Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӗр ҫул каялла. 1923 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла. 1923 ҫул

«ЭПИР 1923 ҫул питӗ чаплӑ пуласса кӗтетпӗр. Пире питӗ пысӑк чыс тунӑ: эпир хуйха ӳкнисене кӗҫех лайӑх вӑхӑтсем ҫитӗҫ тесе пӗлтерме пултаратпӑр». Ҫак сӑмахсене 1923 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫырнӑ пулнӑ. Веҫех Библи Тӗпчекенсем кӗтнӗ пек пулса тухнӑ. Ҫав ҫулта тӗлпулусене, конгрессене ирттерес тата ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен пысӑк улшӑнусем тунӑ пулнӑ. Ҫакӑ Турӑ халӑхне тата ытларах пӗрлештернӗ.

ТӖЛПУЛУСЕМ ПӖРЛӖХЕ ҪИРӖПЛЕТНӖ

Библири сӑвӑ йӗркисене тата Турра мухтамалли юрӑсен номерӗсене ҫырнӑ календарь

Ҫав ҫул организаци темиҫе улшӑну тунине пула Библи Тӗпчекенсем хушшинчи пӗрлӗх татах та ҫирӗпленнӗ. «Хурал башнинче» кашни эрнере иртекен тӗлпулусенче сӳтсе явакан сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса панине пичетлеме пуҫланӑ (ҫав тӗлпулӑва кӗлтумалли тата Иеговӑна мухтамалли тӗлпулу тенӗ). Унсӑр пуҫне, Библи Тӗпчекенсем кӑларакан календарьте кашни эрне валли Библири сӑвӑ йӗркине тата кашни кун Иеговӑна мухтаса юрламалли юрӑсен номерӗсене пичетленӗ пулнӑ. Тӑвансем ҫав юрӑсене харпӑр хӑй тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне юрлама пултарнӑ.

Тӗлпулусенче Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ хавхалантаракан тӗслӗхсем каласа панӑ. Вӗсем хӑйсем Иеговӑна мӗншӗн пархатарлӑ пулни ҫинчен каланӑ, кам та пулин юрӑ юрласа пама е кӗлтума та пултарнӑ. 1923 ҫулта шыва кӗнӗ Э́ва Ба́рни (ун чухне вӑл 15-ре пулнӑ) ҫапла аса илнӗ: «Камӑн та пулин каласа памалли пулнӑ пулсан вӑл тӑратчӗ те ҫапларах калама пуҫлатчӗ: „Хама панӑ пур ырӑ япалашӑн та Ҫӳлхуҫана тав тӑвас килет“». Хӑш-пӗр арҫын тӑвансене сӑмах калама питӗ килӗшетчӗ. Барни тӑван малалла ҫапла каланӑ: «Пирӗн хаклӑ тӑван Го́дуин пӗр чарӑнмасӑр Ҫӳлхуҫана тав тума хатӗрччӗ. Анчах та унӑн арӑмӗ тӗлпулӑва ирттерекен арҫын тӑван пӑшӑрханма пуҫланине асӑрхасан Годуина пиншакран хуллен туртатчӗ те лешӗ ларатчӗ».

Уйӑхра пӗрре кашни кружок (пуху) ятарлӑ тӗлпулу ирттернӗ. 1923 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» акӑ мӗн ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫур тӗлпулу ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулса иртнӗ тӗслӗхсене каласа парса ӗҫлекенсене хавхалантармалла. [...] Эпир ҫак тӗлпулусем тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе тата хытӑрах ҫирӗплетесси пирки пӗртте иккӗленместпӗр».

Ванкуверти (Канада) кружокра ӗҫлекен (пухури хыпарҫӑ) 19 ҫулхи Чарлз Ма́ртин ҫав тӗлпулусенче нумай япалана вӗреннӗ. Каярахпа вӑл ҫапла аса илнӗ: «Шӑп ҫав тӗлпулусенче эпӗ килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсемпе мӗн ҫинчен тата мӗнле калаҫмаллине пӗлтӗм. Час-часах кам та пулин ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗн пулса иртни пирки каласа паратчӗ. Ҫапла майпа эпӗ ырӑ хыпар сарма тата хирӗҫлесе калани ҫине мӗнле хуравламаллине вӗренеттӗм».

