Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Иегова сире вӑйлӑ тӑвӗ

Иегова сире вӑйлӑ тӑвӗ

«[Иегова] сире ҫирӗплетӗ, вӑйлӑ тӑвӗ, тӗреклентерӗ» (1 ПЁТР 5:10).

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем мӗне пула тӗреклӗ пулнӑ?

 БИБЛИРЕ Туррӑн нумай шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсем мӗн туни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Анчах та чи ҫирӗпписем те хушӑран хӑйсене хавшак туйнӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗр чухне Давид хӑйне хӑюллӑ та Иегова «тӗреклӗ ту» ҫине тӑратнӑ пек туйнӑ (Пс. 29:8). Хӑш чухне вара вӑл аптрасах ӳкнӗ. Самсон Туррӑн сывлӑшне пула калама ҫук хӑватлӑ пулнӑ пулин те, Иегова пулӑшмасан хӑйӗн вӑйне ҫухатса ахаль ҫын пек пулса тӑрасса пӗлнӗ (Тӳр. 14:5, 6; 16:17). Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑйсене Иегова вӑй панине пула ҫеҫ тӗреклӗ пулнӑ.

2. Мӗншӗн Павел апостол хӑй пирки «халсӑр чухне эпӗ вӑйлӑ» тесе каланӑ? (2 Коринф 12:9, 10).

2 Павел апостол та хӑйне Иеговӑн вӑйӗ кирлӗ пулнине ӑнланнӑ. (2 Коринф 12:9, 10 вуласа парӑр.) Пирӗнтен нумайӑшӗн пекех, Павелӑн сывлӑхӗ чаплах пулман (Гал. 4:13, 14). Вӑхӑтран вӑхӑта ӑна тӗрӗссине тума ҫӑмӑл мар пулнӑ (Рим. 7:18, 19). Хӑш-пӗр чухне вара вӑл хӑйӗнпе мӗн пулассине пӗлменнипе аптраса ӳкнӗ (2 Кор. 1:8, 9). Ҫапах та Иегова вӑй панине пула Павел пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултарнӑ.

3. Ҫак статьяран эпир мӗнле ыйтусен хуравӗсене пӗлӗпӗр?

3 Иегова пире те вӑйлӑ тума сӑмах парать (1 Пётр 5:10). Ҫапах та пирӗн хамӑрӑн та тӑрӑшмалла. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Машина чуптӑр тесе энерги кирлӗ. Ҫав энергие двигатель парса тӑрать. Анчах та водитель ӑҫта та пулин каяс тет пулсан, унӑн газ педалӗ ҫине пусмалла. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Иегова хӑват парса тӑрать, апла пулин те ӑна илес тесен пирӗн хамӑрӑн та вӑй хумалла. Мӗнле майпа Иегова пире вӑй парса тӑрать? Ӑна илес тесен мӗн тумалла? Хуравӗсене пӗлес тесе айтӑр Иеговӑн виҫӗ ӗҫлекенӗн тӗслӗхне пӑхса тухар. Эпир Иегова Иона пророка, Иисусӑн амӑшне Марийӑна тата Павел апостола мӗнле тӗреклетнине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова хальхи вӑхӑтра пурӑнакан хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле ҫирӗплетсе тӑнине курӑпӑр.

КӖЛТУСА ТАТА БИБЛИ ТӖПЧЕСЕ ВӐЙ ИЛӖР

4. Иеговӑран пулӑшу илес тесен мӗн тумалла?

4 Иеговӑран пулӑшу илмелли пӗр май вӑл — кӗлтуни. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласа «ахаль вӑйран ирттерекен вӑй» пама пултарать (2 Кор. 4:7). Турӑ Сӑмахне вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани те пире тӗреклетет, мӗншӗн тесен Библири хыпар питӗ хӑватлӑ (Пс. 85:11; Евр. 4:12). Шӑп кӗлтуни тата Библи вулани пире йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме, савӑнӑҫлӑ пулма тата хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса ҫитерме пулӑшать. Айтӑр Иегова Иона пророка мӗнле ҫирӗплетнине пӑхар.

5. Мӗншӗн Иона пророка Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ?

5 Иона пророка хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ. Хӑйне Иегова ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса парсан вӑл тарнӑ. Ҫавна пула вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлра чутах вилмен. Унтан та ытларах, ӑна пула карап ҫинчи ытти ҫынсем те хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Ионӑна тинӗсе пӑрахсан ӑна тем пысӑкӑш пулӑ ҫӑтса янӑ та, вӑл хӑй нихӑҫан та шутламан вырӑна — ҫав пулӑн хырӑмне — лекнӗ. Унта тӗттӗм те хӑрушӑ пулнӑ. Иона мӗн туйнӑ-ши? Кӗҫ-вӗҫ вилӗп тесе шутланӑ-и? Тен, хӑйне Иегова хӑварнӑ тесе те шутланӑ? Иона сехӗрленсе ӳкнӗ пулӗ.

Иона пророка йывӑрлӑхне тӳссе ирттерме мӗн пулӑшнӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр? (6—9 абзацсене пӑхӑр)

6. Иона пулӑ хырӑмӗнче пулнӑ чухне ӑна мӗн ҫирӗплетнӗ? (Иона 2:2, 3, 8).

6 Иона пулӑ хырӑмӗнче тӑр пӗччен пулнӑ чухне ӑна мӗн вӑй кӗртнӗ-ши? Кӗлтуни. (Иона 2:2, 3, 8 вуласа парӑр.) Хӑйне Иегова мӗн хушнине туман пулин те Иона ҫакна ҫирӗп шаннӑ: хӑй чун-чӗререн ӳкӗннине Турӑ курать тата йӑлӑнса кӗлтуни ҫине хуравлатех. Унсӑр пуҫне, Иона Турӑ Ҫырӑвӗнче мӗн ҫырни ҫинчен те шухӑшланӑ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иона кӗнекинчи 2-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ кӗлӗре Псаломсенчи сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем нумай тӗл пулаҫҫӗ. (Сӑмахран, Иона 2:3, 6 сӑвӑ йӗркисене Псалом 68:2; 85:7 сӑвӑ йӗркисемпе танлаштарӑр.) Иона Сӑваплӑ Ҫырури ҫав сӑвӑ йӗркисене лайӑх пӗлнӗ курӑнать. Вӗсем ҫинчен шухӑшланине пула Ионӑн хӑйне Турӑ пулӑшасси пирки пӗр иккӗленӳ те пулман. Каярахпа хӑйӗн пурнӑҫне Иегова ҫӑлнӑ хыҫҫӑн Иона Турӑ хӑйне мӗн каланине тума хатӗр пулнӑ (Иона 2:11—3:4).

7, 8. Тайваньри пӗр арҫын тӑвана йывӑрлӑхсене чӑтма мӗн пулӑшать?

7 Иона тӗслӗхӗ пире йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне пулӑшма пултарать. Сӑмахран, Тайваньри Чжими́н b ятлӑ арҫын тӑван йывӑр чирпе чирлет. Унсӑр пуҫне, вӑл Иеговӑна ӗненнӗшӗн хурӑнташӗсем хӑйсене унпа питӗ япӑх тытаҫҫӗ. Чжимина кӗлтуни тата Библи тӗпчени вӑй парса тӑрать. Вӑл ҫапла калать: «Йывӑрлӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса аннӑ чухне пуҫра канӑҫ паман тӗрлӗ япӑх шухӑшсем явӑнма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем мана лӑпкӑн ларса Библи вӗренме чӑрмантараҫҫӗ». Анчах та Чжимин парӑнмасть. Вӑл малалла ҫапла калать: «Малтан эпӗ Иеговӑна кӗлтӑватӑп. Кайран наушник тӑхӑнса Патшалӑх юррисене итлетӗп. Хӑш-пӗр чухне вара лӑпланиччен вӗсене шӑппӑн юрлатӑп та кайран вӗренме пуҫлатӑп».

8 Чжимина хӑй Библи тӗпчесе мӗн пӗлни йывӑр вӑхӑтра вӑй парса тӑрать. Сӑмахран, йывӑр операци хыҫҫӑн медсестра ӑна гемоглобин шайӗ пӗчӗк пулнӑран юн яма тивет тесе каланӑ. Темиҫе кун маларах Чжимин ҫавӑн пекех операци тунӑ пӗр хӗрарӑм тӑван ҫинчен вуланӑ. Унӑн гемоглобин шайӗ пӗчӗкрех пулнӑ пулин те, вӑл юн яма килӗшмен. Ҫав хӗрарӑм тӑван сывалнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ Чжимина Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ.

9. Йывӑрлӑхсене пула халран кайрӑр пулсан, мӗн тума пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Тен, хӑш-пӗр чухне, питӗ хытӑ пӑшӑрханнине пула, сире кӗлтума йывӑр е Библи тӗпчеме пӗр вӑй та ҫук. Ҫавӑн пек чухне Иегова сире никамран та лайӑхрах ӑнланнине асра тытӑр. Ҫавӑнпа питӗ ансат сӑмахсемпе кӗлтусан та Иегова шӑпах хӑвӑра мӗн кирлине парӗ (Эф. 3:20). Чирленине, ывӑннине е хытӑ пӑшӑрханнине пула сире вулама тата тӗпчеме йывӑр пулсан, Библин е пирӗн публикацисен аудиоҫыртарӑвӗсене итлеме пулать. Унсӑр пуҫне, jw.org сайтра пӗр-пӗр юрӑ итлеме е видео пӑхма пулать. Эсир Иеговӑна кӗлтусан, кайран вара унӑн организацийӗ мӗн панипе усӑ курсан, Турра хӑвӑра ҫирӗплетме май паратӑр.

ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ СИРЕ ҪИРӖПЛЕТМЕ ПУЛТАРАҪҪӖ

10. Пухури тӑвансем пире мӗнле тӗреклетме пултараҫҫӗ?

10 Иегова пире пухури тӑвансем урлӑ тӗреклетет. Пирӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухсан е пире йывӑр ӗҫ шанса парсан, туссем питӗ нумай пулӑшма пултараҫҫӗ (Кол. 4:10, 11). Уйрӑмах инкеклӗ вӑхӑтра вӗсен пулӑшӑвӗ питӗ кирлӗ (Ытар. 17:17). Хамӑр хавшаса кайсан тӑвансем пире ӗҫпе пулӑшма, йӑпатма тата Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантарма пултараҫҫӗ. Айтӑр Иисусӑн амӑшне, Марийӑна, ыттисем мӗнле тӗреклетнине пӑхса тухар.

11. Мӗншӗн Марийӑна Туррӑн вӑйӗ кирлӗ пулнӑ?

11 Марийӑна Иеговӑн ирӗкне тумашкӑн вӑй кирлӗ пулнӑ. Вӑл качча кайман хӗрарӑм пулнӑ пулин те, Гавриил ангел ӑна йывӑр ҫын пулса тӑрӑн тесе каланӑ. Хӑйне мӗн тери пысӑк тивӗҫ шанса панине ӑнланса илсен вӑл мӗн туйни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Мария пӗр ача та пӑхса ӳстермен, унӑн вара Мессия пулса тӑрас арҫын ачашӑн тӑрӑшмалла пулнӑ. Унсӑр пуҫне, унӑн хӑйӗн каччипе, Иосифпа калаҫса хӑй арҫынпа ҫывӑрса курман ҫӗртенех мӗнле майпа йывӑр ҫын пулса тӑнине ӑнлантарса памалла пулнӑ (Лука 1:26—33).

12. Мария вӑй илес тесе мӗн тунӑ? (Лука 1:39—45).

12 Ҫак ахаль мар тата яваплӑ ӗҫе тумашкӑн Мария ӑҫтан вӑй илнӗ? Вӑл ыттисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Сӑмахран, Мария хӑйне шанса панӑ ӗҫ ҫинчен Гавриила ытларах каласа пама ыйтнӑ (Лука 1:34). Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл «Иудейӑри сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ хулана» хӑйӗн Елизавета хурӑнташӗ патне кайнӑ. Ҫапла туни питӗ лайӑх пулнӑ. Елизавета Марийӑна мухтанӑ та святой сывлӑш хавхалантарнипе унӑн пулас ывӑлӗ ҫинчен пророкла сӑмахсем каланӑ. (Лука 1:39—45 вуласа парӑр.) Мария Иегова «хӑйӗн аллипе хӑватлӑ ӗҫсем турӗ» тесе каланӑ (Лука 1:46—51). Иегова Марийӑна Гавриил тата Елизавета урлӑ тӗреклетнӗ.

13. Боливире пурӑнакан хӗрарӑм тӑвана пухури тӑвансем мӗнле пулӑшнӑ?

13 Мария пекех эсир те Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсенчен пулӑшу ыйтма пултаратӑр. Боливире пурӑнакан Дасури́ ятлӑ хӗрарӑм тӑвана ҫавӑн пек пулӑшу кирлӗ пулнӑ та. Ашшӗ хытӑ чирленине пула кӗҫ-вӗҫ вилессине пӗлсен, вӑл уншӑн тӑрӑшас тесе пӗрмаях больницӑра пулнӑ (1 Тим. 5:4). Хӑш чухне ӑна чӑтма ҫук йывӑр килнӗ. Дасури ҫапла калать: «Урӑх чӑтаймастӑп пулӗ тесе шутлани тем чухлех пулнӑ». Вӑл ыттисенчен пулӑшу ыйтнӑ-и? Малтанах ыйтман. Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Манӑн тӑвансене кансӗрлес килместчӗ. Эпӗ ҫапла шутлаттӑм: мӗншӗн ман такамран пулӑшу ыйтмалла, манӑн Иегова пур вӗт. Анчах та кайран эпӗ ыттисенчен пулӑшу ыйтманнине пула хамӑн йывӑрлӑхсене пӗчченех татса пама хӑтланнине ӑнланса илтӗм» (Ытар. 18:1). Дасури хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен темиҫе тусне ҫырса ярас тенӗ. «Манӑн хаклӑ тӑвансем хама мӗн тери хавхалантарни пирки сӑмахпа каласа параяс та ҫук,— тет Дасури.— Вӗсем ман пата больницӑна апат илсе килсе паратчӗҫ тата Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа парса лӑплантаратчӗҫ. Хӑв пӗччен пулманнине пӗлни мӗн тери аван! Иеговӑн ҫемйинче пулӑшусӑр юлмӑн. Туссем сирӗнпе макӑрма та, вӗҫне ҫитичченех пӗрле кӗрешме те хатӗр».

14. Мӗншӗн пирӗн старейшинӑсенчен пулӑшу йышӑнмалла?

14 Иегова пире старейшинӑсем урлӑ та ҫирӗплетме пултарать. Вӗсем — вӑл панӑ парне. Иегова старейшинӑсем хӑйӗн халӑхне ҫирӗплетчӗр тет (Ис. 32:1, 2). Ҫавӑнпа та хӑвӑра мӗн те пулин пӑшӑрхантарать пулсан, ҫав арҫын тӑвансемпе калаҫса илӗр. Вӗсем сире пулӑшу сӗнсен вара пархатарлӑ пулса ӑна йышӑнӑр. Ҫапла майпа Иегова сире вӑйлӑ тӑвӗ.

ШАНЧӐК СИРЕ ҪИРӖПЛЕТТӖР

15. Христиансем мӗнле шанчӑка хаклаҫҫӗ?

15 Библи паракан шанчӑк пире вӑй кӗртет. Христиансем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ (Рим 4:3, 18—20). Хӑш-пӗрисем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнӗҫ, теприсем — ҫӳлти Патшалӑхра. Ҫак шанчӑка пула пирӗн йывӑрлӑхсене тӳсме, ырӑ хыпар сарма тата пухури тивӗҫсене туса тӑма вӑй пур (1 Фес. 1:3). Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк Павел апостола та ҫирӗплетнӗ.

16. Мӗншӗн Павела Туррӑн вӑйӗ кирлӗ пулнӑ?

16 Мӗншӗн Павела Туррӑн вӑйӗ кирлӗ пулнӑ? Коринф ҫыннисем патне янӑ ҫырура вӑл хӑйне черчен тӑм савӑтпа танлаштарнӑ. Апостол хӑйне «хӗстереҫҫӗ», «хӗсӗрлеҫҫӗ», «ураран ӳкереҫҫӗ» тата хӑй «ним тума пӗлмесӗр аптраса» тӑрать тесе ҫырнӑ. Вӑл темиҫе хут та чутах вилмен (2 Кор. 4:8—10). Ҫак сӑмахсене Павел хӑйӗн виҫҫӗмӗш ҫулҫӳревӗнче пулнӑ чухне ҫырнӑ. Вӑл хӑйне тата пысӑкрах йывӑрлӑхсем кӗтни ҫинчен шутламан та. Каярахпа ун ҫине халӑх тапӑннӑ, ӑна арестленӗ, вӑл карап путнине тӳссе ирттернӗ тата ӑна тӗрмене лартнӑ.

17. Павела йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ? (2 Коринф 4:16—18).

17 Павел пӗрмаях хӑйӗн шанчӑкӗ ҫинчен шухӑшланине пула унӑн веҫех чӑтса ирттерме вӑй пулнӑ. (2 Коринф 4:16—18 вуласа парӑр.) Вӑл Коринфри христиансем патне кӗлетке «хавшаса пырать пулин те», парӑнмастӑп тесе ҫырнӑ. Павел пуласлӑх ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗр-ӗмӗр пӗлӗтре пурӑнас шанчӑкне хакланӑ. Награда илес тесе пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме хатӗр пулнӑ. Шанчӑка куҫран вӗҫертменнине пула вӑл хӑй «кунран-кун ҫӗнелсе» пынине туйнӑ.

18. Шанчӑк Тихомирпа унӑн ҫемйине вӑй мӗнле парса тӑрать?

18 Болгарири Тихомир ятлӑ тӑвана Библи паракан шанчӑк ҫирӗплетет. Темиҫе ҫул каялла унӑн шӑллӗ Здра́вко аварие лексе вилнӗ. Ҫакӑ Тихомира хуҫсах антарнӑ. Чун ыратӑвне пусарас тесе вӗсем арӑмӗпе тата ывӑлӗпе пӗрле вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен ытларах шухӑшлама пуҫланӑ. Тихомир акӑ мӗн калать: «Сӑмахран, эпир Здравкона мӗнле кӗтсе илесси ҫинчен, мӗнле тутлӑ апат хатӗрлесси ҫинчен, вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ ятпа кама хӑнана чӗнесси ҫинчен тата ӑна юлашки кунсем пирки мӗн каласа парасси ҫинчен калаҫатпӑр». Тихомир каланӑ тӑрӑх, шанчӑка пула вӗсем хуйха ӳкмеҫҫӗ. Тата Иегова Здравкона чӗртсе тӑратас вӑхӑта кӗтсех тӑраҫҫӗ.

Ҫӗнӗ тӗнчере эсир мӗн тума ӗмӗтленетӗр? (19-мӗш абзаца пӑхӑр) c

19. Библире пуласлӑх пирки мӗн каланине хытӑрах ӗненес тесен мӗн тума пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

19 Библире пуласлӑх пирки мӗн каланине хытӑрах ӗненес тесе мӗн тума пулать? Сӑмахран, эсир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанатӑр пулсан, Библире райри пурнӑҫ пирки мӗн каланине вулӑр, хӑвӑр унта пурӑннине куҫ умне кӑларса тӑратӑр (Ис. 25:8; 32:16—18). Эсир мӗн куратӑр? Мӗн илтетӗр? Мӗн туятӑр? Рай ҫинчен шухӑшлама сире пирӗн публикацисенчи ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫа кӑтартакан ӳкерчӗксем пулӑшма пултараҫҫӗ. Юрӑ-кӗвӗллӗ видеосене, сӑмахран, «Мы ждём новый мир», «Этот день очень близко!» тата «Ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат» ятлисене пӑхӑр. Шанчӑка яланах асра тытсан хальхи йывӑрлӑхсем «кӗске вӑхӑтлӑха тата пӗчӗк» пек туйӑнӗҫ (2 Кор. 4:17). Иегова пире ҫирӗплетес тесе ҫак шанчӑка панӑ.

20. Хӑш-пӗр чухне хӑвӑра вӑйсӑр туятӑр пулсан, сире мӗн ҫирӗплетме пултарать?

20 Хӑш-пӗр чухне хӑвӑра вӑйсӑр туятӑр пулсан, ан кулянӑр, Иегова сире вӑй паратех (Пс. 107:14). Вӑл сире хӑйӗнчен вӑй илес тесен мӗн тумаллине кӑтартнӑ ӗнтӗ. Апла хӑвӑра йывӑр ӗҫ шанса парсан, пӗр-пӗр йывӑрлӑх сиксе тухсан е хӑвӑр савӑнма пӑрахсан, мӗн тумалла? Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑвӑр тата унран канаш илес тесе Библи тӗпчӗр. Пухури тӑвансенчен пулӑшу йышӑнӑр тата ҫӗнӗ тӗнчене час-часах куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вара «Турӑ хӑйӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе усӑ курса сире пысӑк вӑй» парӗ те «эсир тӳсӗмлӗ пулса тата савӑнса пӗтӗмпех чӑтса ирттеретӗр» (Кол. 1:11).

33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар

a Ҫак статья пысӑк йывӑрлӑхсене тӳсекенсене тата кама ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса панӑ, ҫавсене пулӑшӗ. Эпир Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗнле тӗреклетнине тата унран пулӑшу илес тесен мӗн тумаллине курӑпӑр.

b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

c ӲКЕРЧӖК. Хӑлхи илтмен хӗрарӑм тӑван Турӑ сӑмах панисем ҫинчен шухӑшлать, юрӑ-кӗвӗллӗ видео пӑхать тата хӑй ҫӗнӗ тӗнчере пурӑннине куҫ умне кӑларса тӑратать.