Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

Хӑвӑршӑн усӑллӑ хаклӑ чӑнлӑхсем шырӑр

Хӑвӑршӑн усӑллӑ хаклӑ чӑнлӑхсем шырӑр

Библи вуланӑ тата тӗпченӗ чухне эпир хамӑршӑн усӑллӑ шухӑшсем тупма пултаратпӑр. Турӑ Сӑмахне вулани пире ытларах усӑ кӳтӗр тесен мӗн тумалла?

Тарӑнрах тӗпчӗр. Вак-тӗвексем ҫинче чарӑнса тӑрӑр. Сӑмахран, Библири пӗр-пӗр вырӑна вуланӑ хыҫҫӑн ӑна кам, хӑҫан тата мӗнле лару-тӑрура ҫырнине тӗпчӗр. Ҫав сӑмахсене кам валли ҫырнӑ пулнӑ? Ҫырса панӑ событи умӗн тата хыҫҫӑн мӗн пулса иртнӗ?

Хӑвӑр мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Эпӗ кам пирки вулатӑп, ҫав ҫынсем мӗн туйнӑ? Вӗсем лайӑх е япӑх енсем кӑтартнӑ? Эпӗ хӑш енсене аталантарасшӑн, хӑшӗсене вара пӗтересшӗн тата мӗншӗн?»

Хӑвӑр мӗн пӗлнипе усӑ курӑр. Ҫакна сӑваплӑ ӗҫре те, кулленхи пурнӑҫра та тумалла. Вара эсир Иисус каланине туйса илетӗр: «Ҫапла туса тӑратӑр пулсан, эсир телейлӗ» (Иоанн 13:17).

  • Канаш. Эрне варринче иртекен тӗлпулури «Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр» пунктра пире хамӑр мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма хавхалантараҫҫӗ. Унта шухӑшлаттаракан тата хамӑра тӗрӗслеме пулӑшакан ыйтусем тата лайӑх хатӗрленӗ ӳкерчӗксем пур. Вӗсем пире ытларах усӑ илме пулӑшаҫҫӗ.