таса» *. Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пӑрахакансем хӑйсене хӑйсем сиен кӳреҫҫӗ. Анчах та вӗсем улшӑнасшӑн пулсан, Иегова вӗсене пулӑшма хатӗр.

11. Иегова мӗне-мӗне кураймасть?

11 Иегова мӗне кураймасть, ҫавна курайми пулӑр (Пс. 96:10). Библире «мӑнкӑмӑллӑ куҫ, суя чӗлхе, айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ» Иеговӑшӑн ирсӗрлӗх тенӗ (Ытар. 6:16, 17). Тата Турӑ «ултавҫӑран йӗрӗнет» (Пс. 5:7). Ҫакна Ной пурӑннӑ вӑхӑтра мӗн пулса иртни ҫирӗплетсе парать. Турӑ усал ҫынсене пӗтернӗ, «мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсенӗн усал ӗҫӗсемпе тулса» ҫитнӗ пулнӑ (Пулт. 6:13). Иегова тата мӗне курайманнине Малахия пророк та каланӑ. Ҫын мӑшӑрӗн айӑпӗ ҫук ҫӗртенех унран уйрӑлать пулсан, ҫакӑ Иеговӑна питӗ килӗшмест. Хӑйне ҫавӑн пек ҫын пуҫҫапни Иеговӑна йӗрӗнтерет тата вӑл ӑна явап та тыттарӗ (Мал. 2:13—16; Евр. 13:4).

Ҫӗрсе кайнӑ апата ҫиес шухӑш та йӗрӗнтерет. Иегова курайман ӗҫсене тӑвас шухӑш та ҫавӑн пекех йӗрӗнтермелле (11, 12 абзацсене пӑхӑр)

12. «Усал сире йӗрӗнтертӗр» тени мӗне пӗлтерет?

12 Иегова «усал сире йӗрӗнтертӗр» тет (Рим 12:9, ҪТ). Йӗрӗнни вӑл питӗ вӑйлӑ туйӑм. Ҫын мӗнрен те пулин йӗрӗнет пулсан, вӑл ӑна кураймасть, унӑн ҫав япала ҫинчен шухӑшлас та килмест. Паллах, никамӑн та ҫӗрсе кайнӑ апата ҫиес килмӗ. Ун пирки шутласанах хӑсас килет. Иегова курайман ӗҫсене тӑвас шухӑш та пире ҫавӑн пекех йӗрӗнтермелле.

13. Мӗншӗн ирсӗр шухӑшсене сирсе ямалла?

13 Ирсӗр шухӑшсене сирсе ярӑр. Шухӑшсем ӗҫсем ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иисус ҫылӑх патне илсе ҫитерме пултаракан шухӑшсене тӳрех пӗтермелле тесе вӗрентнӗ (Матф. 5:21, 22, 28, 29). Эпир Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулсан, хамӑрӑн пуҫа кӗрекен ирсӗр шухӑшсене пирӗн тӳрех сирсе ямалла.

14. Пирӗн сӑмахсенчен мӗн курӑнать тата пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?

14 Хӑвӑр мӗнле тата мӗн ҫинчен калаҫнине асӑрхаса тӑрӑр. Иисус: «Ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать»,— тенӗ (Матф. 15:18). Чӑнах та, пирӗн сӑмахсем эпир мӗнлерех ҫын пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла: «Эпӗ йывӑрлӑхсем сиксе ан тухчӑр тесен суйма та юрать тесе шухӑшламастӑп-и? Хамӑн мӑшӑрӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче ыттисемпе якӑлтатса ҫӳреместӗп-и? Эпӗ ыттисенчен тӑрӑхласа кулмастӑп-и? Ирсӗр сӑмахсемпе калаҫмастӑп-и? Эпӗ час тарӑхса каякан ҫын мар-и?» Ирсӗр, йӗркесӗр, суя сӑмахсене тумтир ҫинчи тӳмесемпе танлаштарма пулать. Ҫакӑн пек сӑмахсемпе усӑ курсан эпир хамӑр ҫинчи «кивӗ ҫыннӑн» тумне тӳмелесе хуратпӑр теме пулать. Йӗркесӗр, усал сӑмахсемпе калаҫма пӑрахсан вара «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

15. «Кивӗ ҫынна» юпа ҫумне пӑталамалла тенине мӗнле ӑнланмалла?

15 Татӑклӑ йышӑнусем тӑвӑр. Пурнӑҫа улӑштарма питӗ кирлине ӑнлантарса парас тесе Павел витӗмлӗ танлаштару илсе панӑ. Вӑл пирӗн «кивӗ ҫынна» юпа ҫумне пӑталамалла тенӗ (Рим 6:6). Урӑхла каласан, пирӗн Иисусран тӗслӗх илмелле. Вӑл Иеговӑн ирӗкне тӑвас тесе вилме те хатӗр пулнӑ. Ҫавӑн евӗрлех пирӗн те Иегова курайман ӗҫсене тума пӑрахма хатӗр пулмалла. Ҫапла тусан ҫеҫ эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӑпӑр тата пирӗн совесть таса пулӗ (Иоанн 17:3; 1 Петр 3:21). Ан манӑр: пире юрас тесе Иегова хӑйӗн нормисене улӑштармӗ. Пирӗн хамӑрӑн Иеговӑна юрас тесе улшӑнмалла (Ис. 1:16—18; 55:9).

16. Мӗншӗн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме пӑрахмалла мар?

