Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Эпӗ халсӑр чухне манра Турӑ хӑвачӗ палӑрать

Эпӗ халсӑр чухне манра Турӑ хӑвачӗ палӑрать

ЭПИР арӑмпа 1985 ҫулта Колумбие килнӗ чухне ҫав ҫӗршывра преступлени тӑвасси питех те анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Хулари власть наркотик сутакансен аллинче пулнӑ, тусенче вара пӑлхавҫӑсем хуҫаланнӑ. Влаҫсем ҫакӑнпа нимӗн те тӑвайман. Пире каярах янӑ Медельи́н хулинче урамсем тӑрӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫамрӑк ҫынсен ушкӑнӗсем ҫӳретчӗҫ. Вӗсем наркотик сутатчӗҫ, ҫынсене хӑратса укҫа туртса илетчӗҫ тата укҫалла вӗлеретчӗҫ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫамрӑклах вилетчӗ. Эпир хамӑра урӑх планетӑна лекнӗ пек туяттӑмӑр.

Эпир, икӗ ахаль финн, Кӑнтӑр Америкӑна мӗнле лекнӗ-ха? Тата нумай ҫул хушши Турӑшӑн ӗҫлесе эпӗ мӗне вӗрентӗм?

ФИНЛЯНДИРЕ ИРТНӖ АЧАЛӐХПА ЯШЛӐХ

Эпӗ 1955 ҫулта ҫуралнӑ, ҫемьере виҫӗ арҫын ачаран чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ман ачалӑх Финляндин кӑнтӑр енче иртнӗ, халӗ унта Ва́нтаа хули вырнаҫнӑ.

Эпӗ ҫураличчен темиҫе ҫул маларах анне шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Анчах та атте чӑнлӑха хирӗҫ пулнӑ. Вӑл аннене пирӗнпе Библи вӗренме тата пире тӗлпулусене илсе ҫӳреме чаратчӗ. Ҫавӑнпа анне пире атте килте пулман чухне Библири чӑнлӑхсене вӗрентетчӗ.

Эпӗ ҫиччӗре пулнӑ чухнех Иеговӑна итлеме ҫирӗп шут тытрӑм

Эпӗ ача чухнех Иеговӑна итлеме ҫирӗп шут тытрӑм. Пӗррехинче, ҫиччӗре пулнӑ чухне, эпӗ шкулта ве́рилятют (юнран тунӑ икерчӗ) ҫиме килӗшмерӗм. Ҫакӑ вӗрентекене хытӑ тарӑхтарса ячӗ, вара вӑл мана вӑйпа ҫитересшӗн пулчӗ. Пӗр аллипе вӑл мана питҫӑмартисенчен чӑмӑртаса ҫӑвар уҫтарма хӑтланчӗ, тепӗр аллипе вара, мана хыптарас тесе, вилка ҫинче икерчӗ тытатчӗ. Анчах та эпӗ ун аллинчи вилкӑна ҫапса ӳкерме пултартӑм.

Эпӗ 12-ре пулнӑ чухне атте вилсе кайрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ тӗлпулусене ҫӳреме пултартӑм. Пухури арҫын тӑвансем манпа питӗ тимлӗ пулчӗҫ, ҫакӑ мана чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума хавхалантарчӗ. Эпӗ кашни кун Библи вулама тата пирӗн публикацисене тӗплӗн тӗпчеме пуҫларӑм. Ҫавна пула манӑн шыва кӗрес кӑмӑл ҫуралчӗ, вара 1969 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗнче эпӗ шыва кӗтӗм. Ун чухне эпӗ 14-раччӗ.

Шкул пӗтерсен кӑшт вӑхӑт иртсенех эпӗ тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм та темиҫе эрнерен Финлянди варринче вырнаҫнӑ Пи́елавеси хулине куҫса кайрӑм. Унта хыпарҫӑсем ҫитсех каймастчӗҫ.

