Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Павел апостол хӑйӗн пирки «вӑхӑтсӑр ҫуралнӑскер» тесе мӗн каласшӑн пулнӑ? (1 Коринф 15:8, ҪТ).

Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Юлашкинчен вара мана та курӑнчӗ, вӑхӑтсӑр ҫуралнӑскере тейӗн» (1 Кор. 15:8, ҪТ). Кунта Павел пӗлӗтри мухтавлӑха илнӗ Иисуса курни ҫинчен каланӑ. Унччен эпир унӑн сӑмахӗсене мӗнле ӑнлантарса панӑ? Турӑ святой сывлӑшпа суйласа илнисене пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратма пуҫличчен ӗмӗрсем маларах Павела чӗртсе тӑратса чыс тунӑ тесе шутланӑ. Ҫапла вӑл «вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ» тенӗ. Анчах та ҫак сӑвӑ йӗркине тӗплӗнрех тӗпченӗ хыҫҫӑн вӑл урӑххине пӗлтернине ӑнлантӑмӑр.

Апла хӑйӗн пирки «вӑхӑтсӑр ҫуралнӑскер» тесе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ-ши?

Павел кӗтмен ҫӗртен христианин пулса тӑнӑ тата ҫакӑ ӑна амантнӑ. Ача вӑхӑтсӑр ҫурални ашшӗ-амӑшӗшӗн час-часах кӗтмен япала. Савл (каярахпа ӑна Павел тесе чӗнме пуҫланӑ) христиансене вӗлерес шухӑшпа Дамаска кайнӑ чухне ӑнсӑртран курӑнура чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса курнӑ. Павел христианин пулса тӑни хӑйӗншӗн те, хӑй хӗсӗрлеме шутланӑ Дамаскри христиансемшӗн те кӗтмен япала пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуспа тӗл пулни ӑна амантнӑ теме пулать, мӗншӗн тесен вӑл суккӑр пулса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 9:1—9, 17—19).

Павел «урӑх вӑхӑтра» христианин пулса тӑнӑ. «Вӑхӑтсӑр ҫуралнӑскер» тесе куҫарнӑ грек сӑмахне «урӑх вӑхӑтра ҫуралнӑскер» тесе те куҫарма пулать. Ҫак шухӑша «Иерусалим Библинче» ҫапла куҫарнӑ: «никам та кӗтмен чухне ҫуралнӑскер тейӗн» (The Jerusalem Bible). Павел Иисуса курӑнура лешӗ пӗлӗте хӑпарнӑ хыҫҫӑн курнӑ. Апостол хӑйӗн ҫырӑвӗнче кӑшт маларах асӑннӑ христиансем вара чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса вӑл пӗлӗте хӑпариччен курнӑ (1 Кор. 15:4—8). Иисус Павела кӗтмен ҫӗртен курӑннине пула апостолӑн чӗрӗлсе тӑнӑ Иисуса курма май пулнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак тӗлпулу «урӑх вӑхӑтра» пулнӑ теме пулать.

Павелӑн сӑмахӗсенчен вӑл сӑпайлӑ пулни курӑнать. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, Павел ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курса хӑйне тиркесе калаҫма пултарнӑ. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулсан, апла Павел хӑй апостол пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ. Ҫакна хӑй малалла каланӑ сӑмахсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: «Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук — эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм. Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм» (1 Кор. 15:9, 10).

Пӗтӗмлетӳ тӑвар. 1 Коринф 15:8-мӗшӗнче Павел хӑйне Иисус кӗтмен ҫӗртен курӑнни ҫинчен, хӑй «урӑх вӑхӑтра» христианин пулса тӑни ҫинчен е ҫак тӗлӗнмелле курӑнӑва курма хӑй тивӗҫлӗ мар пулни ҫинчен калама пултарнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, Павел хӑйӗнпе мӗн пулса тухнине чӗрере упранӑ. Ҫав курӑнӑва пула унӑн Иисус чӗрӗлсе тӑни пирки пӗр иккӗленӳ те пулман. Акӑ мӗншӗн Павел Иисус чӗрӗлсе тӑни ҫинчен ыттисене каласа панӑ чухне ҫак тӗлпулу ҫинчен пӗрре кӑна мар асӑннӑ (Ап. ӗҫ. 22:6—11; 26:13—18).