Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Иеговӑна хама ертсе пыма паратӑп

Иеговӑна хама ертсе пыма паратӑп

ЭПӖ хам 16-ра пулнӑ чухнех пурнӑҫ ҫулне суйласа илтӗм. Хам мӗн туни мана питӗ килӗшетчӗ. Эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫав ӗҫпе ӗҫлесшӗнччӗ. Анчах та Иегова мана урӑх пурнӑҫ ҫулӗ сӗнчӗ тата сана ҫак ҫулпа пыма пулӑшӑп тесе юратса шантарчӗ (Пс. 31:8). Вара эпӗ Иеговӑна хама ертсе пыма патӑм. Манӑн Иеговӑшӑн ӗҫлеме нумай май уҫӑлчӗ. Эпӗ нумай пиллӗх илтӗм, ҫав шутрах Африкӑра 52 ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултартӑм.

ХУРА ҪӖРШЫВРАН ХӖВЕЛЛӖ АФРИКӐНА

Эпӗ 1935 ҫулта Англире, промышленность регионӗнчи Дарластон хулинче, ҫуралнӑ. Ҫав региона Хура ҫӗршыв тетчӗҫ, мӗншӗн тесен заводсемпе фабрикӑсем нумай пулнӑран унта хура тӗтӗм тӑратчӗ. Эпӗ тӑваттӑсенче пулнӑ чухне аттепе анне Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. 14—15 ҫулсенче эпӗ Библире мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине ӑнланса илтӗм. Вара 1952 ҫулта 16 ҫул тултарсан шыва кӗтӗм.

Ҫав вӑхӑтрах эпӗ ал ӗҫлемелли хатӗрсем тата машин валли запчаҫсем туса кӑларакан заводра стажер пек ӗҫлеме пуҫларӑм. Тата эпӗ ҫав компанире пысӑк должность илес тесе вӗренме тытӑнтӑм. Эп савӑнсах ӗҫлеттӗмччӗ.

Ҫавӑн чухнех ҫулҫӳрекен старейшина мана Уилленхоллри хам тӑван пухура кӗнеке вӗренӗвне тӑтӑшах ирттерме ыйтрӗ. Манӑн ҫӑмӑл мар йышӑну тумаллаччӗ. Эпӗ икӗ пухӑва ҫӳреттӗм. Эрне варринче эпӗ Бромсгроври пухӑва каяттӑм, вӑл ӗҫрен аякрах марччӗ, килтен вара пӗр 30 ҫухрӑмраччӗ. Канмалли кунсенче атте-анне патне кайсан эпӗ Уилленхоллри пухӑва каяттӑм.

Эпӗ Иеговӑн организацине пулӑшасшӑнччӗ, ҫавӑнпа хам юратнӑ ӗҫрен кайма тиврӗ пулин те, ҫулҫӳрекен старейшина сӗннине итлерӗм. Ҫавӑн чухне Иеговӑна хама ертсе пама панишӗн эпӗ мӗн тери савӑнатӑп! Ҫавӑн пек йышӑну тунӑшӑн эпӗ пӗртте ӳкӗнместӗп. Манӑн телейлӗ те интереслӗ пурнӑҫ пуҫланчӗ.

Бромсгроври пухӑва ҫӳренӗ чухне эпӗ Иеговӑна хытӑ юратакан Энн ятлӑ чиперккепе паллашрӑм. 1957 ҫулта пӗрлешнӗ хыҫҫан эпир тулли тата ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр. Унсӑр пуҫне, район старейшинӑн ӗҫне туса тӑтӑмӑр тата Вефильте вӑй хутӑмӑр. Энн мана питӗ телейлӗ турӗ.

1966 ҫулта пирӗн Галаад шкулӗн 42-мӗш класӗнче вӗренме тӳр килчӗ. Вӗренсе пӗтерсен пире Малавие ячӗҫ. Ҫак ҫӗршыва Африкӑн вӗри чӗри теҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн унта пурӑнакан ҫынсем ырӑ кӑмӑллӑ та хӑналама юратаҫҫӗ. Шел пулин те, эпир унта нумаях пурӑнаймарӑмӑр.