ЫРӐ ХЫПАР САРНИ ПӖРЛӖХЕ ҪИРӖПЛЕТНӖ

1923 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Бюллетень»

«Ырӑ хыпар сармалли кунсем» те организацири пӗрлӗхе ҫирӗплетме пулӑшнӑ. 1923 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫакӑн пек пӗлтерӳ тунӑ пулнӑ: «1923 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ, ытларикун, пуриншӗн те ырӑ хыпар сармалли кун пулӗ. Ҫакӑ пирӗн хушӑри пӗрлӗхе тата ытларах ҫирӗплетӗ. Малашне кашни уйӑхри пӗрремӗш ытларикун ҫакӑн пек кун пулӗ... Ҫав кун кружокри кашни ӗҫлекенӗн кӑшт та пулин ырӑ хыпар сармалла».

Ҫамрӑк Библи тӗпчекенсем те ырӑ хыпар сарнӑ. Хе́йзел Бе́рфорд ун чухне 16-ри хӗр кӑна пулнӑ. Вӑл ҫапла аса илнӗ: «Эпир „Бюллетеньре“ a пичетленӗ калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене пӑхмасӑр калама вӗренеттӗмӗр. Кукаҫипе иксӗмӗр ырӑ хыпара хастаррӑн сараттӑмӑр». Кайран Берфорд тӑван пач кӗтмен япала пулса иртнӗ. Вӑл малалла ҫапла каланӑ: «Пӗр ватӑ арҫын тӑван мана ҫынсемпе пӗртте калаҫтарасшӑн пулман». Ун чухне хӑш-пӗрисем пирӗн Аслӑ Пултаракана пур Библи Тӗпчекенӗн те, ҫав шутрах «каччӑсемпе хӗрсен» те, мухтаса тӑмаллине ӑнланман (Пс. 148:12, 13). Анчах та ниме пӑхмасӑрах Берфорд тӑванӑн хастарлӑхӗ сӳнмен. Каярахпа вӑл Галаад шкулӗн иккӗмӗш класӗнчен вӗренсе тухса Панамӑра миссионер пулса ӗҫленӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӑвансем ҫамрӑксем ырӑ хыпар сарни ҫине тӗрӗс пӑхма пуҫланӑ.

КОНГРЕССЕМ ПӖРЛӖХЕ ҪИРӖПЛЕТНӖ

Вырӑнти тата регион конгресӗсем те тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетнӗ. Нумай конгресӑн программине ырӑ хыпар сармалли кунсем кӗнӗ. Ҫавӑн пек конгрессенчен пӗри Виннипегра (Канада) иртнӗ. Унта пынисене пурне те мартӑн 31-мӗшӗнче ырӑ хыпар сарма чӗннӗ. Ырӑ хыпар сармалли кунсене пула Библири чӑнлӑха ытларах та ытларах ҫын пӗлнӗ. Августӑн 5-мӗшӗнче Виннипегра иртнӗ конгреса 7 000-е яхӑн ҫын пынӑ. Унччен нихӑҫан та Канадӑри конгрессенче ҫавӑн пек нумай ҫын пухӑнман.

Иегова халӑхӗшӗн чи пӗлтерӗшлӗ конгресс 1923 ҫулхи августӑн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗ таран Лос-Анджелесра (АПШ, Калифорни штачӗ) иртнӗ. Конгресс пуласси пирки темиҫе эрне хушши хаҫатсенче пӗлтернӗ пулнӑ. Библи Тӗпчекенсем 500 000 ытла чӗнӳ хучӗ салатнӑ. Конгресс ҫинчен пӗлтерекен плакатсене трамвайсемпе машинӑсем ҫине вырнаҫтарнӑ пулнӑ.

