Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

«Хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр»

«Хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр»

«Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр» (РИМ 12:2).

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та мӗн тусах тӑмалла? Ӑнлантарса парӑр.

 ЭСИР килте тӑтӑшах пуҫтаратӑр-и? Тен, ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма пуҫличчен эсир унта тап-таса ҫуса тухнӑ. Анчах кайран, пач та тасатмасан, хӑвӑрах пӗлетӗр, тусан айне пулма пулать, вӑл часах ларать вӗт. Пирӗн килте ялан таса пултӑр тесен тирпей тытсах тӑмалла.

2 Хамӑр ӑс-тӑнпа характер пирки те ҫавнах калама пулать. Паллах, шыва кӗриччен эпир «ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр» тасатрӑмӑр (2 Кор. 7:1). Анчах та пирӗн, Павел апостол каланӑ пек, ҫӗнелсех пымалла (Эф. 4:23). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче витӗм кӳнине пула эпир хӑвӑртах Иегова умӗнче таса мар пулса тӑма пултаратпӑр. Ҫапла пулса ан тухтӑр тесен тата Иеговӑна хамӑр ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пултӑр тесен пирӗн хамӑр ӑс-тӑна, характера тата кӑмӑл-туртӑма тӗрӗслесех тӑмалла.

ХӐВӐР ӐС-ТӐНӐРА ҪӖНЕТӖР

3. Ӑс-тӑна ҫӗнетни мӗне пӗлтерет? (Рим 12:2).

3 Ӑс-тӑна ҫӗнетес тесен, урӑхла каласан, шухӑшсене улӑштарас тесен, пирӗн мӗн тумалла? (Рим 12:2 вуласа парӑр.) Ҫакӑ темиҫе ырӑ ӗҫ туса хамӑра ҫиелтен ҫеҫ хитрелетнине пӗлтермест. Пирӗн хамӑр шалтан мӗнле пулнине пӗрмаях тӗрӗслесе тӑмалла. Тата хамӑр пултарнӑ таран Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла.

Пӗлӳ илессипе тата ӗҫпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне Турӑ Патшалӑхӗ сирӗн малти вырӑнта пулни курӑнать-и? (4, 5 абзацсене пӑхӑр) c

4. Ҫак усал тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме парас мар тесен мӗн тумалла?

4 Пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан эпир Иеговӑна яланах савӑнтарма пултарӑпӑр. Халӗ вара, Иегова хамӑра ырлатӑр тесен, пирӗн нумай вӑй хума тивет. Асӑрхӑр-ха, Павел Рим 12:2-мӗшӗнче Турӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн ӑс-тӑна ҫӗнетмелле тенӗ. Ҫак усал тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме парас мар тесен мӗн тумалла? Пирӗн Туррӑн шухӑшӗсем хамӑр тӗллевсемпе йышӑнусем ҫине мӗн таран витӗм кӳнине тӗрӗслесе тӑмалла.

5. Хамӑр ӑс-тӑна мӗнле тӗрӗслесе пӑхма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

5 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Иегова пире хӑйӗн кунне асра тытчӑр, кӗтчӗр тет (2 Петр 3:11, 12). Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Хам мӗнле пурӑннинчен эпӗ ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине ӑнланни курӑнать-и? Мӗнле пӗлӳ илнинчен е мӗнле ӗҫ суйланинчен маншӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесси малти вырӑнта пулни курӑнать-и? Иегова хамшӑн та, хамӑн ҫемьешӗн те тӑрӑшасса ӗненетӗп-и? Е пӗрмаях укҫа ҫитмесрен хӑраса ҫӳретӗп-и?» Эпир Иеговӑн ирӗкӗпе пурӑнма тӑрӑшнине курсан вӑл мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Матф. 6:25—27, 33; Флп. 4:12, 13).

6. Пирӗн мӗн тусах тӑмалла?

6 Пирӗн пӗрмаях хамӑр ӑс-тӑна тӗрӗслесе кирлӗ улшӑнусем тумалла. Павел Коринф ҫыннисем патне: «Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир? хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр»,— тесе ҫырнӑ (2 Кор. 13:5). Ӗненни пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренине тата вӑхӑтран вӑхӑта ырӑ хыпар сарнине ҫеҫ пӗлтермест. Ӗненни хамӑр шухӑшсемпе кӑмӑл-туртӑмран та курӑнать. Ҫавӑнпа та пирӗн пӗрмаях ӑс-тӑна ҫӗнетсе тӑмалла. Ҫакна мӗнле тумалла? Турӑ Сӑмахне вуламалла, Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмелле тата ӑна савӑнтаракан ӗҫсем тумалла (1 Кор. 2:14—16).

«ҪӖНӖ ЭТЕМ» ПУЛСА ТӐРӐР

7. Эфес 4:31, 32 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн ҫакна тума ҫӑмӑлах мар?

7 Эфес 4:31, 32 вуласа парӑр. Пирӗн хамӑр шухӑшсене улӑштармалла кӑна мар, «ҫӗнӗ этем» те пулса тӑмалла (Эф. 4:24). Ҫакна тӑвас тесен чылай вӑй хумалла. Сӑмахран, пирӗн хаярланассинчен тата ҫилленессинчен пӑрӑнмалла. Мӗншӗн ҫакна тума ҫӑмӑл мар пулма пултарать? Мӗншӗн тесен хӑш-пӗр япӑх енсем пирӗнте тарӑн тымар янӑ. Сӑмахран, Библире «этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал» тенӗ (Пулт. 8:21). Япӑх енсене пӗтерес тесен шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та чылай вӑй хумалла. Ҫакна пӗр тӗслӗх ҫирӗплетсе парать.

8, 9. Стивенпа мӗн пулса тухни кивӗ этемпе пӗрмаях кӗрешмеллине мӗнле кӑтартать?

8 Стивен ятлӑ арҫын тӑвана ҫилле чарма йывӑр пулнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та манӑн улшӑнусем тумалла пулчӗ. Сӑмахран, пӗррехинче ҫапла пулса иртрӗ: эпӗ килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр ҫын ман машинӑран радио вӑрланине куртӑм, вара ун хыҫҫӑн чупрӑм. Эпӗ ӑна хӑваласа ҫитнӗпе пӗрехчӗ ӗнтӗ — вӑл радиона пӑрахрӗ те тарчӗ. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыттисене каласа панӑ хыҫҫӑн старейшина манран ыйтрӗ: „Стивен, эсӗ ӑна хӑваласа ҫитнӗ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑн?“ Ҫак ыйту мана шухӑша ячӗ, ыттисемпе килӗштерме вӗренмешкӗн тата ытларах вӑй хума хавхалантарчӗ» b.

9 Стивенпа мӗн пулса иртни ҫакна кӑтартса парать: эпир хамӑр япӑх енсене пӗтертӗмӗр тесе шутлама пултаратпӑр, анчах та вӗсем хамӑр кӗтмен ҫӗртен палӑрма пултараҫҫӗ. Сирӗнпе те ҫавӑн пекки пулнӑ пулсан, ан кулянӑр тата хӑвӑр пирки япӑх христианин тесе ан шутлӑр. Павел апостол та: «Ырӑ тӑвас тенӗ чухне манӑн усал пулса тӑрать»,— тенӗ (Рим 7:21—23). Ҫылӑхлӑ пулнӑран христиансен тӑтӑшах япӑх енсемпе кӗрешме тивет, мӗншӗн тесен килти тусан пӗрмаях ларнӑ пекех ҫав енсем хамӑрта пӗрмаях палӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн «таса» пулас тесен яланах вӑй хумалла. Эпир ҫакна мӗнле тума пултаратпӑр?

10. Хамӑр япӑх енсемпе мӗнле кӗрешмелле? (1 Иоанн 5:14, 15).

10 Иеговӑна кӗлтуса хӑвӑрӑн япӑх ене пӗтерме пулӑшу ыйтӑр. Вӑл сирӗн кӗлле илтесси пирки ан иккӗленӗр. (1 Иоанн 5:14, 15 вуласа парӑр.) Иегова сирӗн характера тӗлӗнмелле майпа улӑштармӗ, анчах та вӑл япӑх енпе кӗрешме сире вӑй парӗ (1 Петр 5:10). Эсир вара хӑвӑра кӗлӗсемпе килӗшӳллӗн тытса кивӗ этеме каллех тӑхӑнма хӗтӗртекен ӗҫсене тӑвасран пӑрӑнӑр. Тӗслӗхрен, мӗн те пулин пӑхиччен е вуличчен унта хӑвӑр кӗрешекен ене ырӑ пек кӑтартмаҫҫӗ-и тесе лайӑх шухӑшласа пӑхӑр. Унсӑр пуҫне, япӑх кӑмӑл-туртӑмсем ҫуралсан, вӗсене тӳрех сирсе ярӑр (Флп. 4:8; Кол. 3:2).

11. Ҫӗнӗ этеме тӑхӑнас тесен мӗн тумалла?

11 Кивӗ этеме хывса пӑрахсан пирӗн ҫӗнӗ этемӗн лайӑх енӗсене аталантармалла. Ҫакна мӗнле тумалла? Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен пӗлсе пынӑ май унран тӗслӗх илме тӑрӑшӑр (Эф. 5:1, 2). Сӑмахран, Библире Турӑ каҫарма хатӗр пулни ҫинчен вуланӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ ыттисене каҫаратӑп-и?» Иегова инкеке лекнисене мӗнле хӗрхенни ҫинчен вуланӑ чухне хамӑра ҫапла ыйту пама пулать: «Эпӗ нушана лекнӗ тӑвансене хӗрхенетӗп-и тата ҫакӑ манӑн ӗҫсенчен курӑнать-и?» Ҫӗнӗ этеме тӑхӑнса хӑвӑр ӑс-тӑна ҫӗнетсех тӑрӑр тата чӑтӑмлӑ пулса хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр.

12. Библи Стивен ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

12 Маларах асӑннӑ Стивен майӗпен ҫӗнӗ этем пулса тӑма пултарнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эпӗ хӑвӑрт тарӑхтарса яма пултаракан лару-тӑрура пӗрре кӑна мар пулнӑ. Кам та пулин мана алла ирӗке яма хӗтӗртнӗ чухне эпӗ хама йӗркеллӗ тытма тата лару-тӑрӑва хирӗҫмесӗр татса пама вӗренсе ҫитрӗм. Ҫынсенчен нумайӑшӗ, ҫав шутра арӑм та, эпӗ ҫавнашкал лару-тӑрусенче килӗшӳ тупма пултарнӑшӑн мана мухтаҫҫӗ. Эпӗ те хамран хам тӗлӗнетӗп! Анчах та эпӗ ҫавна пурне те хамӑн вӑйпа ҫеҫ туманнине пӗлсе тӑратӑп. Библи ҫынсене лайӑхланма пулӑшма пултарать, мана та вӑл улшӑнма пулӑшрӗ».

ТӖРӖС МАР КӐМӐЛ-ТУРТӐМПА МАЛАЛЛА ТА КӖРЕШӖР

13. Пире тӗрӗссине тума мӗн пулӑшать? (Галати 5:16).

13 Галати 5:16 вуласа парӑр. Пирӗн тӗрӗссине тӑвас тесе пӗрмаях вӑй хумалла. Иегова вара пире пулӑшас тесе святой сывлӑш пама ялан хатӗр. Библи тӗпченӗ чухне эпир ҫав сывлӑша хамӑр ҫине витӗм кӳме паратпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче те святой сывлӑш илетпӗр. Унта эпир хамӑр пекех тӗрӗс тума тӑрӑшакан тӑвансемпе хутшӑнатпӑр. Ҫакӑ вара пире хавхалантарать (Евр. 10:24, 25; 13:17). Тата хӗрӳллӗн кӗлтуса пӗр-пӗр япӑх енпе кӗрешме Иеговӑран пулӑшу ыйтсан, вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшне парса ҫирӗплетет. Ҫапах пирӗн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсем пӗтмесен те пултараҫҫӗ. Анчах та ҫак абзацра асӑннӑ ӗҫсене туни ҫавнашкал туртӑмсем хыҫҫӑн каясран сыхлӗ, мӗншӗн тесен Галати 5:16-мӗшӗнче сывлӑш хушнипе пурӑнакансем «ӳт екки хыҫҫӑн» каймӗҫ тенӗ.

14. Тӗрӗссине тӑвас кӑмӑла мӗншӗн аталантарсах тӑмалла?

14 Библи тӗпчеме, тӗлпулусене ҫӳреме, кӗлтума тата тӗрӗс кӑмӑл-туртӑм аталантарма ан чарӑнӑр. Мӗншӗн ҫаксене тумалла? Мӗншӗн тесен пӗр тӑшман пире пӗрмаях хирӗҫ тӑрать. Ҫав тӑшман вӑл — тӗрӗс маррине тӑвас туртӑм. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та пире хамӑрӑн мӗнрен пӑрӑнмалла, ҫавӑ, сӑмахран, азартлӑ вӑйӑсем, порнографи е эрех-сӑра илӗртме пултарать (Эф. 5:3, 4). Пӗр ҫамрӑк арҫын тӑван ҫапла калать: «Хам кӗрешекен чи вӑйлӑ илӗртӳсенчен пӗри маншӑн — арҫынсемпе ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑл. Ҫак кӑмӑл пӗтет пуль тенӗччӗ, анчах та эпӗ унран халӗ те хӑтӑлаймарӑм». Пӗр-пӗр япӑх туртӑм питӗ вӑйлӑ пулсан, сире мӗн пулӑшма пултарать?

Эсир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешетӗр пулсан, ан парӑнӑр. Сирӗн пекех кӗрешекен ытти христиансем те пур, вӗсем ҫӗнтерме пултарнӑ (15, 16 абзацсене пӑхӑр)

15. Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа пур ҫын та кӗрешнине пӗлни сире мӗнле ҫирӗплетме пултарать? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.)