Пиелавеси хулинче эпӗ хамӑн пулас мӑшӑрпа, Сирккӑпа, паллашрӑм. Вӑл сӑпайлӑ пулни тата Иеговӑна питӗ хытӑ юратни тӳрех ман кӑмӑла кайрӗ. Си́ркка пурлӑхпа чапшӑн пач та ҫунман. Эпир иксӗмӗр те, хамӑра кирек мӗнле ӗҫ шанса парсан та, Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесшӗнччӗ. 1974 ҫулхи мартӑн 23-мӗшӗнче эпир пӗрлешрӗмӗр. Туй хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хушши пӗрле канас вырӑнне эпир Ка́рттула текен пӗчӗк хулана куҫса кайрӑмӑр, мӗншӗн тесен унта Патшалӑх хыпарҫисем тата ытларах кирлӗ пулнӑ.

Эпир Карттулара (Финлянди) тара илнӗ ҫурт

ИЕГОВА ПИРӖНШӖН ТӐРӐШНӐ

Пичче пире парса хӑварнӑ машина

Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурсан пирӗн пурӑнмалӑх мӗн кирли веҫех пулассине Иегова пире туй хыҫҫӑнах кӑтартса пачӗ (Матф. 6:33). Сӑмахран, Картуллӑра пурӑннӑ чухне пирӗн машина пулман. Малтанах эпир велосипедсемпе ҫӳреттӗмӗрччӗ. Анчах хӗлле унта шартлама сивӗ. Пухӑвӑн пысӑк территорийӗнче ырӑ хыпар сармашкӑн пире машина кирлӗ пулнӑ, ӑна илмешкӗн вара пирӗн укҫа пулман.

Кӗтмен ҫӗртен пирӗн пата пичче килчӗ те хӑйӗн машинине парса хӑварчӗ. Страховкӑшӑн тӳленӗ пулнӑ. Пирӗн топливо илсе тӑмаллаччӗ ҫеҫ. Ҫапла эпир машинӑллӑ пулса тӑтӑмӑр.

Иегова пире укҫа-тенкӗпе хӑех тивӗҫтерессине кӑтартрӗ. Пирӗн вара Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑмаллаччӗ кӑна.

ГАЛААД ШКУЛӖ

Пионерсен шкулӗнче. 1978 ҫул

1978 ҫулта Пионерсен шкулӗнче вӗреннӗ чухне вӗрентекенсенчен пӗри, Ра́ймо Куо́кканен a, пире Галаад шкулӗнче вӗренме заявлени ҫырма хавхалантарчӗ. Ҫавӑнпа та эпир акӑлчан чӗлхине вӗренме пуҫларӑмӑр. Анчах та 1980 ҫулта, эпир заявлени ҫырма ӗлкӗриччен, пире Финляндири филиала ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Ун чухне вефилецсене Галаада чӗнместчӗҫ. Эпир Иеговӑна шантӑмӑр: вӑл пире ӑҫта ярас тет, ҫавӑнта ятӑр терӗмӗр. Ҫавӑнпа Вефиле кайрӑмӑр. Ҫапах та акӑлчан чӗлхине вӗренме пӑрахмарӑмӑр. Тен, пуласлӑхра Галаад шкулӗнче вӗренме май пулӗ терӗмӗр.

Темиҫе ҫул иртсен Ертсе пыракан совет вефилецсене Галаадра вӗренме ирӗк пачӗ. Эпир тӳрех заявлени ҫыртӑмӑр. Паллах, пире Вефильте ӗҫлеме питӗ килӗшетчӗ. Ҫав-ҫавах эпир хамӑртан усси ӑҫта ытларах пулать, Иеговӑшӑн ҫавӑнта ӗҫлесшӗн пултӑмӑр. Пире Галаад шкулӗн 79-мӗш класӗнче вӗренме чӗнчӗҫ. 1985 ҫулхи сентябрьте вӗренсе пӗтерсен пире Колумбие ячӗҫ.

МИССИОНЕРСЕМ ПУЛСА ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТПӐР

Колумбире малтанах эпир Вефильте ӗҫлерӗмӗр. Эпӗ тем пек тӑрӑшаттӑм, анчах та унта ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн хама урӑх ӗҫ пама ыйтрӑм. Ҫакӑн пекки ман пурнӑҫра пӗрре анчах пулнӑ. Пире Уи́ла регионӗнчи чи пысӑк хулана, Нейвӑна, миссионерсем пулма ячӗҫ.

