Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?

Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?

jw.org сайтри «Сайтра мӗн ҫӗнни?» страницӑпа тата JW Library® приложенири «Новое» уйрӑмпа ӑнӑҫлӑн усӑ курас тесен мӗн тумалла?

Унта нумай пулмасть тухнӑ материалсене тупма пулать. Юлашки информацие пӗлес тесе эсир ҫак страницӑпа тата уйрӑмпа мӗнле усӑ курма пултаратӑр?

JW LIBRARY

  • Ҫӗнӗ статья тухсан, ҫав статья хӑш ярӑма кӗрет, ҫав ярӑм та ҫӗнелет. Ҫавӑнпа та «Новое» уйрӑмра статьясен ярӑмӗ тухсан, эсир унӑн юлашки версине уҫласа илме пултаратӑр. «Дата» вкладка ҫине пуссан, датӑсем тӑрӑх йӗркеленнӗ статьясен списокӗ тухӗ. Ҫӗнӗ статья списокра чи малта пулӗ.

  • Пысӑкрах публикацисене, сӑмахран, журналсене эсир, тен, пӗрре ларсах вуласа тухаймӑр. Пӗр-пӗр публикацие вуласа тухиччен ҫухатса ярас мар тесе, ӑна «Избранное» уйрӑма хушма пулать. Вуласа тухсан вара ӑна ҫавӑнтан тасатма пулать.

JW.ORG

Хӑш-пӗр информацие, ҫав шутрах хыпарсене тата пӗлтерӳсене, jw.org сайтра ҫеҫ кӑлараҫҫӗ. Ҫав информаци JW Library приложенире тухмасть. Юлашки статьясене вуламасӑр юлас мар тесе «Сайтра мӗн ҫӗнни?» страницӑна тӑтӑшах пӑхма тӑрӑшӑр.