Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иеговӑна чи лайӑххине пани пире телейлӗ тӑвать

Иеговӑна чи лайӑххине пани пире телейлӗ тӑвать

«Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне... пӑхса тухтӑр» (ГАЛ. 6:4).

37-МӖШ ЮРӐ Иеговӑшӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлер

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Мӗн пире нумай савӑнӑҫ парать?

 ИЕГОВА пире телейлӗ тӑвасшӑн. Ҫакӑн пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук, мӗншӗн тесен савӑнӑҫ святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрет (Гал. 5:22). Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑнине пула тата тӑвансемшӗн тӑрӑшнине пула эпир хамӑра чӑннипех те телейлӗ туятпӑр, мӗншӗн тесен «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Ап. ӗҫ. 20:35).

2, 3. а) Галати 6:4-мӗшӗ тӑрӑх, Иеговӑшӑн ӗҫлени савӑнӑҫ кӳтӗр тесен мӗнле икӗ япалана шута илмелле? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Галати 6:4-мӗшӗ (вуласа парӑр) тӑрӑх, Иеговӑшӑн ӗҫлени савӑнӑҫ кӳтӗр тесен икӗ япалана шута илмелле. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн хамӑрӑн мӗн пурринчен Иеговӑна чи лайӑххине памалла. Эпир хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан, телейлӗрех пулатпӑр (Матф. 22:36—38). Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар. Хамӑрӑн мӗн пуррине — сывлӑха, ӑсталӑха е пултарулӑха — пурне те пире Иегова панӑ. Тӑвансен мӗн те пулин пирӗнтен лайӑхрах пулать пулсан вара пирӗн ҫавӑншӑн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен вӗсем чапа тухас тесе мар, Иеговӑна мухтава кӑларас тесе хӑйсен пултарулӑхӗпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсемпе тупӑшас вырӑнне вӗсенчен тӗслӗх илӗр.

3 Ҫак статьяра эпир Иеговӑшӑн хамӑр тӑвас килнӗ чухлӗ тӑвайман чухне алла усас мар тесен мӗн тумаллине курӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр пултарулӑхпа мӗнле туллин усӑ курмаллине тата ыттисенчен мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.

ХАМӐР ТӐВАС КИЛНӖ ЧУХЛӖ ТӐВАЙМАН ЧУХНЕ

Хамӑрӑн лару-тӑру улшӑннине пӑхмасӑрах эпир Иеговӑна чи лайӑххине паратпӑр пулсан вӑл савӑнать (4—6 абзацсене пӑхӑр) *

4. Мӗншӗн хӑш-пӗрисен ал усӑнма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

4 Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем ватӑлнине пула е сывлӑхӗ хавшанине пула хӑйсем тӑвас килнӗ чухлӗ тӑвайманнишӗн питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Кэрол пирки те ҫавнах калама пулать. Малтан вӑл хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗрте ырӑ хыпар сарнӑ. Ун чухне вӑл 35 ҫынпа Библи вӗреннӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пурнӑҫне Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ. Кэрол чӑнах та сӑваплӑ ӗҫре нумай тунӑ! Анчах та вӑхӑт иртсен унӑн сывлӑхӗ хавшама пуҫланӑ, вӑл килтен те тухайми пулнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ хамӑн чир-чӗре пула нумай тӑвайманнине ӑнланатӑп, ҫапах та ыттисемпе танлаштарсан хам пирки шанчӑклах мар тесе шутлатӑп. Хам тӑвас килнӗ чухлӗ тума пултарайманни мана халран ярать. Йывӑр туйӑмсем пусарсах лартаҫҫӗ». Кэрол Иеговӑшӑн мӗн тума пултарнине веҫех тума хатӗр. Вӑл питӗ маттур! Пирӗн хӗрхенекен Турӑ Кэрола чунтан ӗҫленӗшӗн питӗ хаклать.

5. а) Унчченхи пекех нумай тӑваймастпӑр пулсан мӗн асра тытмалла? ӑ) Ӳкерчӗксем ҫине пӑхсан, мӗншӗн арҫын тӑван пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Иеговӑна чи лайӑххине панӑ тесе калама пулать?

