Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑн ӗҫӗнче мӗнле тӗллевсем лартмалла тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламалла?

Иеговӑн ӗҫӗнче мӗнле тӗллевсем лартмалла тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламалла?

«Ҫавӑншӑн тӑрӑш, ҫавӑнпа пӗрле пул, санӑн ӗҫӳ ӑнса пынине пурте курччӑр» (1 ТИМ. 4:15).

84-МӖШ ЮРӐ Пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлер

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Эпир сӑваплӑ ӗҫре мӗнле тӗллевсем лартма пултаратпӑр?

 ЧӐН христиансем пулнӑран эпир Иеговӑна питӗ юрататпӑр. Эпир ӑна чи лайӑххине парасшӑн. Иеговӑшӑн хамӑр мӗн тума пултарнине веҫех тӑвас тесен вара пирӗн сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартмалла. Тӗслӗхрен, пирӗн лайӑх енсем аталантармалла, мӗне те пулин ҫӗннине тума вӗренмелле тата ыттисене пулӑшма майсем шырамалла.

2. Мӗншӗн сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартмалла тата вӗсене мӗншӗн пурнӑҫламалла?

2 Мӗншӗн эпир сӑваплӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тӑвасшӑн? Тӗп сӑлтав вӑл — эпир хамӑра юратакан ҫӳлти Аттене савӑнтарасшӑн. Хамӑр пӗтӗм пултарулӑхпа Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе усӑ курсан вӑл хӗпӗртет. Тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тусан эпир тӑвансемшӗн лайӑхрах тӑрӑшма пултаратпӑр (1 Фес. 4:9, 10). Шыва кӗнӗренпе кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те пирӗн аталанма пӑрахмалла мар. Айтӑр ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухар.

3. 1 Тимофей 4:12—16 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Павел Тимофея мӗн-мӗн тума хавхалантарнӑ?

3 Павел апостол Тимофей патне пӗрремӗш ҫыру ҫырнӑ чухне лешӗ ҫамрӑк пулнӑ пулин те, опытлӑ старейшина пулнӑ. Ҫапах та Павел ӑна малалла та ҫитӗнӳсем тума хавхалантарнӑ. (1 Тимофей 4:12—16 вуласа парӑр.) Павелӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл Тимофея мӗнле икӗ енчен аталанмаллине каланӑ. Пӗрремӗшӗнчен, Тимофейӑн христиансен пулмалли лайӑх енсене аталантармалла пулнӑ тата юратас, ӗненес, таса пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла пулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, унӑн лайӑхрах вуласа парас, ӳкӗтлес тата вӗрентес тесе ӑсталӑха ӳстермелле пулнӑ. Тимофей тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна курӑпӑр: чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑвас тесен пирӗн хамӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартмалла. Унсӑр пуҫне, сӑваплӑ ӗҫре ытларах тӑвас тесен хамӑрӑн мӗн-мӗн тумаллине курӑпӑр.

ЛАЙӐХ ЕНСЕМ АТАЛАНТАРӐР

4. Филиппӑ 2:19—22 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Тимофей Иеговӑшӑн нумай тума пултарнӑ?

4 Мӗншӗн Тимофей Иеговӑшӑн чылай тума пултарнӑ? Вӑл нумай лайӑх ен аталантарнӑ пулнӑ. (Филиппӑ 2:19—22 вуласа парӑр.) Павел каланӑ тӑрӑх, Тимофей хӑйне кӗҫӗне хунӑ, Турра шанчӑклӑ пулнӑ тата хӑйне шанса панӑ ӗҫсене лайӑх туса тӑнӑ. Вӑл тӑвансене юратнӑ тата вӗсемшӗн чунтан-вартан тӑрӑшнӑ. Акӑ мӗншӗн Павел Тимофея хакланӑ тата ӑна ҫӑмӑл мар ӗҫсем шанса панӑ (1 Кор. 4:17). Эпир те лайӑх енсем кӑтартсан Иегова пире хытӑрах юратӗ. Унсӑр пуҫне, эпир пухушӑн ытларах тума пултарӑпӑр (Пс. 24:9; 137:6).

Сирӗн хӑш лайӑх ене аталантарма ытларах вӑй хумалла? (5, 6 абзацсене пӑхӑр)

5. а) Хӑвӑрӑн хӑш лайӑх ене аталантармаллине мӗнле пӗлмелле? ӑ) Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Хӗрарӑм тӑвана ыттисемпе тимлӗрех пулма мӗн пулӑшать?

5 Хӑш лайӑх ене аталантармаллине палӑртса хурӑр. Иеговӑна кӗлтуса хӑвӑрӑн хӑш енчен улшӑнмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Пӗр лайӑх ене суйласа илӗр. Тен, сирӗн ыттисемпе тимлӗрех пулмалла? Е, тен, сирӗн тӑвансене пулӑшсах каяс килмест? Сирӗн ыттисемпе хирӗҫес е ҫилленсе ҫӳрес йӑла ҫук-и? Хӑвӑр шанакан тусу ҫакӑн пирки мӗн шутлать? (Ытар. 27:6).

6. Пӗр-пӗр лайӑх ене аталантарма сире мӗн пулӑшӗ?

6 Хӑвӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе вӑй хурӑр. Ҫакна мӗнле тума пулать? Тӗслӗхрен, ҫапла туса пӑхӑр: хӑвӑр аталантарас текен ен ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр. Калӑпӑр, эсир хӑвӑра кӳрентерекенсене каҫарма вӗренесшӗн. Эсир ыттисене кам каҫарнӑ тата кам каҫарман, ҫавсен тӗслӗхӗсем ҫинчен Библире вуласа пӗлме пултаратӑр. Ҫав ҫынсенчен мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Паллах, ыттисене каҫарас тӗлӗшрен Иисус Христос чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ (Лука 7:47, 48). Вӑл ҫынсен йӑнӑшӗсем ҫинчен мар, вӗсем мӗн тума пултарни ҫинчен шутланӑ. Фарисейсем вара ыттисене ним вырӑнне те хуман (Лука 18:9). Ҫак икӗ тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ ыттисем ҫине пӑхса вӗсен лайӑх енӗсене-и е япӑх енӗсене куратӑп?» Сире кама та пулин каҫарма йывӑр пулсан, унӑн мӗн пур лайӑх ене ҫырса хурӑр та хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Иисус ҫак ҫын пирки мӗн шутлать? Вӑл ӑна каҫарнӑ пулӗччӗ-и?» Абзацра каланӑ пек туни сире хӑвӑра кӳрентерекен ҫын ҫине урӑхла пӑхма пулӑшӗ. Ҫынна каҫарма малтанлӑха йывӑр пулма пултарать. Анчах малалла та вӑй хурсан, вӑхӑт иртсен пире ыттисене каҫарма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

ҪӖННИНЕ ТУМА ВӖРЕНӖР

Патшалӑх залне пӑхса-юсаса тӑма пулӑшас тесе эсир мӗн тума вӗренме пултаратӑр? (7-мӗш абзаца пӑхӑр) *

7. Иегова ӑста ӗҫлекенсемпе мӗнле усӑ курать? (Ытарӑшсем 22:29).

7 Эсир мӗне те пулин ҫӗннине тума вӗренме те тӗллев лартма пултаратӑр. Филиалсене, Конгресс залӗсене тата Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑнакан тӑвансем пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсенчен нумайӑшӗ стройкӑра ӗҫлесе курман пулин те, хӑйсен ӗҫне лайӑх тума пӗлекен тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе ҫӗнӗ ӗҫе тума вӗреннӗ. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, арҫын тӑвансем те, хӗрарӑм тӑвансем те Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене пӑхса-юсаса тӑма вӗренеҫҫӗ. Ҫак тӑрӑшуллӑ ӗҫлекенсемпе усӑ курса Иегова Турӑ, «Ӗмӗрсенӗн... Патши», тата Иисус Христос, «патшасенӗн...Патши», тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ (1 Тим. 1:17; 6:15, 16; Ытарӑшсем 22:29 вуласа парӑр). Эпир сӑваплӑ ӗҫре пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесшӗн. Тата хамӑр пултарулӑхпа усӑ курса хамӑра мар, Иеговӑна мухтава кӑларасшӑн (Иоанн 8:54).

8. Хӑш ӑсталӑха аталантарасси пирки шутлатӑр пулсан мӗн тума пулать?

8 Хӑвӑр мӗне вӗренесшӗн пулнине палӑртса хурӑр. Сирӗн мӗнле ӑсталӑха ӳстерес килет? Хӑвӑр пухури старейшинӑпа е район старейшинипе канашласа пӑхӑр. Калӑпӑр, вӗсем сире: «Санӑн вӗрентес тата сӑмах тухса калас тӗлӗшрен лайӑхланмалла»,— терӗҫ. Ҫакӑнпа ҫеҫ ан ҫырлахӑр, хӑвӑрӑн мӗн-мӗн тумалли пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлӗр. Вара хӑвӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе кирлӗ утӑмсем тӑвӑр. Мӗн тума пулать-ха?

9. Пӗр-пӗр ӑсталӑха ӳстерме сире мӗн пулӑшӗ?

9 Хӑвӑр тӗллеве пурнӑҫлас тесе вӑй хурӑр. Калӑпӑр, эсир вӗрентес ӑсталӑха туптасшӑн. Ҫапла пулсан «Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер» брошюрӑна тӗпчесе тухӑр. Кайран вара эрне варринче иртекен тӗлпулура сӑмах тухса каличчен хӑвӑр мӗн хатӗрленине опытлӑ докладчика итлесе пӑхма ыйтӑр. Вӑл сире мӗн лайӑхлатмаллине калӗ. Ҫынсем эсир хитре калаҫнине кӑна мар, эсир тӑрӑшуллӑ та шанчӑклӑ ҫын пулнине те курччӑр (Ытар. 21:5; 2 Кор. 8:22).

10. Ӑсталӑха туптама мӗн пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.

10 Паллах, пӗр-пӗр ӑсталӑха ӳстерме йывӑр пулма пултарать. Апла пулин те, ан парӑнӑр. Гэри тӑвана яка вулама йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа ӑна тӗлпулура вуласа пама ыйтсан вӑл питӗ вӑтаннӑ. Анчах та Гэри ал усман. Лайӑх вулама вӗренес тесе вӑл малалла та тӑрӑшнӑ. Опытлӑ вулакансем пулӑшнине пула тата пирӗн публикацисенчи канашсене пула халӗ вӑл район тата регион конгресӗсенче докладсем те тухса калать.

11. Иеговӑшӑн ытларах тума пире те, Тимофея пулӑшнӑ пек, мӗн пулӑшма пултарать?

11 Тимофей хитре калаҫакан докладчик тата ӑста вӗрентекен пулса тӑнӑ-и? Библире ҫавӑн пирки нимӗн те каламан. Апла пулин те, Тимофей Павел панӑ канаша итленине пула пухури тивӗҫӗсене лайӑхрах туса тӑма вӗренсе ҫитни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук (2 Тим. 3:10). Эпир те ҫӗннине вӗренетпӗр пулсан тата пултарулӑха аталантаратпӑр пулсан, Иеговӑн ӗҫӗнче ытларах тума пултарӑпӑр.

ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШМА МАЙСЕМ ШЫРӐР

12. Тӑвансем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

12 Пире пурне те хутран-ситрен пулӑшу кирлӗ. Тӗслӗхрен, больницӑра выртнӑ чухне пире больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетсенчи тата чирлисем патне кайса ҫӳрекен ушкӑнсенчи тӑвансем пулӑшаҫҫӗ. Хамӑр ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан вара пире старейшинӑсем итлеме тата йӑпатма хатӗр. Опытлӑ пионерсем пире ҫынпа Библи вӗренме пулӑшаҫҫӗ тата лайӑх канаш пама пултараҫҫӗ. Ҫак тӑвансем пире хаваспах пулӑшаҫҫӗ. Эпир вӗсене ҫавӑншӑн ҫав тери пархатарлӑ! Эпир хамӑр та тӑвансене пулӑшма хатӗр пулатпӑр пулсан нумай савӑнӑҫ илӗпӗр. Иисус: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Сирӗн тӑвансемшӗн ытларах тума кӑмӑл пур пулсан мӗн тума пулать?

13. Тӗллевсем лартнӑ чухне мӗн шута илмелле?

