Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова хӑйӗн ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр тесе тӑрӑшӗ

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

2020 ҫулхи июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Санӑн яту сӑваплӑ пултӑр» текен статьяра Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси тата унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси пирки каланӑ. Унта мӗне ҫӗнӗлле ӑнлантарса панӑ пулнӑ?

▪ Ҫав статьяран эпир ангелсене те, ҫынсене те пырса тивекен пӗртен-пӗр тавлашуллӑ ыйту пуррине пӗлтӗмӗр: Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси. Ҫак тӗп ыйту шутне тепӗр икӗ ыйту та кӗрет: Иегова чӑнах та чи лайӑх майпа ертсе пырать-и тата ҫынсем ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӗҫ-и?

Мӗншӗн эпир Иеговӑн ячӗ тата унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси чи пӗлтерӗшли тесе палӑртатпӑр? Айтӑр виҫӗ сӑлтава пӑхса тухар.

Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗкленӗренпе Шуйттан Иеговӑн ятне хурласах тӑрать

Пӗрремӗшӗнчен, Эдем пахчинче Шуйттан Иеговӑн ятне хурланӑ е, урӑхла каласан, унӑн ырӑ ятне янӑ. Чеен ыйту парса вӑл Иегова хыт кукар тесе тата унӑн ӑссӑрла правилисем Адампа Евӑн ирӗклӗхне пӑсаҫҫӗ тесе шутлаттарасшӑн пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Шуйттан Иеговӑн сӑмахӗсене кутӑн ҫавӑрса ӑна суеҫӗ пек кӑтартнӑ. Ҫапла майпа Иегова ҫинчен элеклесе вӑл «Шуйттан» пулса тӑнӑ, ҫакӑ «элекҫӗ» тенине пӗлтерет (Иоанн 8:44). Шуйттан суйине ӗненнӗрен Ева Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ, ҫапла вара ӑна пӑхӑнасшӑн пулманнине кӑтартнӑ (Пулт. 3:1—6). Паян кун та Шуйттан Иегова ҫинчен суя сарса унӑн ятне хурлать. Ҫын ҫав суяна ӗненсе лартсан Иеговӑна итлесе пурӑнмӗ пулӗ. Акӑ мӗншӗн Иеговӑн сӑваплӑ ячӗ ҫинчен элеклени пирки Туррӑн ӗҫлекенӗсем шутсӑр тӗрӗс мар ӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинчи пур хӗн-хур та, пур инкек те Туррӑн ятне хурланӑран пулса иртет.

Иккӗмӗшӗнчен, хӑйӗн пултарнийӗсене усӑ кӳрес тесе Иегова хӑйӗн ырӑ ятне элекрен тасатса тӳрре кӑларӗ. Ҫакӑ Иеговӑшӑн чи пӗлтерӗшли. Акӑ мӗншӗн вӑл: «Хамӑн аслӑ ятӑма... тасатӑп»,— тенӗ (Иез. 36:23). Иисус та «санӑн яту сӑваплӑ пултӑр» тесе Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен чи малтан мӗн ҫинчен кӗлтумаллине уҫҫӑн кӑтартнӑ (Матф. 6:9). Иеговӑн ятне мухтава кӑлармаллине Библире пӗрре анчах мар палӑртнӑ. Акӑ темиҫе тӗслӗх: «Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр» (1 Ҫулс. 16:29; Пс. 95:8), «Унӑн ятне аслӑласа юрлӑр» (Пс. 65:2), «Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам» (Пс. 85:12). Иегова хӑй пӗлӗтрен темиҫе хут та калаҫнӑ. Сӑмахран, Иерусалимри храмра Иисус: «Атте, хӑвӑн ятна мухтава кӑлар»,— тесен, Иегова ӑна: «Мухтава кӑлартӑм, татах та мухтава кӑларӑп»,— тесе хуравланӑ (Иоанн 12:28) a.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иеговӑн тӗллевӗ унӑн ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Айтӑр ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар: Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ хыҫҫӑн ҫынсем юлашки тӗрӗслев витӗр тухсан мӗн пулӗ? Ун чухне пур ангел тата пур ҫын та Иеговӑн ячӗ ҫине мӗнле пӑхӗ? Ҫакна пӗлес тесе айтӑр Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ икӗ ыйтӑва аса илер: ҫынсем Иеговӑна шанчӑклӑ пулӗҫ-и, тата вӑл чӑнах та чи лайӑх майпа ертсе пырать-и? Ҫынсен Иеговӑна шанчӑклӑ пулнине малалла та ҫирӗплетсе тӑмалла пулӗ-и? Ҫук. Вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулӗҫ тата вӗсен урӑх нимӗнле тӗрӗслев витӗр те тухмалла пулмӗ. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Иегова чи лайӑх майпа ертсе пынине ҫирӗплетсе памалла пулӗ-и? Каллех ҫук. Ун чухне пӗлӗтрисем те, ҫӗр ҫинчисем те пӗрлӗхре пулса хаваспах Турра пӑхӑнса пурӑнӗҫ. Иеговӑн ячӗ пирки вара мӗн калама пулать?

Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Иеговӑн ячӗ элекрен тасалӗ тата сӑваплӑ пулӗ. Ҫапах та Иеговӑн ячӗ унӑн пур ӗҫлекенӗшӗн те — пӗлӗтрисемшӗн те, ҫӗр ҫинчисемшӗн те — чи пӗлтерӗшли пулӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем Иегова малалла та тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине курса тӑрӗҫ. Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса пур влаҫа та Иеговӑна парсан, «Турӑ пурин пуҫӗ пулса тӑрӗ» (1 Кор. 15:28). Ун хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче ҫынсем «Турӑ ачисен чаплӑ ирӗклӗхне илӗҫ» (Рим 8:21). Иегова тинех хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлӗ — ангелсемпе ҫынсене пӗрлештерӗ те пӗр пысӑк туслӑ ҫемье пулӗ (Эф. 1:10).

Ҫавӑн хыҫҫӑн Иеговӑн ҫемйи мӗн туйӗ? Паллах, пирӗн пурин те Иеговӑн чаплӑ ятне малалла та мухтав кӳме питӗ вӑйлӑ кӑмӑл пулӗ. Ҫакӑн пирки псалом юрлакан Давид Иегова хавхалантарнипе акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ... мухтавлӑ... Унӑн чаплӑ ячӗ те ӗмӗрех мухтавлӑ» (Пс. 71:18, 19). Иеговӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курса эпир ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса тӑрӑпӑр.

Иеговӑн ячӗ вӑл мӗнлерех Турӑ пулнине кӑтартса парать. Туррӑн ячӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне унӑн юратӑвӗ аса килет пулӗ (1 Иоанн 4:8). Иегова пире питӗ хытӑ юратнӑран мӗн-мӗн тунине эпир яланах асра тытӑпӑр: вӑл пире тунӑ, пире тӳлесе илмешкӗн парне панӑ тата хӑй чи лайӑх майпа ертсе пынине ҫирӗплетсе панӑ. Эпир малалла та Иегова хамӑра чун-чӗререн юратнине туйса тӑрӑпӑр. Унсӑр пуҫне, хаваспах ӗмӗр-ӗмӗрех хамӑр ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланса пырӑпӑр тата унӑн чаплӑ ятне мухтаса тӑрӑпӑр (Пс. 72:28).

a Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова ӗҫсене «Хӑй ячӗшӗн» тӑвать. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ертсе пырать, пулӑшать, ҫӑлать, каҫарать тата пурнӑҫӗсене упраса хӑварать. Ҫакна веҫех вӑл хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн — Иегова ятшӑн — тӑвать (Пс. 22:3; 30:4; 78:9; 105:8; 142:11).