Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

37-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Эсир пухури тӑвансене шанма пултаратӑр

Эсир пухури тӑвансене шанма пултаратӑр

«[Юрату] пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать» (1 КОР. 13:7).

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Мӗншӗн ҫынсем пӗр-пӗрне шансах кайманни пире тӗлӗнтермест?

 ШУЙТТАН тытса тӑракан ҫак тӗнчере ҫынсем ыттисене шансах каймаҫҫӗ. Бизнесменсем, политика ертӳҫисем тата тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене тӗрӗс мар тытни ҫынсене аптратса ӳкерет. Нумайӑшне тусӗсене, кӳршисене, килтисене те шанма йывӑр. Анчах та эпир ҫакӑнтан тӗлӗнместпӗр. Ҫапла пулассине Библире малтанах ҫырса хунӑ пулнӑ. Унта: «Юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: ҫынсем... элеклӗҫ... сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ»,— тенӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем хӑйсене «ҫак тӗнченӗн турри» пек, Шуйттан пек, тытаҫҫӗ. Ӑна вара шанма ҫук (2 Тим. 3:1—4; 2 Кор. 4:4).

2. а) Кама пӗтӗмпех шанма пулать? ӑ) Хӑш-пӗрисен мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

2 Христиансем пулнӑ май эпир Иеговӑна пӗтӗмпех шанатпӑр (Иер. 17:7, 8). Эпир иккӗленместпӗр: Иегова пире юратать тата хӑйӗн тусӗсене вӑл нихӑҫан та хӑвармасть (Пс. 9:11). Тата эпир Иисус Христоса та шанатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ (1 Петр 3:18). Унсӑр пуҫне, эпир Библири канашсем пире усӑ панине куратпӑр (2 Тим. 3:16, 17). Эппин, эпир Иеговӑна та, Иисуса та, Библие те шанатпӑр. Анчах та хӑш-пӗрисен ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ: «Пухури тӑвансене эпир яланах шанма пултаратпӑр-и? Ҫапла пулсан, мӗншӗн эпир вӗсене шанма пултаратпӑр?»

ТӐВАНСЕМ ПИРЕ ПИТӖ КИРЛӖ

Пӗтӗм тӗнчипе пирӗн Иеговӑна юратакан тата шанӑҫа тивӗҫлӗ тӑвансем пур (3-мӗш абзаца пӑхӑр)

3. Пирӗн мӗнле чаплӑ парне пур? (Марк 10:29, 30).

3 Миллиард-миллиард ҫын хушшинче Иегова пире асӑрханӑ та тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен тӑракан хӑйӗн пысӑк ҫемйине чӗннӗ. Эпир ӑна ҫак парнешӗн питӗ пархатарлӑ. (Марк 10:29, 30 вуласа парӑр.) Иеговӑна юратакан тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнакан тӑвансем пирӗн пӗтӗм тӗнчипех пур. Вӗсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ пулсан та, урӑх халӑх ҫыннисем пулсан та, урӑхла тӑхӑнаҫҫӗ пулсан та тата эпир вӗсене нихӑҫан курман пулсан та, вӗсем пирӗншӗн тӑван-хурӑнташ пекех ҫывӑх. Вӗсемпе ҫума-ҫумӑн хамӑр юратнӑ ҫӳлти Аттене мухтаса тӑма мӗн тери кӑмӑллӑ! (Пс. 132:1).

4. Мӗншӗн пире тӑвансем питӗ кирлӗ?

4 Пирӗн уйрӑмах халӗ тӑвансемпе пӗрлӗхре пурӑнмалла. Вӗсем пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшаҫҫӗ (Рим 15:1; Гал. 6:2). Тӑвансем пире малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма тата ӑна шанчӑклӑ пулма хавхалантараҫҫӗ (1 Фес. 5:11; Евр. 10:23—25). Тӑвансем пулман пулсан пире ҫав тери йывӑр килнӗ пулӗччӗ! Вӗсем пулӑшнине пула эпир хамӑр тӑшмансене — Шуйттана тата унӑн усал тӗнчине — хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Кӗҫех Шуйттан тата унӑн витӗмне лекнисем Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнӗҫ. Ҫавӑн чухне тӑвансем ҫумра пулни мӗн тери лайӑх пулӗ!

5. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем тӑвансене шансах каймаҫҫӗ?

