Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ертсе пыракан советра икӗ ҫӗнӗ арҫын тӑван ӗҫлеме пикеннӗ

Ертсе пыракан советра икӗ ҫӗнӗ арҫын тӑван ӗҫлеме пикеннӗ

2023 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗнче, юнкун, jw.org сайтра ятарлӑ пӗлтерӳ тунӑ. Унта Гейдж Флигл тата Джеффри Уиндер тӑвансем Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан советӗнче ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен каланӑ пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.

Гейдж Флигл арӑмӗпе, Надьӑпа

Флигл тӑван Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Пенсильвани штачӗн хӗвеланӑҫ енче, Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ. Яш ача пулнӑ чухне вӗсем ҫемйипе пӗрле хыпарҫӑсем ҫитсех кайман пӗчӗк хулана куҫса кайнӑ пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, 1988 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче, вӑл шыва кӗнӗ.

Ашшӗпе амӑшӗ Флигл тӑвана Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме яланах хавхалантарнӑ. Вӗсем патӗнче час-часах район старейшинисемпе вефилецсем хӑнара пулнӑ. Гейдж ҫав тӑвансем мӗн тери телейлӗ пулнине курнӑ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ҫулталӑк та иртмен, 1989 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче вӑл тулли пионер пулса тӑнӑ. Икӗ ҫултан, 1991 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче, Флигл тӑван хӑй 12-ре лартнӑ тӗллеве пурнӑҫланӑ — Бруклинри Вефильте ӗҫлеме пуҫланӑ.

Флигл тӑван Вефильте хуплашкаллӑ кӗнекесем тумалли цехра сакӑр ҫул хушши ӗҫленӗ, кайран ӑна сӑваплӑ ӗҫӗн уйрӑмне куҫарнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл темиҫе ҫул хушши вырӑс чӗлхипе калаҫакансен пухӑвӗнче вӑй хунӑ. 2006 ҫулта вӑл Надя ятлӑ хӗрарӑм тӑвана качча илнӗ. Вара вӗсем пӗрле Вефильте ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем португал чӗлхипе калаҫакансен пухӑвӗнче, кайран вара испан чӗлхипе калаҫакансен пухӑвӗнче 10 ҫул ытла ӗҫленӗ. Сӑваплӑ ӗҫӗн уйрӑмӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ хыҫҫӑн Флигл тӑвана Вӗренӳ комитечӗн бюровне, кайран вара Сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗн бюровне куҫарнӑ пулнӑ. 2022 ҫулхи март уйӑхӗнче вӑл Ертсе пыракан советӑн Сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗн пулӑшаканӗ пулса тӑнӑ.

Джеффри Уиндер арӑмӗпе, Анджелӑпа

Уиндер тӑван Маррие́та хулинче (АПШ, Калифорни штачӗ) ӳссе ҫитӗннӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна чӑнлӑха ачаранпах вӗрентнӗ. Вӑл 1986 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнче шыва кӗнӗ, тепӗр уйӑхранах пулӑшакан пионер пулса тӑнӑ. Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫлеме килӗшнӗрен Уиндер тӑван малалла та пионер пулас тенӗ. Темиҫе уйӑхран вара, 1986 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче, вӑл тулли пионер пулса тӑнӑ.

Яш ача пулнӑ чухне Джеффри Вефильте ӗҫленӗ икӗ пиччӗшӗ патне хӑнана пынӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Вефильте ӗҫлесшӗн ҫунма пуҫланӑ, ҫитӗнсе ҫитсен заявлени ҫырӑп тенӗ. 1990 ҫулхи май уйӑхӗнче вара ӑна Уолкилри Вефиле ӗҫлеме чӗннӗ.

Унта Уиндер тӑван тирпей кӳрекен уйрӑмра, фермӑра тата Вефилӗн бюровӗнче ӗҫленӗ. 1997 ҫулта вӑл А́нджела тӑвана качча илнӗ. Ҫав вӑхӑтранпа вӗсем пӗрле Вефильте ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. 2014 ҫулта вӗсене Уорвика куҫарнӑ. Унта Уиндер тӑван пӗтӗм тӗнчери тӗп управленийӗн ҫурчӗсене туса лартас ӗҫре пулӑшнӑ. 2016 ҫулта вӗсем арӑмӗпе пӗрле Паттерсонри Хурал Башнин Вӗренӳ центрне куҫса кайнӑ. Унта Уиндер тӑван аудио-видео тӑвакан уйрӑмра вӑй хунӑ. Тӑватӑ ҫултан вӗсем каялла Уорвика таврӑннӑ, вара Уиндер тӑван Кадрсен комитечӗн бюровӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2022 ҫулхи март уйӑхӗнче вӑл Ертсе пыракан советӑн Кадрсен комитечӗн пулӑшаканӗ пулса тӑнӑ.

Иегова «парне пек панӑ» ҫак ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ (Эф. 4:8). Эпир Иегова вӗсене ҫавӑншӑн пиллетӗр тесе кӗлтӑватпӑр.