Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

10-МӖШ ЮРӐ Мухтавлар Иеговӑна, хамӑр Турра!

«Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр»

«Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр»

«Эй Ҫӳлхуҫа чурисем, мухтӑр, Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр» (ПС. 112:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑн сӑваплӑ ятне мухтама ялан хатӗр пулмалла?

1, 2. Иегова хӑйӗн пирки элек сарнине илтсен мӗн туйнине ӑнланма мӗнле тӗслӗх пулӑшать?

 КАЛӐПӐР, хӑвӑр юратакан ҫын сирӗн пирки усал сӑмах сарать. Ҫакӑ суя пулнине эсир пӗлетӗр, анчах та ҫынсем ҫак суяна ӗненеҫҫӗ. Ҫакӑ кӑна мар-ха, вӗсем ҫак суяна ыттисене те калаҫҫӗ, лешӗсем вара вӗсене ӗненеҫҫӗ. Эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Ҫынсемпе хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене хаклатӑр пулсан тата хӑвӑр ырӑ ята ҫухатасшӑн мар пулсан, ҫакӑн пек элек сарни, паллах, сирӗн чуна ыраттарӗ (Ытар. 22:1).

2 Ҫак тӗслӗх Иеговӑн ятне хурласан вӑл мӗн туйнине ӑнланма пулӑшать. Унӑн тӳпери ывӑлӗсенчен пӗри пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, ун ҫинчен суйса каланӑ. Ева вара ҫак суяна ӗненсе лартнӑ. Ҫавна пула пӗрремӗш ҫынсем Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, вара ҫылӑхлӑ пулса тӑрса вилме пуҫланӑ (Пулт. 3:1—6; Рим 5:12). Халӗ пулакан пӗтӗм йывӑрлӑх — вилӗм, вӑрҫӑсем, хӗн-асап — Шуйттан Эдем пахчинче суя сарма пуҫланине пула пуҫланса кайнӑ. Паллах, хӑйӗн ҫинчен элеклесе калани тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернине курни Иеговӑн чунне ыраттарать. Ҫапах та Иегова кӳренсе лартман. Вӑл халӗ те «телейлӗ Турӑ» (1 Тим. 1:11).

3. Пире мӗнле чыс тунӑ?

3 Эпир Туррӑн ятне сӑваплӑ тума пултаратпӑр. Ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс. Ҫавӑнпа та айтӑр «Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр» тенине итлесе пурӑнар (Пс. 112:1). Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха ыттисене каласа парса эпир ӑна мухтама пултаратпӑр. Сирӗн унӑн ятне мухтава кӑларма кӑмӑл пур-и? Ҫак статьяра эпир Иеговӑн ятне пӗтӗм чӗререн мухтава кӑларма пулӑшакан виҫӗ шухӑша пӑхса тухӑпӑр.

ЭПИР ИЕГОВӐН ЯТНЕ МУХТАНИПЕ ӐНА ХӐЙНЕ САВӐНТАРАТПӐР

4. Иеговӑна мухтанӑ чухне мӗншӗн вӑл савӑнать? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Ҫӳлти Аттене мухтани ӑна савӑнтарать (Пс. 118:108). Ҫапах та пурне те тума пултаракан Турӑ, ҫылӑхлӑ этем пекех, хӑйне ыттисем мухтанисӗр тата юратни пирки шантарнисӗр пурӑнаймасть теме пулать-и? Ҫук. Акӑ пӗр тӗслӗх. Пӗчӗк хӗрача ашшӗ патне чупса пырать те мӑйӗнчен ыталаса илсе ҫапла калать: «Эс ҫут тӗнчери чи лайӑх атте!» Хӗрӗн ӑшӗ туйӑмӗсем ашшӗн чунне ӑшӑтаҫҫӗ те вӑл йӑл кулать. Мӗншӗн? Вӑл хӑйӗн хӗрӗ мухтанисӗр пурӑнаймасть-им вара? Паллах, пурӑнаять. Анчах та хӑйне хӗрӗ юратни тата пархатарлӑ пулни унӑн кӑмӑлне каять. Хӗрӗ ӳссе ҫитӗнсен ӑна ҫак лайӑх енсем телейлӗ пулма пулӑшассине ашшӗ пӗлет. Ҫак сӑлтавсене пулах пирӗн ҫӳлти Атте Иегова та эпир ӑна мухтанине курсан савӑнать.

Ачи юратни пирки шантарни тата пархатарлӑ пулни ашшӗн кӑмӑлне кайнӑ пекех, Иегова та эпир унӑн ятне мухтанине курса савӑнать (4-мӗш абзаца пӑхӑр)


5. Туррӑн ятне мухтанипе эпир мӗнле суяна сирсе яратпӑр?

5 Хамӑр ҫӳлти Аттене мухтанӑ чухне эпир пирӗн пирки каланӑ суяна та сирсе яратпӑр. Шуйттан пӗр ҫын та Иеговӑна чунтан парӑнса унӑн ырӑ ятне хӳтӗлемӗ тет. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кашни ҫынах Турӑшӑн ӗҫлеменни лайӑхрах пулать тесе шутласа Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма пултарать (Иов 1:9—11; 2:4). Анчах та Иов Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе унӑн ятне хӳтӗлеме тата ӑна савӑнтарма пултаратпӑр (Ытар. 27:11). Ҫакӑ пирӗншӗн пысӑк чыс!

6. Давид патшаран тата левитсенчен тӗслӗх илсе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Неемия 9:5).

6 Иеговӑна юратакансем ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн. Давид патша: «Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла»,— тесе юрланӑ (Пс. 102:1). Давид ҫакна ӑнланнӑ: Иеговӑн ятне мухтани Турра хӑйне мухтанине пӗлтерет. Иегова ята илтсен эпир вӑл мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен, унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр. Давид хӑйӗн Ашшӗн ятне хисепленӗ тата ӑна чун-чӗререн мухтасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗлӗшрен левитсем те тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса Туррӑн ячӗ темӗнле мухтавран та аслӑ тесе каланӑ. (Неемия 9:5 вуласа парӑр.) Паллах ӗнтӗ, хамӑра ҫакӑн пек кӗҫӗне хурса Иеговӑна чун-чӗререн мухтани унӑн чунне савӑнтарать.

7. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата кулленхи пурнӑҫра эпир Иеговӑна мухтава кӑларас тесе мӗн тума пултаратпӑр?

7 Иегова ҫинчен каланӑ чухне хамӑр ӑна пархатарлӑ пулнине тата питӗ хытӑ юратнине кӑтартатпӑр пулсан, унӑн чӗрине савӑнтарма пултаратпӑр. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫакна асра тытатпӑр: пирӗн тӗп тӗллев — ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасси. Эпир ҫынсене ҫӳлти Атте ҫине хамӑр пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшасшӑн (Иак. 4:8). Библире Иегова пирки мӗн ҫырнине ҫынсене кӑтартма пире питӗ килӗшет. Унта унӑн юратӑвӗ, тӗрӗслӗхӗ, ӑслӑлӑхӗ, вӑйӗ тата ытти лайӑх енӗсем ҫинчен каланӑ. Ҫавӑн пекех, кулленхи пурнӑҫра Иеговӑран тӗслӗх илме тӑрӑшнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр тата савӑнтаратпӑр (Эф. 5:1). Таврари ҫынсем эпир ҫак усал тӗнчери ҫынсенчен уйрӑлса тӑнине асӑрхаса, тен, мӗншӗн ҫапла пулнине ыйтса пӗлесшӗн пулаҫҫӗ (Матф. 5:14—16). Ун чухне вара пирӗн мӗншӗн хамӑра ун пек е кун пек тытнине ӑнлантарса пама май уҫӑлать. Ҫапла майпа тӳркӑмӑллӑ ҫынсен Туррӑн тусӗ пулма кӑмӑл ҫуралӗ. Эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата кулленхи пурнӑҫра Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр пулсан, унӑн чӗрине савӑнтаратпӑр (1 Тим. 2:3, 4).

ТУРРӐН ЯТНЕ МУХТАНИПЕ ЭПИР ИИСУСА САВӐНТАРАТПӐР

8. Мӗншӗн Иисус Иеговӑна мухтас тӗлӗшрен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ теме пулать?

