Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

27-МӖШ ЮРӐ Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрӗҫ

«Сана нихӑҫан та хӑвармӑп»!

«Сана нихӑҫан та хӑвармӑп»!

«[Турӑ] ҫапла каланӑ: „Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп тата сана нихӑҫан та хӑвармӑп“» (ЕВР. 13:5ӑ).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Святой сывлӑшпа суйласа илнисене пурне те пӗлӗте илсе кайсан, Турӑ хӑйӗн ҫӗр ҫинчи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пулӑшусӑр хӑварас ҫукки пирки мӗншӗн иккӗленмелле мар?

1. Святой сывлӑшпа суйласа илнисене пурне те пӗлӗтре хӑҫан пуҫтарӗҫ?

 ӖЛӖКРЕХ Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ҫакӑн пек ыйту хумхантарнӑ: «Святой сылӑшпа суйласа илнӗ христиансенчен юлашки хӑҫан пӗлӗте хӑпарӗ?» Унччен эпир хӑшӗ-пӗрисем Армагеддон хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче пӗр вӑхӑт хушши пурӑнӗҫ тесе шутлаттӑмӑр. Анчах та 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа илнисем пурте Армагеддон пуҫланиччен пӗлӗте хӑпарӗҫ тенӗ пулнӑ (Матф. 24:31).

2. Пирӗн мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫапах та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухма пултарать: «пысӑк хӗн-асап» вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫинче Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракан Христосӑн «урӑх сурӑхӗсемпе» мӗн пулӗ? (Матф. 24:21; Иоанн 10:16). Паян хӑш-пӗрисем: «Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ хаклӑ тӑвансем пурте пӗлӗте кайсан, мӗн тӑвӑпӑр-ши?»,— тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Мӗншӗн? Айтӑр ҫавӑн пек шухӑшсем ҫуратма пултаракан Библири икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. Кайран вара мӗншӗн пирӗн пӑшӑрханмалла марри пирки калаҫар.

МӖН ПУЛМАСТЬ?

3, 4. Хӑш-пӗрисем мӗн пирки пӑшӑрханаҫҫӗ тата мӗншӗн?

3 Хӑш-пӗрисем акӑ мӗн пирки пӑшӑрханаҫҫӗ: Ертсе пыракан советри святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑвансем ҫӗр ҫинче юлмасан, урӑх сурӑхсем чӑнлӑхран пӑрӑнса каймӗҫ-ши? Тен, вӗсем Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене аса илсе ҫапла шутлаҫҫӗ. Айтӑр икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар. Малтан чи аслӑ священник Иодай пирки калаҫар. Вӑл Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иодай тата унӑн арӑмӗ, Иосавеф, Иоас ятлӑ пӗчӗк ачана ҫӑлса хӑварнӑ та лайӑх патша пулса тӑма пулӑшнӑ. Иодай пурӑннӑ чухне ҫав патша Иеговӑна пуҫҫапнӑ. Анчах та чи аслӑ священник вилсен, Иоас йӗркесӗр ӗҫсем тума тытӑннӑ. Вӑл усал кнеҫсене итлеме пуҫланӑ та Иеговӑран пӑрӑннӑ (2 Ҫул. 24:2, 15—19).

4 Иккӗмӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансене те аса илер. Иоанн, юлашки апостол, хӑй чӗрӗ пулнӑ чухне нумай христианин ҫине лайӑх витӗм кӳнӗ тата вӗсене Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшнӑ (3 Иоанн 4). Иоанн, ытти апостолсем пекех, пухӑва суя вӗрентӳсене саракансенчен хӳтӗленӗ (2 Фес. 2:7; 1 Иоанн 2:18). Анчах та Иоанн вилсен суя вӗрентӳсем пухура питӗ анлӑ сарӑлма пуҫланӑ. Вара темиҫе теҫетке ҫул иртсенех христиансен пухӑвӗнче чӑнлӑха вӗрентме пӑрахнӑ.

