Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Ыттисене каҫаракансене Иегова пиллет

Ыттисене каҫаракансене Иегова пиллет

«Турӑ хӑвӑра Иисус Христос урлӑ каҫарнӑ пек, пӗр-пӗрне каҫарӑр» (ЭФ. 4:32).

130-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне каҫарӑр

ҪАК СТАТЬЯРА *

1. Иегова ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекенсене мӗн пирки шантарать?

 ИЕГОВА пирӗншӗн Пурнӑҫ Паракан, Закон Паракан тата Судья ҫеҫ мар, вӑл пирӗн юратакан ҫӳлти Атте (Пс. 99:3; Ис. 33:22). Ҫылӑх тунӑшӑн чун-чӗререн ӳкӗнсен Иегова пире каҫарма пултарать кӑна мар, вӑл пире каҫарасшӑн та (Пс. 85:5). Исаия пророк урлӑ вӑл пире юратса ҫапла шантарнӑ: «Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп» (Ис. 1:18).

2. Ыттисемпе лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесен мӗн тумалла?

2 Пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа та хушӑран пӗр-пӗрне сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентересси пулатех (Иак. 3:2). Ҫапах та эпир каҫарма вӗренетпӗр пулсан пирӗн хамӑрпа ыттисем хушшинчи хутшӑнусем арканмӗҫ (Ытар. 17:9; 19:11; Матф. 18:21, 22). Пире кам та пулин кӳрентерсен Иегова пирӗнтен ҫав ҫынна каҫарасса кӗтет (Эф. 4:32). Пирӗн вара каҫармаллах, мӗншӗн тесен Иегова хӑй пире хаваспах каҫарать (Ис. 55:7).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр Турӑран тӗслӗх илсе ыттисене мӗнле каҫарма пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Эпир ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр: хӑш ҫылӑхсем ҫинчен старейшинӑсене каласа памалла? мӗншӗн Иегова пирӗнтен ыттисене каҫарасса кӗтет? ыттисен ҫылӑхӗсене пула хӗн курнӑ тӑвансен тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ХРИСТИАНИН ЙЫВӐР ҪЫЛӐХ ТУРӖ ПУЛСАН

4. а) Иеговӑн ӗҫлекенӗ йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, унӑн мӗн тумалла? ӑ) Старейшинӑсен мӗнле яваплӑх пур?

4 Эпир кам та пулин йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, ҫакӑн ҫинчен старейшинӑсене каласа памалла. Йывӑр ҫылӑхсем шутне мӗн-мӗн кӗнине 1 Коринф 6:9, 10 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ. Ҫавӑн пек ҫылӑхсене туса ҫын Иеговӑн законне чӑрсӑррӑн пӑсать. Ҫавӑнпа та унӑн хӑй тунӑ ҫылӑхӗ ҫинчен Иеговӑна каласа памалла тата старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла (Пс. 31:5; Иак. 5:14). Старейшинӑсен вара мӗн тумалла? Иеговӑн анчах ҫылӑхсене пӗтӗмпех каҫарма власть пур тата ҫакна вӑл Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине пула тӑвать *. Ҫапах та Иегова старейшинӑсем ҫине те яваплӑх хунӑ. Вӗсен Библире мӗн каланине шута илсе ҫылӑх тунӑ тӑвана пухуран кӑларса ярассипе ямасси пирки йышӑну тумалла (1 Кор. 5:12). Унсӑр пуҫне, вӗсен ҫакна та пӗлме тӑрӑшмалла: тӑван пӗлсе тӑрсах ҫылӑх тунӑ-и? вӑл хӑйӗн ҫылӑхне ыттисенчен пытарнӑ-и? мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши вӑл ҫылӑх туса пурӑннӑ? Чи кирли вара: вӑл чун-чӗререн ӳкӗнни унӑн ӗҫӗсенчен палӑрать-и? Тата Иегова ӑна каҫарни курӑнать-и? (Ап. ӗҫ. 3:19).

5. Старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ тӑванпа тӗл пулни мӗнле усӑ парать?

