Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Пурнӑҫа — Турӑ панӑ парнене — хаклӑр

Пурнӑҫа — Турӑ панӑ парнене — хаклӑр

«Эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр» (АП. ӖҪ. 17:28).

141-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ — хаклӑ парне

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Пирӗн пурнӑҫ Иеговӑшӑн мӗн тери хаклӑ?

 КАЛӐПӐР, тус сире питӗ паллӑ ӳнерҫӗн чаплӑ картинине парнелерӗ. Картини ҫав тери кивӗ, вырӑн-вырӑнпа тӗссӗрленнӗ, ҫурӑлкаланӑ, ун ҫинче темле пӑнчӑсем пур. Анчах та ҫавна пӑхмасӑрах вӑл миллион-миллион доллар тӑрать. Паллах, эсир ҫак парнене питӗ хаклӑр тата сыхласа упрӑр. Пирӗн ҫӳлти Тус Иегова та пире чаплӑ парне — пурнӑҫ — парнеленӗ. Хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн вилӗме парса вӑл пирӗн пурнӑҫ уншӑн мӗн тери хаклӑ пулнине кӑтартнӑ (Иоанн 3:16).

2. 2 Коринф 7:1-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

2 Иегова — Пурнӑҫ Паракан (Пс. 35:10). Павел апостол ҫакна ӗненнӗ, ҫавӑнпа та: «Эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр»,— тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 17:25, 28). Акӑ мӗншӗн эпир пирӗн пурнӑҫ — Турӑ панӑ парне тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр. Пире юратнӑран вӑл хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парать (Ап. ӗҫ. 14:15—17). Анчах та пирӗн пурнӑҫа упраса хӑварас тесе вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тумасть. Турӑ пирӗнтен сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрас тесе сывлӑхшӑн хамӑрах тӑрӑшасса кӗтет. (2 Коринф 7:1 вуласа парӑр.) Мӗншӗн пирӗн сывлӑха та, пурнӑҫа та упрамалла тата ҫавна мӗнле тума пулать?

ТУРӐ ПАНӐ ПУРНӐҪА ХАКЛӐР

3. Мӗншӗн пирӗн сывӑ пулмалла?

3 Мӗншӗн пирӗн сывӑ пулмалла? Сӑлтавсенчен пӗри — эпир Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесшӗн (Марк 12:30). Эпир ҫак канаша тытса тӑрасшӑн: «Хӑвӑр кӗлеткене сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ, чӗрӗ парне пек парӑр» (Рим 12:1). Ҫавӑнпа та эпир хамӑр сывлӑха мӗн сиен кӳме пултарать, ҫавӑнтан асӑрханатпӑр. Паллах, тем пек тӑрӑшсан та эпир пур чир-чӗртен те хамӑра упраса хӑвараймастпӑр. Ҫапах та сывлӑха упраса хӑварас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр. Эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттене вӑл панӑ хаклӑ парнене, пурнӑҫа, хакланине кӑтартасшӑн вӗт.

4. Давид патшан мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнӑ?

4 Давид патша сӑмахӗсенчен вӑл Турӑ панӑ пурнӑҫа мӗншӗн хаклани курӑнать: «Манӑн юнӑм тӑкӑннинчен, эпӗ вилсе шӑтӑка кӗнинчен мӗн усси? Сана вилтӑпри мухтӗ-и? Санӑн чӑнлӑхна ҫавӑ пӗлтерсе тӑрӗ-и?» (Пс. 29:10). Давид ҫак сӑмахсене хӑй вилес умӗн кӑшт маларах ҫырнӑ пулас. Апла пулин те Иеговӑна мухтава кӑларас тесе вӑл май ҫитнӗ таран ытларах вӑхӑт хушши чӗрӗ те сывӑ пуласшӑн пулнӑ. Паллах, пирӗн пурин те ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑл.

5. Кирек миҫере пулсан та, сывлӑх кирек мӗнле пулсан та эпир мӗн тума пултаратпӑр?

5 Чирленине е ватӑлса пынине пула эпир, тен, унччен тунӑ нумай ӗҫе тӑваймастпӑр. Ҫавӑншӑн эпир кулянма пултаратпӑр. Ҫапах та пирӗн хуйха ӳкмелле мар тата сывлӑх ҫине ал сулмалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хамӑр кирек миҫере пулсан та тата кирек мӗнле чирпе чирлесен те эпир ҫав-ҫавах, Давид патша пекех, Иеговӑна мухтаса тӑма пултаратпӑр. Хамӑр ҫитменлӗхлӗ пулнине пӑхмасӑрах Иегова пире хаклани ҫав тери йӑпатать! (Матф. 10:29—31). Пирӗн вилме тивӗ пулсан та, вӑл хамӑра чӗртсе тӑратас вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтӗ (Иов 14:14, 15). Ҫавӑнпа та чӗрӗ чухне айтӑр сывлӑха, пурнӑҫа упрас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвар.

СИЕН КӲРЕКЕН ЙӐЛАСЕНЧЕН ПӐРӐНӐР

6. Ӗҫсе ҫиес тӗлӗшрен Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

6 Библи сывлӑха мӗнле упрамалли ҫинчен тата мӗн ҫимелли ҫинчен калакан кӗнеке мар. Ҫавах та вӑл Иегова ҫав ӗҫсем ҫине мӗнле пӑхнине курма пулӑшать. Сӑмахран, унта «пӑрса яр усаллине [е сиен кӳрекеннине] ӳтӳ патӗнчен» тенӗ (Еккл. 11:10). Библи пире тӑрана пӗлми ҫиесрен тата эрехпе иртӗхесрен асӑрхаттарать, мӗншӗн тесен ҫак йӑласем сывлӑх ҫине япӑх витӗм кӳреҫҫӗ, ҫын вилме те пултарать (Ытар. 23:20). Иегова пирӗнтен мӗн тата мӗн чухлӗ ӗҫсе ҫиес тӗлӗшрен чаруллӑ пуласса кӗтет (1 Кор. 6:12; 9:25).

7. Ытарӑшсем 2:11-мӗшӗнчи сӑмахсем пире сывлӑх тӗлӗшӗнчен лайӑх йышӑнусем тума мӗнле пулӑшӗҫ?

7 Турра хамӑра пурнӑҫ панӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартакан йышӑнусем тӑвас тесен пирӗн ырӑпа усала уйӑрма пӗлмелле (Пс. 118:99, 100; Ытарӑшсем 2:11 вуласа парӑр). Тӗслӗхрен, пирӗн пули-пулми апата ҫимелле мар. Пире пӗр-пӗр апат килӗшет пулсан, анчах та вӑл хамӑра сиен кӳрессе пӗлетпӗр пулсан, эпир ӑна ҫиместпӗр. Унсӑр пуҫне, ҫителӗклӗ ҫывӑрсан, физкультура тусан, хамӑр ӳт-пӳпе кил-ҫурта таса тытсан, эпир ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине кӑтартӑпӑр.

ХӐРУШСӐРЛӐХ ПРАВИЛИСЕНЕ ТЫТСА ТӐРӐР

8. Турӑ хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑрасси пирки мӗн шутлать? Ӑнлантарса парӑр.

8 Иегова израильтянсене панӑ законра килте е ӗҫре инкек сиксе ан тухтӑр тесен мӗн тумаллине каланӑ пулнӑ (Тух. 21:28, 29; Сак. аст. 22:8). Кам та пулин ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ пулсан, ӑна ҫав-ҫавах явап тыттармалла пулнӑ (Сак. аст. 19:4, 5). Ҫуралман ачана асӑрхамасӑр сиен кӳнӗ ҫынна та, закон тӑрӑх, наказани памалла пулнӑ (Тух. 21:22, 23). Сӑваплӑ Ҫыруран ҫакӑ курӑнать: Иегова пирӗнтен хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑрасса кӗтет.

Ҫак лару-тӑрусенче эпир пурнӑҫа хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Ӑнсӑртран инкеке лекес мар тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Килте тата ӗҫре хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑнипе те эпир пурнӑҫшӑн Турра пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Сӑмахран, кастарса яма пултаракан япаласене, наркӑмӑшлӑ химикатсемпе медикаментсене кӑларса пӑрахмалла чухне эпир вӗсем никама та сиен ан кӳччӗр тата ачасен аллине ан лекчӗр тесе тӑрӑшатпӑр. Тата эпир кӑвайт чӗртрӗмӗр пулсан е шыв вӗрететпӗр пулсан, пӑхсах тӑратпӑр. Электроинструментсемпе те асӑрхануллӑ усӑ куратпӑр. Эмел ӗҫнине пула е ҫывӑрса тӑманнине пула тимлӗ пулма йывӑр пулсан е эрех ӗҫрӗмӗр пулсан, руль умне лармастпӑр. Тата эпир машинӑпа пынӑ чухне алла телефон тытмастпӑр.

ХӐРУШӐ ИНКЕК ЙӐТӐНСА АНСАН

10. Хӑрушӑ инкек умӗн е ун вӑхӑтӗнче эпир мӗн тума пултаратпӑр?

10 Шел пулин те, пур инкекрен хӑтӑлма май ҫук. Сӑмахран, кӗтмен ҫӗртен ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса тухма, эпидеми е вӑрҫӑ пуҫланма пултарать. Ҫавӑн пек инкексем пырса ҫапсан пирӗн, хамӑр пурнӑҫа ҫӑлса хӑварас тесен, хамӑр мӗн тума пултарнине тумалла. Влаҫсем комендант сехечӗ, эвакуаци е мӗн те пулин урӑххи пирки хушусем парсан, пирӗн вӗсене итлемелле (Рим 13:1, 5—7). Хӑрушлӑха кӗрсе ӳкес мар тесе хӑш чухне маларах хатӗрленме пулать. Ҫавӑнпа та влаҫра ларакансем каланӑ пек туни тӗрӗс пулать. Тӗслӗхрен, пирӗн ӗҫмелли шыв, час пӑсӑлман апат-ҫимӗҫ тата аптечка маларах хатӗрлесе хумалла.

11. Ерекен хӑрушӑ чир сарӑлнӑ чухне пирӗн мӗн тумалла?

11 Хамӑр пурӑнакан вырӑнта хӑрушӑ ерекен чир сарӑлать пулсан мӗн тумалла? Пирӗн влаҫра ларакансем мӗн хушнине тумалла: ал ҫумалла, пӗр-пӗрин патне ҫывӑх пымалла мар, маска тӑхӑнмалла тата карантин йӗркине пӑхӑнмалла. Ҫак хушусене тытса тӑрсан, эпир Турӑ панӑ хаклӑ парнене — хамӑр пурнӑҫа — хакланине кӑтартатпӑр.

12. Ытарӑшсем 14:15-мӗшӗнчи принцип хӑрушӑ инкек пырса ҫапсан кама ӗненмеллине суйлама мӗнле пулӑшать?

12 Хӑрушӑ инкек пырса ҫапсан эпир туссенчен, кӳршӗсенчен е хыпарсенче тӗрӗс мар информаци илтме пултаратпӑр. «Кирек епле сӑмаха та» ӗненсе лартас вырӑнне эпир шанӑҫа тивӗҫлӗ информацие — влаҫра ларакансем тата тухтӑрсем мӗн каланине — итлетпӗр. (Ытарӑшсем 14:15 вуласа парӑр.) Тӗлпулусемпе ырӑ хыпар сарасси пирки хушусем парас умӗн Ертсе пыракан советпа филиалсем информацие тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ (Евр. 13:17). Вӗсем мӗн каланине итлесен эпир хамӑра та, ыттисене те сиен кӳресрен хӳтӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, ыттисем те Иегова Свидетелӗсем пирки лайӑх шутлӗҫ (1 Петр 2:12).

ЮНРАН СЫХЛАНӐР

13. Эпир Иегова юн пирки панӑ закона итленӗ чухне пурнӑҫа хакланине мӗнле кӑтартатпӑр?

13 Иегова Свидетелӗсемшӗн юн сӑваплӑ пулнине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне те эпир Иегова юн пирки панӑ закона итлетпӗр — юн яма килӗшместпӗр (Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Анчах та ҫакӑ пирӗн вилес килнине пӗлтермест. Пачах урӑхла, эпир Турӑ панӑ хаклӑ парнене, хамӑр пурнӑҫа, питӗ хаклатпӑр. Эпир юн ямасӑр сиплеме хатӗр тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтатпӑр.

14. Мӗн-мӗн тусан пире, тен, нихӑҫан та операци тума тивмӗ?

14 Ҫак статьяри канашсене тытса тӑрса хамӑр сывлӑхшӑн тӑрӑшсан, пире, тен, операци кирлӗ пулмӗ. Пирӗн сывлӑх мӗн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗ, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах операци хыҫҫӑн ура ҫине тӑрӑпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн килте те, ӗҫре те, ҫул ҫинче те хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑмалла. Ҫапла тусан та пире, тен, васкавлӑ операци тума тивмӗ.

Пурнӑҫа хакланӑран эпир «Волеизъявление» документа ҫырса тултаратпӑр тата ӑна ялан пӗрле йӑтса ҫӳретпӗр (15-мӗш абзаца пӑхӑр) c

15. а) Мӗншӗн «Волеизъявление» документ яланах хамӑр ҫумра пулмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Юнпа ҫыхӑннӑ процедурӑсем пирки йышӑну мӗнле тумалла? (Сноскӑна пӑхӑр.)

15 Пурнӑҫа хакланӑран эпир яланах хамӑрпа пӗрле «Волеизъявление и доверенность относительно медицинского вмешательства» ҫырса тултарнӑ документа йӑтса ҫӳретпӗр. Ҫав документра эпир юн ярасси пирки тата тӗрлӗ медицина процедурисем пирки хамӑр мӗн шутланине ҫырса хуратпӑр. Сирӗн ӑна ҫӗнетме вӑхӑт ҫитмен-и? Ӑна ҫырса тултармалла пулсан е ҫӗнетмелле пулсан, вӑраха ан ярӑр. Медицина пулӑшӑвӗ пирки хамӑр мӗн шутланине уҫӑмлӑн ҫырса хурсан, эпир, тен, тухтӑрсемпе хамӑра мӗнле сиплемелли пирки калаҫса вӑхӑта ирттермӗпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑра сиен кӳме пултаракан сипленмелли меслетсенчен сыхланӑпӑр b.

16. «Волеизъявление» документа мӗнле ҫырса тултармаллине пӗлместпӗр пулсан, мӗн тума пулать?

16 Кирек кам та, ҫирӗп те ҫамрӑк ҫын та, ӑнсӑртран инкеке лекме е чирлесе кайма пултарать (Еккл. 9:11). Ҫавӑнпа та «Волеизъявление» документа ҫырса тултарсан тӗрӗс пулать. Ҫавна мӗнле тумаллине пӗлместӗр пулсан, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑр. Вӗсем сире пулӑшма хатӗр, анчах та медицина пулӑшӑвӗ тӗлӗшӗнчен сирӗншӗн йышӑну тумӗҫ. Ҫакӑ сирӗн хӑвӑрӑн яваплӑх (Гал. 6:4, 5). Апла пулин те старейшинӑсем сире мӗнле сипленмелли меслетсем пуррине ӑнланма тата вӗсем пирки хӑвӑр мӗн шутланине ҫырса хума пулӑшма пултараҫҫӗ.

ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР

17. Сывлӑх пирки тумалли йышӑнусем пирки калас пулсан, эпир ӑслӑ-тӑнлӑ пулни ӑҫтан курӑнӗ?

17 Сывлӑх пирки йышӑну тумалла пулсан тата сипленмелли меслетсем суйласа илмелле пулсан, ытларах чухне эпир Библи тӑрӑх вӗрентнӗ хамӑр совеҫе итлетпӗр (Ап. ӗҫ. 24:16; 1 Тим. 3:9). Йышӑнусем тунӑ чухне тата вӗсене ыттисемпе сӳтсе явнӑ чухне пирӗн Филиппӑ 4:5-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене асра тытмалла: «Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче тӑманнине пурте курса тӑччӑр». Ӑслӑ-тӑнлӑ пулатпӑр пулсан, хамӑр сывлӑхшӑн ытлашши пӑшӑрханмӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ыттисене те хамӑр пек шутлаттарасшӑн пулмӑпӑр. Тӑвансем тунӑ йышӑнусем пирӗннисенчен уйрӑлса тӑрсан та, эпир вӗсене юратӑпӑр тата хисеплӗпӗр (Рим 14:10—12).

18. Иеговӑна пурнӑҫшӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Иеговӑна пурнӑҫшӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартатпӑр? Эпир хамӑр пурнӑҫа упратпӑр тата хамӑрӑн мӗн пурринчен Турра чи лайӑххине паратпӑр (Ӳлӗм. 4:11). Хальхи вӑхӑтра эпир чирлесе ӳкме е хӑрушӑ инкек тӳсме пултаратпӑр. Анчах та Пурнӑҫ Паракан пире урӑх пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Кӗҫех вӑл пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ, вара ыратни те, вилӗм те пулмӗ (Ӳлӗм. 21:4). Айтӑр ҫав вӑхӑт ҫитиччен хамӑр чӗрӗ пулнине тата юратакан ҫӳлти Аттешӗн, Иеговӑшӑн, ӗҫлеме май пуррине хаклар.

140-МӖШ ЮРӐ Тинех ӗнтӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ!

a Ҫак статья пире Турӑ панӑ хаклӑ парнене — хамӑр пурнӑҫа — тата хытӑрах хаклама пулӑшӗ. Эпир инкек сиксе тухсан хамӑр пурнӑҫа, сывлӑха упраса хӑварма пулӑшакан канашсене тата хамӑра ӑнсӑртран хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерес мар тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех хамӑра васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне хатӗр пулмашкӑн мӗн тумаллине курӑпӑр.

c ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк арҫын тӑван «Волеизъявление» документа ҫырса тултарать. Вӑл ӑна ялан пӗрле йӑтса ҫӳрет.