13 Пирӗн хамӑр ума тӗллев лартнӑ чухне ӑна мӗнле пурнӑҫа кӗртмеллине уҫӑмлӑн палӑртса хумалла. Калӑпӑр, эсир: «Пухура манӑн ытларах тумалла»,— тесе шутлатӑр. Анчах та ҫак тӗллеве мӗнле пурнӑҫа кӗртмеллине эсир тӳрех калама пултаратӑр-и? Унсӑр пуҫне, ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртнине мӗнле ӑнланса илнӗ пулӑттӑр? Акӑ мӗншӗн хӑвӑр ума мӗнле тӗллев лартмаллине сирӗн хӑвӑрӑн лайӑх ӑнланмалла. Тата тӗллеве ҫырса хума тата ӑна пурнӑҫламашкӑн мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хума пулать.

14. Мӗншӗн тӗллевсем лартнӑ чухне улшӑнусем тума хатӗр пулмалла?

14 Тӗллевсем лартнӑ чухне пирӗн улшӑнусем тума та хатӗр пулмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн лару-тӑру улшӑнма пултарать. Тӗслӗхшӗн Павел апостолпа мӗн пулса тухнине аса илер. Вӑл вӑй хунипе Фессалоникӑра пуху йӗркеленнӗ. Павелӑн ҫав хулара юлса ҫӗнӗ христиансене пулӑшма тӗллев пулнӑ пулӗ. Анчах та хӑйне хирӗҫ тӑнине пула унӑн Фессалоникӑран тухса кайма тивнӗ (Ап. ӗҫ. 17:1—5, 10). Унта юлсан вӑл тӑвансене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ пулӗччӗ. Веҫех хӑй шухӑшланӑ пек пулса тухман пулин те, Павел парӑнман. Вӑл ҫӗнӗ пухушӑн тӑрӑшмашкӑн Фессалоникӑна Тимофея янӑ (1 Фес. 3:1—3). Ҫав хулари тӑвансем Тимофей хӑйсене пулӑшма хатӗр пулнишӗн ҫав тери пархатарлӑ пулнӑ!

15. Лару-тӑру улшӑнсан тӗллевсем те мӗнле улшӑнма пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Павел тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Тен, кам та пулин пӗр-пӗр тӗллев лартнӑ, анчах та лару-тӑру улшӑннине пула ӑна халь пурнӑҫлама май ҫук (Еккл. 9:11). Сирӗнпе те ҫапла пулса тухрӗ пулсан, хӑвӑр пурнӑҫлама пултаракан урӑх тӗллев лартӑр. Тедпа Хайди ҫапла тунӑ та. Сывлӑх хавшанине пула вӗсен Вефильтен кайма тивнӗ. Апла пулин те, Иеговӑна юратнӑран вӗсем уншӑн ӗҫлеме урӑх майсем шыранӑ. Малтан вӗсем тулли пионерсем пулса тӑнӑ. Вӑхӑт иртсен вара ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫланӑ тата Тед район старейшинин пулӑшаканӗ пулма вӗреннӗ. Анчах та кайран организацире улшӑнусем пулса иртнӗ. Вара Тед хӑйӗн ҫулӗсене пула ҫав тивӗҫе туса тӑма пултарайманнине ӑнланса илнӗ. Паллах, ҫакӑ мӑшӑрсене кулянтарнӑ. Анчах та вӗсем хӑйсем Иеговӑн организацийӗнче тӗрлӗ ӗҫе туса тӑма пултарнине пӗлнӗ. «Эпир ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: Иеговӑшӑн пӗр майпа ҫеҫ ӗҫлесе тӑма пулать тесе шутламалла мар»,— тесе калать Тед.

16. Галати 6:4-мӗшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

16 Пирӗн пурнӑҫра веҫех хамӑртан килмест. Ҫавӑнпа та хӑвӑр туса тӑракан тивӗҫсене пула ҫеҫ Иегова сире хаклать тесе ан шутлӑр. Унсӑр пуҫне, хӑвӑр мӗн туса тӑнине ыттисем мӗн туса тӑнипе ан танлаштарӑр. Хайди ҫапла ӑнлантарса парать: «Хӑвӑн пурнӑҫа ыттисен пурнӑҫӗпе танлаштарсан телейлӗ пулаймӑн». (Галати 6:4 вуласа парӑр.) Иеговӑшӑн та, тӑвансемшӗн те ытларах тӑвас тесе хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шутлӑр *.