5. Эпир пӑхса тухнӑ Библири икӗ тӗслӗх мӗн кӑтартса памасть?

5 Ҫак тӗслӗхсем святой сылӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте кайсан Христосӑн ытти сурӑхӗсем хӑйсене ҫавӑн пекрех тытассине кӑтартса параҫҫӗ-и? Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче пурӑнакан шанчӑклӑ христиансем, Иоас пекех, усал ӗҫсем тума пуҫлӗҫ-ши? Е, иккӗмӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансенчен нумайӑшӗ пекех, вӗсем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайӗҫ-ши? Ҫак икӗ ыйту ҫине те ҫирӗппӗн «ҫук!» тесе хуравлама пулать. Пирӗн иккӗленмелле мар: святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте хӑпарсан, ытти сурӑхсем малалла та Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапӗҫ, тата Иегова вӗсемшӗн тӑрӑшӗ. Мӗншӗн эпир ҫакна ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

ИЕГОВӐН ХАЛӐХӖ ӐНА ЯЛАНАХ ТӖРӖС ПУҪҪАПӖ

6. Эпир мӗнле виҫӗ тапхӑра кӗскен пӑхса тухӑпӑр?

6 Пире йывӑр самана кӗтет пулин те, мӗншӗн эпир христиансем малалла та Турра тӗрӗс пуҫҫапаҫҫӗ тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр? Мӗншӗн тесен эпир Библире хамӑр пурӑнакан вӑхӑт пирки мӗн каланине пӗлетпӗр. Эпир пурӑнакан вӑхӑт авалхи Израиль вӑхӑтӗнчен тата пирӗн эрӑри иккӗмӗш ӗмӗртен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать. Ҫавӑнпа та айтӑр ҫак виҫӗ тапхӑра кӗскен пӑхса тухар: 1) авалхи Израиль вӑхӑчӗ, 2) апостолсем вилнӗ хыҫҫӑнхи вӑхӑт тата 3) пирӗн кунсем, «пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт» (Ап. ӗҫ. 3:21).

7. Пӗтӗм халӑх тата патшасем тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнсан та, мӗншӗн Турра шанчӑклӑ израильтянсем малалла та уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ?

7 Авалхи Израиль вӑхӑчӗ. Вилес умӗн Моисей израильтянсене ҫапла каланӑ: «Пӗлсех тӑратӑп: эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн эсир ирсӗрленсе пӗтетӗр те эпӗ халалласа хӑварнӑ ҫултан пӑрӑнса каятӑр» (Сак. аст. 31:29). Унсӑр пуҫне, вӑл израильтянсене Турра итлемесен вӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (Сак. аст. 28:35, 36). Унӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнӑ-и? Пурнӑҫланнӑ. Ӗмӗрсем хушши Израильти нумай патша тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑрса Туррӑн халӑхне хӑйсем хыҫҫӑн илсе кайнӑ. Ҫавна пула Иегова хӑйӗн халӑхне сирсе янӑ та Израильти патшасене хӑйӗн халӑхне ертсе пыма тек паман (Иез. 21:25—27). Турра шанчӑклӑ израильтянсем вара унӑн сӑмахӗ пурнӑҫланса пынине курнӑ (Ис. 55:10, 11). Ҫакӑ вӗсене малалла та Турӑшӑн ӗҫлеме хӑюлӑх парса тӑнӑ.

8. Пирӗн эрӑри иккӗмӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗ чӑнлӑхран пӑрӑнса кайни пире тӗлӗнтермелле-и? Ӑнлантарса парӑр.

8 Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑнхи вӑхӑт. Пирӗн эрӑри иккӗмӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗ чӑнлӑхран пӑрӑнса кайни пире тӗлӗнтермелле-и? Паллах, ҫук. Нумайӑшӗ чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси пирки Иисус малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Матф. 7:21—23; 13:24—30, 36—43). Павел, Пётр тата Иоанн апостолсем Иисусӑн пророкла сӑмахӗсем хӑйсем пурӑннӑ вӑхӑтрах пурнӑҫланма пуҫланӑ тесе каланӑ (2 Фес. 2:3, 7; 2 Пётр 2:1; 1 Иоанн 2:18). Юлашки апостол вилнӗ хыҫҫӑн чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ христиансен пухӑвӗ Аслӑ Вавилонӑн, пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империйӗн, пайӗ пулса тӑнӑ. Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иисус пророкла калани те пурнӑҫланнӑ.

9. Хальхи вӑхӑт авалхи Израиль вӑхӑтӗнчен тата пирӗн эрӑри иккӗмӗш ӗмӗртен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

9 «Пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт». Хальхи вӑхӑт авалхи Израиль вӑхӑтӗнчен тата пирӗн эрӑри иккӗмӗш ӗмӗртен — христиансем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайма пуҫланӑ вӑхӑтран — уйрӑлса тӑрать. Эпир пурӑнакан вӑхӑт пирки Библире мӗн тенӗ? Тен, эсир тӳрех ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсем тенине аса илетӗр (2 Тим. 3:1). Анчах та Библи юлашки кунсемпе пӗрле тата пӗлтерӗшлӗрех те вӑрӑмрах тапхӑр пуҫланнине кӑтартса парать. Ҫак тапхӑр Мессианла Патшалӑх ертсе пынӑ чухне ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан тата пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрсан вӗҫленӗ. Ҫак тапхӑр пирки «пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт» тенӗ (Ап. ӗҫ. 3:21). Вӑл 1914 ҫулта пуҫланнӑ. Ун чухне мӗн ҫӗнӗрен тунӑ? Иисус пӗлӗтре патша пулса тӑнӑ. Эппин, Иегова каллех патша суйласа лартнӑ. Ҫав патша унӑн представителӗ пулса тӑнӑ тата Давид йӑхӗнчен тухнӑ пулнӑ. Иисуса патшана лартнисӗр пуҫне Иегова тата мӗн ҫӗнӗрен тунӑ? Вӑл хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене хӑйне каллех тӗрӗс пуҫҫапма пулӑшнӑ! (Ис. 2:2—4; Иез. 11:17—20). Анчах та вӗсем ялан Турра тӗрӗс пуҫҫапӗҫ-и?

10. а) Хальхи вӑхӑтра Турра тӗрӗс пуҫҫапасси пирки Библире мӗн пророкла каланӑ пулнӑ? (Исаия 54:17). ӑ) Мӗншӗн ҫакӑн пек пророкла каланисем шанчӑк параҫҫӗ?

10 Исаия 54:17 вуласа парӑр. Ҫак пророкла сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Санпа вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал ӑнӑҫлӑ пулаймӗ». Ҫакӑ хальхи вӑхӑтра пулса пырать. Тата хальхи вӑхӑтра ҫакӑн пек йӑпатакан сӑмахсем те пурнӑҫланаҫҫӗ: «Санӑн пур ывӑлна та Ҫӳлхуҫа вӗрентӗ, ывӑлусем пурӑнӗҫ тӑнӑҫлӑн, татуллӑн. Эсӗ тӳрӗлӗхпе ҫирӗпленӗн... ӗнтӗ хӑрамалли ҫук санӑн; тискерлӗхрен аякра пулӑн, вӑл сан патна ҫывӑхараймӗ» (Ис. 54:13, 14). Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӑвакан вӗрентес ӗҫе «ҫак тӗнчен турри» те — Шуйттан та — чараймӗ (2 Кор. 4:4). Турра тӗрӗс пуҫҫапассине ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ, вӑл нихӑҫан та пӑрахӑҫа тухмӗ. Ҫынсем яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех Турра тӗрӗс пуҫҫапӗҫ. Пирӗнпе вӑрҫма тунӑ кирек мӗнле хӗҫ-пӑшал та ӑнӑҫлӑ пулаймӗ.