МАЛАВИРЕ ҪӐМӐЛ МАР ВӐХӐТРА ӖҪЛЕСЕ ТӐРАТПӐР

Эпир Малавире ҫак «Кайзер-джиппа» ҫӳренӗ

Эпир Малавие 1967 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче ҫитрӗмӗр. Уйӑх хушши эпир тӑрӑшсах чӗлхе вӗрентӗмӗр, кайран вара область старейшинин ӗҫне тума пикентӗмӗр. Эпир джиппа ҫӳреттӗмӗр. Хӑш-пӗрисем вӑл ҫул ҫук ҫӗрте те ҫӳреме, юханшыв урлӑ та каҫма пултарать тесе шутлатчӗҫ. Тӗрӗссипе вара, вӑл ӑшӑх вырӑнсенче ҫеҫ каҫма пултаратчӗ. Хӑш-пӗр чухне пирӗн тӑмран тунӑ, улӑмпа витнӗ хӳшӗсенче ҫывӑрма тиветчӗ. Ҫанталӑк ҫумӑра кайсан вара унта мачча айне брезент кармасӑр ҫывӑрма ҫукчӗ. Ак мӗнле пуҫланчӗ пирӗн миссионер ӗҫӗ. Ҫавах та эпир питӗ телейлӗччӗ.

Апрельте эпӗ пире йывӑрлӑхсем кӗтнине ӑнланса илтӗм. Малави президенчӗ Хастингс Банда радиопа сӑмах каларӗ. Вӑл Иегова Свидетелӗсене налуксем тӳлемеҫҫӗ тата политикӑна хутшӑнса патшалӑх умне йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратаҫҫӗ тесе айӑпларӗ. Паллах, ҫакӑ суя пулнӑ! Чӑннипе вара пире эпир нейтралитета тытса тӑнӑшӑн, уйрӑмах арҫын тӑвансем парти билечӗсене илме килӗшменшӗн, кураймастчӗҫ.

Сентябрьте эпир хаҫатра президент ҫӗршыври пур йывӑрлӑхшӑн та Свидетельсем айӑплӑ тесе каланине вуларӑмӑр. Хӑйӗн партийӗн съездӗнче вӑл Иегова Свидетелӗсен ӗҫ-хӗлне хӑвӑртрах чарса лартмалла тесе каланӑ. Вара 1967 ҫулта, октябрӗн 20-мӗшӗнче, пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартрӗҫ. Кӑшт вӑхӑт иртсенех филиала хупас тесе тата миссионерсене ҫӗршывран кӑларса ярас тесе Вефиле полицейскисемпе миграци службинче ӗҫлекенсем килчӗҫ.

Пире 1967 ҫулта Малавирен кӑларса янӑ чухне. Эпир миссионерсемпе, Джек тата Линда Йоханссонсемпе пӗрле

Пире виҫӗ кун тӗрмере тытрӗҫ. Кайран Великобритани тытса тӑракан Маврикие ячӗҫ. Анчах та Маврикири влаҫсем пире миссионерсем пек юлма ирӗк памарӗҫ. Вара арҫын тӑвансем пире Родезие (халӗ Зимбабве) ячӗҫ. Унта ҫитсен миграци службинче ӗҫлекен пӗр хаяр чиновник пире ҫӗршыва кӗме ирӗк памарӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: «Сире Малавирен кӑларса янӑ, Маврикие те кӗртмен. Кунта хапӑл туса йышӑнӗҫ терӗр-и?» Энн макӑрса ячӗ, хамӑра никама та кирлӗ мар пек туйрӑмӑр. Манӑн веҫех пӑрахса хӑварса тӑван Англие таврӑнас килсе кайрӗ. Юлашкинчен пире филиалта ҫӗр каҫма ирӗк пачӗҫ. Анчах та пире тепӗр кунне миграци службин тӗп офисне пыма хушрӗҫ. Пирӗн пӗр вӑй та юлмарӗ, ҫапах та эпир Иегова ҫак йывӑрлӑха татса парасса шанса тӑтӑмӑр. Тепӗр кунне пире кӗтмен ҫӗртен Зимбабвера туристсем пек юлма ирӗк пачӗҫ. Ҫавӑн чухне мӗн туйса илнине нихӑҫан та манас ҫук! Иегова хамӑра ертсе пыни пирки пӗр иккӗленӳ те пулман.