5 Ҫапах та хӑш-пӗрисем тӑвансене шансах каймаҫҫӗ. Мӗншӗн? Тен, вӗсем кама та пулин мӗн те пулин каласа шанса панӑ, лешӗ вара ҫакна ыттисене каласа кӑтартнӑ е хӑй панӑ сӑмаха тытман. Е пӗр-пӗр тӑван мӗн те пулин туса е каласа христианинӑн чӗрине ыраттарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн христианин ыттисене шанма пӑрахма пултарать. Тӑвансене шанас тесен мӗн тумалла-ши?

ЮРАТНИ ТӐВАНСЕНЕ ШАНМА ПУЛӐШАТЬ

6. Юратни ыттисене шанма мӗнле пулӑшать? (1 Коринф 13:4—8).

6 Ҫынсене шанас тесессӗн вӗсене юратмалла. Коринф ҫыннисем патне янӑ 1-мӗш ҫырури 13-мӗш сыпӑкра юратӑвӑн тӗрлӗ енӗсем ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫак енсем пире ыттисене шанма пулӑшаҫҫӗ. (1 Коринф 13:4—8 вуласа парӑр.) Сӑмахран, 4-мӗш сӑвӑ йӗркинче «юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать» тенӗ. Иегова, эпир ҫылӑх тусан та, пирӗнпе питӗ тӳсӗмлӗ. Апла пулсан пирӗн те, тӑвансем пире мӗн те пулин каласа е туса кӳрентерчӗҫ пулсан, вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулмалла. 5-мӗш сӑвӑ йӗркинче юрату «вӗчӗхмест [«тарӑхмасть», ҪТ], хӑйне усал тунине асра тытмасть» тесе ҫырнӑ. Ҫавӑнпа эпир тӑвансем хамӑра кӳрентернине асра тытмастпӑр тата вӗсем ҫине ҫилленсе ҫӳреместпӗр. Екклесиаст 7:9-мӗшӗнче «ҫилленме ан васка» тенӗ. Эфес 4:26-мӗшӗнче вара ҫапла ҫырнӑ: «Ҫиллӗр иртсе кайиччен хӗвел анса ан лартӑр».

7. Матфей 7:1—5 сӑвӑ йӗркисенчи принципсем тӑвансене шанма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

7 Тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхсан та вӗсене шанма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Турӑ вӗсене юратать тата вӗсен ҫылӑхӗсене шутласа лармасть. Пирӗн те унран тӗслӗх илмелле (Пс. 129:3). Тӑвансен япӑх енӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне вӗсенче ыррине, вӗсен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшмалла. (Матфей 7:1—5 вуласа парӑр.) Эпир тӑвансем пирки япӑх шутламастпӑр, мӗншӗн тесен юрату «пурне те ӗненет» (1 Кор. 13:7). Паллах, Иегова пирӗн пур ҫынна та ӗненсе лартмалла тесе каламасть. Эпир тӑвансене вӗсем шанчӑклӑ пулнӑран ӗненетпӗр b.

8. Тӑвансене шанма пуҫлас тесен мӗн тумалла?

8 Пӗр-пӗр ҫынна хисеплеме пуҫлама вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пекех, шанма пуҫлама та вӑхӑт кирлӗ. Тӑвана шанма пуҫлас тесе унпа ҫывӑхрах паллашӑр. Унпа пухура калаҫӑр, пӗрле ырӑ хыпар сарма калаҫса татӑлӑр. Тӳсӗмлӗ пулӑр, ӑна хӑй шанчӑклӑ пулнине кӑтартма май парӑр. Паллах, тин кӑна паллашнӑ ҫынна чуна уҫса параймӑн. Анчах та унпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн хӑвӑр мӗн туйнине каласа пама ҫӑмӑлтарах пулӗ (Лука 16:10). Эсир пӗр-пӗр тӑвана вӑл хӑйне мӗнле тытнине кура шанма пӑрахрӑр пулсан, мӗн тумалла? Унпа хутшӑнма ан пӑрахӑр, тӳсӗмлӗ пулӑр. Унсӑр пуҫне, пӗр-пӗр тӑван шанӑҫран тухрӗ пулсан, ыттисене те шанма ҫук тесе ан шутлӑр. Айтӑр халӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑш-пӗр тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Ыттисем хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ пулсан та вӗсем ҫынсене шанма пӑрахман.

