Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Библири пророкла каланисене ӑнланма тӑрӑшӑр

Библири пророкла каланисене ӑнланма тӑрӑшӑр

«Ӑсчахсем... ӑнкарса илӗҫ» (ДАН. 12:10).

98-МӖШ ЮРӐ Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Библири пророкла сӑмахсене хаваспах тӗпчеме пире мӗн пулӑшӗ?

 «МАНА Библири пророкла сӑмахсене тӗпчеме питӗ килӗшет»,— тет Бен ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑван. Сире те килӗшет-и е эсир вӗсене ӑнланма ытла та йывӑр тесе шутлатӑр-и? Е, тен, эсир пророкла сӑмахсене тӗпчеме кичем тетӗр-и? Эсир Иегова Библие пророкла сӑмахсене мӗншӗн кӗртнине пӗлсен, тен, урӑхларах шухӑшлама пуҫлатӑр.

2. Ҫак статьяра мӗн пирки сӑмах пырӗ?

2 Ҫак статьяра эпир Библири пророкла сӑмахсене мӗншӗн тӗпчемеллине тата ҫавна мӗнле тумаллине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Даниил кӗнекинчи икӗ пророкла каланине кӗскен пӑхса тухӑпӑр та вӗсем пире мӗнле усӑ панине курӑпӑр.

БИБЛИРИ ПРОРОКЛА КАЛАНИСЕНЕ МӖНШӖН ТӖПЧЕМЕЛЛЕ?

3. Библири пророкла каланисене ӑнланас тесен пирӗн мӗн тумалла?

3 Библири пророкла каланисене ӑнланмашкӑн пире пулӑшу кирлӗ. Тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир хӑвӑр пӗлмен вырӑна ҫитрӗр. Телее, эсир пӗччен мар, ҫав вырӑна лайӑх пӗлекен туспа ҫула тухнӑ. Вӑл эсир ӑҫта пулнине тата кашни ҫул ӑҫта илсе кайнине тӗп-тӗрӗс калама пултарать. Иеговӑна ҫавӑн пек туспа танлаштарма пулать. Вӑл эпир хӑш вӑхӑтра пурӑннине тата пуласлӑхра пире мӗн кӗтнине пӗлет. Апла пулсан, пророкла сӑмахсене ӑнланас тесен, пирӗн хамӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла (Дан. 2:28; 2 Петр 1:19, 20).

Библири пророкла каланисене тӗпчени пире пулас событисене хатӗрленме пулӑшать (4-мӗш абзаца пӑхӑр)

4. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче пророкла каланисене ҫырса хума хушнӑ? (Иеремия 29:11). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Пур лайӑх ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене телейлӗ пуласлӑх сунать. Иегова шӑп ҫавӑн пек Атте. (Иеремия 29:11 вуласа парӑр.) Анчах та ҫынсемпе танлаштарсан, вӑл пуласлӑх пирки тӗп-тӗрӗс калама пултарать. Малашлӑхра пире мӗнле питӗ пӗлтерӗшлӗ событисем кӗтессине пӗлтерес тесе вӑл хӑш-пӗр арҫынсене пророкла сӑмахсене ҫырса хума хавхалантарнӑ (Ис. 46:10). Апла пулсан, Библири пророкла сӑмахсем — хамӑрӑн ҫӳлти юратакан Атте панӑ парнесем. Ҫав пророкла сӑмахсем пурнӑҫланасси пирки пирӗн мӗншӗн иккӗленмелле мар?

5. Макспа мӗн пулса иртни ҫамрӑк тӑвансене мӗне вӗрентет?

5 Шкулта пирӗн ҫамрӑк тӑвансен Библие хисеплесех кайман ҫынсемпе хутшӑнма тивет. Вӗсен сӑмахӗсене е ӗҫӗсене пула ҫамрӑк Свидетельсем хӑйсем мӗне ӗненни тӗрӗс пулни пирки иккӗленме пуҫлама пултараҫҫӗ. Макспа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Яш ача пулнӑ чухне эпӗ аттепе аннен тӗнӗ чӑн пулни пирки тата Библи Турӑ Сӑмахӗ пулни пирки иккӗленме пуҫларӑм». Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫавна пӗлсен хӑйсене мӗнле тытнӑ? Макс ҫапла калать: «Вӗсем хытӑ пӑшӑрханатчӗҫ пулин те, ман ҫине тарӑхмастчӗҫ». Вӗсем Максӑн пур ыйтӑвӗ ҫине те Библи тӑрӑх хуравланӑ. Вӑл хӑй те ним тумасӑр ларман. «Эпӗ Библири пророкла сӑмахсене хам тӗллӗн тӗпчеттӗм тата хам мӗн пӗлнине пухури туссемпе сӳтсе яваттӑм»,— тет Макс. Ҫакӑ ӑна мӗн панӑ? Макс калать: «Эпӗ Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырни пирки иккӗленме пӑрахрӑм».

6. Иккӗленӳсем ҫуралчӗҫ пулсан мӗн тумалла тата мӗншӗн?

6 Эсир те, Макс пекех, Библире чӑнлӑха ҫырса хуни пирки иккӗленме пуҫларӑр пулсан, хӑвӑра ан айӑплӑр. Ҫапах та ним тумасӑр та ан ларӑр. Иккӗленӳсене тутӑхпа танлаштарма пулать. Ун ҫине ал сулсан, вӑл питӗ хаклӑ япалана пӗтерме пултарать. Сирӗн ӗненӗве «тутӑх» тивнипе тивменнине пӗлес тесе хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Библире пуласлӑх пирки мӗн каланине эпӗ ӗненетӗп-и?» Эсир ӗненетӗп тесе ҫирӗппӗн калаймастӑр пулсан, пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсене тӗпчӗр. Ҫавна мӗнле тума пулать?

БИБЛИРИ ПРОРОКЛА СӐМАХСЕНЕ МӖНЛЕ ТӖПЧЕМЕЛЛЕ?

Библири пророкла сӑмахсене хамӑра кӗҫӗне хурса, тӑрӑшуллӑн тата тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа тӗпчетпӗр пулсан, эпир те, Даниил пекех, Иеговӑна шанса тӑрӑпӑр (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Пророкла сӑмахсене тӗпчес тӗлӗшрен Даниил мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ? (Даниил 12:10). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Пророкла сӑмахсене тӗпчес тӗлӗшрен Даниил лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл ҫавна тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа — чӑнлӑха пӗлес тесе — тунӑ. Унсӑр пуҫне, Даниил хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата Иегова хӑйне пӗлекенсене, хӑйӗн законӗсем тӑрӑх пурӑнакансене ҫеҫ ӑнлану панине пӗлнӗ (Дан. 2:27, 28; Даниил 12:10 вуласа парӑр). Даниил хӑйне кӗҫӗне хуни вӑл яланах Иеговӑран пулӑшу ыйтнинчен курӑннӑ (Дан. 2:18). Ҫавӑн пекех, Даниил тӑрӑшуллӑн тӗпченӗ. Вӑл Библин ҫав вӑхӑтра пулнӑ пайӗсене питӗ тӗплӗн тӗпченӗ (Иер. 25:11, 12; Дан. 9:2). Эсир Даниилран мӗне вӗренме пултаратӑр?

8. Хӑшӗ-пӗрисем Библири пророкла сӑмахсене мӗнле тӗллевпе тӗпчеҫҫӗ? Мӗншӗн пирӗн ҫапла тумалла мар?

8 Хӑвӑр шухӑш-кӑмӑла тӗрӗслесе пӑхӑр. Эсир Библири пророкла сӑмахсене чӑнлӑха пӗлес тесе тӗпчетӗр-и? Ҫапла пулсан, Иегова сире пулӑшатех (Иоанн 4:23, 24; 14:16, 17). Хӑшӗ-пӗрисем вара пророкла сӑмахсене урӑх тӗллевпе тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем унта Библи Турӑ Сӑмахӗ пулманнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем тупасшӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене Библири канашсене сирсе яма тата мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки хӑйсене йышӑну тума ирӗк парӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пирӗн вара тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулмалла. Унсӑр пуҫне, Библири пророкла каланисене ӑнланас тесен пире пӗр лайӑх ен питӗ кирлӗ.

9. Библири пророкла сӑмахсене ӑнланмашкӑн мӗнле лайӑх ен кирлӗ? Ӑнлантарса парӑр.

9 Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракансене пулӑшма сӑмах парать (Иак. 4:6). Ҫавӑнпа та пирӗн унран пулӑшу ыйтмалла. Пулӑшу ыйтмасӑр эпир пророкла сӑмахсене ӑнланма пултараймастпӑр. Унсӑр пуҫне, вӑхӑтра апат парса тӑракан шанчӑклӑ чуран пулӑшӑвӗ питӗ кирлине те пирӗн ӑнланмалла (Лука 12:42). Иегова — йӗрке Турри, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн Сӑмахӗнчи чӑнлӑха ҫав чура урлӑ ҫеҫ ӑнлантарса пани тӗлӗнтермест (1 Кор. 14:33; Эф. 4:4—6).

10. Эстер тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

10 Тӑрӑшуллӑн тӗпчӗр. Хӑвӑра интереслентерекен пророкла каланине суйлӑр та малтан ӑна тӗпчӗр. Э́стер шӑп ҫапла тунӑ та. Унӑн Мессия килесси ҫинчен пророкла каланӑ сӑмахсем пирки ытларах пӗлес килнӗ. Вӑл ҫапла калать: «15-ре пулнӑ чухне эпӗ ҫав пророкла сӑмахсене Иисус ҫураличчен ҫырса хунине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене тупас терӗм». Эстер Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ чӗркемсем пирки мӗн ҫырнине тӗпченӗ. Унта вӑл шӑпах хӑйне мӗн кирлине тупнӑ. Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Ҫав чӗркемсенчен хӑшӗ-пӗрисене Христос киличчен ҫырнӑ пулнӑ. Апла пулсан, унти пророкла сӑмахсем Турӑран пулнӑ». Вӑл ҫапла та калать: «Мӗн вуланине ӑнланса илес тесе манӑн пӗр япалана темиҫе хутчен те вулама тиветчӗ». Апла пулин те, хӑй ҫавӑн чухлӗ вӑй хунишӗн вӑл пӗртте ӳкӗнмест. Библири темиҫе пророкла сӑмаха тарӑннӑн тӗпченӗ хыҫҫӑн вӑл ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Эпӗ Библире мӗн ҫырнине пӗтӗмпех шанма юранине куртӑм».

11. Мӗншӗн пирӗн Библире мӗн ҫырса хуни веҫех тӗрӗс пулни пирки иккӗленмелле мар?

11 Библири хӑш-пӗр пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине курнӑ чухне эпир Иеговӑна хытӑрах шанатпӑр тата вӑл панӑ хушусене хатӗр пулсах итлетпӗр. Унсӑр пуҫне, хамӑр ҫине кирек мӗнле йывӑрлӑх йӑтӑнса ансан та, пророкла сӑмахсем пире малашлӑха хӑрамасӑр пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Айтӑр шӑп хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланакан Даниил кӗнекинчи икӗ пророкла каланине кӗскен пӑхса тухар. Вӗсене ӑнлансан эпир тӗрӗс йышӑнусем тума пултарӑпӑр.

МӖНШӖН ПИРӖН ТИМӖРПЕ ТӐМРАН ТУНӐ УРА ТУПАНӖСЕМ ҪИНЧЕН ПӖЛМЕЛЛЕ?

12. Тимӗрпе тӑмран тунӑ ура тупанӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? (Даниил 2:41—43).

12 Даниил 2:41—43 вуласа парӑр. Навуходоносор тӗлӗкре тем пысӑкӑш кӗлетке курнӑ. Ҫав кӗлеткен ура тупанӗсем тимӗрпе тӑмран пулнӑ. Ҫак пророкла каланине Даниил кӗнекинчи тата Ӳлӗмхи кӗнекери ытти пророкла сӑмахсемпе танлаштарсан, ура тупанӗсем Англипе Америка державине — тӗнчери чи хӑватлӑ державӑна — сӑнласа параҫҫӗ тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать. Ҫав держава пирки Даниил «тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак пулӗ» тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн вӑл тӗллӗн хавшак пулӗ? Мӗншӗн тесен тӑмпа танлаштарнӑ ахаль ҫынсем ҫав державӑна хӑйӗн вӑйне туллин кӑтартма памаҫҫӗ b.

13. Кӗлетке ҫинчен пророкла каланине ӑнлансан эпир мӗнле кирлӗ чӑнлӑхсене пӗлӗпӗр?

13 Даниил кӗлетке ҫинчен, уйрӑмах унӑн ура тупанӗсем ҫинчен, мӗн каланинчен эпир темиҫе питӗ кирлӗ чӑнлӑха пӗлме пултаратпӑр. Пӗрремӗшӗнчен, Англипе Америка держави ҫав тери хӑватлӑ, вӑл хӑйӗн вӑйне пӗрре анчах мар кӑтартнӑ. Сӑмахран, Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Великобритани пӗтӗм тӗнчери икӗ вӑрҫинче те ҫӗнтернӗ патшалӑхсем хушшинче пулнӑ. Анчах та ҫав пӗтӗм тӗнчери державӑна хӑйӗн гражданӗсем хавшатаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне те, патшалӑха та хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Пуласлӑхра та ҫаплах пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинчи пур патшалӑха та пӗтернӗ чухне ҫав пӗтӗм тӗнчери державах ертсе пырӗ. Ытти патшалӑхсем Англипе Америка державине хирӗҫ тӑрсан та, вӗсем ун вырӑнне йышӑнаймӗҫ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Турӑ Патшалӑхне сӑнласа паракан «чул» кӗлеткен ура тупанӗсене — Англипе Америка державине сӑнласа параканскерсене — пырса ҫапӗ (Дан. 2:34, 35, 44, 45).

