Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Усӑллӑ канашсем. Пирӗн сайтра шырани

Усӑллӑ канашсем. Пирӗн сайтра шырани

jw.org сайтри тӗп страницӑра тухнӑ статьясене мӗнле тупма пулать?

Нумай тӑван ырӑ хыпар сарнӑ чухне jw.org сайтри тӗп страницӑра тухса тӑракан статьясемпе усӑ курать. Ҫав статьясене ыттисене ярса пама питӗ ҫӑмӑл тата вӗсем ҫакна ӑнланма пулӑшаҫҫӗ: хальхи событисем Библири пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине кӑтартаҫҫӗ. Пӗр арҫын тӑван тӗп страницӑри статьясем пирки: «Уйрӑмах халӗ вӗсем пире ырӑ хыпар сарма питӗ пулӑшаҫҫӗ»,— тенӗ.

Сайтри информаци час-часах ҫӗнелсе тӑрать. Хӑвӑра кирлӗ статья сайтӑн тӗп страницинче урӑх ҫук пулсан, ӑна мӗнле тупмалла-ши?

  • jw.org сайтри тӗп страницӑра (вырӑсла) ҫӳлти статья айӗнче сылтӑм енче «Ещё статьи» ссылка пур. (Электронлӑ хатӗрпе сайта кӗрес пулсан, ҫак ссылка «Избранное» уйрӑмри юлашки статья айӗнче пулать.) Ӑна пуссан «Недавние статьи с главной страницы» уҫӑлать. Унта вара сайтри тӗп страницӑра юлашки вӑхӑтра тухнӑ статьясем пулӗҫ.

  • jw.org сайтра е JW Library® приложенире «Библиотека» вкладкӑна, унтан «Серии статей», кайран вара «Разное» уҫӑр. Унта сайтӑн тӗп страницинче тухнӑ нумай статья пур.