Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова сире ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать

Иегова сире ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать

«Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа Турӑ пулнӑ: унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ» (ПУЛТ. 39:2).

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. а) Мӗншӗн йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни пире тӗлӗнтермест? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

 ЙЫВӐРЛӐХСЕМ пурри пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Библире «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 14:22). Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене ҫӗнӗ тӗнчере кӑна татса парассине эпир ӑнланатпӑр. Ун чухне «вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗм. 21:4).

2 Иегова пире йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть пулин те, вӑл вӗсене чӑтса ирттерме пулӑшать. Павел апостол Римри христиансем патне мӗн ҫырса янине пӑхӑр-ха. Малтан вӑл хӑй те, тӑванӗсем те мӗн-мӗн тӳснине асӑннӑ. Кайран ҫапла ҫырнӑ: «Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр» (Рим 8:35—37). Апла пулсан, йывӑрлӑхсем пур чухне те эпир Иегова пулӑшнипе ҫӗнтерӳҫӗсем пулма пултаратпӑр. Айтӑр Иегова Иосифа мӗнле пулӑшнине тата сире мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

ЛАРУ-ТӐРУ САСАРТӐК УЛШӐНСАН

3. Иосифпа ӑнсӑртран мӗн пулса тухнӑ?

3 Иаков патриарх хӑйӗн ывӑлне Иосифа питӗ хытӑ юратнӑ (Пулт. 37:3, 4). Ҫавна пула Иосифӑн пиччӗшӗсем ӑна ӑмсанма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа май килсенех вӗсем шӑллӗне Мадиан купсисене сутса янӑ. Лешӗсем ӑна ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм аякка, Египета, илсе кайнӑ. Унта вара ӑна Потифара, фараонӑн хуралҫисен пуҫлӑхне, сутнӑ. Иосифӑн пурнӑҫӗ пӗр самантрах улшӑннӑ: унччен ашшӗн юратнӑ ывӑлӗ пулнӑскер, вӑл халӗ Египет ҫыннин чури пулса тӑнӑ (Пулт. 39:1).

4. Эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр?

4 Библире каланӑ тӑрӑх, кашни ҫыннӑн инкек сиксе тухма пултарать (Еккл. 9:11). Хӑш-пӗр чухне эпир «пур ҫын та» тӳсекен йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр (1 Кор. 10:13, ҪТ). Тепӗр чухне вара Христосӑн вӗренекенӗ пулнӑран хӗн куратпӑр. Хамӑр тӗне пула пирӗнтен тӑрӑхласа кулма, хирӗҫ тӑма е хӗсӗрлеме те пултараҫҫӗ (2 Тим. 3:12). Кирек мӗнле йывӑрлӑх йӑтӑнса ансан та, Иегова пире ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшатех. Айтӑр Иегова Иосифа мӗнле пулӑшнине пӑхар.

Иосиф Египет ҫыннин Потифарӑн чури пулнӑ чухне те Иегова унӑн ӗҫӗсене ӑнтарса пынӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)

5. Потифар Иосифа сӑнаса мӗн ӑнланса илнӗ? (Пултарни 39:2—6).

5 Пултарни 39:2—6 вуласа парӑр. Потифар Иосиф тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ пулнине асӑрханӑ. Вӑл мӗншӗн ҫапла пулнине те ӑнланнӑ. Потифар Иосиф «тӑвакан пур ӗҫе те Ҫӳлхуҫа... ӑнтарса пынине курса тӑнӑ» b. Вӑхӑт иртсен вӑл ӑна хӑйӗн ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ тата пӗтӗм ҫуртне тытса тӑраканӗ тунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Иегова Потифара пиллеме пуҫланӑ.

6. Иосиф хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине мӗнле пӑхма пултарнӑ?

6 Айтӑр халӗ лару-тӑру ҫине Иосифӑн куҫӗпе пӑхма тӑрӑшар. Вӑл мӗн пирки ӗмӗтленнӗ-ши? Потифар умӗнче ырӑ ятлӑ пуласшӑн пулнӑ-ши? Ҫук пуль. Иосиф ирӗке тухса ашшӗ патне таврӑнасшӑн пулнӑ пулӗ, мӗншӗн тесен ӑна Потифар килӗнче тивӗҫсем шанса панӑ пулин те, вӑл ҫаплипех Иеговӑна ӗненмен ҫыннӑн чури пулнӑ. Иегова Потифара ӑна ирӗке кӑларма хавхалантарман. Унсӑр пуҫне, Иосифа тата пысӑкрах йывӑрлӑхсем кӗтнӗ.

ЛАРУ-ТӐРУ ТАТА ЯПӐХЛАНСАН

7. Мӗнле майпа Иосифӑн лару-тӑрӑвӗ япӑхланса кайнӑ? (Пултарни 39:14, 15).

7 Пултарни кӗнекери 39-мӗш сыпӑкра каланӑ тӑрӑх, Иосиф ҫине Потифар арӑмӗ куҫ хывнӑ та ӑна пӗрре кӑна мар хӑйӗнпе ҫывӑрма хистенӗ. Анчах та Иосиф нихӑҫан та унпа пӗрле пулма килӗшмен. Ҫавӑнпа юлашкинчен Потифар арӑмӗ тарӑхса кайнӑ та хӑйне Иосиф мӑшкӑл тума хӑтланнӑ тесе суйнӑ. (Пултарни 39:14, 15 вуласа парӑр.) Вара Потифар Иосифа тӗрмене хупнӑ та лешӗ унта темиҫе ҫул ларнӑ (Пулт. 39:19, 20). Ҫав тӗрме мӗнлерех пулнӑ-ши? Иосиф усӑ курнӑ еврей сӑмахӗ «шыв упрамалли вырӑна, шӑтӑка» пӗлтерме пултарать (Пулт. 40:15, ҪТ, сноска). Апла Иосифа тӗттӗм ҫӗре хупса лартнӑ пулмалла тата ӑна нимӗн те тума май ҫук пек туйӑнма пултарнӑ. Ҫитменнине тата, Библире каланӑ тӑрӑх, ӑна пӗр вӑхӑт хушши сӑнчӑрланӑ пулнӑ (Пс. 104:17, 18). Куратпӑр ӗнтӗ, Иосифӑн лару-тӑрӑвӗ тата япӑхланса кайнӑ: чураран вӑл тӗрмере ларакан пулса тӑнӑ.

8. Хамӑрӑн лару-тӑру йывӑрланса пырать пулсан та пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?

8 Сирӗн ҫакӑн пекки пулнӑ-и: хӗрӳллӗн кӗлтусан та сирӗн лару-тӑру йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса пырать. Кун пекки чӑнах та пулма пултарать. Иегова пире Шуйттан хуҫаланакан тӗнчери йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть (1 Иоанн 5:19). Анчах та ан иккӗленӗр: Иегова эсир мӗн-мӗн тӳснине курать тата сирӗншӗн тӑрӑшать (Матф. 10:29—31; 1 Петр 5:6, 7). Унсӑр пуҫне, вӑл: «Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп»,— тесе шантарать (Евр. 13:5). Иегова сире ним тума ҫук пек туйӑнакан лару-тӑрура та пулӑшма пултарать. Айтӑр вӑл Иосифа мӗнле пулӑшнине пӗлер.

Иосиф тӗрмере пулнӑ чухне те Иегова унпа пӗрле пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл тӗрмере ларакан ытти ҫынсемпе пуҫ пулса тӑнӑ (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Иосиф тӗрмере пулнӑ чухне унпа пӗрле Иегова пулни ӑҫтан курӑнать? (Пултарни 39:21—23).

9 Пултарни 39:21—23 вуласа парӑр. Тӗрмере ларнӑ чухнехи йывӑр вӑхӑтра та Иегова Иосифӑн ӗҫӗсене ӑнтарса пынӑ. Мӗнле майпа? Тӗрме пуҫлӑхӗ те, Потифар пекех, Иосифа шанма тата хисеплеме пуҫланӑ. Каярахпа вӑл «тӗрмере ларакан пур ҫынна та Иосиф аллине панӑ». Унтан та ытларах, тӗрме пуҫлӑхӗ «Иосифа шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламан та». Халӗ ӗнтӗ Иосифӑн мӗнпур шухӑшӗ те хӑйӗн тумалли ӗҫсем пирки пулнӑ пулӗ. Тӗлӗнмелле: пуҫлӑх арӑмне мӑшкӑл тума хӑтланнӑ тесе айӑпланӑ ҫынна яваплӑ ӗҫсем тума лартнӑ! Ҫакӑ мӗнле пулма пултарнӑ-ха? Пултарни 39:23-мӗшӗнче: «Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ»,— тенӗ.

10. Мӗншӗн Иосиф хӑйӗн пур ӗҫӗ те ӑнса пырать тесе шутламасан та пултарнӑ?

10 Лару-тӑру ҫине каллех Иосиф куҫӗпе пӑхма тӑрӑшар. Хӑйне суйса айӑпласан тата тӗрмене лартсан хӑйӗн пур ӗҫӗ те ӑнса пырать тесе шутланӑ-ши вӑл? Иосиф мӗн пирки ӗмӗтленнӗ-ши? Тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче ырӑ ят илесшӗн пулнӑ-ши? Вӑл хӑйне тӳрре кӑларасса, ирӗке тухасса кӗтнӗ пулӗ. Иосиф кӗҫех тӗрмерен тухас ҫынна та хӑйӗн пирки фараонпа калаҫса пӑхма ыйтнӑ (Пулт. 40:14). Анчах та лешӗ ҫавна тума манса кайнӑ. Вара Иосиф тепӗр икӗ ҫул тӗрмере ларнӑ (Пулт. 40:23; Пулт. 41:1, 14). Ҫав-ҫавах Иегова Иосифӑн ӗҫӗсене ӑнтарса пынӑ. Мӗнле майпа?

11. Иегова Иосифа мӗнле пултарулӑх панӑ тата ҫакӑ Мессия тухмалли йӑх ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

11 Иосиф тӗрмере пулнӑ чухне Иегова фараона икӗ тӗлӗк кӑтартнӑ. Вӗсене курсан лешӗ пӑлханса, хӑраса ӳкнӗ те ҫав тӗлӗксен пӗлтерӗшне пӗлесшӗн пулнӑ. Иосиф тӗлӗксен пӗлтерӗшне уҫса пама пултарнине пӗлсен, фараон ӑна тӗрмерен хӑйӗн патне илсе килме хушнӑ. Иегова пулӑшнипе Иосиф тӗлӗксене ӑнлантарса пама пултарнӑ тата ӑслӑ канашсем парса фараона тӗлӗнтернӗ. Патша ҫак ҫамрӑкпа Иегова пулнине курнӑ, ҫавӑнпа ӑна Египетри мӗнпур апат-ҫимӗҫпе хуҫаланма лартнӑ (Пулт. 41:38, 41—44). Каярахпа Египетра хаяр выҫлӑх пуҫланнӑ. Иосиф ҫемйи пурӑнакан Ханаанра та выҫлӑх пулнӑ. Хӑй пысӑк вырӑн йышӑннине пула вӑл хӑйӗн ҫемйине ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Вара Мессия ҫуралмалли йӑх пӗтсе ларман.

12. Иегова Иосифӑн ӗҫӗсене мӗнле ӑнтарса пынӑ?

12 Айтӑр Иосифпа мӗн-мӗн пулса тухни ҫинчен шухӑшлар. Потифара ахаль чурана, Иосифа, асӑрхама кам хавхалантарнӑ? Тӗрме пуҫлӑхне Иосифа, тӗрмере ларакан ахаль ҫынна, ыттисемпе пуҫ пулма лартма кам хавхалантарнӑ? Фараона кам аптратса яракан тӗлӗксем кӑтартнӑ? Иосифа вара вӗсене ӑнлантарса пама пултарулӑх кам панӑ? Кама пула Иосифа Египетри пур апат-ҫимӗҫпе хуҫаланма лартнӑ? (Пулт. 45:5). Иосифӑн пур ӗҫне те Иегова ӑнтарса пынӑ. Малтанах пиччӗшӗсем ӑна вӗлересшӗн пулнӑ пулин те, Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлас тесе лару-тӑрӑва улӑштарнӑ.

ИЕГОВА СИРӖН ӖҪСЕНЕ МӖНЛЕ ӐНТАРСА ПЫРАТЬ?

13. Иегова пирӗн кашни утӑма сыхласа тӑрать-и? Ӑнлантарса парӑр.

13 Иосифпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Иегова пирӗн кашни утӑма сыхласа тӑрать-и? Пирӗнпе мӗн те пулин япӑххи пулса тухать пулсан, ҫавна пулма витӗмлӗ сӑлтав пур тесе шутлани тӗрӗс-и? Ҫук, Библи капла вӗрентмест (Еккл. 8:9; 9:11). Ҫапах та эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: инкек сиксе тухсан, Иегова ҫавна курать тата эпир унран пулӑшу ыйтнине илтет (Пс. 33:16; 54:23; Ис. 59:1). Унтан та ытларах — Иегова пире йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать.

14. Иегова хамӑра йывӑр килнӗ вӑхӑтра мӗнле пулӑшать?

14 Иегова пире мӗнле пулӑшать? Сӑмахран, вӑл пире шӑпах кирлӗ вӑхӑтра йӑпатать тата хавхалантарать (2 Кор. 1:3, 4). Ҫакна Туркменистанри Эзиз ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ те кӑтартса парать. Ӑна Иеговӑна ӗненнӗшӗн икӗ ҫуллӑха тӗрмене лартнӑ. Эзиз ҫапла каласа парать: «Суд пулнӑ кун ирхине пӗр арҫын тӑван мана Исаия 30:15-мӗшӗнчи сӑмахсене кӑтартрӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни“. Ҫак сӑвӑ йӗрки мана лӑпкӑ пулма тата яланах Иегова ҫине шанса тӑма пулӑшатчӗ. Унти сӑмахсем ҫинчен шухӑшлани мана тӗрмере вӑй парса тӑчӗ». Эсир Иегова хӑвӑра шӑп кирлӗ вӑхӑтра пулӑшнине аса илме пултаратӑр-и?

15, 16. Тори каласа панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Ытларах чухне эпир йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерсен тин Иегова хамӑра мӗнле пулӑшнине ӑнланса илетпӗр. Тори ятлӑ хӗрарӑм тӑван та ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине ӑнланса илнӗ. Унӑн ывӑлӗ Мейсон ултӑ ҫул хушши рак чирӗпе кӗрешнӗ. Шел пулин те, вӑл ӑна ҫӗнтереймен, вилсе кайнӑ. Торин чӗри хӗҫпе каснӑ пек ыратнӑ. «Амӑш чӗрине ҫакӑнтан ытларах мӗн ыраттартӑр»,— тет вӑл. Тори тата ҫапла та каланӑ: «Манпа пур ашшӗ-амӑшӗ те килӗшет пулӗ: хам ача асапланнине куриччен хам асапланӑп».

16 Каярахпа Тори ҫав йывӑр вӑхӑтра Иегова хӑйсене мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Пулни-иртнине аса илсе Иегова маншӑн юратса тӑрӑшнине куратӑп. Сӑмахран, хӑш-пӗр чухне Мейсон ытла та хавшак пулнӑран хӑйӗн патне килекенсене йышӑнаймастчӗ. Тӑвансем ҫав-ҫавах пире хавхалантарма килетчӗҫ. Ҫул ҫине икӗ сехет каятчӗ пулин те, больницӑна ялан кам та пулин пыратчӗ. Тӑвансем пире укҫа-тенкӗпе те пулӑшса тӑратчӗҫ. Тем пек йывӑр килнӗ чухне те пирӗн мӗн кирли веҫех пурччӗ». Иегова Тори тӑвана пӗтӗмпех чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Унӑн ывӑлне Мейсона та хӑварман. (« Иегова шӑпах хамӑра мӗн кирлине паратчӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

ИЕГОВА ХӐВӐРА МӖНЛЕ ПИЛЛЕНИНЕ АСӐРХӐР

17, 18. Йывӑр вӑхӑтра Иегова хамӑра пулӑшнине курас тесен тата ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулас тесен мӗн тумалла? (Псалом 39:6).

17 Псалом 39:6 вуласа парӑр. Альпинист тӗллевӗ — ту тӑррине хӑпарасси. Ҫапах та вӑл хӑпарса пынӑҫемӗн чарӑна-чарӑна таврари илеме пӑхса киленме пултарать. Пирӗн те чарӑнса тӑрса йывӑр вӑхӑтра Иегова хамӑра ӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла. Кун вӗҫӗнче кашнинчех хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Иегова мана паян мӗнле пиллерӗ? Йывӑрлӑха ҫӗнтереймерӗм пулсан та, Иегова мана чӑтӑмлӑ пулма мӗнле пулӑшрӗ?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравланӑ май Иегова хӑвӑра пӗр хут та пулин мӗнле пулӑшнине асӑрхама тӑрӑшӑр.

18 Паллах, Иеговӑна йывӑрлӑхсем пӗтчӗр тесе кӗлтунинче ним япӑххи те ҫук (Флп. 4:6). Ҫав вӑхӑтрах пирӗн Иегова халӗ парса тӑракан пиллӗхсене курма тӑрӑшмалла. Иегова пире ҫирӗплетме тата веҫех тӳссе ирттерме пулӑшма сӑмах панӑ вӗт. Ҫавӑнпа та вӑл хӑвӑра пулӑшнӑшӑн ялан пархатарлӑ пулӑр. Вара эсир Иегова Иосифа пулӑшнӑ пекех хӑвӑра та йывӑр вӑхӑтра пулӑшса тӑнине курӑр тата пур ӗҫре те ӑнӑҫлӑ пулӑр (Пулт. 41:51, 52).

32-МӖШ ЮРӐ Иегова енне тӑр!

a Хӑш-пӗр чухне пирӗн ҫине пысӑк йывӑрлӑхсем йӑтӑнса анаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑра «ӑнӑҫлӑ» тесе шутламастпӑр пулӗ, мӗншӗн тесен йывӑрлӑха татса парсан ҫеҫ ӑнӑҫлӑ пулма пулать тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та Иосиф тӗслӗхӗ питӗ кирлӗ япалана вӗрентет: йывӑрлӑхсем нихӑҫан та пӗтмеҫҫӗ пек туйӑннӑ чухне те Иегова пире ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшать. Ку статьяра ҫакӑ мӗнле пулма пултарнине ӑнлантарса панӑ.

b Иосиф чуралӑхра пулнӑ чухне унпа мӗн пулса иртни ҫинчен Библире пилӗк сӑвӑ йӗркинче ҫеҫ ҫырса панӑ. Анчах та ҫав событисем нумай ҫуллӑха тӑсӑлма пултарнӑ.