5 Старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ тӑванпа мӗнле тӗллевпе тӗл пулаҫҫӗ? Вӗсен пӗлӗтре тунӑ йышӑнӑвах тумалла (Матф. 18:18). Ҫавӑнпа та вӗсем кӗлтӑваҫҫӗ тата Библири принципсемпе хушусене тӗпчеҫҫӗ. Ҫакӑ пухӑва мӗнле усӑ парать? Енчен те ҫылӑх тунӑ тӑван ӳкӗнмест пулсан, ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Вара вӑл Иеговӑн хаклӑ ӗҫлекенӗсене сиен кӳме пултараймӗ (1 Кор. 5:6, 7, 11—13; Тит 3:10, 11). Енчен те старейшинӑсем пулӑшнине пула ҫылӑх тунӑ тӑван ӳкӗнет пулсан, Иегова ӑна каҫарать (Лука 5:32). Вара старейшинӑсем ҫылӑх тунӑ тӑван каллех Иеговӑпа ҫывӑхланма пултартӑр тесе Турӑран пулӑшу ыйтӗҫ (Иак. 5:15).

6. Пухуран кӑларса янӑ ҫынна Иегова каҫарма пултарать-и? Ӑнлантарса парӑр.

6 Калӑпӑр, старейшинӑсемпе тӗл пулнӑ чухне христианин хӑй ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнес темест. Ҫавӑн пек чухне ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Вӑл патшалӑх законне пӑснӑ пулсан вара старейшинӑсем ҫакна влаҫсенчен пытармаҫҫӗ. Ҫын хӑй мӗн тунишӗн ӳкӗнет-и, ӳкӗнмест-и, Иегова влаҫсене «усал тӑвакана» кирек кама та наказани пама ирӗк панӑ (Рим 13:4). Ҫавӑнпа та закона пӑснӑ ҫыннӑн явап тытмаллах. Анчах та каярахпа вӑл тӑна кӗрсен, чун-чӗререн ӳкӗнсен тата улшӑнсан Иегова ӑна хаваспах каҫарӗ (Лука 15:17—24). Ҫылӑхӗ питӗ йывӑр пулсан та Иегова ӑна каҫарӗ (2 Ҫулс. 33:9, 12, 13; 1 Тим. 1:15).

7. Хамӑра хирӗҫ ҫылӑх тӑвакана каҫарни мӗне пӗлтерет?

7 Ҫылӑх тунӑ ҫынна каҫармалла-и, каҫармалла мар-и, пирӗн Иеговӑшӑн йышӑну тумалла мар. Ҫакна пӗлни питӗ йӑпатать. Эпир вара хамӑр енчен мӗн тума пултаратпӑр? Хамӑра кӳрентернӗ ҫын пирӗнтен каҫару ыйтмасть пулсан та, эпир ӑна каҫарма, урӑхла каласан, ун ҫине тарӑхса-кӳренсе ҫӳреме пӑрахма пултаратпӑр. Паллах, ҫакна тума нумай вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать, вӑй та самаях хумалла, уйрӑмах пирӗн чӗрене хытӑ ыраттарнӑ пулсан. 1994 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫылӑх тунӑ ҫынна каҫарни унӑн ҫылӑхӗ ҫине куҫ хупнине пӗлтермест. Ҫынна каҫарса христианин Иегова тӗрӗс суд тӑвасса шаннине кӑтартать. Иегова — Ҫут тӗнче Судйи. Вӑл кирлӗ вӑхӑтра тӗрӗсмарлӑха пӗтерӗ». Мӗншӗн-ха Иегова пире ыттисене каҫарма тата хӑй тӗрӗс суд тӑвасса шанма хавхалантарать?

МӖНШӖН ИЕГОВА ПИРӖНТЕН ЫТТИСЕНЕ КАҪАРАССА КӖТЕТ?

8. Эпир Иегова хамӑра хӗрхеннӗшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

8 Ыттисене каҫарса эпир Иеговӑна хамӑра хӗрхеннӗшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Иисус пӗр ытарӑшра Турра патшапа танлаштарнӑ. Ҫав патша чурине питӗ пысӑк парӑм каҫарнӑ. Чура вара хӑйне парӑмлӑ ҫынна, лешӗн парӑмӗ чылай пӗчӗкрех пулнӑ пулин те, хӗрхенмен (Матф. 18:23—35). Ҫак ытарӑша каласа парса Иисус пире мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ? Эпир Иегова хамӑра ҫав тери хӗрхеннӗшӗн чӑннипех те пархатарлӑ пулсан, хамӑр та ыттисене каҫарма тӑрӑшӑпӑр (Пс. 102:9). Нумай ҫул каялла пӗр «Хурал башнинче» каланӑ тӑрӑх, эпир ыттисене кирек мӗн чухлӗ каҫарсан та, ҫакӑ Иегова Иисус Христосӑн парнине пула пире мӗн чухлӗ каҫарнипе танлашаймасть.

9. Иегова кама хӗрхенет? (Матфей 6:14, 15).

9 Эпир ыттисене каҫаратпӑр пулсан, Иегова та пире каҫарать. Вӑл хӗрхенекенсене хӗрхенет (Матф. 5:7; Иак. 2:13). Иисус кӗлтума вӗрентнӗ чухне те ҫакӑн ҫинчен каланӑ. (Матфей 6:14, 15 вуласа парӑр.) Унччен маларах та Иегова Иовпа калаҫнӑ чухне ҫав шухӑшах палӑртнӑ. Елифаз, Вилдад тата Софар йӗплесе калани тӳрӗ Иовӑн чӗрине питӗ хытӑ ыраттарнӑ. Ҫав-ҫавах Иегова Иова вӗсемшӗн кӗлтума ыйтнӑ. Иов ҫапла тунӑ та, вара Иегова ӑна пилленӗ (Иов 42:8—10).

10. Ыттисем ҫине тарӑхса-кӳренсе ҫӳрени хамӑра мӗнле сиен кӳрет? (Эфес 4:31, 32).

10 Кӳренсе ҫӳрени хамӑрах сиен кӳрет. Кӳренсе ҫӳресен эпир хамӑр ҫине йывӑр ҫӗклем хуратпӑр теме пулать. Иегова вара пире ӑна пӑрахтарасшӑн. (Эфес 4:31, 32 вуласа парӑр.) Библире: «Ҫилленме чарӑн, хаярлӑхна пӑрах»,— тенӗ (Пс. 36:8). Хамӑра кӳрентернӗ ҫын ҫине тарӑхса ҫӳретпӗр пулсан, пирӗн сывлӑх хавшама пултарать е эпир эмоципе ҫыхӑннӑ чирпе те чирлесе кайма пултаратпӑр (Ытар. 14:30). Кам ҫине те пулин тарӑхса ҫӳрени — ӑна вӗлерес тесе хамӑр наркӑмӑш ӗҫнипе пӗрех. Апла пулсан, ыттисене каҫарсан хамӑрах лайӑх пулать (Ытар. 11:17). Эпир чӗрере канӑҫлӑх туятпӑр, Иеговӑшӑн ӗҫлеме те пире нимӗн те чӑрмантармасть.

11. Библире тавӑрасси пирки мӗн каланӑ? (Рим 12:19—21).

11 Туррӑн анчах тавӑрма право пур. Иегова пире хамӑра кӳрентерекенсене тавӑрма право паман. (Рим 12:19—21 вуласа парӑр.) Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир лару-тӑру ҫине Турӑ пек тӗрӗс пӑхаймастпӑр (Евр. 4:13). Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр чухне туйӑмсем вӑйлӑ пулнӑран эпир тӗрӗс суд тӑваймастпӑр. Ахальтен мар Турӑ хавхалантарнипе Иаков: «Ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть»,— тесе ҫырнӑ (Иак. 1:20). Иегова тӗрӗс тӑвасси тата тӗрӗсмарлӑха пӗтересси пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар.