8 Тӳпере те, ҫӗр ҫинче те Иеговӑна никам та унӑн Ывӑлӗ пек лайӑх пӗлмест (Матф. 11:27). Иисус Ашшӗне юратать, вӑл Иеговӑн ятне мухтас тӗлӗшрен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (Иоанн 14:31). Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус кӗлӗре хӑй тунӑ ӗҫ пирки ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм» (Иоанн 17:26). Вӑл ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ?

9. Ҫӳлти Аттене лайӑхрах пӗлме пулӑшас тесе Иисус мӗнле ытарӑш каласа панӑ?

9 Иисус ҫынсене Туррӑн ячӗ Иегова тесе ҫеҫ каламан. Еврейсем Туррӑн ятне ялан пӗлнӗ. Иисус вара вӗсене Турра лайӑхрах пӗлме пулӑшнӑ (Иоанн 1:17, 18). Сӑмахран, Еврей Ҫырӑвӗсенче Иегова ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенекен Турӑ тесе ҫырнӑ (Тух. 34:5—7). Ҫакна лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе Иисус аскӑн ывӑлпа унӑн ашшӗ ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Ашшӗ хӑйӗн ывӑлне аякранах курса ӑна хирӗҫ чупса кайни ҫинчен, ӑна ыталаса илсе чун-чӗререн каҫарни ҫинчен вуланӑ чухне эпир Иегова мӗн тери хӗрхенекен пулнине куратпӑр (Лука 15:11—32). Иисус ҫынсене хӑйӗн Ашшӗ мӗнлерех пулнине кӑтартнӑ.

10. а) Иисус Ашшӗн ятне каланине тата ыттисем те ҫавна туччӑр тенине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Марк 5:19). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Иисус паян пирӗнтен мӗн кӗтет?

10 Иисус хӑйӗн Ашшӗн ятне ҫынсем калаччӑр тенӗ-и? Паллах! Ҫав вӑхӑтри хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем Туррӑн ячӗ ытла та сӑваплӑ, ҫавӑнпа ӑна каламалла мар тесе шутланӑ. Иисус вара ҫавӑн пек шухӑшсене хӑйӗн ҫине витӗм кӳме паман. Вӑл хӑйӗн Ашшӗн ятне мухтама пӑрахман. Иисус Гера́са ҫӗрӗнче демонсем ярса илнӗ ҫынна сыватнине аса илер. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе курсан ҫынсем хӑраса ӳкнӗ, вара Иисуса унтан кайма йӑлӑннӑ, лешӗ ҫапла тунӑ та (Марк 5:16, 17). Ҫавах та Иисус ҫав вырӑнсенче Иеговӑн ятне пурте пӗлччӗр тенӗ. Ҫавӑнпа та сыватнӑ ҫынна хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине тӑванӗсене каласа пама хушнӑ. Ҫав арҫыннӑн хӑйӗншӗн Иисус мар, Иегова мӗн туни ҫинчен каласа памалла пулнӑ. (Марк 5:19 вуласа парӑр.) a Иисус хальхи вӑхӑтра та хӑйӗн Ашшӗн ятне пурте илтчӗр тет (Матф. 24:14; 28:19, 20). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иеговӑн ятне каласан эпир хамӑр Патшана, Иисуса, савӑнтаратпӑр.

Иисус демонсенчен хӑтӑлнӑ ҫынна ыттисене хӑйне Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа пама хушнӑ (10-мӗш абзаца пӑхӑр)


11. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене мӗн пирки кӗлтума вӗрентнӗ тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ? (Иезекииль 36:23).

11 Иеговӑн ирӗкӗ — хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвасси тата ӑна суяран тасатасси. Иисус ҫакна пӗлнӗ. Акӑ мӗншӗн Аслӑ Вӗрентекен ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, санӑн яту сӑваплӑ пултӑр» (Матф. 6:9). Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси — Иегова пултарнийӗсене пурне те пырса тивекен чи пӗлтерӗшлӗ ыйту пулнине Иисус ӑнланнӑ. (Иезекииль 36:23 вуласа парӑр.) Пӗр ангел та, пӗр ҫын та Иеговӑн ятне сӑваплӑ тумашкӑн Иисус тунӑ чухлӗ туман. Ҫапах та Иисуса арестлесен ӑна мӗн тесе айӑпланӑ? Вӑл Турра хурлать тесе каланӑ. Иисуса хӑй мӗн пирки пысӑк ҫылӑх тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ тесе айӑпланӑ. Тен, ҫавӑнпа хӑйне арестлес умӗн темиҫе сехет маларах Иисусӑн чунӗ ҫав тери пӑлханнӑ (Лука 22:41—44).

12. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн Ашшӗн ятне чи чаплӑ майпа сӑваплӑ тунӑ теме пулать?

12 Ашшӗн ятне сӑваплӑ тӑвас тесе Иисусӑн мӗн тӳсме тивнӗ? Ӑна питӗ хытӑ асаплантарнӑ, хӑртнӑ тата ун ҫинчен элек сарнӑ. Иисус хӑй яланах Ашшӗне итленине пӗлнӗ, ун нимӗншӗн те намӑсланмалла пулман (Евр. 12:2). Ҫав йывӑр самантсенче хӑйӗн ҫине Шуйттан тапӑннине те вӑл ӑнланнӑ (Лука 22:2—4; 23:33, 34). Шуйттан Иисус Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахасса кӗтнӗ паллах. Анчах вӑл питӗ хытӑ йӑнӑшнӑ. Иисус яланлӑхах ҫакна ҫирӗплетсе панӑ: Шуйттан — намӑссӑр суеҫӗ, тата кирек мӗнле йывӑрлӑха чӑтса ирттерсе Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлакансем яланах пулӗҫ.

13. Хӑвӑр ҫӳлти Патшана савӑнтарас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

13 Эсир вара хӑвӑр ҫулти Патшана савӑнтарасшӑн-и? Савӑнтарасшӑн пулсан малалла та пирӗн Турӑ ҫинчен ыттисене каласа парса унӑн ятне мухтӑр. Ҫапла эсир Христосӑн йӗрӗпе пынине кӑтартатӑр (1 Пётр 2:21). Вара эсир, Иисус пекех, Иеговӑна савӑнтаратӑр тата Шуйттан, Туррӑн тӑшманӗ, сӗмсӗр суеҫӗ пулнине кӑтартса паратӑр.

ИЕГОВӐН ЯТНЕ МУХТАНИПЕ ЭПИР ҪЫНСЕН ПУРНӐҪНЕ ҪӐЛМА ПУЛӐШАТПӐР

14, 15. Ҫынсене Иегова мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен каласа панӑ чухне мӗн пулса иртет?

14 Иеговӑн ятне мухтанӑ чухне эпир ҫынсене ҫӑлӑнма пулӑшатпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Шуйттан ҫынсен «ӑсне суккӑрлатнӑ» (2 Кор. 4:4). Ҫавӑнпа ҫынсем Шуйттан суйине — Турӑ ҫук тенине, вӑл ҫынсемшӗн тӑрӑшмасть тенине, вӑл хаяр Турӑ тата ҫылӑхлӑ ҫынсене ӗмӗрех асаплантарать тенине — ӗненме пуҫланӑ. Ҫав суяна вӑл Иеговӑн ятне ярас тесе тата никам та Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ан пултӑр тесе сарать. Анчах ырӑ хыпар сарнипе эпир Шуйттана хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама чӑрмантаратпӑр. Иеговӑн сӑваплӑ ятне мухтаса эпир ҫынсене Атте ҫинчен чӑннине каласа паратпӑр. Вара ҫакӑ мӗн парать?

15 Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑх ҫынсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет. Ҫынсене Иегова мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет. Ҫынсен куҫӗсем уҫӑлаҫҫӗ те вӗсем пирӗн Аттен лайӑх енӗсене курма пуҫлаҫҫӗ. Унӑн иксӗлми вӑйӗ вӗсене ҫӳҫентерсех ярать (Ис. 40:26). Вӗсем Иегова тӗрӗслӗх Турри пулнине ӗненме пуҫлаҫҫӗ (Сак. аст. 32:4). Тата вӗсем унӑн чикесӗр ӑслӑлӑхӗнчен вӗренеҫҫӗ (Ис. 55:9; Рим 11:33). Ҫавӑн пекех, вӗсене «Турӑ вӑл — юрату» тени йӑпатать (1 Иоанн 4:8). Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанма пуҫлаҫҫӗ. Иеговӑпа пӗрле ӗҫлени тата ҫынсене унӑн тусӗсем пулса тӑма пулӑшни пирӗншӗн пысӑк чыс! (1 Кор. 3:5, 9).