5 Сирӗн те халӗ хӑвӑр тӑвас килнӗ чухлӗ тума май ҫук пулсан, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Иегова манран мӗн кӗтет?» Вӑл хӑйне чи лайӑххине парасса кӗтет. Айтӑр ҫакӑн пек лару-тӑрӑва куҫ умне кӑларса тӑратар: 80-ран иртнӗ хӗрарӑм тӑван хӑй 40-ре пулнӑ чухне Иеговӑшӑн мӗн чухлӗ тунине аса илет те халӗ ҫавӑн чухлех туманнишӗн кулянать. Вӑл хӑй мӗн тума пултарнине веҫех тӑвать пулин те, ҫакӑ ҫителӗксӗр тесе шутлать. Анчах ку чӑнах та ҫапла-ши? Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхар: 40-ре пулнӑ чухне вӑл Иеговӑна чи лайӑххине панӑ. Халӗ те, 80-ран иртнӗ пулин те, вӑл ҫаплах тӑвать. Эппин, вӑл яланах хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Эсир «эпӗ ҫителӗклӗ тумастӑп, ҫавӑнпа Иегова мана ырламасть» тесе шутлатӑр пулсан, тархасшӑн, ҫакна асра тытӑр: кама ырламаллине Иегова пирӗнтен лайӑхрах пӗлет. Эсир хӑвӑртан мӗн килнине веҫех тӑватӑр пулсан, вӑл сирӗн ҫине пӑхса питӗ савӑнӗ. (Матфей 25:20—23 танлаштарӑр.)

6. Мария тӑванран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахас мар тесен хамӑр мӗн тума пултарайманни ҫинчен мар, мӗн тума пултарни ҫинчен шутламалла. Ҫак тӗлӗшрен Мария тӑван лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Сывлӑхӗ хавшанине пула вӑл Иеговӑшӑн хӑй тӑвас килнӗ чухлӗ тӑваймасть. Малтанах ҫакӑ ӑна питӗ кулянтарнӑ. Вӑл хӑйӗнчен ним усси те ҫук тесе шутланӑ. Анчах кайран вӑл хӑйӗн пухури вырӑнпа выртакан хӗрарӑм тӑван ҫинчен шухӑшланӑ та ӑна пулӑшас тенӗ. Мария ҫапла каласа парать: «Эпир унпа телефонпа тата ҫырусем ҫырса ырӑ хыпар сарма калаҫса татӑлаттӑмӑр. Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫленӗ хыҫҫӑн кашнинчех ҫиҫсе ҫӳреттӗм, мӗншӗн тесен хамӑн тӑвана пулӑшнӑшӑн питӗ савӑнаттӑм». Эпир хамӑр мӗн тума пултарайманни ҫинчен шухӑшлас вырӑнне мӗн тума пултарнине тӑватпӑр пулсан, телейлӗрех пулӑпӑр. Халӗ вара ҫакна сӳтсе явар: пирӗн ытларах тума май пур пулсан е мӗн те пулин лайӑх пулать пулсан, мӗн тумалла?

СИРЕ ПУЛТАРУЛӐХ ПАНӐ ПУЛСАН, УНПА УСӐ КУРӐР

7. Петр апостол христиансене мӗнле канаш панӑ?

7 Петр апостол христиансене хӑйсене панӑ пултарулӑхпа усӑ курса тӑвансемшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ. Вӑл акӑ ҫапла ҫырнӑ: «Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курса, хӑвӑра мӗн панипе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр» (1 Петр 4:10). Тен, эсир хӑвӑрӑн пултарулӑхпа усӑ курсан ыттисем хӑвӑра ӑмсанма е хӑйсем пирки ниме тӑман ҫынсем тесе шутлама пуҫласран хӑратӑр. Анчах та ҫапла шутлани тӗрӗс мар. Иеговӑна чи лайӑххине парас тесен пирӗн хамӑр пултарулӑхпа туллин усӑ курмалла.

8. Мӗншӗн хамӑра панӑ пултарулӑхпа мухтанмалла мар? (1 Коринф 4:6, 7).

8 Хамӑр пултарулӑхпа усӑ курмалла пулин те, пирӗн унпа мухтанмалла мар. (1 Коринф 4:6, 7 вуласа парӑр.) Калӑпӑр, эсӗ ҫӑмӑллӑнах ҫынсемпе Библи вӗренме пуҫлатӑн. Ку вӑл Турӑ панӑ парне, унпа усӑ курмаллах. Анчах та пирӗн хамӑр пултарулӑхпа мухтанасран асӑрханмалла. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне сан пӗр ҫынпа питӗ интереслӗ калаҫу пулчӗ, вара ҫав ҫын Библи вӗренме килӗшрӗ тейӗпӗр. Санӑн ҫакӑн пирки тӑвансене питӗ каласа парас килет. Акӑ эсир ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн пӗрле тӗл пулатӑр та пӗр хӗрарӑм тӑван такама журнал парса хӑварни ҫинчен каласа пама пуҫлать. Вӑл журнал анчах парса хӑварнӑ-ха, эсӗ вара ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ. Анчах та халӗ ҫакӑн ҫинчен каласа памаллах-ши? Тен, хӗрарӑм тӑванӑн кӑмӑлне хуҫас мар тесе тата вӑл хӑй журнал панишӗн савӑнма ан пӑрахтӑр тесе эсӗ хӑв тӗслӗхе тепрехинче каласа парас тейӗн. Ҫапла тусан эсӗ хӗрарӑм тӑван ҫинчен шутланине кӑтартӑн. Анчах та ҫынсене Библи вӗренме сӗнме ан чарӑн. Сана пултарулӑх панӑ — унпа усӑ кур!