Кӳренме тата тарӑхма пӑрахӑр. Иегова суд тутӑр. Вӑл ҫылӑха пула сиксе тухнӑ пур йывӑрлӑха та татса парӗ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)

12. Иегова тӗрӗс суд тӑвасса ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

12 Ыттисене каҫарса эпир Иегова тӗрӗс суд тӑвасса ӗненнине кӑтартатпӑр. Мӗншӗн эпир пӗтӗмпех Иеговӑна шанса паратпӑр? Мӗншӗн тесен вӑл ҫылӑха пула сиксе тухнӑ пур йывӑрлӑха та пӗтерессе ӗненетпӗр. Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова пирӗн чун ыратӑвӗсене сиплӗ. Унӑн Сӑмахӗнче: «Унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ»,— тенӗ (Ис. 65:17). Анчах та пире хытӑ ыраттарнӑ пулсан чӑнах та кӳренме тата тарӑхма пӑрахма пулать-ши? Пулать. Айтӑр ҫакна ҫирӗплетсе паракан тӗслӗхсене пӑхса тухар.

ЫТТИСЕНЕ КАҪАРНИ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

13, 14. Энтони тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Нумай тӑван кам хӑйсен чӗрисене хытӑ ыраттарнӑ, ҫавсене каҫарнӑ. Иегова ҫав тӑвансене мӗнле пилленӗ?

14 Филиппинӑри Энтони * тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иегова Свидетелӗ пулса тӑриччен чылай маларах унӑн пӗр пиччӗшне Хосе ятлӑ арҫын вӗлернӗ. Хосена арестлесе тӗрмене лартнӑ. Ӑна тӗрмерен кӑларсан Энтони, хаяр ҫын пулнӑскер, Хосена шыраса тупса вӗлересшӗн пулнӑ. Вӑл пистолет та илнӗ. Кайран вара Энтони Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӑл акӑ мӗн каласа парать: «Библи вӗреннине пула эпӗ хамӑн пурнӑҫа, характера улӑштармаллине тата хаярлӑха пӗтермеллине ӑнлантӑм». Вӑхӑт иртсен Энтони шыва кӗнӗ, каярахпа вара старейшина пулса тӑнӑ. Хосе те Иегова Свидетелӗ пулса тӑнине пӗлсен вӑл мӗн тери тӗлӗннӗ! Ҫак икӗ арҫын тӑван тӗл пулсан пӗр-пӗрне хытӑ ыталанӑ та Энтони хӑй Хосена каҫарни пирки каланӑ. Энтони каланӑ тӑрӑх, хӑйӗн тӑшманне каҫарсан вӑл нимпе танлашайми савӑнӑҫ туйса илнӗ. Мӗнле пысӑк пиллӗх!

Питерпа Сью тӗслӗхӗ эпир тарӑхма тата кӳренме пӑрахма пултарасса кӑтартса парать (15, 16 абзацсене пӑхӑр)

15, 16. Питерпа Сью тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

15 Питерпа Сью тӑвансемпе акӑ мӗн пулса тухнӑ. 1985 ҫулта тӗлпулу вӑхӑтӗнче Патшалӑх залӗ сирпӗннӗ. Унта бомба хунӑ пулнӑ иккен. Хытӑ аманнине пула Сью япӑхрах илтме тата курма пуҫланӑ, шӑршӑсене те туйма пӑрахнӑ *. Питерпа Сью час-часах ҫавӑн пек тискер ӗҫе кам тума пултарнӑ-ши тесе шутланӑ. Ҫулсем иртсен бомба хунӑ ҫынна тупнӑ та ӑна мӗн виличченех тӗрмере лартма приговор йышӑннӑ. Питерпа Сьюран вӗсем ҫав ҫынна каҫарнӑ-и тесе ыйтсан вӗсем ҫакӑн пек хуравланӑ: «Иегова пире кӳренсе ҫӳремелле мар тесе вӗрентет, мӗншӗн тесен ҫакӑ пирӗн сывлӑх ҫине те, психика ҫине те япӑх витӗм кӳрет. Ҫавӑнпа та эпир тарӑхма пӑрахас тесе тата ҫав ҫынна каҫарса чӗрере мир туяс тесе Иеговӑран тӳрех пулӑшу ыйтма пуҫларӑмӑр».

16 Бомба хунӑ ҫынна каҫарма вӗсене ҫӑмӑл пулнӑ-и? Ҫук. Вӗсем малалла ҫапла калаҫҫӗ: «Сью аманнине пула вӑхӑтран-вӑхӑта питӗ асапланать. Ҫавӑн чухне каллех ҫилӗ капланса килет. Вара эпир ҫав йывӑр туйӑмсене сирсе яма тӑрӑшатпӑр, ҫавӑнпа часах лӑпланатпӑр. Ҫакна та калас килет: ҫав ҫын пирӗн тӑван пулса тӑрсан эпир чун-чӗререн савӑнӑпӑр. Эпир ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: Библири принципсем чӑн-чӑн ирӗклӗх, хамӑр шутланинчен те ытларах ирӗклӗх, параҫҫӗ. Иегова кӗҫех пӗтӗмпех тӳрлетессе пӗлни те питӗ йӑпатать».

17. Мира тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

17 Мира ятлӑ хӗрарӑм Библи вӗренме пуҫласан унӑн упӑшки чӑнлӑха йышӑнман. Кӑшт вӑхӑт иртсен упӑшки Мирӑна улталанӑ та килтен тухса кайнӑ. Мира икӗ пӗчӗк ачипе пӗчченех тӑрса юлнӑ. Вӑл аса илет: «Упӑшка тухса кайсан эпӗ кама ҫывӑх ҫын сутнӑ, ҫавсем нумайӑшӗ мӗн туйнинех туйрӑм: шалт аптраса ӳкрӗм, йышӑнасшӑн пулмарӑм, хуйха ӳкрӗм, хама айӑпларӑм тата тарӑхрӑм». Унӑн нумай вӑхӑт хушши чунӗ ыратнӑ. Мира малалла ҫапла калать: «Ҫав туйӑмсем мана нумай уйӑх асаплантарчӗҫ. Вӗсене пула эпӗ Иеговӑран сивӗнме пуҫларӑм тата хампа ытти ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем те пӑсӑлма пуҫларӗҫ». Мира каланӑ тӑрӑх, халӗ вӑл упӑшки ҫине тарӑхса ҫӳремест тата ӑна усал сунмасть, упӑшки хӑҫан та пулин Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑрасса та шанать. Мира Иегова лайӑх пуласлӑх туса парасси ҫинчен ытларах шутлама тӑрӑшать. Халӗ Мира телейлӗ. Вӑл хӑйӗн икӗ ывӑлне те Иеговӑна юратма вӗрентнӗ. Вӗсем те хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.

ИЕГОВА — ЧИ ЛАЙӐХ СУДЬЯ

18. Иегова Чи Аслӑ Судья пулни мӗн пирки шантарать?

18 Иегова Чи Аслӑ Судья пулни питӗ савӑнтарать. Ҫынна суд тума унӑн ҫеҫ право пур. Ҫавӑнпа эпир хамӑр ҫине ҫав ҫӗклеме илместпӗр (Рим 14:10—12). Мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине Иегова ҫеҫ пӗлет. Йышӑну тунӑ чухне вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисене шута илни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Пулт. 18:25; 3 Патш. 8:32). Иегова нихӑҫан та тӗрӗс маррине тӑвас ҫук!

19. Иегова, чи лайӑх Судья, пуласлӑхра мӗн тӑвӗ?

19 Иегова кӗҫех ҫылӑх кӳнӗ пур сиене те пӗтерӗ. Эпир ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Вӑл пирӗн пур сурана та, ҫав шутрах чӗрери сурансене те, сиплӗ. Эпир вӗсем ҫинчен урӑх аса та илмӗпӗр (Пс. 71:12—14; Ӳлӗм. 21:3, 4). Иегова пире халӗ пулӑшса тӑнишӗн те эпир пархатарлӑ: вӑл тӗслӗх кӑтартнипе эпир ыттисене каҫарма вӗренетпӗр.

18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ

^ Иегова ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнекенсене хатӗр пулсах каҫарать. Пирӗн те унран тӗслӗх илсе хамӑра кӳрентерекенсене каҫармалла. Ҫак статьяра эпир хӑш ҫылӑхсене эпир хамӑр каҫарма пултарнине, хӑш ҫылӑхсем ҫинчен вара старейшинӑсене каласа памаллине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, мӗншӗн Иегова пирӗнтен ыттисене каҫарасса кӗтнине тата каҫарни хамӑра мӗнле усӑ панине пӑхса тухӑпӑр.

^ 1996 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вопросы читателей» статьяна пӑхӑр.

^ Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.