МӖН ПУЛАТЬ?

11. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте кайсан, мӗншӗн темӗн чухлӗ ҫыннӑн нимӗнрен те хӑрамалла пулмӗ?

11 Святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте кайсан, мӗн пулӗ? Пирӗн Кӗтӳҫӗ Иисус пулнине асра тытӑр. Вӑл христиансен пухӑвӗн пуҫӗ. Вӑл хӑй: «Сирӗн пӗр Ертӳҫӗ — Христос»,— тенӗ (Матф. 23:10). Пирӗн патша хӑй хыҫҫӑн пыракансемшӗн яланах тӑрӑшӗ. Пире Христос ертсе пырать, ҫавӑнпа та пирӗн нимӗнрен те хӑрамалла мар. Паллах, эпир Христос хӑй хыҫҫӑн пыракансене мӗнле майпа хушусем парассине вак-тӗвек таранах пӗлместпӗр. Анчах та Библири тӗслӗхе пӑхса тухни пире хавхалантарма пултарать.

12. а) Моисей вилнӗ хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? ӑ) Илияна ҫӗнӗ ӗҫ шанса панӑ хыҫҫӑн Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

12 Израильтянсем пама пулнӑ ҫӗре кӗриччен Моисей вилсе кайнӑ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Турӑ хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшма пӑрахнӑ-и? Ҫук, вӗсем шанчӑклӑ пулнӑ чухне Турӑ вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ. Моисей виличчен кӑшт маларах Иегова ӑна Израиль халӑхӗн ертӳҫи пулмашкӑн Иисус Навина лартма хушнӑ. Унччен Моисей Иисуса вун-вун ҫул хушши вӗрентсе тӑнӑ (Тух. 33:11; Сак. аст. 34:9). Унсӑр пуҫне, халӑхра ытти пултаруллӑ арҫынсем те пулнӑ: пин ҫын, ҫӗр ҫын, алӑ ҫын тата вунӑ ҫын пуҫлӑхӗсем (Сак. аст. 1:15). Апла пулсан, Туррӑн халӑхӗшӗн лайӑх тӑрӑшнӑ. Илия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра та ҫавӑн пекрех пулнӑ. Вӑл нумай ҫул хушши израильтянсене Турра тӗрӗс пуҫҫапма пулӑшнӑ. Анчах та кайран Иегова ӑна урӑх вырӑнта, Иудейӑра, ҫӗнӗ ӗҫ шанса панӑ (4 Пат. 2:1; 2 Ҫул. 21:12). Вара вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗнче пурӑнакан Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑйсене пӑрахса хӑварнӑ пек туйнӑ-и? Ҫук. Илия темиҫе ҫул хушши Елисея вӗрентнӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, «пророксен ывӑлӗсем» те пулнӑ, вӗсем пӗрле пуҫтарӑнса вӗреннӗ пулас (4 Пат. 2:7). Эппин, Туррӑн халӑхне ертсе пыма пултаракан шанчӑклӑ арҫынсем нумай пулнӑ. Иегова малалла та хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫласа пынӑ тата хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшма пӑрахман.

Моисей (сулахай енчи ӳкерчӗк) тата Илия (сылтӑм енчи ӳкерчӗк) хӑйсем хыҫҫӑн Иегова халӑхӗшӗн тӑрӑшма пултаракан арҫынсене вӗрентсе хӑварнӑ (12-мӗш абзаца пӑхӑр)


13. Еврейсем 13:5-мӗшӗнче иккӗмӗш пайӗнче мӗн пирки шантарнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Ҫак тӗслӗхсене асра тытса ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: святой сывлӑшпа суйласа илнӗ юлашки христианин пӗлӗте кайсан, мӗн пулӗ? Пирӗн ҫакӑн пирки пуҫ ватса лармалла мар. Библи пире Иегова хӑйӗн халӑхне нихӑҫан та хӑвармӗ тесе шантарать. (Еврейсем 13:5ӑ вуласа парӑр.) Моисейпа Илия пекех, хальхи вӑхӑтра пире ертсе пыракан святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен пысӑках мар ушкӑнӗ ыттисене вӗрентмешкӗн нумай вӑхӑт уйӑрать. Ертсе пыракан советри тӑвансем урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен арҫын тӑвансене Турӑ халӑхӗшӗн тӑрӑшма вун-вун ҫул хушши вӗрентеҫҫӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем пухури старейшинӑсене, ҫулҫӳрекен старейшинӑсене, филиал комитечӗн членӗсене, Вефильти яваплӑ тӑвансене, миссионерсене тата ыттисене те вӗрентмешкӗн тӗрлӗ шкулсем йӗркеленӗ. Ертсе пыракан советӑн тӗрлӗ комитечӗн пулӑшаканӗсене Ертсе пыракан советри тӑвансем хӑйсемех вӗрентеҫҫӗ. Ҫак пулӑшакансем халех организацире тӗрлӗ яваплӑ ӗҫсем туса тӑраҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте кайсан, ҫак шанчӑклӑ арҫын тӑвансем Христосӑн сурӑхӗсемшӗн лайӑх тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ертсе пыракан советри тӑвансем нумай вӑй хураҫҫӗ: вӗсем хӑйсене пулӑшакансене вӗрентеҫҫӗ тата пӗтӗм тӗнчипех старейшинӑсем, район старейшинисем, филиал комитечӗсен членӗсем, Вефильти яваплӑ арҫын тӑвансем валли тата миссионерсем валли шкулсем йӗркелеҫҫӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр)


14. Ҫак статьян тӗп шухӑшӗ мӗнле?

14 Айтӑр ҫак статьян тӗп шухӑшне палӑртар. Пысӑк хӗн-асап вӗҫлениччен кӑшт маларах святой сывлӑшпа суйласа илнисем пӗлӗте кайсан, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Турра тӗрӗс пуҫҫапма пӑрахмӗҫ. Иисус Христос ертсе пынине пула эпир малалла та Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапӑпӑр. Ун чухне пирӗн ҫине халӑхсен пӗрлешӗвӗ, Магог ҫӗрӗнчи Гог, тапӑнӗ (Иез. 38:18—20). Анчах та ҫакӑ кӗске вӑхӑтлӑха тата ӑнӑҫсӑр пулӗ. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахмӑпӑр. Вӑл вара пире ҫӑлатех! Иоанн апостол курӑнура Христосӑн урӑх сурӑхӗсем шутне кӗрекен темӗн чухлӗ ҫынна курнӑ. Иоана вӗсем пирки пысӑк хӗн-асап витӗр тухнисем тенӗ (Ӳлӗм. 7:9, 14). Ҫапла, Иегова пире ҫӑлатех!

15, 16. Ӳлӗмхи 17:14-мӗшӗ тӑрӑх, святой сывлӑшпа суйласа илнисем Армагеддон вӑхӑтӗнче мӗн тӑвӗҫ тата ҫакна пӗлни мӗншӗн хавхалантарать?

15 Ҫапах та кам та пулин ҫакӑн пек ыйтма пултарать: «Святой сывлӑшпа суйласа илнисем пирки вара мӗн калама пулать? Пӗлӗте кайсан вӗсем мӗн тӑвӗҫ?» Библи ҫакӑн ҫинчен тӳррӗн калать. Унта ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем «Путекпе ҫапӑҫӗҫ» тенӗ. Паллах, вӗсем ҫӗнтереймӗҫ. Библире «Путек... вӗсене ҫӗнтерӗ» тенӗ. Ӑна кам пулӑшӗ-ха? Хуравӗ ҫак сӑвӑ йӗркинчех пур: «Чӗнсе илнисем, суйласа илнисем тата шанчӑклисем унпа пӗрле ҫӗнтерӗҫ». (Ӳлӗмхи 17:14 вуласа парӑр.) Камсем вӗсем? Чӗрӗлсе тӑнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнисем! Ҫавӑнпа пысӑк хӗн-асап вӗҫлениччен кӑшт маларах вӗсенчен юлашки пӗлӗте кайсан, вӗсене ҫапӑҫма хушӗҫ. Ҫакӑ вӗсен чи малтан тумалли ӗҫсенчен пӗри пулӗ. Ку питӗ тӗлӗнтерет! Чӑнлӑха пӗличчен святой сывлӑшпа суйласа илнисенчен хӑш-пӗрисем ыттисемпе килӗштерсе пурӑннӑ тесе калаймӑн. Унччен салтака кайнисем те пур. Кайран вара, чӑн христиансем пулса тӑрсан, вӗсем ыттисемпе килӗштерсе пурӑнма вӗреннӗ (Гал. 5:22; 2 Фес. 3:16). Вӗсем тек нимӗнле вӑрҫа та хутшӑнмаҫҫӗ. Анчах та пӗлӗте хӑпарнӑ хыҫҫӑн святой сывлӑшпа суйласа илнисем Христоспа тата унӑн сӑваплӑ ангелӗсемпе пӗрле Турӑ тӑшманӗсене хирӗҫ юлашки хут вӑрҫӑпа тухӗҫ.

16 Шутласа пӑхӑр-ха, святой сывлӑшпа суйласа илнӗ хӑш-пӗр христиансем халӗ ватӑ та халсӑр. Анчах та пӗлӗтре пурӑнмашкӑн чӗрӗлсе тӑрсан вӗсем ангелсем пекех пулса тӑрӗҫ, хӑватлӑ, вилӗмсӗр пулӗҫ. Вӗсем Армагеддон вӑрҫинче хӑйсен Патша Ҫӗнтерӳҫипе, Иисус Христоспа, ҫума-ҫумӑн ҫапӑҫӗҫ. Ҫав вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӗсем Христоспа пӗрле ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ахаль, ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнӑ. Пӗлӗте хӑпарсан вара вӗсем юратнӑ тӑванӗсем валли чылай ытларах тума пултарӗҫ.

17. Армагеддон вӑхӑтӗнче Туррӑн пур ӗҫлекенӗ те хӑрушсӑрлӑхра пулассине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

17 Пӗлтерӗшлӗ вӑрҫӑ, Армагеддон, пуҫлансан урӑх сурӑхсен мӗн тумалла пулӗ? Ним йывӑррине те тумалла пулмӗ. Иеговӑна шанса вӑл паракан хушусене итлемелле пулӗ ҫеҫ. Сӑмахран, пирӗн мӗн тумалла пулать? Библире ҫакӑн пек йӑпатакан сӑмахсем пур: «Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха» (Ис. 26:20). Ун чухне Иеговӑн пӗлӗтри тата ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсем пурте хӑрушсӑрлӑхра пулӗҫ. Павел апостол пекех эпир ҫакна ҫирӗп шанса тӑратпӑр: «Патшалӑхсем те, хальхи те, пуласси те... пире Туррӑн юратӑвӗнчен... уйӑрма пултараймасть» (Рим 8:38, 39). Асра тытӑр: Иегова сире юратать тата нихӑҫан та хӑвармасть!

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ юлашки христианин пӗлӗте кайсан, мӗн пулмасть?

  • Мӗншӗн эпир Турра тӗрӗс пуҫҫапасси яланах пулать тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр?

  • Мӗншӗн эпир Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн яланах тӑрӑшасса ҫирӗп шанатпӑр?

8-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн хӳтлӗх