14. Тимӗрпе тӑмран тунӑ ура тупанӗсем ҫинчен пророкла каланине ӑнланни пире тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшать?

14 Тимӗрпе тӑмран тунӑ ура тупанӗсем ҫинчен пророкла калани хальхи вӑхӑтра пурнӑҫланнине эсир ӗненетӗр-и? Ӗненетӗр пулсан, ҫакӑ хӑвӑр мӗнле пурӑннинчен курӑнӗ. Эсир укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илессишӗн, пурлӑх пухассишӗн ҫунмӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче кӗҫех пӗтессине пӗлетӗр (Лука 12:16—21; 1 Иоанн 2:15—17). Тата ҫак пророкла каланине ӑнланни сире чи кирлине тума — ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама тата вӗсене Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшма — хавхалантарӗ (Матф. 6:33; 23:18—20). Ҫак пророкла сӑмахсене тӗпченӗ хыҫҫӑн хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех ҫӗр ҫинчи пур патшалӑха та пӗтерессе эпӗ ӗненетӗп-и? Ҫакӑ хам тӑвакан йышӑнусенчен курӑнать-и?»

МӖНШӖН ПИРӖН «ҪУРҪӖР ПАТШИПЕ» «КӐНТӐР ПАТШИ» ҪИНЧЕН ПӖЛМЕЛЛЕ?

15. Кам хальхи вӑхӑтра «ҫурҫӗр патши», кам вара «кӑнтӑр патши»? (Даниил 11:40).

15 Даниил 11:40 вуласа парӑр. Даниил кӗнекинчи 11-мӗш сыпӑкра икӗ «патша» пирки, пӗтӗм тӗнчери держава пулассишӗн кӗрешекен патшалӑхсем пирки, каланӑ. Библири ҫак пророкла каланине ыттисемпе танлаштарсан, ҫакӑ курӑнать: «ҫурҫӗр патши» вӑл — Раҫҫейпе ун майлӑ тӑракан патшалӑхсем, «кӑнтӑр патши» вара — Англипе Америка держави c.

«Ҫурҫӗр патшипе» «кӑнтӑр патши» Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнни Библири пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине кӑтартать. Ҫакна ӑнланни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет тата кирлӗ мар пӑшӑрханусенчен сыхлать (16—18 абзацсене пӑхӑр)

16. «Ҫурҫӗр патши» Туррӑн халӑхӗпе хӑйне мӗнле тытать?

16 «Ҫурҫӗр патши» хӑйӗн территорийӗнче пурӑнакан Свидетельсене хӗсӗрлет. Хӑш-пӗр Свидетельсене Турра ӗненнӗшӗн хӗнеҫҫӗ тата тӗрмене хупаҫҫӗ. Апла пулин те, «ҫурҫӗр патши» пирӗн тӑвансене хӑратса ӳкереймест. Пачах урӑхла, вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсе пырать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем Даниил пророкла каланӑ сӑмахсем тӗп-тӗрӗс пурнӑҫланса пынине кураҫҫӗ (Дан. 11:41) d. Пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине асра тытсан эпир шанчӑка куҫран вӗҫертмӗпӗр тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑпӑр.

17. «Кӑнтӑр патшин» территорийӗнче пурӑнакан Свидетельсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

17 «Кӑнтӑр патши» те хӑйӗн территорийӗнче пурӑнакан Свидетельсене хӗсӗрленӗ пулнӑ. Сӑмахран, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тӑвансене нумайӑшне нейтралитет тытса тӑнӑшӑн тӗрмене хупнӑ. Свидетельсен хӑш-пӗр ачисене вара шкултан кӑларса янӑ. Анчах та юлашки вун-вун ҫул хушшинче ҫав патшан территорийӗнче пурӑнакан Свидетельсем Иеговӑна шанчӑклӑ пулнипе пулманни урӑх майсемпе тӗрӗсленет. Тӗслӗхрен, суйлав вӑхӑтӗнче христианинӑн пӗр-пӗр политика партийӗ е кандидат майлӑ тӑма кӑмӑл ҫуралма пултарать. Суйлава каймасан та вӑл пӗр-пӗр партие суйласа илессе шанма пултарать. Ҫавӑнпа та пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла — политика тӗлӗшӗнчен нейтралитет тытса тӑрас тесен пирӗн хамӑр ӗҫсене кӑна мар, шухӑшсене те, туйӑмсене те сӑнасах тӑмалла (Иоанн 15:18, 19; 18:36).