16 Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме ан пӑрахӑр. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та сирӗн ҫакӑн пек туртӑмсемпе кӗрешмелле пулӗ. Маурисиу тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫамрӑк чухне вӑл гомосексуалист пулнӑ. Каярахпа вара Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне тӗппипех улӑштарнӑ та 2002 ҫулта шыва кӗнӗ. Маурисиу Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлет пулин те, хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн халӗ те вӑхӑтран вӑхӑта тӗрӗс мар туртӑмсемпе кӗрешме тивет. Апла пулин те вӑл парӑнмасть. «Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешсе эпӗ Иеговӑна савӑнтаратӑп. Ҫакна пӗлни мана вӑй кӗртет»,— тет Маурисиу *.

17. Набиха тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренетӗр?

17 Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр тата хӑвӑр ҫине мар, ун ҫине шанӑр (Гал. 5:22; Флп. 4:6). «Кивӗ ҫынна» хывса пӑрахас тата урӑх тӑхӑнас мар тесен нумай вӑй хумалла. Ҫакӑ Набиха ятлӑ хӗрарӑм тӗслӗхӗнчен курӑнать. Вӑл 6-ра пулнӑ чухне унӑн ашшӗ ҫемйине пӑрахса тухса кайнӑ. «Ҫакӑ мана хуҫсах антарчӗ тата чӗрере час тӳрленми сурансем хӑварчӗ»,— аса илет вӑл. Набиха кутӑн та хаяр ҫын пулса тӑнӑ. Вӑл наркотиксем сутма пуҫланӑ. Ҫавӑншӑн ӑна темиҫе ҫуллӑха тӗрмене лартнӑ. Ҫав тӗрмене эрнере пӗрре Иегова Свидетелӗсем пырса кайнӑ. Набиха вӗсемпе Библи вӗренме килӗшнӗ, вара хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тума пуҫланӑ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Хӑш-пӗр япӑх йӑласене эпӗ хӑвӑртах пӗтертӗм. Сӑмахран, наркотикпа иртӗхме пӑрахма йывӑрах пулмарӗ. Анчах та чӗлӗм туртма пӑрахма питӗ йывӑр пулчӗ». Ҫулталӑк ытла иртсен тин Набиха ҫак йӑлана пӑрахма пултарнӑ. Хӑйне мӗн пулӑшни ҫинчен вӑл акӑ мӗн калать: «Пуринчен ытла мана Иеговӑна кӗлтуни вӑй парса тӑчӗ». Вӑл ҫапла та хушса калать: «Эпӗ Иеговӑна юрас тесе улшӑнма пултартӑм пулсан, кирек кам та улшӑнма пултарӗ!» *

ЭСИР ШЫВА КӖМЕ ЮРӐХЛӐ ПУЛМА ПУЛТАРАТӐР

18. 1 Коринф 6:9—11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ мӗнле улшӑнусем тунӑ?

18 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аскӑнчӑксем, гомосексуалистсем тата вӑрӑсем пулнӑ. Анчах та святой сывлӑш пулӑшнипе вӗсем улшӑннӑ, вара Иегова вӗсене Христоспа пӗрле патшара ларма суйласа илсе чыс тунӑ. (1 Коринф 6:9—11 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтра та Библи миллион-миллион ҫынна улшӑнма пулӑшнӑ *. Ҫав ҫынсем тарӑн тымар янӑ япӑх йӑласенчен хӑтӑлма пултарнӑ. Апла пулсан эсир те кирлӗ улшӑнусем туса шыва кӗме юрӑхлӑ пулса тӑма пултаратӑр.

19. Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Шыва кӗрес тесен «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахни ҫеҫ ҫителӗксӗр, «ҫӗнӗ ҫынна» та тӑхӑнмалла. Ҫакна мӗнле тумаллине тата ыттисем пире ҫавна тума мӗнле пулӑшма пултарнине тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем

^ Ҫын шыва кӗрес тет пулсан унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче нумай улшӑну тумалла. Ҫак статьяра эпир Библире «кивӗ ҫын» тени мӗне пӗлтернине, мӗншӗн «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахмаллине тата ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Тепринче вара пирӗн пурин те, эпир шыва кӗнӗ пулсан та, мӗнле майпа «ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнмаллине курӑпӑр.

^ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. «Кивӗ ҫынна хывса пӑрахӑр» тени Иеговӑна килӗшмен енсенчен тата йӑласенчен хӑтӑлмаллине пӗлтерет. Ҫакна вара шыва кӗричченех тума пуҫламалла (Эф. 4:22).

^ Колоссӑ 3:9, 10, ҪТ: «Пӗр-пӗрне ан суйӑр. Кивӗ ҫынна унӑн ӗҫӗсемпех хывса пӑрахӑр. Ҫӗнӗ ҫынна тӑхӑнӑр, вӑл чӑнлӑха тӗп-тӗрӗс пӗлнине пула хӑйне тунӑ Турӑ евӗрлӗ пулса ҫӗнелсе пырать».

^ 2012 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Библия меняет жизнь. „Я решил вернуться к Иегове“» статьяна пӑхӑр.

^ 2012 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Библия меняет жизнь. „Они были очень добры ко мне“» статьяна пӑхӑр.

^ 2012 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Библия меняет жизнь. „Я стала злой и агрессивной“» статьяна пӑхӑр.

^ « Библи пурнӑҫа улӑштарать» рамкӑна пӑхӑр.

^ ӲКЕРЧӖК. Иегова мӗне кураймасть, ҫавӑнтан хӑтӑлнине «кивӗ тумтире» кӑларса пӑрахнипе танлаштарма пулать.