Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иегова ҫӗр ҫинче пурӑнма кама чӗртсе тӑратӗ тата вӗсемпе мӗн пулӗ?

Айтӑр Библире ҫакӑн ҫинчен мӗн ҫырнине пӗлер.

Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшӗнче «вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тенӗ. «Сӑваплисем» вӗсем — мӗн виличченех Иеговӑна итлесе пурӑннисем. Ҫавӑнпа та вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ (Мал. 3:16). «Сӑвапсӑррисем» вӗсем — камӑн Иегова ҫинчен ҫителӗклӗ пӗлме май пулман, ҫавсем. Вӗсен ячӗсем вара чӗрӗлӗх кӗнекинче ҫук.

Иоанн 5:28, 29 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ чӗрӗлсе тӑракансен икӗ ушкӑнӗ Апостолсен ӗҫӗсем 24:15-мӗшӗнче асӑннӑ ҫынсемех. Иисус каланӑ тӑрӑх, «ырӑ тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлмашкӑнсуд валли», ҪТ] чӗрӗлӗҫ». «Сӑваплисем» хӑйсем виличчен ырӑ ӗҫсем тунӑ. Вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме чӗрӗлсе тӑрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен ячӗсем чӗрӗлӗх кӗнекинчех пулӗҫ. «Сӑвапсӑррисем» вара хӑйсем пурӑннӑ чухне усал ӗҫсем тунӑ. Вӗсем суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вӗсен ячӗсене хальлӗхе чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хуман. Ҫавӑнпа та пӗлӗтри судьясем вӗсен ӗҫӗсене питӗ тимлӗн сӑнаса тӑрӗҫ. «Сӑвапсӑррисен» Иегова ҫинчен пӗлме май пулӗ. Вара вӗсен ячӗсене те чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырма пултарӗҫ.

Ӳлӗмхи 20:12, 13 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, чӗрӗлсе тӑнисен пурин те ҫӗнӗ кӗнекесенче мӗн ҫырнине тытса тӑмалла пулӗ. Урӑхла каласан, вӗсен Турӑ ҫӗнӗ тӗнчере панӑ законсем тӑрӑх пурӑнмалла пулӗ. Ҫав законсене пӑсакансене Иегова тӗп тӑвӗ (Ис. 65:20).

Даниил 12:2-мӗшӗнче ҫапла пророкла каланӑ пулнӑ: «Ҫӗр айӗнче ҫывӑракансем нумайӑшӗ вӑранӗҫ: пӗрисем — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли, тепӗрисем — ӗмӗрех намӑс курма». Ҫак сӑвӑ йӗркинче чӗрӗлсе тӑнисемпе юлашкинчен мӗн пулассине ҫырса панӑ. Вӗсем е «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» илӗҫ, е «ӗмӗрех намӑс» курӗҫ. Урӑхла каласан, 1 000 ҫул вӗҫленсен пӗрисем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ, теприсене вара яланлӑхах тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 20:15; 21:3, 4).

Айтӑр ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Чӗрӗлсе тӑракансен икӗ ушкӑнне ют ҫӗршывра пурӑнас текенсемпе танлаштарма пулать. Ҫак тӗслӗхри «сӑваплисем» вӗсем — ют ҫӗршывра нумай вӑхӑт хушши пурӑнма май паракан виза илнисем. Ӑна пула вӗсем унта ӗҫлеме те, ытти ирӗклӗхсене илме те пултараҫҫӗ. «Сӑвапсӑррисене» вара вӑхӑтлӑха виза панӑ теме пулать. Ют ҫӗршывра ытларах пурӑнас тесен вӗсен влаҫсем умӗнче ырӑ ят илмелле. Чӗрӗлсе тӑнӑ «сӑвапсӑррисен» те малалла та райра пурӑнас тесен Иеговӑн законӗсене пӑхӑнса тӑмалла тата хӑйсем тӳрӗ пулнине ӗҫсемпе кӑтартмалла пулӗ. Ҫынсем ют ҫӗршыва кирек мӗнле визӑпа кӗрсен те, пӗрисене гражданлӑх пама, теприсене вара ҫӗршывран кӑларса яма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем ют ҫӗршывра хӑйсене мӗнле тытнинчен килет. Чӗрӗлсе тӑракансем пирки те ҫавнах калама пулать. Вӗсем ҫӗнӗ тӗнчере малалла та пурӑнасси хӑйсене мӗнле тытнинчен тата Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманнинчен килӗ.

Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ кӑна мар, вӑл тӳрӗлӗхе те юратать (Сак. аст. 32:4; Пс. 32:5). Ҫынсене юратнӑран вӑл «сӑваплисене» те, «сӑвапсӑррисене» те чӗртсе тӑратӗ. Ҫапах та вӑл вӗсем пурте хӑйӗн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх пурӑнасса кӗтӗ. Иеговӑна юратакансем тата унӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнакансем ҫеҫ ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ.