Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Амӑшӗсем Евникӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

Амӑшӗсем Евникӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

«Аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле: ҫакӑ вӑл саншӑн — хӳхӗм пуҫкӑшӑль, мӑю валли — илемлӗ эреш» (ЫТАР. 1:8, 9).

137-МӖШ ЮРӐ Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем

ҪАК СТАТЬЯРА *

Тимофей шыва кӗрет, унӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ, Евникӑпа Лоида, унпа мухтанаҫҫӗ (1-мӗш абзаца пӑхӑр)

1, 2. а) Эпир Евника ҫинчен мӗн пӗлетпӗр тата ывӑлне пӑхса ӳстернӗ чухне вӑл мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ? ӑ) Хуплашка ҫинче мӗн ӳкернине каласа парӑр.

 БИБЛИРЕ Тимофей мӗнле шыва кӗни ҫинчен ҫырса паман. Ҫапах та ҫав кун унӑн амӑшӗшӗн, Евникӑшӑн, чи савӑнӑҫлӑ кун пулни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук (Ытар. 23:25). Ҫав кун мӗн пулнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Тимофей шыва утса кӗнӗ чухне Евникӑн куҫӗ савӑннипе йӑлтӑртатса тӑрать. Вӑл хӑйӗн ывӑлӗпе мухтанса ӑшшӑн йӑл кулать. Ӑна Тимофей кукамӑшӗ Лоида ыталаса тӑрать. Евника арҫын тӑван Тимофея шыва чиксе кӑларнине сывламасӑр пӑхать. Шывран тухнӑ Тимофейӑн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ ҫиҫсе тӑрать. Амӑшӗн вара савӑннипе куҫҫуль тухать. Вӑл хӑйӗн ывӑлне Иеговӑна тата Иисус Христоса юратма вӗрентме пултарнӑ вӗт! Ҫапах та ҫакна тума ӑна ҫӑмӑлах пулман. Унӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ-ши?

2 Тимофейӑн ашшӗ пӗр тӗне, амӑшӗ урӑх тӗне тытса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 16:1). Унӑн ашшӗ грек, амӑшӗпе кукамӑшӗ вара еврей хӗрарӑмӗсем пулнӑ. Евникӑпа Лоида христиан тӗнне йышӑннӑ чухне Тимофей яш ача пулнӑ пулас. Шел пулин те, унӑн ашшӗ христианин пулса тӑман. Тимофей мӗнле тӗне суйласа илӗ-ши? Вӑл пӗчӗк ача мар ӗнтӗ, хӑй йышӑну тума пултарать. Вӑл ашшӗн тӗнне тытса пурӑнӗ-и? Хӑйне ачаранпах вӗрентнӗ иудейсен йӑли-йӗркине тытса тӑрӗ-и? Е амӑшӗ пек, Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрӗ-и?

3. Ытарӑшсем 1:8, 9 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, амӑшӗсем хӑйсен ачисене чӑнлӑха вӗрентме вӑй хуни ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

3 Ачаллӑ хӗрарӑм тӑвансем Евника пекех хӑйсен ҫемйисене чун чӗререн юратаҫҫӗ. Амӑшӗсем ачасене Иеговӑна юратма вӗрентме нумай вӑй хураҫҫӗ. (Ытарӑшсем 1:8, 9 вуласа парӑр.) Ҫакӑншӑн вӑл вӗсене питӗ хаклать. Иегова амӑшӗсене пулӑшнине пула нумай ҫамрӑк чӑнлӑха йышӑннӑ.

4. Ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне амӑшӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

4 Паллах, амӑшӗсем хӑйсен ачисем те, Тимофей пекех, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем Шуйттан тӗнчи ачасем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнине уҫҫӑн курса тӑраҫҫӗ (1 Петр 5:8). Унсӑр пуҫне, нумай хӗрарӑм тӑван Иеговӑна ӗненмен упӑшкипе е упӑшкасӑрах ачисене пӑхса ӳстереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Кристина * ҫапла калать: «Ман упӑшка ачасемшӗн лайӑх ашшӗ пулнӑ тата вӑл пире питӗ юратнӑ. Анчах та вӑл мана пирӗн хӗрсемпе ывӑла чӑнлӑха вӗрентме чаратчӗ. Ман ачасем хӑҫан та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханса эпӗ мӗн чухлӗ куҫҫуль юхтарнине пӗлесчӗ сирӗн».

5. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

5 Хӗрарӑм тӑвансем, сирӗн ачасем пур пулсан эсир те, Евника пекех, вӗсене Иеговӑна юратма тата уншӑн ӗҫлеме пулӑшма пултаратӑр. Ҫак статьяран эсир Евникӑран мӗне вӗренме пултарнине тата хӑвӑр ачӑрсене сӑмахпа та, ӗҫпе те вӗрентес тесе мӗн тумаллине пӗлме пултаратӑр. Тата Иегова хӑвӑра мӗнле пулӑшассине курӑр.

АЧАСЕНЕ СӐМАХПА ВӖРЕНТӖР

6. Тимофея христианин пулса тӑма мӗн пулӑшнӑ? (2 Тимофей 3:14, 15).

6 Евника Тимофея мӗн ачаранпах Сӑваплӑ Ҫырура мӗн ҫырнине вӗрентнӗ. Анчах та ун чухне вӑл Иисус Христос ҫинчен нимӗн те пӗлмен. Апла пулин те, Иисус Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма Тимофейӑн пӗлӳ ҫителӗклӗ пулнӑ. Христианин пулса тӑмалла-и, тӑмалла мар-и, Тимофей хӑй йышӑну тума пултарнӑ. Паллах, вӑл христианин пулса тӑни амӑшӗ вӑй хунисӗр пулман. (2 Тимофей 3:14, 15 вуласа парӑр.) Евника ниме пӑхмасӑр хӑйӗн ывӑлне Иеговӑна юратма вӗрентме пултарнишӗн питӗ хӗпӗртенӗ. Вӑл хӑйӗн ятне тивӗҫлӗ пулнӑ теме пулать. Унӑн ячӗ «ҫӗнсе ил» тенине пӗлтерекен сӑмахран пулса кайнӑ.

7. Тимофей шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та Евника ӑна Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшма пултарнӑ?

7 Шыва кӗрсе Тимофей питӗ пӗлтерӗшлӗ утӑм тунӑ. Ҫавах та Евника уншӑн пӑшӑрханма пӑрахман. Вӑл малалла мӗнле пурнӑҫпа пурӑнӗ-ши? Япӑх туссемпе ҫыхланса каймӗ-ши? Вӑл Афинӑри шкулта вӗренме пуҫласа суя турӑсене пуҫҫапакан философсен вӗрентӗвӗсене хӑйӗн ҫине витӗм кӳме памӗ-ши? Вӑл хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, вӑйне, вӑхӑтне пурлӑх пухса сая ямӗ-и? Паллах, Евника Тимофейшӑн йышӑну тума пултарайман, анчах та вӑл ӑна пулӑшма пултарнӑ. Мӗнле майпа? Вӑл Тимофея Иеговӑна юратма тата Иисус Христоса пархатарлӑ пулма малалла та пулӑшма пултарнӑ. Ҫемьере ашшӗ те, амӑшӗ те Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ пулсан та, вӗсене хӑйсен ачисен чӗрисене пырса тивсе Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарма йывӑр пулма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗсем Евникӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

8. Хӗрарӑм тӑвансем упӑшкисене ачисене чӑнлӑха вӗрентме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

8 Ачасемпе Библи вӗренӗр. Хӗрарӑм тӑвансем, Иегова эсир хӑвӑр упӑшкӑрсене ачасене чӑнлӑха вӗрентме пулӑшасса кӗтет. Ҫакна эсир ҫемьепе тӑтӑшах Турра пуҫҫапнӑ чухне тума пултаратӑр. Сирӗн сӑмахсенчен сире ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме килӗшни курӑнтӑр. Вӗреннӗ чухне пурте хӑйсене лайӑх туйччӑр тесе тата килтисем хушшинче мирпе юрату пултӑр тесе хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, сирӗн ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине мӗнле ирттермелли пирки лайӑх шухӑшсем пур. Вӗсем ҫинчен упӑшкӑра калама ан вӑтанӑр. Ачасем миҫе ҫула ҫитнине кура вӗсемпе «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе Библи вӗренме пулать пулсан, упӑшкӑра кашни ачапа уйрӑммӑн вӗренме пулӑшӑр.

9. Ачисене пӗччен пӑхса ӳстерекен хӗрарӑм тӑвансене мӗн пулӑшма пултарать?

9 Хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем ачисене пӗччен пӑхса ӳстереҫҫӗ. Теприсен вара упӑшкисем Иеговӑна ӗненмеҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӑвансен ачисемпе хӑйсен Библи вӗренме тивет. Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать пулсан, ытлашши ан пӑшӑрханӑр. Иегова сире пулӑшусӑр хӑвармӗ. Хӑйӗн организацийӗ урлӑ вӑл нумай вӗренмелли хатӗр парса тӑрать. Эсир ҫав хатӗрсемпе усӑ курма пултаратӑр (Ытар. 11:14) *. Унсӑр пуҫне, ытти ашшӗ-амӑшӗсенчен вӗсем ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине мӗнле ирттернине ыйтса пӗлме пулать. Иегова сире хӑвӑр ачӑрсене ӑнланма, вӗсемпе лайӑх хутшӑнма пулӑшӗ. Тӗрӗс ыйтусем парса ачан чӗринче мӗн пуррине пӗлме Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр (Ытар. 20:5). Сӑмахран, ачаран шкулта тӗл пулакан йывӑрлӑхсенчен чи пысӑкки хӑшӗ тесе ыйтсан, тен, ача сире хӑйӗн чунне уҫса парӗ.

10. Эсир хӑвӑр ачӑрсене Иегова ҫинчен пӗлсе пыма тата мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

10 Ачасене Иегова ҫинчен каласа пама майсем шырӑр. Иегова ҫинчен тата вӑл хӑвӑршӑн мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа парӑр (Сак. аст. 6:6, 7; Ис. 63:7). Ҫакна уйрӑмах кам килте ачисемпе Библи вӗренме пултараймасть, ҫав хӗрарӑм тӑвансен тумалла. Маларах асӑннӑ Кристина ҫапла каласа парать: «Эпӗ упӑшка умӗнче Турӑ ҫинчен пачах калаҫаймастӑмччӗ, ҫавӑнпа та урӑх майсем шыраттӑмччӗ. Ачасемпе Иегова тунӑ япаласем ҫинчен тата унпа ҫывӑхланма пулӑшакан ытти темӑсем ҫинчен калаҫас тесе эпӗ вӗсене уҫӑлса ҫӳреме е кимӗпе ярӑнма илсе тухаттӑм. Ачасем кӑшт ҫитӗнсен вара вӗсене хӑйсем тӗллӗн Библи вӗренме хавхалантараттӑм». Унсӑр пуҫне, Иеговӑн организацийӗпе тӑвансене ырласа калаҫӑр. Старейшинӑсене тиркесрен те асӑрханӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем пирки япӑх калаҫсан ачасене пулӑшу кирлӗ чухне вӗсем старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмӗҫ.

11. Иаков 3:18-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн килте килӗшӳ пултӑр тесе тӑрӑшмалла?

11 Килте килӗшӳ пултӑр тесе тӑрӑшӑр. Килтисене хӑвӑр вӗсене юратни пирки каласах тӑрӑр. Упӑшка ҫинчен хисеплӗн те ыррӑн калаҫӑр. Ачасене те ҫаплах тума вӗрентӗр. Вара сирӗн килте килӗшӳ пулӗ. Ҫавна пула Иегова ҫинчен ачасене каласа пама ҫӑмӑлтарах пулӗ. (Иаков 3:18 вуласа парӑр.) Ҫакӑ Румынире ятарлӑ пионер пулса ӗҫлекен Йожефӑн сӑмахӗсенчен те курӑнать. Ача чухне ӑна ҫӑмӑл пулман. Ашшӗ ӑна хӑйне те, амӑшне те, аппӑшӗпе икӗ шӑллӗне те Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарнӑ. Йожеф ҫапла аса илет: «Анне килте килӗшӳ пултӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатчӗ. Атте мӗн чухлӗ хаяртарахчӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫепӗҫрех анне хӑйне унпа тытатчӗ. Пӗр вӑхӑт пире аттене хисеплеме тата итлеме питӗ йывӑрччӗ, вара анне пирӗнпе Эфес 6:1—3 сӑвӑ йӗркисене сӳтсе яврӗ. Кайран вӑл аттен мӗнле лайӑх енсем пуррине аса илтерчӗ те мӗншӗн вӑл юратӑва тивӗҫлине курма пулӑшрӗ. Ҫапла вара вӑл килти мире упраса хӑварчӗ».

АЧАСЕНЕ ӖҪПЕ ВӖРЕНТӖР

12. Евника тӗслӗхӗ Тимофей ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? (2 Тимофей 1:5).

12 2 Тимофей 1:5 вуласа парӑр. Евника Тимофейшӑн лайӑх тӗслӗх пулнӑ. Вӑл ӑна ӗненӗве ӗҫпе кӑтартма вӗрентнӗ (Иак. 2:26). Паллах, амӑшӗн ӗҫӗсем ҫине пӑхса Тимофей вӑл Иеговӑна хытӑ юратнине тата уншӑн ӗҫлени ӑна савӑнӑҫ кӳнине курнӑ. Евника тӗслӗхӗ Тимофей ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Павел апостол Тимофей хӑйӗн амӑшӗ пекех хытӑ ӗненет тенӗ. Тимофей ӗненӗвӗ хӑйне хӑй аталанман. Вӑл амӑшне сӑнаса ун пек пулма тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра та нумай амӑшӗ хӑйсене мӗнле тытнипе килтисене Иеговӑна ӗненме пулӑшнӑ (1 Петр 3:1, 2). Эсир те ҫапла тӑваятӑр. Мӗнле майпа?

13. Мӗншӗн амӑшӗсемшӗн Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑх малти вырӑнта пулмалла?

13 Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене малти вырӑна хурӑр (Сак. аст. 6:5, 6). Амӑшӗсем, пурте тенӗ пекех, хӑйсене шеллемесӗр ачасемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ачисен ӗҫсе-ҫимелли, тӑхӑнмалли пултӑр тесе вӑхӑта та, укҫана та шеллемеҫҫӗ. Хӑш чухне ҫывӑрмаҫҫӗ те пулӗ. Анчах та ҫавна пӑхмасӑрах Иегова валли вӑхӑт уйӑрмаллах. Ҫавӑнпа та кашни кун кӗлтума, тӑтӑшах Библи вӗренме тата тӗлпулусене ҫӳреме майсем тупӑр. Ҫапла тусан хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑх ҫирӗп пулӗ. Тата эсир килтисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулӑр.

14, 15. Лиана, Мария тата Жоау сӑмахӗсенчен эсир мӗне вӗренетӗр?

14 Амӑшӗсен тӗслӗхӗсене кура Иеговӑна юратма тата шанма вӗреннӗ хӑш-пӗр ҫамрӑксем мӗн каланине пӑхса тухар. Кристинӑн хӗрӗ Лиана ҫапла калать: «Атте килте чухне анне пирӗнпе Библи вӗренейместчӗ. Ҫавах та вӑл тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳретчӗ. Эпир Библире мӗн ҫырнине лайӑхах пӗлмен пулсан та, аннен ӗҫӗсене, вӑл хытӑ ӗненнине кура хамӑр та Иеговӑна хытӑ ӗненме пуҫларӑмӑр. Анне пире чӑнлӑха вӗрентнине эпир тӗлпулусене ҫӳреме пуҫличчен чылай маларах ӑнланса илтӗмӗр».

15 Тӗлпулусене ҫӳренӗшӗн Марийӑн ашшӗ пӗтӗм ҫемйине наказани панӑ. Мария ҫапла каласа парать: «Хам пӗлнӗ хӗрарӑм тӑвансенчен манӑн анне чи хӑюлли. Ача чухне ыттисем мӗн калӗҫ-ши тесе хӑранӑран эпӗ хӑш-пӗр чухне кирлине тумастӑмччӗ. Ман анне вара питӗ хӑюллӑччӗ. Уншӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусенчен хаклӑраххи нимӗн те пулман. Унӑн тӗслӗхӗ мана хӑранине ҫӗнтерме пулӑшрӗ». Жоау ашшӗ Библи ҫинчен пӗр сӑмах та илтесшӗн пулман. Жоау ҫапла каланӑ: «Анне аттешӗн тем тума та хатӗрччӗ. Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене аркатма ҫеҫ памастчӗ. Пуринчен ытла ман чӗрене ҫавӑ пырса тиврӗ».

16. Амӑшӗсен тӗслӗхӗ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

16 Хӗрарӑм тӑвансем, сирӗн тӗслӗх ыттисене те хавхалантарма пултарать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Евника тӗслӗхӗ Павел апостол ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен шутласа пӑхар. Павел Тимофея хытӑ ӗненнӗшӗн мухтанӑ чухне «санӑн аннӳ Евника ҫапла чунтан-вартан» ӗненетчӗ тесе ҫырнӑ (2 Тим. 1:5). Павел Евника хытӑ ӗненнине хӑҫан курнӑ-ха? Пӗрремӗш ҫулҫӳреве тухсан вӑл Листра хулинче те пулнӑ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл Лоидӑпа тата Евникӑпа паллашнӑ та пулас. Павел хӑй вӗсене христиансем пулса тӑма пулӑшнӑ пулмалла (Ап. ӗҫ. 14:4—18). 15 ҫул иртсен те Павел Тимофей патне ҫыру ҫырнӑ чухне вӑл Евника хытӑ ӗненни ҫинчен асӑннӑ. Евника тӗслӗхӗ Павела та, ытти христиансене те питӗ хавхалантарнӑ курӑнать. Хӗрарӑм тӑвансем, эсир ачасене пӗччен пӑхса ӳстеретӗр пулсан е сирӗн упӑшка Иеговӑшӑн ӗҫлемест пулсан, ан иккӗленӗр: хӑвӑр хытӑ ӗненнипе эсир те, Евника пек, ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑр.

Ачана Иеговӑна юратма вӗрентме нумай вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа ан парӑнӑр! (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

17. Хӑвӑр тем пек тӑрӑшсан та, ача чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тумасть пек туйӑнать пулсан, мӗн тумалла?

17 Эсир ачана Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатӑр пулсан та, сире вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тумасть пек туйӑнма пултарать. Ҫапла пулсан, ачана вӗрентме нумай вӑхӑт кирлине асра тытӑр. Айтӑр ӳкерчӗк ҫине пӑхар. Вӑрӑ аксан вӑл шӑтмасан та, ҫимӗҫ памасан та пултарать. Ҫакӑ пирӗнтен килмест, пирӗн ӑна шӑварса тӑмалла ҫеҫ (Марк 4:26—29). Ачасене чӑнлӑха вӗрентесси пирки те ҫавнах калама пулать. Хӑш-пӗр чухне амӑшӗ ачан чӗрине пырса тивме пултартӑм-ши тесе пӑшӑрханма пултарать. Анчах та вӑл ачашӑн йышӑну тума пултараймасть. Амӑшӗ ачине Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тӑвать пулсан, ачи Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пултарать (Ытар. 22:6).

ИЕГОВА ХӐВӐРА ПУЛӐШАССА ШАНӐР

18. Иегова сирӗн ачасене хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗнле пулӑшма пултарать?

18 Иегова нумай ҫамрӑка хӑйӗн тусӗ пулса тӑма пулӑшнӑ ӗнтӗ (Пс. 21:10, 11). Вӑл сирӗн ачасене те пулӑшма пултарать, вӗсен кӑмӑлӗ анчах пултӑр (1 Кор. 3:6, 7). Ача Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлемест пулсан та, Турӑ ӑна юратать (Пс. 10:4). Иегова ача «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа» пырасшӑн пулнине курсанах ӑна пулӑшма васкать (Ап. ӗҫ. 13:48, ҪТ; 2 Ҫулс. 16:9). Турӑ сире хӑвӑр ачӑрсене кирлӗ вӑхӑтра кирлӗ сӑмахсем калама пулӑшӗ (Ытар. 15:23). Е пӗр-пӗр тӑвана вӗсемпе интересленме хавхалантарӗ. Ачасем ӳссе ҫитӗнсен те Иегова вӗсене эсир мӗне вӗрентнине аса илтерме пултарӗ (Иоанн 14:26). Ҫавӑнпа та Иегова сирӗн ывӑлсемпе хӗрсене хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑштӑр тесе хӑвӑртан мӗн килнине тӑвӑр — вӗсене сӑмахпа тата ӗҫпе вӗрентӗр.

19. Мӗншӗн амӑшӗсен хӑйсене Иегова ырласси пирки иккӗленмелле мар?

19 Хаклӑ хӗрарӑм тӑванӑм, санӑн ачу Иеговӑшӑн ӗҫлӗ-и, ӗҫлемӗ-и, Иегова сана ҫавах юратать. Эсӗ Иеговӑна юрататӑн, ҫавӑнпа вӑл сана юратать. Ачусене пӗччен пӑхса ӳстеретӗн пулсан, Иегова вӗсемшӗн Ашшӗ, саншӑн вара Хута кӗрекенӗ пулса тӑрать (Пс. 67:6). Хӑвӑн ачусене эсӗ Иеговӑшӑн вӑйпах ӗҫлеттерейместӗн. Анчах та хӑвӑнтан мӗн килнине тӑватӑн пулсан тата Иегова пулӑшасса шанатӑн пулсан, Турӑ сана ырлатех.

134-МӖШ ЮРӐ Ачасем — Турӑ панӑ еткер

^ Ҫак статьяра Тимофей амӑшӗ Евника ҫинчен каланӑ. Унӑн тӗслӗхӗ ачаллӑ хӗрарӑм тӑвансемшӗн усӑллӑ пулӗ. Вӗсем хӑйсен ачисене Иегова ҫинчен пӗлме тата ӑна юратма пулӑшма Евникӑран вӗренме пултарӗҫ.

^ Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ Сӑмахран, «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 50-мӗш урока тата 2011 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал Башнинчи» 6-мӗшпе 7-мӗш страницӑри «Советы для проведения семейного поклонения и личного изучения» статьяна пӑхма пулать.