Мана ырӑ хыпар сарма яланах килӗшетчӗ. Финляндире, пионер пулса тӑрсанах, эпӗ хӑш-пӗр чухне иртен пуҫласа каҫ пуличченех ырӑ хыпар сараттӑм. Пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та Сирккӑпа кунӗпех ырӑ хыпар сарса ҫӳреттӗмӗр. Аякри территорине кайсан эпир хӑш чухне машинӑрах ҫывӑраттӑмӑр. Вара тепӗр кунне, ҫул ҫине вӑхӑта пӗтермесӗр, ирех ырӑ хыпар сарма пуҫлаттӑмӑр.

Миссионерсем пулса тӑрсан пирӗнте каллех хастарлӑх ҫулӑмӗ ялкӑшма пуҫларӗ. Пирӗн пуху ӳссе пыратчӗ. Тӑвансем вара пӗр-пӗрне юрататчӗҫ, хисеплетчӗҫ тата питӗ пархатарлӑччӗ.

КӖЛТУНИ ПУЛӐШАТЬ

Не́йва ҫывӑхӗнчи хуласенче пӗр Свидетель те пулман. Эпӗ ҫав вырӑнти ҫынсем ырӑ хыпара мӗнле илтӗҫ-ши тесе пӑшӑрханаттӑм. Ҫав вырӑнта пӑлхавҫӑсем хуҫаланнине пула ют ҫынсене унта пыма питӗ хӑрушӑччӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫав хуласенче пурӑнакан пӗр-пӗр ҫын чӑнлӑха йышӑнасса шанаттӑм. Нейвӑра ҫавӑн пек ҫын тупӑнасса ӗмӗтленеттӗм. Вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туса шыва кӗрӗ те кайран тӑван хулине таврӑнса унта ырӑ хыпар сарӗ тесе шутлаттӑм. Ҫапла пултӑрччӗ тесе Иеговӑна кӗлтӑваттӑм. Иегова вара хам кӗтнинчен те лайӑхрах тӑвас терӗ.

Кӑшт вӑхӑт иртсен эпӗ Ферна́ндо Гонса́лес ятлӑ пӗр ҫамрӑк арҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑм. Вӑл Альхесирасра, шӑпах Свидетельсем пулман хулара, пурӑннӑ. 50 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Нейвӑна вара ӗҫе ҫӳренӗ. Библи вӗренес умӗн вӑл кашнинчех лайӑх хатӗрленетчӗ тата тӳрех пур тӗлпулӑва та ҫӳреме пуҫларӗ. Вӗренме пуҫланӑ пӗрремӗш эрнинчех Фернандо тӑван хулинчи ҫынсене пуҫтарса вӗсене хӑй мӗн пӗлсе пынине каласа пама пуҫларӗ.

Фернандопа 1993 ҫулта

Библи вӗренме пуҫланӑранпа ултӑ уйӑх иртсен, 1990 ҫулхи январь уйӑхӗнче, Фернандо шыва кӗчӗ. Кайран вӑл тулли пионер пулса тӑчӗ. Альхесирасра вырӑнти Свидетель пулнӑран халӗ унта ытти Свидетельсене пыма ун пекех хӑрушӑ пулман. Ҫавӑнпа филиал ҫав вырӑна ятарлӑ пионерсене янӑ. Вара 1992 ҫулхи февральте ҫав хулара пуху йӗркеленнӗ.

Фернандо тӑван хулинче кӑна ырӑ хыпар сарнӑ-ши? Ҫук. Авланнӑ хыҫҫӑн вӗсем арӑмӗпе, Ольгӑпа, Сан-Висе́нте-дель-Кагуа́н хулине куҫса кайнӑ, унта та Свидетельсем пулман. Вӗсем унта пуху йӗркелесе яма пулӑшнӑ. 2002 ҫулта Фернандона район старейшини пулма лартнӑ. Вӗсем арӑмӗпе паянхи кун та ҫав ӗҫе туса тӑраҫҫӗ.

Фернандопа мӗн пулса иртнинчен нумай япалана вӗрентӗм. Эпӗ Иеговӑран яланах пулӑшу ыйтмаллине тата шӑпах мӗн кирли ҫинчен кӗлтумаллине ӑнлантӑм. Вӑл хамӑр тума пултарайманнине тӑваять, вырма ани Хуҫи эпир мар, Иегова-ҫке (Матф. 9:38).

ИЕГОВА ПИРЕ «КӐМӐЛ ТА, ВӐЙ ТА ПАРАТЬ»

1990 ҫулта мана район старейшини пулма лартрӗҫ. Пирӗн пӗрремӗш район тӗп хулара, Боготара, пулнӑ. Эпир хамӑртан пулмасть тесе хӑраттӑмӑр. Эпӗ те, арӑм та темӗнле пултаруллӑ ҫынсем мар, ахаль ҫынсем. Пысӑк, шавлӑ хулара та пурӑнма хӑнӑхман. Анчах та Филиппӑ 2:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Турӑ хӑйӗн кӑмӑлӗпе килӗшӳллӗн сире ҫирӗплетсе тӑрать, хӑйне юрӑхлине тума сире кӑмӑл та, вӑй та парать». Эпир ҫак сӑмахсем хамӑр ҫинче пурнӑҫланнине куртӑмӑр.

Каярахпа Медельин хули пирӗн район пулса тӑчӗ. Шӑп ҫак хула ҫинчен эпӗ статья пуҫламӑшӗнче асӑнтӑм та. Преступлени тӑвасси унта яланхи япала пулнӑ, ҫавӑнпа та мӗн те пулин пулса иртсен ҫынсем хӑнк та тумастчӗҫ. Пӗррехинче пӗр арҫынпа Библи вӗреннӗ чухне килтен аякрах мар пӑшалпа пеме пуҫларӗҫ. Эпӗ урайне выртма хатӗрччӗ. Библи вӗренекен вара ним пулман пек малалла абзац вуларӗ. Вуласа пӗтерсен вӑл каҫару ыйтса урама тухса кайрӗ. Кӑштахран вӑл хӑйӗн икӗ пӗчӗк ывӑлне ҫавӑтса кӗчӗ те лӑпкӑн каларӗ: «Каҫарӑр та, ман ҫаксене киле кӗртмеллеччӗ».

Пирӗн хӑрушӑ лару-тӑрусем татах та пулнӑ. Пӗррехинче килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне ман пата Сиркка чупса пычӗ. Унӑн сӑнӗ шуралса кайнӑччӗ. Хӑйне пӑшалпа пенӗ тесе каларӗ. Эпӗ хӑранипе хытса кайрӑм. Анчах та каярахпа эпир Сирккӑна мар, юнашар иртсе пынӑ арҫынна тӗллесе пенине пӗлтӗмӗр.

Вӑхӑт иртсен эпир ҫакӑн пек пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитрӗмӗр. Вырӑнти Свидетельсем хӑрушӑрах лару-тӑрусенче те пулкаланӑ. Вӗсен хӑюлӑхӗ пире хавхалантаратчӗ. Иегова вӗсене пулӑшнӑ пулсан, пире те пулӑшӗ тесе шутлаттӑмӑр. Эпир вырӑнти старейшинӑсем паракан хушусене итлеттӗмӗр, асӑрхануллӑ пулма тӑрӑшаттӑмӑр, ыттине вара Иеговӑн аллине параттӑмӑр.

Ырӑ хыпар сарнӑ чухне кулӑшла лару-тӑрусем те пулкалатчӗҫ. Сӑмахран, пӗррехинче эпӗ урамра такам кӑшкӑрашнине илтрӗм. Икӗ хӗрарӑм тавлашать пуль терӗм. Манӑн ҫавӑн ҫине пӗртте пӑхас килместчӗ. Анчах та кил хуҫи мана урама тухма ӳкӗтлерӗ. Унта кӳршӗ хӗрарӑмсене евӗрлесе икӗ попугай кӑшкӑрашнӑ иккен.

ҪӖНӖ ТИВӖҪСЕМПЕ ҪӖНӖ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ

1997 ҫулта мана Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулта b вӗрентекен пулма ыйтрӗҫ. Теократи шкулӗсенче вӗренме мана ялан килӗшетчӗ. Анчах та эпӗ хам вӗрентекен пулса тӑрасса нихӑҫан та шутламан.