ҪӖНӖ ӖҪ: ЗИМБАБВЕРА ПУРӐНСА МАЛАВИРИ ТӐВАНСЕМШӖН ТӐРӐШАТПӐР

Эпир Эннпа Зимбабвери Вефильте. 1968 ҫул

Зимбабвери филиалра мана сӑваплӑ ӗҫӗн уйрӑмне ӗҫлеме ячӗҫ. Эпӗ Малавири тата Мозамбикри Свидетельсене пулӑшса тӑраттӑмччӗ. Ун чухне Малавире тӑвансене хыта хӗсӗрлетчӗҫ. Ман тивӗҫсем шутне Малавири район старейшинисен отчечӗсене куҫарасси те кӗнӗ. Пӗр каҫхине эпӗ унти тӑвансене мӗнле хаяррӑн пусмӑрлани ҫинчен вуласа макӑрса лартӑм *. Ҫав вӑхӑтрах мана вӗсем шанчӑклӑ, тӳсӗмлӗ пулни тата хытӑ ӗненни хавхалантарчӗ (2 Кор. 6:4, 5).

Малавире тӑрса юлнӑ тӑвансен тата хӗсӗрленине пула Мозамбика тарса ӳкнӗ тӑвансен Библие ӑнлантарса паракан публикацисем пулччӑр тесе эпир хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑваттӑмӑрччӗ. Малавири чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхе ҫине — чичева чӗлхи ҫине — куҫаракансем Зимбабвери пӗр Свидетелӗн пысӑк ферминче вырнаҫрӗҫ. Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ тӑван вӗсем валли ӗҫлеме те, пурӑнма та вырӑн туса панӑ. Ҫавна пула ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫ чарӑнса ларман.

Эпир Малавири район старейшинисем кашни ҫул чичева чӗлхипе иртекен Зимбабвери область конгресне килме пултарччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Конгресс хыҫҫан эпир вӗсене докладсен планӗсене параттӑмӑр, вара вӗсем каялла Малавие таврӑнса конгресри шухӑшсене тӑвансене каласа пама пултарнӑ. Пӗррехинче вара ҫав хӑюллӑ район старейшинисене хавхалантарас тесе эпир Зимбабвера Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулне ирттертӗмӗр.

Зимбабвӑра чичева тата шона чӗлхисемпе иртекен конгресра чичева чӗлхипе сӑмах тухса калатӑп

1975 ҫулхи февраль уйӑхӗнче эпӗ Малавирен килнӗ Мозамбикри беженецсен лагерӗнче пурӑнакан Свидетельсене кайса куртӑм. Ҫав тӑвансем Иеговӑн организацийӗ панӑ ҫӗнӗ хушусене тытса тӑнӑ. Вӗсем старейшинӑсен совечӗсене те йӗркеленӗ. Нумаях пулмасть старейшинӑсем пулса тӑнӑ арҫын тӑвансем пухӑвӑн ӗҫне питӗ лайӑх йӗркеленӗ. Вӗсем докладсем тухса каланӑ, тӑвансемпе кулленхи сӑвӑ йӗркине тата «Хурал башнине» сӳтсе явнӑ. Тата район конгресӗсене те ирттернӗ. Беженецсен лагерӗсем пысӑк конгрессем иртекен вырӑнсене аса илтеретчӗҫ. Унта тирпей кӳрессишӗн, апат-ҫимӗҫ валеҫсе парассишӗн тата хӑрушсӑрлӑхшӑн яваплӑ уйрӑмсем йӗркеленӗ пулнӑ. Иегова пулӑшнипе ҫав шанчӑклӑ тӑвансем мӗн чухлӗ ӗҫ туни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ ҫав тери хавхалантӑм!

1970-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче Малавири тӑвансемшӗн Замбири филиал тӑрӑшма пуҫларӗ. Ҫапах та эпӗ вӗсем ҫинчен шухӑшлама тата вӗсемшӗн кӗлтума пӑрахмарӑм. Эпӗ пӗлетӗп: нумай тӑван ҫаплах тӑватчӗ. Тӗп управленийӗн представителӗсем Малавири, Кӑнтӑр Африка Республикинчи тата Замбири яваплӑ тӑвансемпе тӗл пулатчӗҫ. Зимбабвери филиалта ӗҫлесе тӑнӑ май эпӗ те темиҫе хут ҫав тӗлпулусенче пултӑм. Кашнинчех вӗсем ҫакӑн пек ыйтӑва ҫӗклетчӗҫ: «Малавири тӑвансемшӗн тата мӗн тума пулать-ши?»