15 Эсир тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешетӗр пулсан, вӑл ҫав тери вӑйлӑ пулсан та, ҫакна ан манӑр: сирӗн пек кӗрешекенсем татах та пур. Библире: «Эсир тӳсекен йывӑрлӑхсем ахаль йывӑрлӑхсем ҫеҫ, вӗсене пур ҫын та тӳсет»,— тенӗ (1 Кор. 10:13а, ҪТ). Ҫак сӑмахсене Коринфри тӑвансем патне ҫырнӑ пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха пӗличчен мӑшӑрӗсене улталанӑ, гомосексуалистсем пулнӑ тата ӗҫке ернӗ (1 Кор. 6:9—11). Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та вӗсен тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсемпе кӗрешме тивнӗ-ши? Тивнӗ пулӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пулнӑ пулин те, вӗсем ҫылӑхлӑ ҫынсемех тӑрса юлнӑ. Паллах, вӑхӑтран вӑхӑта вӗсен тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме тивнӗ. Ҫакна пӗлни пире вӑй кӗртме пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кирек мӗнле вӑйлӑ туртӑмпа кӗрешсен те, ҫавӑн пек кӗрешӳре ҫӗнтерекенсем пуррине пӗлетпӗр. Тӗнчери пур тӑван та «ҫавӑн пек асапсем курнине пӗлсе, эсир ҫирӗп» ӗненме пултаратӑр (1 Петр 5:9).

16. Пирӗн мӗнрен асӑрханмалла тата мӗншӗн?

16 Хӑвӑрӑн мӗнпе кӗрешме тивнине никам та ӑнланмасть тесе шухӑшласран асӑрханӑр. Ҫапла шутлани хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет, мӗншӗн тесен пирӗн ал усӑнма пултарать тата эпир хамӑрӑн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑма нихӑҫан та пӗтерес ҫук тесе шутлама пултаратпӑр. Библире вара пачах урӑхла каланӑ: «Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ» (1 Кор. 10:13ӑ). Эппин, тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм вӑйлӑ пулсан та, эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Вӑл пулӑшнипе эпир ҫав туртӑмсем хыҫҫӑн каймӑпӑр.

17. Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмсем ҫуралаҫҫӗ пулин те, эпир хамӑр енчен мӗн тума пултаратпӑр?

17 Тархасшӑн ан манӑр: хамӑр ҫылӑхлӑ пулнӑран пирӗн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсем пулаҫҫех. Потифар арӑмӗнчен тарнӑ Иосиф пекех ҫав туртӑмсене тӳрех сирсе ярӑр (Пулт. 39:12). Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнипе кайманни хӑвӑртан килет.

АН ПАРӐНӐР!

18, 19. Ӑс-тӑна ҫӗнетес тесен хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

18 Хамӑр ӑс-тӑна ҫӗнетес тесен пирӗн пӗрмаях вӑй хумалла. Шухӑшсемпе ӗҫсем Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑччӑр тесен хамӑра тӗрӗслесех тӑмалла. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать: «Манӑн ӗҫсенчен эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине эпӗ ӑнланни курӑнать-и? Эпӗ ҫӗнӗ этемӗн лайӑх енӗсене аталантаратӑп-и? Ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн каяс мар тесе Иеговӑн сывлӑшне хам ҫине витӗм кӳме паратӑп-и?»

19 Ҫак ыйтусем ҫине хуравланӑ чухне хӑвӑртан ытлашшине тата хӑвӑр пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса ан кӗтӗр. Хӑвӑр мӗнле ҫитӗнӳсем тунине асӑрхама тӑрӑшӑр. Хӑвӑрӑн хӑш енчен те пулин лайӑхланмаллине асӑрхарӑр пулсан, ан кулянӑр. Айтӑр Филиппӑ 3:16-мӗшӗнче каланӑ пек тӑвар: «Эпир ӗнтӗ мӗнле шая ҫитрӗмӗр, ҫав шайпах шухӑшлар, ҫав йӗркепех пурӑнар». Ан иккӗленӗр: хӑвӑр ӑс-тӑна ҫӗнетме тӑрӑшнӑшӑн Иегова сире пиллетех.

36-МӖШ ЮРӐ Чӗрӳне упра

a Павел апостол тӑвансене «ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр» тенӗ. Ҫак канаш пирӗншӗн те питӗ усӑллӑ. Эпир ҫак ирсӗрленсе кайнӑ тӗнче пирӗн ҫине кӑшт та пулин витӗм ан кӳтӗр тетпӗр. Ҫавӑнпа та хамӑр мӗнле шухӑшлани Турӑ ирӗкӗпе килӗшсе тӑманнине асӑрхасанах пирӗн ӑна тӳрлетмелле. Айтӑр ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухар.

b 2015 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Эпӗ усаллансах пытӑм» статьяна пӑхӑр.

c ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын тӑван аслӑ пӗлӳ илмелле-и е Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫламалла-и тесе шухӑшлать.