Каярахпа мана область старейшини пулма лартрӗҫ. Ҫав ӗҫе пӑрахӑҫласан эпӗ каллех район старейшини пулса тӑтӑм. Пӗтӗмӗшле илсен эпӗ 30 ҫул ытла вӗрентекен тата ҫулҫӳрекен старейшина пулса ӗҫлетӗп. Пиллӗхсем нумай пулнӑ пулин те, ҫул ялан такӑр пулнӑ тесе калаймӑн. Ӑнлантарса парам-ха.

Эпӗ ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын. Ҫакӑ мана йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать. Анчах та пухура йывӑрлӑхсене татса памалла пулнӑ чухне эпӗ чикерен тухкалаттӑм. Астӑватӑп, пӗррехинче тӑвансене ӑслӑ-тӑнлӑ та юратакан пулма ҫине тӑрсах ӳкӗтлерӗм. Ҫав самантра хама айккинчен курасчӗ! Манӑн хамӑн юрату ҫитсех кайман (Рим 7:21—23).

Хамӑн йӑнӑшсене пула эпӗ хушӑран хама мӗскӗн ҫын пек туяттӑм (Рим 7:24). Пӗррехинче эпӗ Иеговӑна миссионер пулма пӑрахса Финляндие таврӑнсан лайӑхрах пулать пуль тесе те каларӑм. Ҫав каҫах тӗлпулура Иегова мана хамӑн ӑҫта пулмалла, эпӗ ҫавӑнтах пулни пирки шантарчӗ: манӑн кунтах юлса малалла та ҫитменлӗхсемпе кӗрешмеллеччӗ. Иегова манӑн кӗлӗ ҫине мӗнле хуравлани чӗрене пырса тиврӗ. Эпӗ ҫавна паян кун та астӑватӑп. Иегова мана хамӑн ҫитменлӗхсемпе кӗрешме ыррӑн та чӑтӑмлӑн пулӑшса тӑнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ.

ПУЛАСЛӐХ ПИРКИ ПӐШӐРХАНМАСТӐП

Иегова Сирккӑпа иксӗмӗре мӗн ҫамрӑкранпах хӑйӗншӗн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме май панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Унсӑр пуҫне, хама юратакан, шанчӑклӑ тата пурнӑҫ тӑршшӗпех пулӑшса тӑракан арӑм панӑшӑн эпӗ Иеговӑна тав тусах тӑратӑп.

Кӗҫех эпӗ 70 ҫул тултаратӑп. Вара вӗрентекен тата ҫулҫӳрекен старейшина пулма пӑрахатӑп. Анчах та эпӗ ҫакӑн пирки пӑшӑрханмастӑп. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпӗ лайӑх пӗлетӗп: Иеговӑшӑн чи кирли — эпир уншӑн сӑпайлӑн тата чун-чӗререн ӗҫлени. Эпир хӑйне пӗтӗм чӗререн юратнине тата пархатарлӑ пулнине курса Иегова питӗ савӑнать (Мих. 6:8; Марк 12:32—34). Организацире паллӑ вырӑн йышӑнмасан та Иеговӑна мухтама пулать.

Хам туса тӑнӑ тивӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ май ҫакна ӑнлантӑм: Иегова вӗсене мана шанса парасса та, эпӗ ыттисенчен лайӑхрах е пултаруллӑрах пулнӑран шанса паман. Иегова хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне пула, манӑн ҫитменлӗхсем пуррине пӑхмасӑрах, ҫав тивӗҫсене шанса пачӗ. Хамӑн тивӗҫсене Иегова пулӑшнипе ҫеҫ туса тӑнине эпӗ пӗлетӗп. Урӑхла каласан, эпӗ халсӑр чухне манра Турӑ хӑвачӗ палӑрать (2 Кор. 12:9).

a Раймо Куокканен тӑванӑн «Полны решимости служить Иегове» ятлӑ биографине 2006 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» вулама пулать.

b Халӗ ҫак шкула Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ теҫҫӗ.