КАМ ЫТТИСЕНЕ ШАНМА ПӐРАХМАН, ҪАВСЕНЧЕН ВӖРЕНӖР

Илий сиввӗн калаҫнӑ пулин те Анна Иеговӑна та, унӑн представителӗсене те шанма пӑрахман (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. а) Иеговӑн хӑш-пӗр представителӗсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнине пӑхмасӑрах Анна Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иеговӑн организацине шанас тӗлӗшрен эпир Аннӑран мӗне вӗренетпӗр? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

9 Тен, эсир яваплӑ арҫын тӑвансем хӑйсене тӗрӗс мар тытнине курнӑ. Ҫапла пулсан Анна тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра Израильте чи аслӑ священник Илий пулнӑ. Анчах та унӑн килтисем ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ тесе калаймӑн. Унӑн ывӑлӗсем, священник пулнӑскерсем, аскӑнланса, йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ. Илий вара вӗсене тӳрлетес тесе ытлашши нимех те туман. Иегова унран чи аслӑ священник тивӗҫне тӳрех туртса илмен. Ҫапах та Анна Илий ӗҫлесе тӑракан сӑваплӑ чатӑрта Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахман. Анна хуйхӑрса кӗлтунине курсан Илий вӑл ӳсӗр тесе шутланӑ. Вара мӗн пулнине ыйтса пӗлмесӗрех унпа сиввӗн калаҫнӑ (1 Патш. 1:12—16). Ҫавна пӑхмасӑрах Анна хӑйӗн ывӑл ҫуралсан ӑна сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлеме парӑп тесе сӑмах панӑ. Хӑйӗн ывӑлне шӑп Илий пӑхса тӑрасса пӗлсех вӑл ҫапла каланӑ (1 Патш. 1:11). Илий ывӑлӗсем пирки калас пулсан, вӗсене наказани памалла пулнӑ. Иегова вӑхӑт ҫитсен ҫапла тунӑ та (1 Патш. 4:17). Аннӑна вара вӑл ывӑл парнеленӗ. Ӑна Самуил тесе чӗннӗ (1 Патш. 1:17—20).

10. Хӑйне сутнӑ хыҫҫӑн Давид ҫынсене шанма пӑрахнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

10 Сире хӑҫан та пулин ҫывӑх тус сутнӑ-и? Ҫапла пулсан Давид патша ҫинчен аса илер. Унӑн пӗр ҫывӑх тусне Ахитофел тесе чӗннӗ. Анчах та Давидӑн ывӑлӗ Авессалом ашшӗн влаҫне туртса илесшӗн пулнӑ чухне Ахитофел Авессалом майлӑ тӑнӑ. Давида ывӑлӗ те тата кама вӑл ҫывӑх тус тесе шутланӑ, ҫавӑ та сутнӑ. Ун чӗри мӗн тери ыратнӑ пулӗ! Апла пулин те Давид ҫынсене шанма пӑрахман. Тӗслӗхрен, вӑл Авессалом майлӑ тӑман Хусие шаннӑ. Ӑна шанса вӑл тӗрӗс тунӑ, мӗншӗн тесен вӑхӑт иртсен Хусий шанчӑклӑ тус пулни курӑннӑ. Вӑл Давида хӳтӗлес тесе хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен (2 Патш. 17:1—16).

11. Навалӑн пӗр тарҫи ыттисене шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

11 Айтӑр тата Навалӑн пӗр тарҫин тӗслӗхне пӑхса тухар. Ҫав пуян израильтянинӑн тарҫисене пӗр вӑхӑт хушши Давидпа унӑн ҫыннисем хӳтӗленӗ. Каярахпа Давид Навала хӑйсене мӗн чухлӗ те пулин апат пама ыйтнӑ. Давид нумай ыйтман пулин те Навал ӑна пулӑшман. Вара Давид тарӑхса кайнипе Навал килӗнчи пур арҫынна та вӗлерсе тухасшӑн пулнӑ. Навалӑн пӗр тарҫи ҫакӑн ҫинчен Авигейӑна пӗлтернӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлас тесе тарма та пултарнӑ, анчах та ҫак лару-тӑрӑва Авигея татса парасса шаннӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Авигея ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм пулнине пурте пӗлнӗ. Тарҫӑ шанни кӑлӑхах пулман. Хӑюллӑ Авигея Давида хӑй мӗн шутласа хунине тума чарнӑ (1 Патш. 25:2—35). Тата Авигея хӑй те Давида шаннӑ, вӑл тӗрӗс тӑвасса ӗненнӗ.

12. Вӗренекенӗсем йӑнӑшсем тунӑ пулин те, Иисус вӗсене шанни ӑҫтан курӑнать?

12 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, лешӗсем йӑнӑшсем тунӑ пулсан та, шаннӑ (Иоанн 15:15, 16). Пӗррехинче Иаковпа Иоанн пӗртӑвансем Иисуса Турӑ Патшалӑхӗнче хӑйсене пысӑк вырӑн пама ыйтнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус вӗсем Иеговӑшӑн тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ тесе шутламан, апостол шутӗнчен те кӑларман (Марк 10:35—40). Каярахпа Иисуса арестлесен вӗренекенӗсем пурте ӑна пӑрахса тарнӑ (Матф. 26:56). Ҫавах та Иисус вӗсене шанма пӑрахман. Вӑл вӗренекенӗсен ҫитменлӗхӗсене пӗлнӗ пулин те «вӗсене вӗҫне ҫитиех юратнӑ» (Иоанн 13:1). Хӑй чӗрӗлсе тӑрсан вара Иисус 11 шанчӑклӑ апостолне пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ — вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе ертсе пыма тата хӑйӗн сурӑхӗсене пӑхма хушнӑ (Матф. 28:19, 20; Иоанн 21:15—17). Иисус ҫав ҫылӑхлӑ арҫынсене шанни ахалех пулман. Вӗсем мӗн виличченех Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Куртӑмӑр ӗнтӗ, Анна та, Давид та, Навал тарҫи те, Авигея та, Иисус та пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ: вӗсем ҫылӑхлӑ ҫынсене шаннӑ.

ЫТТИСЕНЕ КАЛЛЕХ ШАНМА ПУҪЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

13. Мӗншӗн ыттисене шанма йывӑр пулма пултарать?

13 Сирӗн ҫакӑн пекки пулнӑ-и: эсир пӗр-пӗр тӑвана ыттисен пӗлме юраман информацие каланӑ, вӑл вара ҫакна тепӗр ҫынна каласа кӑтартнӑ? Кун пекки аптратсах ӳкерме пултарать. Пӗррехинче хӗрарӑм тӑван старейшинӑна хӑйӗн йывӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӑл старейшина ҫакӑн ҫинчен никама та каласа кӑтартмӗ тесе шутланӑ. Анчах та тепӗр кунне ӑна йӑпатас тесе ҫав старейшинӑн арӑмӗ шӑнкӑравланӑ. Вара хӗрарӑм тӑван старейшинӑн арӑмӗ веҫех пӗлнине ӑнланса илнӗ. Паллах, ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм тӑван старейшинӑна шанма пӑрахнӑ. Вара вӑл ҫакӑн ҫинчен тепӗр старейшинӑпа калаҫса пӑхнӑ. Ҫав арҫын тӑван пулӑшнипе вӑл каллех старейшинӑсене шанма пуҫланӑ.

14. Пӗр арҫын тӑвана ыттисене каллех шанма мӗн пулӑшнӑ?

14 Пӗр арҫын тӑван икӗ старейшинӑна шанма ҫук тесе шутласа вӗсемпе нумай вӑхӑт хушши килӗштереймен. Анчах та вӑл хӑй хисеплекен тӑванӑн питӗ витӗмлӗ сӑмахӗсене аса илнӗ. Ҫав тӑван: «Пирӗн тӑшман — Шуйттан, тӑвансем мар»,— тенӗ пулнӑ. Арҫын тӑван ҫак сӑмахсем ҫинчен тӗплӗн шухӑшланӑ, кӗлтунӑ, юлашкинчен вара старейшинӑсемпе мирлешнӗ.

