Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Хӑвӑр мӗнле калаҫнипе эсир ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑр-и?

Хӑвӑр мӗнле калаҫнипе эсир ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартатӑр-и?

«Ӗненекенсем санӑн сӑмахна... тӗслӗх вырӑнне хуччӑр» (1 ТИМ. 4:12, ҪХ).

90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Калаҫас пултарулӑха пире кам панӑ?

 КАЛАҪАС пултарулӑх — юратакан Турӑ панӑ парне. Адам пурӑнма пуҫласанах хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗпе калаҫма пултарнӑ. Вӑл ҫӗнӗ сӑмахсем те шутласа кӑларнӑ. Сӑмахран, вӑл ҫак пултарулӑхпа чӗрчунсене ятсем панӑ чухне усӑ курнӑ (Пулт. 2:19). Хӑйӗн хитре арӑмӗпе Евӑпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухне вара вӑл ҫав тери хӗпӗртенӗ пулӗ (Пулт. 2:22, 23).

2. Ӗлӗк-авал тата хальхи вӑхӑтра ҫынсем калаҫас пултарулӑхпа мӗнле тӗрӗс мар усӑ курнине каласа парӑр.

2 Вӑхӑт иртсен ҫынсем калаҫас пултарулӑхпа тӗрӗс мар усӑ курма пуҫланӑ. Шуйттан Евӑна улталанӑ, вара ҫынсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ (Пулт. 3:1—4). Кайран Адам хӑй йӑнӑш тунӑшӑн Евӑна та, Иеговӑна хӑйне те айӑпланӑ (Пулт. 3:12). Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, вӗлерсен Иеговӑна суйнӑ (Пулт. 4:9). Каярахпа Каин йӑхӗнчи Ламех сӑвӑ хайланӑ. Унӑн сӑввинчен ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем питӗ хаяр пулни курӑнать (Пулт. 4:23, 24). Хальхи вӑхӑт пирки вара мӗн калама пулать? Политиксем ҫын умӗнче усал сӑмахсем калама вӑтанмаҫҫӗ. Фильмсенче кашнинчех тенӗ пекех ирсӗр сӑмахсем илтме пулать. Ачасем — шкулта, аслисем — ӗҫре киревсӗр сӑмахсем илтеҫҫӗ. Юрӑхсӑр сӑмахсемпе калаҫни ҫынсемшӗн йӗркеллӗ япала пулса тӑни ҫак тӗнче мӗн тери усалланса кайнине кӑтартать.

3. Пирӗн мӗнрен асӑрханмалла тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Асӑрхануллӑ пулмасан эпир хамӑр илтекен усал та юрӑхсӑр сӑмахсемпе калаҫма пуҫлама пултаратпӑр. Христиансем пулнӑ май вара эпир Иеговӑна савӑнтарасшӑн, ҫавӑнпа ҫавӑн пек сӑмахсенчен пӑрӑнма тӑрӑшатпӑр. Анчах та ҫакӑ ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн хамӑр сӑмахсемпе Иеговӑна мухтава кӑлармалла. Айтӑр ҫакна ырӑ хыпар сарас ӗҫре, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата кулленхи пурнӑҫра мӗнле тумаллине пӑхса тухар. Халӗ вара эпир мӗн ҫинчен тата мӗнле калаҫни Иеговӑшӑн мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлер.

ЭПИР МӖН ҪИНЧЕН ТАТА МӖНЛЕ КАЛАҪНИ ИЕГОВӐШӐН ПУРПӖРЕХ МАР

Эпир мӗн ҫинчен калаҫни пирӗн пирки мӗн калать? (4, 5 абзацсене пӑхӑр) *

4. Малахия 3:16-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн эпир мӗн ҫинчен калаҫни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар?

4 Малахия 3:16 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, Иегова ҫынсем мӗн ҫинчен калаҫнине тимлӗ итлет, вара хӑйӗнчен хӑракансене тата хӑйӗн ячӗ ҫинчен шухӑшлакансене хӑйӗн «астӑвӑм кӗнекине» ҫырса хурать. Мӗншӗн вӑл ҫапла тӑвать? Ҫын калаҫӑвӗнчен вӑл мӗнлерех ҫын пулни курӑнать. Ахальтен мар Иисус: «Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать»,— тенӗ (Матф. 12:34, ҪХ). Хамӑр сӑмахсенчен эпир Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратни курӑнать. Хӑйне юратакансене вара вӑл ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн.

5. а) Пирӗн ыттисемпе мӗнле калаҫмалла мар? ӑ) Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр. Иеговӑна хамӑр мӗнле калаҫнипе савӑнтарас тесен мӗнрен пӑрӑнмалла?

5 Эпир ыттисемпе мӗнле калаҫни те пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн тесен хамӑр мӗнле калаҫни Иеговӑна килӗшмест пулсан, эпир ӑна пуҫҫапни усӑсӑр пулӗ (Иак. 1:26). Турра юратман ҫынсем хаяррӑн, тӳрккессӗн тата мӑнаҫлӑн калаҫаҫҫӗ (2 Тим. 3:1—5). Эпир вара ун пек калаҫасшӑн мар. Пирӗн хамӑр мӗнле калаҫнипе Иеговӑна савӑнтарас килет. Анчах та ҫакӑн пек те пулма пултарать: эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата тӗлпулусенче ыттисемпе ыррӑн калаҫатпӑр, килтисемпе вара, никам та курман чухне — тӳрккесӗн те хаяррӑн. Ҫакӑ Иеговӑна килӗшнӗ пулӗччӗ-и вара? (1 Петр 3:7).

6. Кимберли чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс усӑ курни мӗнле усӑ панӑ?

6 Эпир хамӑр мӗнле калаҫнипе ҫак тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑратпӑр. Ҫапла эпир таврари ҫынсене Иеговӑна «ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха» курма пулӑшатпӑр (Мал. 3:18). Ҫакна Кимберли * тӗслӗхӗ ҫирӗплетсе парать. Аслӑ классенче вӗреннӗ чухне ӑна пӗрле вӗренекен хӗрпе задани тума панӑ. Хатӗрленнӗ чухне ҫав хӗр Кимберли ыттисенчен уйрӑлса тӑнине асӑрханӑ: вӑл сӑмах сарса ҫӳремен, яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ тата ун ҫӑварӗнчен пӗр усал сӑмах та тухман. Ҫакӑ ҫав хӗре питӗ тӗлӗнтернӗ, вара вӑл Библи вӗренме килӗшнӗ. Хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс усӑ курнине пула ҫынсем чӑнлӑха йышӑнсан Иегова питӗ савӑнать.

7. Эсир калаҫас пултарулӑхпа мӗнле усӑ курасшӑн?

7 Эпир хамӑр калаҫас пултарулӑхпа тӗрӗс усӑ курасшӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ Иеговӑна мухтава кӑларать тата тӑвансемпе ҫывӑхланма пулӑшать. Айтӑр хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс усӑ курас тӗлӗшрен ыттисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӖҪРЕ

Эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсемпе ыррӑн калаҫни Иеговӑна савӑнтарать (8, 9 абзацсене пӑхӑр)

8. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иисус тӗслӗхӗ хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс усӑ курма мӗнле пулӑшать?

8 Хӑвӑра хӑртнӑ чухне те ыррӑн тата хисеплӗн калаҫӑр. Иисуса мӗн кӑна каламан пулӗ! Вӑл Шуйттан майлӑ, нумай ӗҫсе-ҫиет, шӑматкуна тытса тӑмасть тата Турра хурлать тенӗ (Матф. 11:19; 26:65; Лука 11:15; Иоанн 9:16). Хӑйне ҫапла айӑпласан та Иисус усалпа тавӑрман. Пирӗн те хамӑра хӑртнӑ чухне Иисусран тӗслӗх илсе усалпа тавӑрмалла мар (1 Петр 2:21—23). Анчах та хӑш-пӗр чухне хамӑра алра тытма ҫӑмӑл мар (Иак. 3:2). Ҫавӑн пек чухне пире мӗн пулӑшма пултарать?

9. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне чӗлхене чарма мӗн пулӑшма пултарать?

