Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иегова пуласлӑхра мӗн пулассине калама пултарни пирки Библире мӗн каланӑ?

Библире Иегова пуласлӑхра мӗн пулассине калама пултарать тесе уҫҫӑн каланӑ (Ис. 45:21). Анчах та вӑл ҫак пултарулӑхпа хӑҫан тата мӗнле усӑ курни пирки вак-тӗвек таранах ҫырман. Унта Иегова пуласлӑх пирки мӗн-мӗн пӗлесшӗн пулнине те каламан. Ҫавӑнпа та эпир Иегова хӑйӗн ҫак пултарулӑхӗпе мӗнле усӑ курнине веҫех пӗлместпӗр. Анчах та эпир акӑ мӗн пӗлетпӗр.

Иегова хӑй мӗн тӑвас килнине веҫех тума пултарать, анчах та хӑш-пӗр япаласене тӑвас темест. Туррӑн ӑслӑлӑхӗн чикки ҫук, ҫавӑнпа та вӑл пуласлӑх пирки веҫех калама пултарать (Рим 11:33). Ҫав вӑхӑтрах Иегова никамран та лайӑхрах хӑйне чарма пӗлет, ҫавӑнпа та пуласлӑх пирки хӑш-пӗр япаласене пӗлес темест. (Исаия 42:14 танлаштарӑр.)

Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлать. Ҫакӑ вӑл пуласлӑхра мӗн пулассине калама пултарнипе мӗнле ҫыхӑннӑ? Исаия 46:10-мӗшӗнче ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Вӗҫӗнче мӗн пулассине Эпӗ пуҫламӑшӗнчех пӗлтеретӗп, мӗн пулассине малтанах пӗлтерсе тӑратӑп, ҫапла калатӑп: Эпӗ шутласа хуни пулатех, Мана мӗн юрӑхлӑ, Эпӗ ҫавна йӑлтах тӑватӑп».

Мӗншӗн Иегова малашне мӗн пулассине калама пултарать? Сӑлтавсенчен пӗри — Турӑ хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлама пултарать. Тӗслӗхрен, эпир фильм мӗнле пӗтессине пӗлесшӗн пулсан, тӳрех вӗҫне пӑхма пултаратпӑр. Анчах та Иегова мӗн пулассине пӗлес тесе ҫапла тумасть. Мӗншӗн тесен пулас событисене фильмпа танлаштарма ҫук — вӗсем пулса иртмен-ха тата вӗсене ҫырса хунӑ тееймӗн. Анчах та Иегова хӑш вӑхӑтра мӗн пулассине палӑртса хурать те ҫавӑ шӑп кирлӗ вӑхӑтра пурнӑҫлантӑр тесе веҫех йӗркелесе пырать (Тух. 9:5, 6; Матф. 24:36; Ап. ӗҫ. 17:31).

Ҫавӑнпа та Библире Иегова хӑй пуласлӑхра мӗн тӑвасшӑн пулни ҫинчен каланӑ чухне «палӑртса хутӑм», «хатӗрлетӗп», «шухӑшлатӑп» сӑмахсемпе усӑ курнӑ (4 Пат. 19:25; Ис. 46:11; Иер. 18:11). Библие ҫырнӑ чӗлхере ҫак сӑмахсем «чӳлмекҫӗ» сӑмахпа пӗрпекрех (Иер. 18:4). Ӑста чӳлмекҫӗ тӑм татӑкӗнчен хитре савӑт тума пултарнӑ пекех, Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн событисене кирлӗ енне ҫавӑрса яма пултарать (Эф. 1:11).

Иегова ҫынсене суйласа илмелли ирӗк панӑ. Турӑ кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗ мӗнлерех пулассине ҫырса хуман. Вӑл пире ырӑ ӗҫсем те, вилӗм патне илсе пыракан япӑх ӗҫсем те тума хистемест. Иегова кашни ҫынна хӑйне пурнӑҫ ҫулне суйласа илме ирӗк парать. Ҫав вӑхӑтрах, тӗрӗс ҫул тупма пулӑшать.

Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар. Малтан айтӑр Ниневи ҫыннисем пирки калаҫар. Вӗсем нумай усал ӗҫ тунӑ, ҫавӑнпа та Иегова вӗсен хули арканать тесе пророкла каланӑ. Анчах Ниневи ҫыннисем ӳкӗнсен Турӑ «вӗсем ҫине яма пулнӑ асапа яман» (Иона 3:1—10). Вӗсем Турӑ асӑрхаттарнине итленӗ, ҫавӑнпа Иегова хӑйӗн приговорне пурнӑҫа кӗртмен.

Тепӗр тӗслӗх — Кир ятлӑ ҫӗнсе илекен пирки пророкла калани. Сӑваплӑ Ҫырура вӑл еврейсене тыткӑнран ирӗке каларӗ тата Иеговӑн храмне ҫӗнӗрен туса лартма хушу парӗ тесе пророкла каланӑ пулнӑ (Ис. 44:26—45:4). Ҫак пророкла сӑмахсене Кир ятлӑ Перси патши пурнӑҫланӑ (Езд. 1:1—4). Вӑл чӑн Турра пуҫҫапман пулин те, Иегова хӑй пророкла каланине пурнӑҫламашкӑн унпа усӑ курнӑ (Ытар. 21:1). Ҫав-ҫавах Турӑ унӑн суйласа илме ирӗк пуррине хисепленӗ, ҫавӑнпа хӑйне вӑйпах пуҫҫаптарман.

Иегова пуласлӑх пирки каланӑ чухне мӗн-мӗн шута илнине эпир тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлместпӗр паллах. Мӗншӗн тесен пӗр ҫын та унӑн шухӑшне пӗлсе ҫитереймест (Ис. 55:8, 9). Ҫапах та Турӑ пире мӗн уҫса панине пула эпир вӑл яланах, ҫав шутрах пуласлӑх пирки каланӑ чухне те, тӗрӗссине туни пирки иккӗленместпӗр.