9. Хамӑр пултарулӑхпа мӗнле усӑ курмалла?

9 Кирек мӗнле пултарулӑх та Иегова панӑ парне пулни пирки манмалла мар. Пирӗн унпа хамӑр ҫине пӑхтарас тесе мар, пухӑва ҫирӗплетес тесе усӑ курмалла (Флп. 2:3). Хамӑр вӑйпа тата пултарулӑхпа Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе усӑ куратпӑр пулсан, ҫакӑ пире савӑнӑҫ кӳрӗ — эпир хамӑр ыттисенчен лайӑхрах пулнишӗн мар, Иеговӑна мухтава кӑларнишӗн савӑнӑпӑр.

10. Мӗншӗн хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар?

10 Кашни ҫыннӑн хӑйӗн пултарулӑхӗ: пӗри пӗр ӗҫе лайӑх тӑвать, тепри — урӑххине. Ҫавӑнпа та хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар. Тӗслӗхшӗн икӗ арҫын тӑвана илер. Вӗсенчен пӗри докладсем лайӑх тӑвать, вӑл ҫак енчен питӗ пултаруллӑ. Ҫавӑнпа вӑл хӑй пирки тепӗр тӑванран лайӑхрах тесе шутлать, мӗншӗн тесен лешне докладсем тума йывӑртарах. Апла пулин те, иккӗмӗш тӑван уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, лайӑх ҫемье пуҫӗ тата хастар хыпарҫӑ. Ҫак тӗслӗхрен пӗр-пӗрне танлаштарни ӑссӑр пулни уҫҫӑн курӑнать. Пирӗн организацире нумай тӑван хӑйӗн пултарулӑхӗпе Иеговӑна мухтава кӑларас тесе тата тӑвансене пулӑшас тесе усӑ курать. Эпир ҫавӑншӑн питӗ савӑнатпӑр.

ЫТТИСЕНЧЕН ТӖСЛӖХ ИЛӖР

11. Мӗншӗн эпир Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр?

11 Хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар пулин те, эпир вӗсенчен вӗренме пултаратпӑр. Сӑмахран, хамӑра Иисуспа танлаштарни ӑссӑр пулать, вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр вӗт. Апла пулин те, вӑл мӗнле калаҫнинчен тата хӑйне мӗнле тытнинчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр (1 Петр 2:21). Иисус пек пулма тӑрӑшнӑҫемӗн эпир Иеговӑшӑн тата лайӑхрах ӗҫлӗпӗр, ырӑ хыпар сарас ӗҫре те ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр.

12, 13. Давид патшаран эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Библире Туррӑн нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен ҫырнӑ. Вӗсен ҫитменлӗхсем пулнӑ пулин те эпир вӗсенчен вӗренме пултаратпӑр (Евр. 6:12). Тӗслӗхшӗн Давид патшана илер. Иегова ун пирки «Хамӑн кӑмӑлӑма килекен ҫын» тенӗ (Ап. ӗҫ. 13:22). Давидӑн та ҫитменлӗхсем пулнӑ, вӑл пысӑк ҫылӑхсем те тунӑ. Ҫапах та вӑл пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Давида питлесен вӑл хӑйне тӳрре кӑларма хӑтланман. Питленине йышӑнма йывӑр пулнӑ пулин те, вӑл хӑйне панӑ канаша итленӗ тата хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗннӗ. Ҫавӑнпа та Иегова ӑна каҫарнӑ (Пс. 50:5, 6, 12—14).