9 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне сирӗнпе тӳрккессӗн калаҫрӗҫ пулсан ан тарӑхӑр. Сэм тӑван ҫапла калать: «Эпӗ ҫыннӑн чӑнлӑха пӗлмелли ҫинчен тата вӑл улшӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшатӑп». Хӑш-пӗр чухне ҫынсем эпир вӗсем патне майлӑ мар вӑхӑтра килнишӗн тарӑхаҫҫӗ. Айтӑр Люсия тӑванран тӗслӗх илер. Тарӑхса кайнӑ ҫынна тӗл пулсан вӑл Иеговӑна кӗлтуса хӑйне лӑпкӑ тытма тата чӗлхене чарма пулӑшу ыйтать.

10. 1 Тимофей 4:13-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗнле тӗллев лартмалла?

10 Вӗрентес ӑсталӑха ӳстерӗр. Тимофей опытлӑ хыпарҫӑ пулнӑ, ҫавах та унӑн та хӑйӗн ӑсталӑхне туптамалла пулнӑ. (1 Тимофей 4:13 вуласа парӑр.) Пирӗн лайӑх вӗрентекенсем пулас тесен мӗн тумалла? Ырӑ хыпар сарма кайиччен малтан хатӗрленмелле. Унсӑр пуҫне, ӑсталӑха ӳстерме пире «Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер» брошюра тата ӗҫ тетрадӗнчи «Ырӑ хыпар сарма вӗренетпӗр» уйрӑм пулӑшма пултараҫҫӗ. Эсир ҫак хатӗрсемпе усӑ куратӑр-и? Лайӑх хатӗрленни пире ырӑ хыпара хӑюллӑн калама тата сахалрах хумханма пулӑшӗ.

11. Вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме тата мӗн пулӑшма пултарать?

11 Унсӑр пуҫне, вӗрентес ӑсталӑха ӳстерес тесен опытлӑ хыпарҫӑсенчен вӗренмелле. Сэм ӑста хыпарҫӑсем мӗнле меслетсемпе усӑ курнине сӑнать, вара вӗсем тунӑ пек тума тӑрӑшать. Татьяна вара опытлӑ докладчиксем шухӑшсене мӗнле уҫса панине тимлӗ итлет. Вӑл вӗсенчен ҫынсем час-часах паракан ыйтусем ҫине мӗнле хуравламаллине вӗренет.

ПУХӐВӐН ТӖЛПУЛӐВӖСЕНЧЕ

Тӗлпулусенче чун-чӗререн юрласа эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр (12, 13 абзацсене пӑхӑр)

12. Хӑш-пӗрисем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

12 Пухура юрӑ юрлани тата лайӑх хатӗрленӗ комментарисем пани те эпир калаҫас пултарулӑхпа тӗрӗс усӑ курнине кӑтартать (Пс. 21:23). Анчах та хӑш-пӗрисем нумай ҫын умӗнче калаҫма е юрлама вӑтанаҫҫӗ. Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать пулсан, малалла мӗн сӳтсе явни сирӗншӗн усӑллӑ пулӗ. Эпир ыттисене хӑюллӑрах пулма мӗн пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.

13. Тӗлпулусенче чун-чӗререн юрлама мӗн пулӑшӗ?

13 Чун-чӗререн юрлӑр. Эпир Патшалӑх юррисене Иеговӑна мухтава кӑларас тесе юрлатпӑр. Сара ятлӑ тӑван хӑй пирки лайӑх юрӑҫӑ тесе шутламасть. Ҫапах та вӑл юрӑ юрласа Иеговӑна мухтава кӑларасшӑн. Ҫавӑнпа та пухӑва хатӗрленнӗ чухне вӑл юрӑсене те юрлать тата вӗсем тӗлпулӑвӑн программипе мӗнле ҫыхӑннине курма тӑрӑшать. «Ҫакӑ мана хам мӗнле юрлани ҫинчен мар, юррӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлама пулӑшать»,— тет Сара.

14. Хӑвӑр вӑтанчӑк пулсан та комментарисем пама сире мӗн пулӑшма пултарать?

14 Тӑтӑшах комментарисем парӑр. Хӑш-пӗрисене ҫакна тума питӗ йывӑр. Татьяна хӑйӗн пирки ҫапла калать: «Ҫынсем умӗнче калаҫнӑ чухне ман сас чӗтремесен те пултарать. Эпӗ хам вара питӗ хытӑ пӑлханатӑп. Ҫавӑнпа пухура комментарисем пама мана питӗ йывӑр». Ҫапах та ҫакӑ ӑна чарса тӑмасть. Тӗлпулусене хатӗрленнӗ чухне Татьяна пӗрремӗш хурав кӗске пулмаллине шута илет. Вӑл ҫакна ӑнланса илнӗ: кӗске хурав панинчен ним япӑххи те ҫук, мӗншӗн тесен ертсе пыракан тӑван шӑп ҫакӑн пек хурав парасса кӗтет те.

15. Комментарисем парас тӗлӗшрен мӗн асра тытмалла?

15 Вӑтанчӑках мар тӑвансене те хӑш-пӗр чухне комментарисем пама ҫӑмӑлах мар. Мӗншӗн? Джулиет ҫапла ӑнлантарса парать: «Хӑш-пӗр чухне эпӗ хам калас текен шухӑша пурте пӗлеҫҫӗ тесе шутланӑран ал ҫӗклеместӗп». Анчах та айтӑр ҫакна манар мар: Иегова пирӗнтен хамӑр тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест — эпир пур вӑя хурасса кӗтет *. Хамӑр хӑранине пӑхмасӑрах комментарисем парса Иеговӑна мухтава кӑларма тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл питӗ савӑнать.

КУЛЛЕНХИ ПУРНӐҪРА

16. Пирӗн мӗнле калаҫасран асӑрханмалла?

16 Хӑртассинчен пӑрӑнӑр (Эф. 4:31). Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, христиансен усал сӑмахсемпе калаҫмалла мар. Анчах та хӑртасси шутне урӑххи те кӗме пултарать. Сӑмахран, урӑх халӑх ҫыннисем ҫинчен хурласа калаҫасран асӑрханмалла. Унсӑр пуҫне, ыттисене кӳрентерекен йӗплӗ сӑмахсемпе калаҫмалла мар. Пӗр арҫын тӑван ҫапла каласа парать: «Малтан эпӗ ыттисенчен тӑрӑхласа кулаттӑм. Ҫакӑнта ним япӑххи те ҫук тесе шутлаттӑм. Анчах та манӑн сӑмахсем ыттисен чунне ыраттаратчӗҫ. Ҫак йӑларан хӑтӑлма арӑм мана нумай ҫул хушши пулӑшса тӑчӗ. Эпӗ хӑйне е кама та пулин урӑххине сӑмахпа кӳрентерсен вӑл мана ҫакӑн ҫинчен куҫа-куҫӑн калатчӗ».

17. Эфес 4:29-мӗшӗ тӑрӑх, эпир ыттисене мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?

17 Сирӗн сӑмахсем ыттисене хавхалантарччӑр. Ыттисем пирки тиркесе калаҫас е ӳпкелешсе ҫӳрес вырӑнне пӗр-пӗрне мухтӑр. (Эфес 4:29 вуласа парӑр.) Израильтянсен пархатарлӑ пулма нумай сӑлтав пулнӑ. Ҫапах та вӗсем ялан кӑмӑлсӑр ҫӳренӗ. Пӗр ҫын ӳпкелешме пуҫласан ытларах чухне ыттисем те ӳпкелешме пуҫлаҫҫӗ. Вунӑ разведчик Пама пулнӑ ҫӗре хурласа калаҫнине пула мӗн пулнине аса илӗр-ха. Вӗсене итлесе «Израиль ывӑлӗсем пурте Моисейпе Аарона ӳпкеленӗ» (Йыша шутл. 13:31—14:4). Мухтани пирки калас пулсан вара, вӑл ҫунатлантарса ярать. Иеффай хӗрне аса илер. Ӑна Израиль хӗрӗсем «мухтанӑ» (Тӳр. 11:40, ҪТ). Ҫавна пула ӑна хӑйне шанса панӑ ӗҫе туса тӑма ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Маларах асӑннӑ Сара ҫапла калать: «Эпир ҫынна мухтанине пула вӑл хӑйне Иегова та, пухури тӑвансем те юратнине туять». Ҫавӑнпа та ыттисене чун-чӗререн мухтамашкӑн майсем шырӑр.

18. Мӗншӗн пирӗн чӑннине каламалла тата суйманни мӗне пӗлтерет? (Псалом 14:1, 2).

18 Чӑннине калӑр. Иегова ултавҫӑсене кураймасть. «Суя чӗлхе» уншӑн ирсӗрлӗх (Ытар. 6:16, 17). Ҫак тӗнчери ҫынсем «суя пурнӑҫ — ҫур пурнӑҫ» теҫҫӗ пулин те, пирӗншӗн Иегова мӗн калани пӗлтерӗшлӗрех. (Псалом 14:1, 2 вуласа парӑр.) Паллах, эпир сӗмсӗр суя каламӑпӑр. Анчах пирӗн ҫурма чӑнлӑх каласран е ҫынна тӗрӗс мар шухӑшлаттарасран та асӑрханмалла.

Эпир сӑмах сарас вырӑнне лайӑххи ҫинчен калаҫатпӑр пулсан Иегова питӗ савӑнать (19-мӗш абзаца пӑхӑр)

19. Пирӗн тата мӗн асра тытмалла?

19 Сӑмах сарассинчен пӑрӑнӑр (Ытар. 25:23; 2 Фес. 3:11). Джулиет ҫапла калать: «Кам та пулин ыттисем ҫинчен сӑмах сарнине илтсен эпӗ питӗ кулянатӑп. Ҫакӑн пек ҫын шанӑҫран тухать. Вӑл ман ҫурӑм хыҫӗнче ман пирки те сӑмах сарма пултарать вӗт». Кампа та пулин калаҫнӑ чухне ҫынна ҫиме пуҫланине асӑрхасанах калаҫӑва урӑх енне пӑрса ярӑр, лайӑххи ҫинчен калаҫӑр (Кол. 4:6).

20. Эсир хӑвӑр чӗлхе-ҫӑварпа мӗнле усӑ курасшӑн?

20 Ҫак тӗнчери ҫынсемшӗн юрӑхсӑр сӑмахсемпе калаҫасси йӗркеллӗ япала. Ҫавӑнпа та хамӑр мӗнле калаҫнипе Иеговӑна савӑнтарас тесен пирӗн нумай вӑй хумалла. Ан манӑр: калаҫас пултарулӑх — Иегова панӑ парне. Вӑл хамӑртан эпир ҫак парнепе тӗрӗс усӑ курасса кӗтет. Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре, тӗлпулусенче тата кулленхи пурнӑҫра хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа Иеговӑна мухтама тӑрӑшсан, вӑл пире пиллӗ. Ҫак усал тӗнче пӗтсен хамӑр калаҫусемпе Иеговӑна савӑнтарма чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ (Иуда 15). Халӗ вара айтӑр псалом юрлаканӑн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнар. Вӑл Иеговӑна: «Манӑн сӑмахӑмсем... Сан умӑнта кӑмӑллӑ пулӗҫинччӗ!» — тенӗ (Пс. 18:15).

121-МӖШ ЮРӐ Пирӗн чаруллӑ пулмалла

^ Иегова пире чаплӑ парне — калаҫас пултарулӑх — панӑ. Шел пулин те, нумайӑшӗ ҫак парнепе тӗрӗс мар усӑ кураҫҫӗ. Ҫак статьяра эпир вӗсем пек пулас мар тесен тата хамӑр калаҫусемпе ыттисене хавхалантарас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарнӑ чухне, тӗлпулусенче тата кулленхи пурнӑҫра хамӑр сӑмахсемпе Иеговӑна мӗнле савӑнтармаллине курӑпӑр.

^ Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

^ Пухура мӗнле комментарисем памалли ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2019 ҫулхи январь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пухура Иеговӑна мухтаса тӑрӑр» статьяна пӑхма пулать.

^ ӲКЕРЧӖК. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне арҫын тӑван тарӑхса кайнӑ кил хуҫипе тӳрккессӗн калаҫать; арҫын тӑван тӗлпулу вӑхӑтӗнче ҫӑварне аран уҫса юрлать; хӗрарӑм тӑван телефонпа калаҫнӑ чухне такам пирки сӑмах сарать.