17. Ҫӗнӗ тивӗҫсем илес тесен халех мӗн тума пулать?

17 Ҫӗнӗ тивӗҫсене илес тетӗр пулсан ансат пурнӑҫпа пурӑнӑр тата кивҫене кӗресрен асӑрханӑр. Пысӑк тӗллевсене пурнӑҫлас тесе пӗчӗкрех тӗллевсем лартӑр. Сӑмахран, эсир тулли пионер пулас тетӗр пулсан, малтан пулӑшакан пионер пулса ӗҫлӗр. Арҫын тӑван пулӑшакан ӗҫчен пулас тет пулсан, вӑл ырӑ хыпар сарма тата ватӑ та чирлӗ тӑвансемшӗн тӑрӑшма халех ытларах вӑхӑт уйӑрма пултарать. Хӑвӑр пухнӑ опыт сире Иеговӑшӑн тӗрлӗ майпа ӗҫлеме пулӑшӗ. Хӑвӑра кирек мӗнле ӗҫе шанса парсан та ӑна тӑрӑшса тӑвӑр (Рим 12:11).

Хӑвӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллеве лартӑр тата ӑна пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хурӑр (18-мӗш абзаца пӑхӑр) *

18. Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Беверли пире мӗнле тӗслӗх кӑтартать?

18 Хӑвӑр кирек миҫере пулсан та, эсир сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫлама пултаратӑр. Ҫакна 75 ҫулхи Беверли тӗслӗхӗ те ҫирӗплетсе парать. Хытӑ чирленине пула ӑна утса ҫӳреме йывӑр пулнӑ. Унӑн вара Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнмелли кампание питӗ хутшӑнас килнӗ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе Беверли мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хунӑ. Тӗллеве пурнӑҫласан вара вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Унӑн тӗслӗхне кура пухури ытти тӑвансем те Иеговӑшӑн хастар ӗҫлеме пуҫланӑ. Куртӑмӑр ӗнтӗ, ватӑ тӑвансем хӑйсем тӑвас килнӗ чухлӗ тӑваймаҫҫӗ пулин те, Иегова вӗсене питӗ хаклать (Пс. 70:17—19).

19. Иеговӑн ӗҫӗнче эпир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратпӑр?

19 Хӑвӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартӑр. Турра килӗшекен лайӑх енсем аталантарӑр. Иеговӑшӑн та, унӑн организацийӗшӗн те ытларах тӑвас тесе ҫӗннине вӗренӗр. Тӑвансене пулӑшма майсем шырӑр *. Иегова пулӑшнипе Тимофей ҫаксене тума пултарнӑ, апла эсир те пултаратӑр. Вара сирӗн ӗҫсем «ӑнса пынине пурте» курӗҫ (1 Тим. 4:15).

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

^ Тимофей ӑста хыпарҫӑ пулнӑ пулин те, Павел апостол ӑна малалла та ҫитӗнӳсем тума хавхалантарнӑ. Тимофей унӑн канашне итленӗ те Иеговӑшӑн та, тӑвансемшӗн те ытларах тума пултарнӑ. Паллах, сирӗн те Иеговӑшӑн ытларах тума тата тӑвансемшӗн тӑрӑшма кӑмӑл пур. Эсир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑр? Тата вӗсене пурнӑҫлас тесе мӗн тума пулать?

^ «Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» кӗнекери 10-мӗш сыпӑкри «Служение там, где нужна помощь» подзаголовока пӑхӑр.

^ «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери «Малалла та ҫитӗнӳсем тӑвӑр» ятлӑ 60-мӗш урока пӑхӑр.

^ ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван икӗ хӗрарӑм тӑвана Патшалӑх залне пӑхса-юсаса тӑма вӗрентет. Вӗсем хӑйсене мӗне вӗрентнине лайӑх тӑваҫҫӗ.

^ ӲКЕРЧӖК. Сывлӑхӗ начар пулнине пула хӗрарӑм тӑван килӗнчен тухаймасть. Ҫапах та вӑл телефонпа ырӑ хыпар каласа ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнет.