Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Турӑ Сӑмахӗн «сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне» ӑнланма тӑрӑшӑр

Турӑ Сӑмахӗн «сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне» ӑнланма тӑрӑшӑр

«Чӑнлӑхӑн сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне ӑнланса... [илӗр]» (ЭФ. 3:18).

95-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Библи вуланӑ тата тӗпченӗ чухне мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

 КАЛӐПӐР, эсир ҫурт туянасшӑн. Ӑна иличчен эсир малтан мӗн пӑхас тейӗр? Ҫуртӑн сӑнӳкерчӗкне ҫеҫ-и? Ҫук пуль. Эсир унта кайса ун тавралла ҫаврӑнса пӑхса, пӳрте кӗрсе пӗтӗм пӳлӗме пӑхса тухӑр пулӗ. Тен, ҫурта мӗнле тунине пӗлес тесе чертёжсене те тӗпчес тейӗр. Хӑвӑр илес текен ҫурта вак-тӗвек таранах пӑхса тухӑр пулӗ.

2 Библи вуланӑ тата тӗпченӗ чухне те эпир ҫапларах тума пултаратпӑр. Пӗр Библи тӗпчекен ҫак кӗнекене «тарӑн никӗс ҫине лартнӑ питӗ пысӑк та ҫӳллӗ ҫуртпа» танлаштарнӑ. Апла, Библире мӗн ҫырнине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитме пулать-ши? Ӑна хӑвӑрттӑн вуласа тухсан «Туррӑн сӑваплӑ сӑмахӗнчи тӗп чӑнлӑхсене» кӑна пӗлме пулать (Евр. 5:12). Ҫавӑнпа та, ҫурт илнӗ чухнехи пекех, «шала» кӗрсе вак-тӗвексене тӗпчемелле. Сӑмахран, Библи тӗпчемелли лайӑх майсенчен пӗри — унта мӗн ҫырни пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курма тӑрӑшни. Хӑвӑр мӗне ӗненнине тата мӗншӗн ҫавна ӗненнине ӑнланма тӑрӑшӑр.

3. Павел апостол тӑвансене мӗн тума хавхалантарнӑ тата мӗншӗн? (Эфес 3:14—19).

3 Турӑ Сӑмахне лайӑх ӑнланас тесен ӑна тарӑн тӗпчемелле. Павел апостол тӑвансене «чӑнлӑхӑн сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне» ӑнланса илмешкӗн Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑрӑшса тӗпчеме хавхалантарнӑ. Вара ҫав христиансем ӗненӳре тымар ярса ӗненӗвӗн «ҫирӗп никӗсӗ ҫинче» тӑма пултарнӑ пулӗччӗҫ. (Эфес 3:14—19 вуласа парӑр.) Пирӗн те ҫаплах тумалла. Айтӑр Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине лайӑхрах ӑнланмашкӑн ӑна мӗнле тӗпчемеллине пӑхса тухар.

БИБЛИРИ ТАРӐН ЧӐНЛӐХСЕНЕ ТӖПЧӖР

4. Библи тӗпчени сире Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшӗ? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

4 Эпир, христиансем, Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахмастпӑр. Эпир «Турӑ ӑслӑлӑхӗн тарӑнӑшне те» ӑнланасшӑн. Ӑна ӑнланма вара святой сывлӑш пулӑшать (1 Кор. 2:9, 10). Эсир пӗр-пӗр интереслӗ темӑна суйласа илсе ӑна тӗплӗнрех тӗпчеме пултаратӑр. Ҫапла туни сире Иеговӑпа ҫывӑхлатӗ. Сӑмахран, Иегова ӗлӗк-авал хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратнине мӗнле кӑтартнине тӗпчӗр тата ҫакӑ Иегова хӑвӑра та юратнине мӗнле ҫирӗплетсе панине курма тӑрӑшӑр. Е Иегова израильтянсене хӑйне мӗнле пуҫҫапма хушнине тата халӗ христиансенчен мӗн кӗтнине танлаштарса пӑхӑр. Унсӑр пуҫне, Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ун ҫинче мӗнле пророкла каланисем пурнӑҫланнине тӗпчеме пулать.

5. Хӑвӑр тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне сирӗн мӗн тӗплӗнрех пӑхса тухас килет?

5 Опытлӑ Библи тӗпчекенсенчен вӗсем мӗнле темӑсене лайӑхрах ӑнланасшӑн пулни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Хӑш-пӗр хуравсене « Хамӑр тӗллӗн мӗн тӗпчеме пулать?» рамкӑра ҫырса панӑ. Тарӑнрах тӗпчеме питӗ интереслӗ. Эсир «Индекс публикаций Сторожевой башни» е «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрсемпе усӑ курма пултаратӑр. Библие тарӑн тӗпчени «Турра пӗлме» тата ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать (Ытар. 2:4, 5). Айтӑр Библири хӑш-пӗр тарӑн чӑнлӑхсене аса илер. Вӗсене эсир кайран хӑвӑр тӗллӗн тӗплӗнрех пӑхса тухма пултаратӑр.

ТУРӐ МӖН ШУТЛАСА ХУНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

6. а) Тӗллев планран мӗнпе уйрӑлса тӑрать? ӑ) Мӗншӗн Иегова ҫӗрпе этемлӗх пирки палӑртса хунӑ тӗллеве «ӗмӗрхи» тӗллев теме пулать? (Эфес 3:11).

6 Сӑмахран, Турӑ мӗн шутласа хуни, е унӑн тӗллевӗ, ҫинчен Библире мӗн каланине пӑхса тухар. Планпа тӗллев хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур. Плана кирлӗ ҫӗре мӗнле ҫулпа каймаллине палӑртса хунипе танлаштарма пулать. Анчах та ҫул ҫинче чӑрмав сиксе тухсан, кирлӗ вырӑна ҫитеймесен те пултаратпӑр. Тӗллеве вара ҫитмелли вырӑнпа танлаштарма пулать. Хамӑр ӑҫта ҫитесшӗн пулнине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр, хӑш ҫулпа каймалли вара пӗлтерӗшлех мар. Мӗн те пулин сиксе тухсан эпир урӑх ҫулпа та кайма пултаратпӑр. Иегова пире ҫӗрпе этемлӗх пирки палӑртса хунӑ хӑйӗн «ӗмӗрхи тӗллевне» пӗлме панӑ — ҫакӑншӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ (Эф. 3:11). Вӑл ӑна Библи урлӑ майӗпен-майӗпен уҫса пынӑ. Тӗрлӗ чӑрмавсене пӑхмасӑрах Иегова яланах ӑнӑҫлӑ пулать, мӗншӗн тесен вӑл пӗтӗмпех хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе тӑвать (Ытар. 16:4). Хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлама ӑна никам та нихӑҫан та чӑрмантарма пултараймасть. Иегова мӗнле тӗллев лартнӑ-ха? Тата ӑна пурнӑҫа кӗртме унӑн мӗнле улшӑнусем тума тивнӗ?

7. Пӗрремӗш ҫынсем пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе мӗн тунӑ? (Матфей 25:34).

7 Пӗрремӗш ҫынсене Турӑ хӑй вӗсем пирки мӗн шутласа хунине каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр... мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр» (Пулт. 1:28). Адампа Ева пӑлхав ҫӗкленине пула ҫынсем ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Анчах та ҫакӑ Иеговӑна хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлама чӑрмантарман. Вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе урӑх майпа усӑ курнӑ. Турӑ этемлӗх пирки мӗн шутласа хунине пурнӑҫлас тесе тӳрех тӳпере Патшалӑх йӗркелес тенӗ. (Матфей 25:34 вуласа парӑр.) Кайран, палӑртнӑ вӑхӑтра, Иегова ҫӗр ҫине хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне янӑ. Иисус ҫынсене ҫав Патшалӑх ҫинчен каласа панӑ тата вӗсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. Ҫакӑнтан Иегова ҫынсене хытӑ юратни курӑннӑ. Унтан Иисуса Турӑ пӗлӗтре пурӑнмашкӑн тата Турӑ Патшалӑхӗнче Патша пулмашкӑн чӗртсе тӑратнӑ. Турӑ тата мӗн тӑвӗ?

Иеговӑн пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ӑна пӗрле пуҫҫапас вӑхӑта куҫ умне кӑларса тӑратӑр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

8. а) Библин тӗп теми мӗнле? ӑ) Иегова мӗн шутласа хуни шутне тата мӗн кӗрет? (Эфес 1:8—11). (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

8 Библин тӗп теми — Иегова хӑйӗн ятне тӳрре кӑларасси. Вӑл ҫавна мӗнле тӑвӗ? Турӑ Христос ертсе пыракан Патшалӑх урлӑ ҫӗр пирки хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлӗ. Иеговӑна хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть. Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна веҫех пурнӑҫлатӑп тет (Ис. 46:10, 11; Евр. 6:17, 18). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗр рай пулса тӑрӗ. Унта Адампа Евӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр те тӳрӗ тӑхӑмӗсем ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӗҫ (Пс. 21:27). Турӑ мӗн шутласа хуни шутне ҫакӑ ҫеҫ кӗмест-ха. Иегова пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи хӑйӗн пур ӗҫлекенне те пӗрлештерӗ. Вӗсем пурте Иеговӑна Пуҫлӑх вырӑнне хурса ӑна чунтан парӑнса пурӑнӗҫ. (Эфес 1:8—11 вуласа парӑр.) Иегова хӑйӗн ирӗкне мӗнле пурнӑҫласа пыни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет.

ПУЛАСЛӐХ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

9. Библи вуласа эпир пуласлӑх пирки мӗн чухлӗ пӗлме пултаратпӑр?

9 Айтӑр Иегова Эдем пахчинче каланӑ пророкла сӑмахсене пӑхса тухар. Вӗсене Пултарни 3:15-мӗшӗнче ҫырса панӑ b. Ҫав сӑмахсенчен Турӑ хӑйӗн ирӗкне мӗнле пурнӑҫласси курӑнать. Анчах та Иегова калани пин-пин ҫул иртсен ҫеҫ пурнӑҫланма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Турӑ Авраама унӑн тӑхӑмӗсенчен пӗри Христос пулса тӑрӗ тесе сӑмах панӑ (Пулт. 22:15—18). Кайран пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта Иисуса ура тупанӗнчен сӑхнӑ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 3:13—15). Турӑ каланӑ пророкла сӑмахсем туллин пурнӑҫланасса вара сахалтан та пин ҫул иртсен ҫеҫ, Шуйттанӑн пуҫне ҫӗмӗрнӗ хыҫҫӑн, пурнӑҫланӗҫ (Ӳлӗм. 20:7—10). Шуйттан тӗнчипе Иеговӑн организацийӗ хушшинчи хирӗҫӳ ҫивӗчленсех кайсан мӗн-мӗн пулса иртесси ҫинчен Библирен тата нумайрах пӗлме пулать.

10. а) Кӗҫех мӗн-мӗн пулӗ? ӑ) Пулас событисене пурӑнса ирттермешкӗн хамӑр ӑс-тӑнпа чӗрене мӗнле хатӗрлемелле? (Сноскӑра асӑннӑ кӗнекене пӑхӑр.)

10 Библире пророкла каланӑ тӗлӗнмелле событисем ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Малтан халӑхсем: «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук»,—тейӗҫ (1 Фес. 5:2, 3). Кайран вӗсем пур суя тӗн ҫине те тапӑнӗҫ (Ӳлӗм. 17:16). Вара пысӑк хӗн-асап пуҫланӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫынсем «тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑ хӑватпа тата мухтавпа пыракан Этем Ывӑлне курӗҫ». Тен, ун чухне курман-илтмен япаласем пулса иртӗҫ (Матф. 24:30). Кайран Иисус ҫынсене суд туса сурӑхсене качакасенчен уйӑрӗ (Матф. 25:31—33, 46). Шуйттан та ним тумасӑр лармӗ. Курайманлӑхпа тулса вӑл халӑхсен пӗрлешӗвне (Магог ҫӗрӗнчи Гога) Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма хистӗ (Иез. 38:2, 10, 11). Тахӑш вӑхӑтра ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнисене пӗлӗтре пуҫтарӗҫ те вӗсем Христоспа тата унӑн ҫӳлти ҫарӗпе пӗрле Армагеддонра ҫапӑҫӗҫ. Ҫакӑнпа пысӑк хӗн асап вӗҫленӗ (Матф. 24:31; Ӳлӗм. 16:14, 16) c. Ун хыҫҫӑн вара Христос пин ҫул ертсе пыма пуҫлӗ (Ӳлӗм. 20:6).

Эсир Иеговӑна миллиард-миллиард ҫул пӗлсе пырӑр. Шутласа пӑхӑр-ха: эсир унпа мӗн таран ҫывӑх пулӑр? (11-мӗш абзаца пӑхӑр)

11. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ мӗнле майсем уҫса парать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Пин ҫул иртсен мӗн пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ «этем чӗрине... ӗмӗрлӗх... хывнӑ» (Еккл. 3:11). Ҫакӑ сирӗншӗн мӗне пӗлтерет тата хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? «Приближайся к Иегове» кӗнекере 319-мӗш страницӑра ҫакӑн пек хитре сӑмахсем пур: «Ҫӗр-ҫӗр, пин-пин, миллион-миллион, унтан та ытларах, миллиард-миллиард ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн та эпир Иегова Турӑ пирки хальхинчен чылай ытларах пӗлӗпӗр. Апла пулин те, эпир малалла та Иегова ҫинчен ҫав тери нумай тӗлӗнмелле япала пӗлсе пырӑпӑр. [...] Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ калама ҫук аван та интереслӗ пулӗ. Чи кирли вара — эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланса пынӑҫемӗн ҫывӑхлансах пырӑпӑр». Халӗ, ҫав вӑхӑт ҫитиччен, Турӑ Сӑмахне малалла та тӗпчесе эпир тата мӗн пӗлме пултаратпӑр?

ТӲПЕРЕ МӖН ПУЛСА ИРТНИНЕ КУРӐР

12. Тӳпере мӗн пулса иртнине курма пире мӗн пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.

12 Турӑ Сӑмахӗ пире «тӳпере пурӑнакан» Иеговӑпа юнашар пулни мӗн иккенне куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшать (Ис. 33:5). Библи Иеговӑпа унӑн организацийӗн пӗлӗтри пайӗ ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем уҫса парать (Ис. 6:1—4; Дан. 7:9, 10; Ӳлӗм. 4:1—6). «Тӳпе уҫӑлса» кайсан Иезекииль курнӑ курӑну мӗне тӑрать! (Иез. 1:1).

13. Иисус пӗлӗтре мӗн-мӗн туни сире мӗнле усӑ парать? (Еврейсем 4:14—16).

13 Иисус пӗлӗтре мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл ертсе пыракан Патша тата Чи Аслӑ Священник. Ун урлӑ эпир Туррӑн «виҫесӗр ырӑлӑхӗн престолӗ патне» ҫывхарма пултаратпӑр. Урӑхла каласан, эпир Турӑ хамӑра хӗрхенесси тата «кирлӗ вӑхӑтра» пулӑшасси пирки иккӗленмесӗр ӑна кӗлтума пултаратпӑр. (Еврейсем 4:14—16 вуласа парӑр.) Айтӑр Иеговӑпа Иисус пӗлӗтрен хамӑршӑн унччен мӗн туни ҫинчен тата халӗ мӗн туса тӑни ҫинчен кашни кун шухӑшлама тӑрӑшар. Вӗсен юратӑвӗ пирӗн чуна пырса тивмелле тата Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантармалла (2 Кор. 5:14, 15).

Ыттисене Иегова Свидетелӗ тата Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшнишӗн ҫӗнӗ тӗнчере хӑвӑр мӗнле савӑннине куҫ умне кӑларса тӑратӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. Иеговӑпа Иисуса хамӑр ҫав тери пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Турӑпа унӑн Ывӑлне мӗн тери хытӑ юратнине кӑтартмалли чи лайӑх майсенчен пӗри вӑл — ыттисене Иегова Свидетелӗ тата Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшни (Матф. 28:19, 20). Павел Турӑпа Христоса пархатарлӑ пулнӑран ҫапла тунӑ та. Вӑл Иегова «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» пулнине пӗлнӗ (1 Тим. 2:3, 4). Павел сӑваплӑ ӗҫе пӗтӗм вӑя хурса туса тӑнӑ тата май ҫитнӗ таран ытларах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерме тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл: «Хӑшне те пулин ҫӑлас тесе... хам мӗн тума пултарнине веҫех турӑм»,— теме пултарнӑ (1 Кор. 9:22, 23).

БИБЛИ ТӖПЧЕНИ СИРЕ ТЕЛЕЙ КӲТӖР

15. Псалом 1:2-мӗшӗ тӑрӑх, пире мӗн телейлӗ тӑвӗ?

15 Псалом ҫыракан каланӑ тӑрӑх, телейлӗ те ӑнӑҫлӑ ҫын «пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать» (Пс. 1:1—3). Джозеф Ротергам Библи куҫаракан ҫак сӑвӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ чухне ҫав ҫын пирки ҫапла каланӑ: «Туррӑн канашӗсене ҫав тери юратнӑран вӑл вӗсене шырать, тарӑн тӗпчет тата мӗн пӗлни ҫинчен чылайччен шухӑшлать. [...] Ҫав ҫын кун вӗҫнелле Библири ӑслӑлӑха тата лайӑхрах ӑнланма пуҫламасан куна ахаль пурӑнса ирттернӗ тесе шутлать» (Joseph Rotherham. Studies in the Psalms). Библире питӗ нумай интереслӗ вак-тӗвексем пур. Вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннине тӗпчени кӑмӑла ҫӗклет. Турӑ Сӑмахӗн «сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне» тӗпчени нумай савӑнӑҫ кӳрет.

16. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

16 Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче нумай хаклӑ чӑнлӑх уҫса парать. Кам та пулин хӑй вӗсене нихӑҫан та ӑнланаяс ҫук тесе пӑшӑрханма пултарать. Анчах та вӗсене ӑнланма ытлашши йывӑрах мар. Тепӗр статьяра эпир тарӑн чӑнлӑхсенчен пӗрне — Иеговӑн аслӑ сӑнарлӑ храмӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха — пӑхса тухӑпӑр. Ун ҫинчен Павел апостол Еврейсем патне янӑ ҫырура ҫырнӑ пулнӑ. Ҫав статьяна тӗпчеме сире килӗшессе шанатпӑр.

94-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗшӗн пархатарлӑ

a Библие пурнӑҫ тӑршшӗпех тӗпчеме пулать. Ҫак кӑмӑла каякан ӗҫ пире ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланма пулӑшать. Ҫак статьяра эпир Турӑ Сӑмахӗн «сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне» ӑнланса илес тесе мӗн тумаллине курӑпӑр.

b 2022 ҫулхи июль уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Авалхи пророкла калани сире мӗнле пырса тивет?» статьяна пӑхӑр.

c Кӗҫех пӗтӗм тӗнчене аптратса яракан событисене хатӗрленмешкӗн «Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!» кӗнекери 230-мӗш страницӑна пӑхӑр.