Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Мӗншӗн 2 Патшасен 21:7—9 сӑвӑ йӗркисенче малтан Давид Мемфивосфея тивмен, кайран вара вӑл Мемфивосфея вӗлерме панӑ тенӗ?

Тимлӗ вуламасан, ҫак сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пӗр-пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ пек туйӑнать. Анчах та кунта Мемфивосфей ятлӑ икӗ тӗрлӗ ҫын ҫинчен каланӑ. Вӗсемпе мӗн пулса тухнинчен мӗне вӗренме пулать? Айтӑр пӗлер.

Израиль патши Саулӑн сахалтан та ҫичӗ ывӑл та икӗ хӗр пулнӑ. Малтанхи ывӑлне Ионафан тесе чӗннӗ. Каярахпа Саулӑн ҫум-арӑмӗ, Рицпа, ӑна Мемфивосфея ҫуратса панӑ. Ионафан та хӑйӗн ывӑлне Мемфивосфей ят панӑ. Апла пулсан, Саулӑн Мемфивосфей ятлӑ ывӑл та, мӑнук та пулнӑ.

Саул патша Израиль ҫӗрӗнчи Гаваон ҫыннисене курайманнипе вӗсене пӗтерме хӑтланнӑ. Ҫавна пула нумай ҫын вилнӗ пулас. Саул мӗн туни пысӑк ҫылӑх пулнӑ, мӗншӗн тесен Иисус Навин вӑхӑтӗнче Израильти пуҫлӑхсем Гаваон ҫыннисемпе мирлӗ пурӑнма килӗшӳ тунӑ пулнӑ (Иис. Н. 9:3—27).

Саул ертсе пынӑ чухне те ҫав килӗшӳ пӑрахӑҫа тухман пулнӑ. Ҫапах та килӗшӗве пӑсса Саул Гаваон ҫыннисене вӗлерме хӑтланнӑ. Вара Иегова Саул та, унӑн килӗ те юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ тенӗ (2 Патш. 21:1). Вӑхӑт иртсен Израильте Давид патшана ларнӑ. Вӑл Саул тунӑ ҫылӑхсене пула Иегова хӑйӗн халӑхне пиллеме пӑрахнине пӗлсен, чӗрӗ юлнӑ Гаваон ҫыннисемпе калаҫма шут тытнӑ. Вӑл вӗсенчен Саул айӑпӗ каҫарӑнтӑр тесе «ман... мӗн тӑвас-ха» тесе ыйтнӑ. Укҫа ыйтас вырӑнне вӗсем: «Унӑн [Саулӑн] ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене... ҫакса хурӑпӑр»,— тенӗ. Вара Давид вӗсене хӑйсем ыйтнине панӑ (2 Патш. 21:2—6; Йыша шутл. 35:30, 31).

Ҫав вӑхӑталла Саулпа Ионафан ҫапӑҫура вилнӗ пулнӑ. Ионафан ывӑлӗ Мемфивосфей вара, ачаранах уксах пулнӑскер, чӗрех пулнӑ. Вӑл аслашшӗ Гаваон ҫыннисен юнне тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулман. Давидпа Ионафан туслӑ пулма пӗр-пӗрне тупа туса килӗшӳ тунӑ пулнӑ. Ҫав килӗшӳ Ионафанӑн ачисене те, ҫав шутрах Мемфивосфея та, пырса тивнӗ (1 Патш. 18:1; 20:42). Ҫавӑнпа та 2 Патшасен 21:7-мӗшӗ тӑрӑх, Давид «хӑй Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунине — Саул ывӑлӗпе Ионафанпа иккӗшӗ тупа тунине — асра тытса, Мемфивосфее, Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлне, тивмен».

Апла пулин те, Давид Гаваон ҫыннисем ыйтнӑ пек тунӑ. Вӑл Саулӑн икӗ ывӑлне (вӗсенчен пӗри Мемфивосфей ятлӑ пулнӑ) тата пилӗк мӑнукне вӗлерме панӑ (2 Патш. 21:8, 9). Ҫапла майпа Давид Израиль ҫыннисен ҫылӑхне каҫарттарнӑ.

Эпир халь мӗн пӑхса тухнине Библире ахальтен ҫырса паман. Туррӑн законӗнче «ачисене... ашшӗсен айӑпӗшӗн вӗлермелле мар» тесе тӳррӗн каланӑ (Сак. аст. 24:16). Саул ывӑлӗсемпе мӑнукӗсем айӑплӑ пулман пулсан, Иегова вӗсене вӗлерме ирӗк паман пулӗччӗ. Ҫав законрах «кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ. Ҫавӑнпа та ҫав ҫичӗ арҫын Гаваон ҫыннисен вилӗмӗшӗн айӑплӑ пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗшӗн вилнӗ.

Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр? Ҫын хӑйӗн тӗрӗс мар ӗҫӗсене мана ҫапла тума хушрӗҫ тесе тӳрре кӑларма пултараймасть. Эпир хамӑр ӗҫсемшӗн хамӑрах явап тытатпӑр. Айтӑр ҫак сӑмахсене асра тытар: «Уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла, ҫулусем санӑн пурте шанчӑклӑ пулччӑр. Сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн; уруна усалтан сыхла» (Ытар. 4:24—27; Эф. 5:15).