15. Ыттисене каллех шанма пуҫличчен мӗншӗн чылай вӑхӑт иртсе кайма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Пухури тивӗҫсемсӗр тӑратса хӑварни чӗрене хытӑ ыраттарма пултарать. Айтӑр Грета тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем амӑшӗпе иккӗшӗ нацистла Германире 1930-мӗш ҫулсенче Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ун чухне пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ пулнӑ. Гретӑна питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ — унӑн тӑвансем валли «Хурал башнин» копийӗсене тумалла пулнӑ. Анчах та каярахпа арҫын тӑвансем Гретӑн ашшӗ Свидетельсене юратсах кайманнине пӗлнӗ. Вара тӑвансем вӑл Свидетельсем ҫинчен ыттисене каласа парасран хӑраса Гретӑна урӑх ҫак тивӗҫе туса тӑма паман. Ҫакӑ ҫеҫ мар-ха. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫын тӑвансем вӗсене амӑшӗпе журналсем паман тата урамра тӗл пулсан та саламламан. Чӗрине питӗ хытӑ ыраттарнӑран Грета ҫав тӑвансене чылайччен каҫарайман тата шанайман. Ҫавах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл Иегова вӗсене каҫарнине курнӑ та хӑй те каҫарас тенӗ.

«Пирӗн тӑшман — Шуйттан, тӑвансем мар»

16. Тӑвансене каллех шанма пуҫлас тесен мӗншӗн вӑй хумалла?

16 Сирӗнпе те ҫавӑн пекреххи пулса тухнӑ пулсан алла ан усӑр. Ыттисене каллех шанма пуҫлас тесе хӑвӑртан мӗн килнине веҫех тӑвӑр. Паллах, ҫынсене часах шанма пуҫлама май ҫук. Анчах та эсир вӑй хуни усӑсӑр пулмӗ. Ҫакна пӗр тӗслӗх ӑнланма пулӑшать. Пӑсӑлнӑ апат ҫисе аптранӑ хыҫҫӑн эсир пачах апат ҫиме пӑрахатӑр-и? Ҫук, паллах. Эсир малашне асӑрхануллӑрах пулӑр, анчах та выҫӑ лармӑр. Пӗр-пӗр тӑван та хӑйне пирӗнпе тӗрӗс мар тытрӗ пулсан, эпир пур тӑвана та шанма пӑрахмастпӑр, пур ҫын та ҫылӑхлӑ пулнине пӗлетпӗр вӗт. Тӑвансене шанма пуҫласан эпир телейлӗрех пулӑпӑр тата пухура ыттисене те тӑвансене шанма хавхалантарма пултарӑпӑр.

17. Мӗншӗн ыттисене шанмалла тата тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

17 Шуйттанӑн ҫак тӗнчинче ҫынсем пӗр-пӗрне шанмаҫҫӗ. Эпир вара тӑвансене шанатпӑр, мӗншӗн тесен пӗр-пӗрне юрататпӑр. Пӗр-пӗрне шанни пире телейлӗ тӑвать тата пӗрлӗхе упрама пулӑшать. Пуласлӑхра та, йывӑр вӑхӑтсем ҫитсен, пӗр-пӗрне шанни пире хӳтӗлӗ. Эсир кама шаннӑ, ҫавӑ сирӗн чӗрене ыраттарчӗ пулсан вара мӗн тумалла? Ҫак лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑр, Библири принципсемпе усӑ курӑр, тӑвансене юратӑр тата Библири тӗслӗхсенчен вӗренӗр. Эсир чун ыратӑвне пусарма тата ҫынсене каллех шанма пуҫлама пултаратӑрах. Вара эсир хурӑнташсенчен те ҫывӑх нумай тус тупӑр (Ытар. 18:24). Анчах та ыттисене шанни ҫеҫ ҫителӗксӗр, пирӗн хамӑрӑн та шанчӑклӑ пулмалла. Тепӗр статьяран эпир тӑвансем хамӑра шанччӑр тесен мӗн тумаллине пӗлӗпӗр.

99-МӖШ ЮРӐ Ман тӑвансем пит нумаййӑн

a Пирӗн пухури тӑвансене шанмалла. Анчах та хӑш-пӗр чухне вӗсем пире кулянтарнӑран ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Библири принципсене тата ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухни пире хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене шанма пулӑшӗ тата кама эпир шанма пӑрахнӑ, ҫавсене каллех шанма хавхалантарӗ.

b Библи пире пухура шанма ҫук ҫынсем тупӑнӗҫ тесе асӑрхаттарать (Иуда 4). Вӗсем тӑвансене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каяс тесе чӑнлӑха пӑсса калӗҫ (Ап. ӗҫ. 20:30). Пирӗн вӗсене шанмалла та мар, итлемелле те мар.