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӗсӗрлени чакса пычӗ. Беженецсем каялла Малавие таврӑнма пуҫларӗҫ. Унтах юлнӑ тӑвансем вара, хӑйсене нумай ҫул хушши хӗсӗрленӗ хыҫҫӑн лӑштах сывласа ячӗҫ. Кӳршӗ патшалӑхсем Турӑ халӑхне хӑйсен ӗҫне саккунлӑ майпа тума ирӗк пама пуҫларӗҫ. Мозамбикра вара тӑвансем 1991 ҫулта Иеговӑна ирӗклӗн пуҫҫапма пуҫларӗҫ. Эпир Малавири тӑвансем те Иеговӑна ирӗклӗн пуҫҫапма хӑҫан пуҫлӗҫ-ши тесе шутлаттӑмӑр.

МАЛАВИЕ ТАВРӐНАТПӐР

Вӑхӑт иртсен Малавире лару-тӑру улшӑннӑ, вара 1993 ҫулта Иегова Свидетелӗсене Турра ирӗклӗн пуҫҫапма панӑ. Кӑштахран пӗр миссионерпа калаҫнӑ чухне вӑл манран: «Малавие таврӑнас шухӑш ҫук-и?» — тесе ыйтрӗ. Ун чухне эпӗ 59-таччӗ, ҫавӑнпа: «Ҫук, эпӗ ватӑ ӗнтӗ»,— терӗм. Пӗлетӗр-и, ҫав кунах эпир Ертсе пыракан советри тӑвансенчен факс илтӗмӗр, вӗсем пире каялла Малавие таврӑнма ыйтрӗҫ.

Пире Зимбабвера Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма питӗ килӗшетчӗ, ҫавӑнпа йышӑну тума ҫӑмӑл пулмарӗ. Эпир унта тымар та ятӑмӑр ӗнтӗ тата пирӗн хамӑр юратнӑ туссене хӑварас килместчӗ. Ертсе пыракан советри тӑвансем ҫырура питӗ ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑччӗ. Вӗсем Зимбабвера юлас килет пулсан, унтах юлма пултаратӑр терӗҫ. Эпир хамӑр кӑмӑл хыҫҫӑн каясшӑн пулнӑ пулсан, ҫапла тунӑ пулӑттӑмӑр та. Анчах та эпӗ Авраампа Саррӑн тӗслӗхне аса илтӗм. Вӗсем хӑйсен ватлӑх кунӗсенче чаплӑ килне хӑварса Иегова каланӑ ҫӗре кайнӑ (Пулт. 12:1—5).

Эпир Иеговӑн организацине итлес терӗмӗр, вара 1995 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче Малавие таврӑнтӑмӑр. Унта пӗрремӗш хут кайнӑранпа шӑп та лӑп 28 ҫул иртрӗ. Малавире филиал комитетне йӗркелерӗҫ. Унта эпӗ тепӗр икӗ арҫын тӑванпа ӗҫлесе тӑтӑм. Эпир ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлерӗмӗр — Иегова Свидетелӗсен ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗрен йӗркелеме пуҫларӑмӑр.

ИЕГОВА ҪИТӖНТЕРЕТ

Иегова пирӗн ӗҫ-хӗле пиллесе тӑни питӗ савӑнтарать. Хыпарҫӑсен шучӗ питӗ хӑвӑрт ӳсрӗ. 1993 ҫулта Малавире 30 000-е яхӑн хыпарҫӑ пулнӑ, 1998 ҫулта вара — 42 000 ытла *. Ҫавна пула Ертсе пыракан совет филиал туса лартма ирӗк пачӗ. Эпир Лилонгвера 12 гектар ҫӗр илтӗмӗр. Вара мана Строительство комитетӗнче ӗҫлеме лартрӗҫ.

2001 ҫулхи май тӗлнелле филиала туса пӗтерчӗҫ. Ертсе пыракан советри Гай Пирс тӑван филиала халалланӑ ятпа доклада туса пачӗ. Ҫав тӗлпулура Малавири 2 000 ытла Иегова Свидетелӗ пулнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Иеговӑшӑн 40 ҫул ытла ӗҫлесе тӑнӑ. Хӑйсене хаяррӑн хӗсӗрленӗ пулин те ҫав тӑвансем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Вӗсем чухӑн пулнӑ, анчах та Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусем вӗсен питӗ ҫирӗпчӗ. Халӗ вӗсем хӑйсен ҫӗнӗ Вефилӗнче утса ҫӳретчӗҫ. Пур кӗтесре те Патшалӑх юррисене африканла юрлани илтӗнетчӗ. Мӗн курни-илтни ман чуна пырса тиврӗ. Тата ҫакӑ Иегова хӑйне йывӑрлӑхсенче шанчӑклӑ тӑрса юлнисене нумай пиллӗх панине кӑтартса пачӗ.

Филиала туса лартсан манӑн Патшалӑх залӗсене халалланӑ ятпа докладсем тума май уҫӑлчӗ. Малавири пухусем чухӑн ҫӗршывсенчи Патшалӑх залӗсене хӑвӑрт туса лартма пулӑшакан программӑна хутшӑнчӗҫ. Малтан хӑш-пӗр пухусем эвкалипт йывӑҫӗнчен тунӑ навессем айӗнче пуҫтарӑнатчӗҫ, вӗсен тӑррине тростникран тунӑ циновкӑсемпе витетчӗҫ. Ларасса вара тӑвансем тӑмран тунӑ саксем ҫинче ларатчӗҫ. Халӗ вара вӗсем хӑйсем тунӑ кӑмакасенче хаваспах кирпӗчсем хӗртсе илемлӗ Патшалӑх залӗсем туса лартатчӗҫ. Ҫапах та вӗсем пукансем ҫинче мар, саксем ҫинче ларма юрататчӗҫ, мӗншӗн тесен сак ҫинче «тепӗр ҫын валли яланах вырӑн тупӑнать».

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнине курса эпӗ питӗ савӑнаттӑмччӗ. Уйрӑмах мана Африкӑри ҫамрӑк арҫын тӑвансем питӗ тӗлӗнтеретчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑшӑн ытларах та ытларах тума ҫунатчӗҫ. Вӗсем Иеговӑн организацийӗ мӗн вӗрентнине тимлетчӗҫ, вара мӗн пӗлнипе тӳрех пурнӑҫра усӑ куратчӗҫ. Ҫавна пула вӗсем Вефильте те, пухусенче те ытларах тума пултаратчӗҫ. Унсӑр пуҫне, вырӑнти арҫын тӑвансене район старейшинисем пулма лартнӑ пулнӑ. Вӗсене пула та пухусем ҫирӗпленетчӗҫ. Ҫав арҫын тӑвансенчен нумайӑшӗ авланнӑ пулнӑ. Ҫавах та вӗсем таврари ҫынсем е хурӑнташӗсем ача ҫуратма хистенӗ пулин те, ачаллӑ пулма васкаман, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑшӑн ытларах тӑвасшӑн пулнӑ.

ХАМ ТУНӐ ЙЫШӐНУСЕМШӖН САВӐНАТӐП

Эпир Эннпа Великобританири Вефильте

Эпир Африкӑра 52 ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлерӗмӗр. Анчах та кайран ман сывлӑх хавшаса кайрӗ. Вырӑнти филиал комитечӗ пире каялла Великобритание ярасшӑн пулчӗ. Ертсе пыракан совет хирӗҫ пулмарӗ. Паллах, эпир хамӑр юратнӑ ӗҫе хӑварнӑшӑн кулянтӑмӑр. Анчах та Великобританири Вефиль ҫемйи пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ тата пире халӗ питӗ лайӑх пӑхать.

Ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратӑп: Иеговӑна хама ертсе пыма парса эпӗ чи лайӑх йышӑну турӑм. Хам ҫине шанса карьера тунӑ пулсан, эпӗ халӗ ӑҫта пулнӑ пулӑттӑм-ши? Манӑн сукмака тӳрӗ тӑвас тесе Иегова мӗн тумаллине пӗлнӗ (Ытар. 3:5, 6). Ҫамрӑк чухне хам ӗҫлес тенӗ компанире ҫӗннине вӗренсе пыма мана питӗ килӗшетчӗ, анчах та Иеговӑн организацийӗнче ӗҫсем туса тӑни мана чӑн-чӑн савӑнӑҫ кӳрсе тӑчӗ. Маншӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрасси яланах чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнӑ.

^ Халӗ Малавире 100 000 ытла хыпарҫӑ.