16. Туррӑн ятне пӗлни хӑш-пӗр ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

16 Чи малтан эпир ҫынсене Туррӑн ячӗ Иегова пулнине кӑтартма пултаратпӑр. Ҫакна кӑна пӗлни те тӳркӑмӑллӑ ҫыннӑн пурнӑҫне улӑштарма пултарать. Акӑ Али́я b ятлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм тӗслӗхӗ. Унӑн ҫемйи христиан тӗнне мар, урӑх тӗне тытса тӑнӑ. Анчах та вӑл хӑй Турӑпа ҫывӑх пулнине туйман. Алия Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫласан веҫех улшӑннӑ. Вӑл Турӑ хӑйӗн тусӗ пулнине ӑнланма пуҫланӑ. Туррӑн ятне нумай Библирен кӑларса пӑрахса тӗрлӗ титулсемпе, сӑмахран, «Ҫӳлхуҫа» текен титулпа, улӑштарнине пӗлсен вӑл питӗ тӗлӗннӗ. Туррӑн ятне пӗлни Алийӑн пурнӑҫне улӑштарнӑ. Вӑл савӑнса: «Ман чи лайӑх Тусӑн ят пур!» — тенӗ. Туррӑн ятне пӗлни ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Алия ҫапла каласа парать: «Эпӗ чун канӑҫлӑхне тупрӑм. Иеговӑн ятне пӗлни мӗн тери аван!» Акӑ тата Стив ятлӑ музыкант тӗслӗхӗ. Вӑл еврейсен ҫемйинче ӳснӗ. Ӗненекен ҫынсем икӗпитлӗн хӑтланнине курнӑран, Стив нимӗнле тӗне те тытса тӑрасшӑн пулман. Анчах та амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренекен пӗр тусӗ Стива пӗрле ларса итлеме чӗннӗ. Туррӑн ятне пӗлни унӑн чӗрине пырса тивнӗ. «Унччен эпӗ Туррӑн ят пуррине пӗлмен»,— тет Стив. Вӑл тата ҫапла хушса калать: «Эпӗ Турӑ пуррине ӑнланса илтӗм. Вӑл темӗнле вӑй кӑна мар иккен. Халӗ ман Тус пур!»

17. Мӗншӗн эсир малалла та Иеговӑн ятне мухтасшӑн? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

17 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата ҫынсене вӗрентнӗ чухне эсир Иеговӑн сӑваплӑ ячӗ ҫинчен каласа паратӑр-и? Иегова мӗнлерех Турӑ иккенне курма пулӑшатӑр-и? Ҫапла тӑватӑр пулсан эсир унӑн ятне мухтава кӑларатӑр. Пирӗн ҫӳлти Аттен лайӑх енӗсем ҫинчен каласа парса малалла та Иеговӑн сӑваплӑ ятне мухтава кӑларӑр. Вара эсир ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлатӑр. Ҫапла туса эсир хӑвӑр Патша, Христос Иисус, хыҫҫӑн пыратӑр. Чи кирли вара — хӑвӑр ҫӳлти юратакан Аҫӑра, Иеговӑна, савӑнтаратӑр. Айтӑр унӑн ятне ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлар! (Пс. 144:2).

Ҫынсене вӗрентнипе тата Иегова мӗнлерех Турӑ пулнине курма пулӑшнипе эпир Иеговӑн ятне мухтава кӑларатпӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)

ИЕГОВӐН ЯТНЕ МУХТАНИПЕ ЭПИР...

  • ӑна хӑйне мӗнле савӑнтаратпӑр?

  • Христос Иисуса мӗнле савӑнтаратпӑр?

  • ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма мӗнле пулӑшатпӑр?

2-МӖШ ЮРӐ Санӑн яту — Иегова

a Иисусӑн сӑмахӗсене илсе панӑ чухне Марк Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ тесе шутлама витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ҫавӑнпа та «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура ӑна каялла кӗртсе лартнӑ.

b Ятсене улӑштарнӑ.