13 Давидран вӗренес тесе хӑвӑртан ҫапла ыйтса пӑхӑр: «Мана канаш панӑ чухне эпӗ хама мӗнле тытатӑп? Хам йӑнӑш тунине эпӗ йышӑнатӑп-и е хама тӳрре кӑларма хӑтланатӑп-и? Манӑн хам йӑнӑшсемшӗн ыттисене айӑплас йӑла ҫук-и? Ҫав йӑнӑша урӑх тӑвас мар тесе эпӗ пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатӑп-и?» Библире Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен вуланӑ чухне те хамӑра ҫавӑн евӗрлӗ ыйтусем пама пулать. Ҫав ҫынсем те эпӗ тӳсекен йывӑрлӑхсене тӳснӗ-и? Вӗсем мӗнле лайӑх енсем кӑтартнӑ? Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен вуланӑ чухне кашнинчех хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ун пек пулас тесен ман мӗн-мӗн тумалла?»

14. Мӗншӗн пирӗн пухури тӑвансенчен тӗслӗх илмелле?

14 Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр пухури тӑвансенчен — ҫамрӑккисенчен те, ваттисенчен те — вӗренме пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир кам мӗнле йывӑрлӑха тӳсни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратпӑр. Тен, кама та пулин тантӑшӗсем е килтисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ е тӑванӑн сывлӑхӗ начар. Ҫав тӑван мӗнле лайӑх енсем кӑтартать тата унран мӗне вӗренме пулать? Унӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласан эпир хамӑр йывӑрлӑха тӳссе ирттерес тесен мӗн тумаллине ӑнланса илӗпӗр. Ҫирӗп ӗненекен тӑвансен тӗслӗхӗсемшӗн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ (Иак. 1:2, 3; Евр. 13:7).

ИЕГОВӐШӐН САВӐНСА ӖҪЛӖР

15. Павел панӑ хӑш канаш пире Иеговӑшӑн малалла та савӑнӑҫлӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшать?

15 Пухура пӗрлӗхпе мир пултӑр тесен кашни тӑванӑн вӑй хумалла. Айтӑр пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене аса илер. Турӑ вӗсене кашнине тӗрлӗ ӗҫ тата тӗрлӗ пултарулӑх панӑ пулнӑ (1 Кор. 12:4, 7—11). Ҫапах та вӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшмасӑр пӗрлӗхре пурӑннӑ. Павел апостол Эфесри пухӑва ҫапла ҫырса янӑ пулнӑ: «Пӗтӗм Тӑл-пӳ... кашни пайӗ кирлӗ таран пӗр-пӗриншӗн юратса ӗҫленипе ӳссех пырать, тӗреклӗленет» (Эф. 4:1—3, 11, 12, 16). Ҫапла майпа Павел христиансене хӑйсен пултарулӑхӗпе усӑ курасса та «Христосӑн тӑл-пӗвне», е пухӑва, тӗреклӗлетмешкӗн усӑ курма хавхалантарнӑ. Павелӑн канашне тытса тӑнине пула пухура мир тата пӗрлӗх пулнӑ. Хальхи вӑхӑтри пухусем пирки те ҫавнах калама пулать.

16. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла? (Еврейсем 6:10).

16 Эппин, хӑвӑра ыттисемпе ан танлаштарӑр. Иисусран тӗслӗх илӗр. Вӑл кӑтартнӑ лайӑх енсене кӑтартма тӑрӑшӑр. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен те, пухури тӑвансенчен те вӗренӗр. Турра чи лайӑххине паратӑр пулсан ан иккӗленӗр: «Вӑл сирӗн ӗҫӗре... манмӗ». (Еврейсем 6:10 вуласа парӑр.) Малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлӗр тата ан манӑр: вӑл эсир вӑй хунине хаклать.

65-МӖШ ЮРӐ Малалла та малалла!

^ Эпир пурте пӗр-пӗринчен вӗренме пултаратпӑр. Анчах та пирӗн хамӑра ыттисемпе танлаштармалла мар. Мӗншӗн тесен хамӑра ыттисемпе танлаштарсан эпир е мӑнкӑмӑлланса кайма, е хуйха ӳкме пултаратпӑр. Ҫак статьяра эпир ҫапла пулса ан тухтӑр тесен тата савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахас мар тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

^ ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ҫамрӑк чухне арҫын тӑван Вефильте ӗҫленӗ. Авлансан вӑл арӑмӗпе пӗрле пионер пулса ӗҫленӗ. Хӗрсем ҫуралсан вӑл вӗсене ырӑ хыпар сарма пӗрле илсе ҫӳренӗ. Халӗ вӑл ватӑлнӑ пулсан та Иеговӑна чи лайӑххине парать — ҫырусем ҫырса ырӑ хыпар сарать.