18. «Ҫурҫӗр патшипе» «кӑнтӑр патши» пӗр-пӗринпе хирӗҫни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

18 Библири пророкла каланисене ӗненменнисем «ҫурҫӗр патшипе» «кӑнтӑр патши» кӗрешнине кура хытӑ пӑшӑрханма пултараҫҫӗ (Дан. 11:40). Икӗ патшан та пӗтӗм ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа пӗтермелӗх ядерлӑ хӗҫ-пӑшал пур. Анчах та эпир Иегова ҫӗре пӗтерме парас ҫуккине пӗлетпӗр (Ис. 45:18). Ҫавӑнпа та «ҫурҫӗр патшипе» «кӑнтӑр патши» пӗр-пӗринпе хирӗҫни пире хӑратмасть, пачах урӑхла — пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Ҫав хирӗҫӳ ҫак тӗнче кӗҫ-вӗҫ пӗтессине кӑтартса парать.

ПРОРОКЛА КАЛАНИСЕНЕ ӐНЛАНМАШКӐН МАЛАЛЛА ТА ВӐЙ ХУРӐР

19. Библири пророкла сӑмахсем пирки пирӗн мӗн ӑнланмалла?

19 Библири хӑш-пӗр пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине эпир пӗлместпӗр. Даниил пророк та хӑй мӗн ҫырнине веҫех ӑнланман (Дан. 12:8, 9). Эпир пӗр-пӗр пророкла каланине ӑнлансах каймастпӑр пулсан, ҫакӑ вӑл пурнӑҫланас ҫуккине пӗлтермест. Эпир пӗртте иккӗленместпӗр: вӑхӑт ҫитсен Иегова пирӗн мӗн пӗлмеллине веҫех уҫса парӗ. Вӑл ялан ҫапла тунӑ вӗт (Ам. 3:7).

20. Библири мӗнле тӗлӗнмелле пророкла каланисем кӗҫех пурнӑҫланӗҫ тата пирӗн малалла та мӗн туса тӑмалла?

20 Вӑхӑт ҫитсен: «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук»,— тесе пӗлтерӗҫ (1 Фес. 5:3). Кайран пӗтӗм тӗнчери политика ертӳҫисем суя тӗн ҫине тапӑнса ӑна пӗтерӗҫ (Ӳлӗм. 17:16, 17). Ун хыҫҫӑн вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тапӑнӗҫ (Иез. 38:18, 19). Кайран вара Армагеддон вӑрҫи пуҫланӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16). Ҫак событисем кӗҫ-вӗҫ пулса иртесси пирки пирӗн иккӗленмелле мар. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен вара айтӑр Библири пророкла каланисене малалла та тӗпчер тата ыттисене те вӗсене ӑнланма пулӑшар. Ҫапла тусан эпир хамӑрӑн юратакан ҫӳлти Аттене пархатарлӑ пулнине кӑтартӑпӑр.

95-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать

a Тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах пырать пулин те, эпир хамӑра телейлӗ пуласлӑх кӗтессине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен эпир Библири пророкла каланисене тӗпчетпӗр. Ҫак статьяра эпир Библире маларах мӗн каласа хунине мӗншӗн тӗпчемеллине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Даниил ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсенчен иккӗшне кӗскен сӳтсе явӑпӑр тата вӗсене ӑнланни пире мӗнле усӑ панине курӑпӑр.

b 2012 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иегова „кӗҫех пулассине уҫса парать“» статьяна пӑхӑр, 12—13 страницӑсем, 7—9 абзацсем.

c 2020 ҫулхи май уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «„Ҫурҫӗр патши“. Хальхи вӑхӑтра кам вӑл?» статьяна пӑхӑр, 12—13 страницӑсем, 3, 4 абзацсем.

d 2020 ҫулхи май уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «„Ҫурҫӗр патши“. Хальхи вӑхӑтра кам вӑл?» статьяна пӑхӑр, 13—14 страницӑсем, 7—9 абзацсем.