Лос-Анджелесра иртнӗ Библи Тӗпчекенсен конгресӗ. 1923 ҫул

Августӑн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, Рутерфорд тӑван «Сурӑхсемпе качакасем» текен доклада тухса каланӑ. Унта вӑл «сурӑхсем» чӑнлӑха йышӑнма хатӗр тӳрӗ ҫынсем пулнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ. Кайран вӑл «Асӑрхаттару» текен резолюци вуласа панӑ. Ҫав резолюци христиансен чиркӗвӗсене питленӗ тата Турра чун-чӗререн юратакан ҫынсене «аслӑ Вавилонран» тухма хавхалантарнӑ (Ӳлӗм. 18:2, 4). Каярахпа Библи Тӗпчекенсем ҫав резолюцин миллион-миллион экземплярне пӗтӗм тӗнчипех салатнӑ.

«Эпир ҫак тӗлпулусем тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе тата хытӑрах ҫирӗплетесси пирки пӗртте иккӗленместпӗр»

Конгресӑн юлашки кунӗнче Рутерфорд тӑван 30 000 ытла ҫын умӗнче доклад тухса каланӑ. Доклад ячӗ ҫапла пулнӑ: «Пур халӑх та Армагеддон енне утать, анчах та халӗ пурӑнакан миллион-миллион ҫын нихӑҫан та вилмӗ». Питӗ нумай ҫын пырасса кӗтнӗрен Библи Тӗпчекенсем нумай пулмасть туса лартнӑ «Лос-Анджелесӑн колизейӗ» стадиона арендӑна илнӗ. Пурне те лайӑх илтӗнмелле пултӑр тесе тӑвансем юлашки ҫӗнӗлӗхпе — стадионри сасӑ вӑйлатмалли оборудованипе — усӑ курнӑ. Конгресс программине радиопа та питӗ нумай ҫын итленӗ.

ЫРӐ ХЫПАР УРӐХ ҪӖРШЫВСЕНЕ ТЕ ҪИТЕТ

1923 ҫулта ырӑ хыпар Африкӑра, Европӑра, Индире тата Кӑнтӑр Америкӑра сарӑлма пуҫланӑ. Сӑмахран, Индире Адавиманна́тху Джо́зеф пирӗн публикацисене малая́лам, тами́ль, те́лугу, урду́ тата хи́нди чӗлхисемпе кӑларма пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем арӑмӗпе пӗрле ултӑ ача пӑхса ӳстернӗ.

Уильям Браун ҫемйипе

Сье́рра-Леонера А́льфред Джо́зеф тата Ле́нард Бла́кман Библи Тӗпчекенсем Бруклинри тӗп управленине ҫыру ҫырса хӑйсем патне пулӑшакана яма ыйтнӑ. 1923 ҫулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче вӗсем хурав илнӗ. Альфред ҫапла каласа панӑ: «Пӗррехинче шӑматкун каҫпа телефон шӑнкӑравларӗ». Вӑл такам хытӑ саспа ҫапла каланине илтнӗ: «Хурал башни обществине ҫырса хыпарҫӑсене яма эсир ыйтнӑ-и?» — «Эпир»,— тенӗ Альфред. Трубкӑран: «Вӗсем мана ячӗҫ»,— тени илтӗннӗ. Шӑнкӑравлаканӗ Уи́льям Бра́ун пулнӑ. Вӑл Анто́ния арӑмӗпе тата Луизпа Лу́си хӗрӗсемпе тин кӑна Кариб утравӗсенчен килнӗ пулнӑ. Нумаях та вӑхӑт иртмен арҫын тӑвансем Браун ҫемйипе тӗл пулнӑ.

Альфред малалла ҫапла каласа панӑ: «Тепӗр кун ирхине эпир, кашни эрнере тунӑ пекех, Ленардпа пӗрле Библи вӗренсе лараттӑмӑр. Кӗтмен ҫӗртен алӑк умне патвар арҫын пырса тӑчӗ. Вӑл Уильям Браун пулнӑ. Ҫав арҫын тӑван питӗ хастарччӗ, ыранах доклад тухса калама хатӗрччӗ». Уйӑх та иртмен, Браун тӑван хӑйӗнпе пӗрле илсе килнӗ пур публикацине те салатса пӗтернӗ. Кӗҫех вӑл тата 5 000 кӗнеке илнӗ. Анчах та вӗсем те хӑвӑртах пӗтнӗ. Апла пулин те ун пирки кӗнеке сутакан тесе каламан. Вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ тата докладсем тухса каланӑ чухне яланах Сӑваплӑ Ҫыру ҫине тимлеттернӗ, ҫавӑнпа та ӑна Библи Браунӗ теме пуҫланӑ.

Магдебургри Вефиль 1920⁠-мӗш ҫулсенче

Германири тӑвансем филиала Барменран урӑх вырӑна куҫарасшӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен унта вырӑн сахал пулнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫав хулана Франци ҫарӗ пырса кӗресшӗн пулни ҫинчен илтнӗ. Магдебургра пичетлемелли цех валли лайӑх ҫурт-йӗр тупӑннӑ. Июнӗн 19-мӗшӗнче юлашки оборудование ҫӗнӗ Вефиле куҫарса килнӗ. Тӑвансем ҫакӑн пирки тӗп управление пӗлтернӗ кун хаҫатсенче Франци Ба́рмен хулине ярса илнӗ тесе пӗлтернӗ пулнӑ. Тӑвансем хӑйсем шӑп кирлӗ вӑхӑтра хӑрушсӑр вырӑна куҫса кайнӑшӑн Иеговӑна питӗ пархатарлӑ пулнӑ.

Джордж Янг Сара Фергусонпа (сылтӑм енче) тата унӑн пӗртӑванӗпе

Бразилире вара ӗҫсем акӑ мӗнле пынӑ. Унта нумай ҫӗршывра ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ хастар хыпарҫӑ Джордж Янг куҫса килнӗ. Вӑл Бразилире ҫӗнӗ филиал уҫма пулӑшнӑ тата португал чӗлхипе «Хурал башнине» кӑларма пуҫланӑ. Бразилие килсенех темиҫе уйӑх хушшинче Янг тӑван 7 000 ытла журналпа буклет салатнӑ. Вӑл килнишӗн уйрӑмах Са́ра Фе́ргусон савӑннӑ. Ҫав хӗрарӑм 1899 ҫултанпах «Хурал башнине» вуланӑ, анчах та шыва кӗме унӑн май пулман. Янг тӑван килнӗ хыҫҫӑн темиҫе уйӑх иртсен вара Сарӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ: вӑл тата унӑн тӑватӑ ачи тинех шыва кӗнӗ.

«ИЕГОВӐШӐН... САВӐНСА ӖҪЛЕСЕ ТӐРАР»

Тӗлпулусемпе конгрессене ирттерес тата ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен тунӑ улшӑнусем Библи Тӗпчекенсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? 1923 ҫул вӗҫӗнче декабрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ пулнӑ: «Тӑвансем Турра хытӑ ӗненни тӳрех курӑнать. Ҫитес ҫулта та пире нумай ӗҫ кӗтет. Айтӑр малалла та Иеговӑшӑн хастаррӑн тата савӑнса ӗҫлесе тӑрар».

1924 ҫул та Библи Тӗпчекенсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Бруклинри Вефильпе юнашар вырнаҫнӑ Ста́тен утравӗнче темиҫе уйӑх хушши пынӑ ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ вӗҫленнӗ. Унта мӗн туса лартни тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе хытӑрах ҫирӗплетнӗ тата ырӑ хыпара унчченхинчен те анлӑрах сарма пулӑшнӑ.

Статен утравӗнче ҫурт-йӗр тӑвакансем

a Халӗ «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ.