Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та «ҫӗнӗ ҫынна» хывмасӑр ҫӳрӗр

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та «ҫӗнӗ ҫынна» хывмасӑр ҫӳрӗр

«Ҫӗнӗ ҫынна тӑхӑнӑр» (КОЛ. 3:10, ҪТ).

49-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн чӗрине савӑнтарар

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эпир мӗнлерех ҫын пулни мӗнрен паллӑ?

 ЭПИР тин ҫеҫ шыва кӗтӗмӗр-и е нумай ҫул каялла-и, пирӗн пурин те Иеговӑна хамӑра юраттарас килет. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑр мӗн ҫинчен шухӑшланине асӑрхасах тӑмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир мӗн ҫинчен шухӑшланинчен эпир мӗнлерех ҫын пулни курӑнать. Хамӑр кӑмӑла ҫырлахтарасси ҫинчен тӑтӑшах шухӑшласан эпир мӗн те пулин япӑххине калама е туса хума пултаратпӑр (Эф. 4:17—19). Ырри ҫинчен шухӑшласан вара хамӑра Иеговӑна юрӑхлӑ тытма ҫӑмӑлтарах пулӗ (Гал. 5:16).

2. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусен хуравӗсене тупӑпӑр?

2 Унчченхи статьяра каларӑмӑр ӗнтӗ, тӗрӗс мар шухӑшсем пуҫа кӗреҫҫех. Анчах та эпир вӗсене хамӑр ҫине витӗм кӳме парӑпӑр-и? Ҫакӑ хамӑртан килет. Шыва кӗриччен пирӗн Иегова курайман ӗҫсене тума тата юрӑхсӑр сӑмахсемпе калаҫма пӑрахмалла. Унсӑрӑн «кивӗ ҫынна» хывса пӑрахма ҫук. Анчах та Иеговӑна савӑнтарас тесен ҫакӑ ҫителӗксӗр. Библи пире: «Ҫӗнӗ ҫынна тӑхӑнӑр»,— тет (Кол. 3:10, ҪТ). Ку статьяра эпир ҫак икӗ ыйтӑвӑн хуравӗсене тупӑпӑр: 1) «Ҫӗнӗ ҫын» тени мӗне пӗлтерет? 2) Ӑна мӗнле тӑхӑнмалла тата ӑна хывас мар тесен мӗн тумалла?

«ҪӖНӖ ҪЫН» ТЕНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3. «Ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнса ҫӳрени мӗне пӗлтерет тата ӑна тӑхӑнас тесен мӗн тумалла? (Галати 5:22, 23).

3 «Ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнса ҫӳрени Иегова пек шухӑшланине тата ун пек тунине пӗлтерет. «Ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнас тесен ҫыннӑн хӑйӗн туйӑмӗсем, шухӑшӗсем тата ӗҫӗсем ҫине святой сывлӑша витӗм кӳме памалла. Тата святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартмалла. (Галати 5:22, 23 вуласа парӑр.) Сӑмахран, «ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнакан Иеговӑна тата унӑн халӑхне юратать (Матф. 22:36—39). Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та вӑл савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмасть (Иак. 1:2—4). Тата ун пирки килӗшӳ кӳрекен теме пулать (Матф. 5:9). Вӑл чӑтӑмлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ (Кол. 3:13). Унӑн ыттисене ырӑ тӑвас килет (Лука 6:35). Унӑн ӗҫӗсенчен вӑл Турра хытӑ ӗненни курӑнать (Иак. 2:18). Ыттисем хӑйне тарӑхтарнӑ чухне вӑл йӑваш пулма пӑрахмасть, илӗртӳ сиксе тухсан вара хӑйне чарма пӗлет (1 Кор. 9:25, 27; Тит 3:2).

4. Мӗншӗн пирӗн «ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнас тесен святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен пур лайӑх ене те аталантармалла?

4 «Ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнас тесен пирӗн святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен пур лайӑх ене те аталантармалла *. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пӗр лайӑх ене кӑтартас тесен ытти лайӑх енсене те аталантармалла. Сӑмахран, ҫывӑх ҫынпа чӑтӑмлӑ та ырӑ пулмасан эпир ӑна чӑннипех те юрататпӑр теме пулать-и? Е йӑваш пулмасан тата хамӑра алра тытмасан пирӗн пирки ырӑ кӑмӑллӑ теме пулать-и?

«ҪӖНӖ ҪЫННА» ТӐХӐНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Иисус пек шухӑшлама вӗренсе пынӑ май пире вӑл тунӑ пек тума ҫӑмӑлтарах пулӗ (5, 8, 10, 12, 14 абзацсене пӑхӑр)

5. «Пирӗнте Христос ӑсӗ» тени мӗне пӗлтерет тата мӗншӗн пирӗн унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ытларах пӗлсе пымалла? (1 Коринф 2:16).

5 1 Коринф 2:16 вуласа парӑр. «Ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнас тесен «пирӗнте Христос ӑсӗ» пулмалла. Урӑхла каласан, малтан Иисус мӗнле шухӑшланине ӑнланмалла, кайран вара ун пек шухӑшлама вӗренмелле. Иисус святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен енсене питӗ лайӑх кӑтартать. Вӑл Иеговӑн лайӑх енӗсене тап-таса тӗкӗр пек кӑтартать (Евр. 1:3). Иисус Христос пек шутлама мӗн чухлӗ вӑйлӑрах тӑрӑшатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах ун пек пулса пыратпӑр (Флп. 2:5).

6. «Ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнма вӑй хуракансен мӗн асра тытмалла?

6 Эпир чӑнах та Иисусран тӗслӗх илме пултаратпӑр-и? Тен, хӑш-пӗрисем: «Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр вӗт, эпӗ нихӑҫан та ун пек пулса тӑраймастӑп»,— тесе шутлаҫҫӗ. Сирӗн те ҫакӑн пек шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ пулсан, ҫакна асра тытӑр: пӗрремӗшӗнчен, эпир Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен пире ҫапла тунӑ (Пулт. 1:26). Ҫак тӗлӗшрен ӑнӑҫлӑ пуласси вара хамӑр вӑй хунинчен килет. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова пире Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ вӑя, святой сывлӑша, парать. Вӑл пулӑшнипе эпир хамӑр вӑйпа тума пултарайманнине тума пултарӑпӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иегова пирӗнтен халех пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрасса кӗтмест. Вӑл пире святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантарса ҫитерме 1 000 ҫул парӗ вӗт! (Ӳлӗм. 20:1—3). Халӗ вара Иегова пирӗнтен хӑйӗн ҫине шанасса тата хамӑртан мӗн килнине пурне те тӑвасса кӗтет.

7. Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

7 Айтӑр халӗ Иисус святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен тӑватӑ ене мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар. Эпир Иисус ыттисене юратни, килӗшӳ кӳни, ырӑ кӑмӑллӑ пулни тата ыттисене ырӑ туни ҫинчен калаҫӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир унран мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр. Тата хамӑра ыйтусем парса «ҫӗнӗ ҫын» хамӑр ҫинче мӗнлерех ларнине курӑпӑр.

8. Иисусӑн юратӑвӗ мӗнрен курӑннӑ?

8 Иисус Иеговӑна юратнӑран уншӑн та, ҫынсемшӗн те хӑйне шеллемен (Иоанн 14:31; 15:13). Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне вӑл ҫынсене юратнине кашни кунах кӑтартнӑ. Хӑйне хирӗҫ тӑнӑ чухне те вӑл ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑ. Иисус ҫынсене юратни пуринчен ытла вара вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарнинче курӑннӑ (Лука 4:43, 44). Унсӑр пуҫне, Иисус Турра тата ҫынсене чунтан юратнӑран асапланса вилме хатӗр пулнӑ. Ун вилӗмне пула пирӗн пурин те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пур.

9. Ҫынсене Иисус пекех юратас тесен мӗн тумалла?

9 Эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене юратнӑран пурнӑҫа ӑна халалласа шыва кӗтӗмӗр. Иисус пекех ҫынсене юратсан эпир те Иеговӑна юратнине кӑтартӑпӑр. Иоанн апостол ҫапла ҫырнӑ: «Куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр?» (1 Иоанн 4:20). Хамӑра тӗрӗслесе пӑхас тесен ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать: «Эпӗ чӑннипех те ҫынсене юрататӑп-и? Хампа тӳрккессӗн калаҫакан ҫынсене эпӗ хӗрхенме пултаратӑп-и? Эпӗ хамӑн вӑхӑта та, вӑя та шеллемесӗр ыттисене Иегова ҫинчен каласа пама хатӗр-и? Ҫынсем мана итлесех кайманни е хама хирӗҫ тӑни мана чарса тӑмасть-и? Эпӗ вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе ытларах хутшӑнма пултаратӑп-и?» (Эф. 5:15, 16).

10. Мӗншӗн Иисус килӗшӳ кӳрекен ҫын пулнӑ теме пулать?

10 Иисус килӗшӳ кӳрекен ҫын пулнӑ. Ыттисем хӑйӗнпе япӑх тытнӑ чухне вӑл усалпа тавӑрман. Унсӑр пуҫне, ҫивӗч лару-тӑрура вӑл килӗшӳ кӳме тӑрӑшнӑ тата ыттисем тавлашса кайсан, вӗсене мирлешме хавхалантарнӑ. Иисус эпир тӑвансемпе килӗштерсе пурӑнмасан, Иеговӑна пуҫҫапни усӑсӑр пулать тесе вӗрентнӗ (Матф. 5:9, 23, 24). Вӑл апостолӗсене кам аслӑрах пулни пирки тавлашмалла мар тесе пӗрре анчах мар каланӑ (Лука 9:46—48; 22:24—27).

11. Килӗшӳ кӳрекен пулас тесен мӗн тумалла?

11 Килӗшӳ кӳни харкашмасӑр-тавлашмасӑр пурӑннине ҫеҫ пӗлтермест. Ҫакӑ килӗшӳ ҫук ҫӗрте килӗшӳ кӳнине тата харкашса кайнӑ тӑвансене пӗр-пӗринпе мирлешме хавхалантарнине пӗлтерет (Флп. 4:2, 3; Иак. 3:17, 18). Хамӑртан ҫапла ыйтса пӑхма пулать: «Ыттисемпе килӗштерсе пурӑнмашкӑн эпӗ мӗн-мӗн тума хатӗр? Ман кӳренсе ҫӳрес йӑла ҫук-и? Эпӗ тӑванпа мирлешес тесе ун патне пӗрремӗш пыма хатӗр-и е эпӗ кам айӑплӑ, ҫавӑн пӗрремӗш пымалла тесе шутлатӑп? Вырӑнлӑ пулсан, эпӗ тавлашса кайнӑ тӑвансене мирлешме хавхалантаратӑп-и?»

12. Иисус ырӑ кӑмӑллӑ пулни мӗнрен курӑннӑ?

12 Иисус ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ (Матф. 11:28—30). Ҫивӗч лару-тӑрура та вӑл йӑвашшӑн калаҫнӑ тата хӑйӗнни ҫинче тӑман. Пӗр Ханаан хӗрарӑмӗ хӑйӗн хӗрне сыватма ыйтсан, Иисус хӑйне мӗнле тытнине аса илӗр-ха. Малтанах вӑл унӑн ачине сыватма килӗшмен. Кайран вара, хӗрарӑм хытӑ ӗненнине курсан, вӑл ыйтнӑ пек тунӑ (Матф. 15:22—28). Анчах та Иисус ырӑ кӑмӑллӑ пулни вӑл ҫемҫешке пулнине пӗлтермест. Тусӗсене тӳрлетмелле пулнӑ чухне вӑл вӗсене канаш памасӑр тӑман. Сӑмахран, Петр Иисуса Иеговӑн ирӗкне тума чӑрмантарма хӑтлансан, Иисус ӑна ытти вӗренекенӗсем умӗнчех питленӗ (Марк 8:32, 33). Вӑл Петра кӳрентерес тесе мар, ӑна та, ыттисене те канаш парас тесе ҫапла тунӑ. Вӗсен ҫакна ӑнланмалла пулнӑ: Христоса хирӗҫ калас вырӑнне вӗсен ун майлӑ пулмалла пулнӑ. Паллах, Петр хӑйне аван мар туйнӑ, анчах та Иисусӑн канашӗ ӑна усӑ панӑ.

13. Ырӑ кӑмӑллӑ пулни мӗнрен курӑнать?

13 Ырӑ кӑмӑллӑ пулни пире хӑш-пӗр чухне хамӑр туссене тӳррӗн канаш пама хавхалантарать. Канаш панӑ чухне вара Иисусран тӗслӗх илӗр. Сирӗн сӑмахсем Библипе килӗшсе тӑччӑр. Йӑвашшӑн калаҫӑр, ыттисем пирки япӑх ан шутлӑр. Иеговӑна та, сире те юратакан ҫын хӑйне панӑ канашшӑн пархатарлӑ пуласси пирки ан иккӗленӗр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Тус тӗрӗс мар ӗҫ тусан, эпӗ унпа ҫавӑн ҫинчен калаҫма хӑюлӑх ҫитерӗп-и? Канаш памалла чухне эпӗ тӳрккессӗн е ыррӑн калаҫатӑп? Эпӗ тарӑхнӑран канаш паратӑп-и е пулӑшасшӑн пулнӑран-и?»

14. Ырӑлӑх туни мӗн иккенне Иисус тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартать?

14 Иисус ырӑлӑх мӗн иккенне пӗлет кӑна мар, вӑл ӑна тӑвать те. Вӑл Ашшӗне юратать, ҫавӑнпа та яланах тӗрӗссине тӑвать. Тата ҫакна тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа тӑвать. Ырӑ ҫын ыттисене пулӑшас тесе майсем шырать. Эппин, ырӑлӑх мӗн иккенне пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн ырӑ ӗҫсене тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа тумалла. Анчах кам та пулин тӗлӗнсе ҫапла калама пултарать: «Ырӑ ӗҫсене тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлпа тума пулать-и вара?» Пулать. Сӑмахран, Иисус каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫынсем чухӑнсене пулӑшасса та хӑйсене ыттисем мухтаччӑр тесе пулӑшнӑ. Анчах та вӗсен ырӑ ӗҫӗсем Иеговӑна пачах та савӑнтарман (Матф. 6:1—4).

15. Ырӑлӑх мӗн вӑл?

15 Ырӑлӑх вӑл — тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа тӗрӗс туни. Ҫавӑнпа хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр:«Эпӗ ырӑлӑх мӗн иккенне пӗлетӗп кӑна-и е ӑна кӑтартатӑп-и? Ырӑ тума мана мӗн хавхалантарса тӑрать?»

ХӐВӐРӐН «ҪӖНӖ ҪЫННА» УПРӐР

16. Пирӗн кашни кун мӗн тумалла тата мӗншӗн?

16 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн «ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнса ҫӳрес тесен урӑх вӑй хумалла мар тесе шутламалла мар. Пирӗн ҫак хитре тумтире упрамалла. Ҫакна мӗнле тумалла? Святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартмашкӑн кашни кун вӑй хумалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова нихӑҫан та ӗҫсӗр лармасть тата хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса хӑй мӗн шутласа хунине тӑвать (Пулт. 1:2). Ҫавӑнпа та святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен пур ен те пире ӗҫсем тума хавхалантармалла. Тӗслӗхрен, Иаков: «Ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех»,— тенӗ (Иак. 2:26). Ытти лайӑх енсем пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир вӗсене кӑтартнинчен пирӗн ҫине Туррӑн сывлӑшӗ витӗм кӳни курӑнать.

17. Пӗр-пӗр лару-тӑрура хамӑра тӗрӗс тытаймарӑмӑр пулсан мӗн тумалла?

17 Нумай ҫул каялла шыва кӗнисене те лайӑх енсене кӑтартма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Ҫавах та ал усмалла мар. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: хӑвӑрӑн юратнӑ тумтире ҫурса пӑрахрӑр пулсан, эсир ӑна тӳрех кӑларса ывӑтатӑр-и? Паллах, ҫук. Эсир ӑна ҫӗлесе хурса малашне тирпейлӗрех тытнӑ пулӑттӑр. Ҫакна тӑвансене кӳрентернипе танлаштарма пулать. Пире ырӑлӑх, чӑтӑмлӑх е юрату ҫитмесен пирӗн туслӑх, сӑнарлӑ каласан, ҫурӑлса кайма пултарать. Чӗререн каҫару ыйтсан вара эпир ҫурӑка ҫӗлесе хуратпӑр теме пулать. Ҫапла эпир хамӑрпа тӑван хушшинчи туслӑха упраса хӑварӑпӑр, малашне вара асӑрхануллӑрах пулӑпӑр.

18. Пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?

18 Иисус Христосран вӗренме май пурришӗн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Иисус пек шухӑшлама вӗренсе пынӑ май пире вӑл тунӑ пек тума ҫӑмӑлтарах пулӗ. Вара «ҫӗнӗ ҫын» та пирӗн ҫинче хитререх ларӗ. Ҫак статьяра эпир святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен тӑватӑ ен ҫинчен ҫеҫ калаҫрӑмӑр. Эсир ыттисене те пӑхса тухса хӑвӑр вӗсене мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратӑр. Ҫакна тума сире «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗр пулӑшма пултарать (Христианская жизнь > Плод духа). Ан иккӗленӗр: «ҫӗнӗ ҫынна» тӑхӑнса ӑна хывмасӑр ҫӳреме хӑвӑр вӑй хуратӑр пулсан, Иегова сире пулӑшатех.

127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?

^ «Ҫӗнӗ ҫынна» кирек кам та тӑхӑнма пултарать. Ҫакна тӑвас тесен Иисус пек шухӑшлама тата вӑл тунӑ пек тума вӗренмелле. Ҫак статьяра эпир Иисусран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Кунти шухӑшсем шыва кӗме хатӗрленекенсемшӗн те, шыва кӗнисемшӗн те усӑллӑ пулӗҫ.

^ Галати 5:22, 23 сӑвӑ йӗркисенче святой сывлӑш аталантарма пулӑшакан пур лайӑх ене те ҫырса паман. Ытларах пӗлес тесен 2020 ҫулхи июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.