Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

22-МӖШ ЮРӐ Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова ҫынсене мӗнле суд тӑвӗ?

Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова ҫынсене мӗнле суд тӑвӗ?

«[Иегова] никам та ан пӗттӗр... тет» (2 ПЁТР 3:9).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иегова пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче тӗрӗс те тӳрӗ суд тӑвасси пирки мӗншӗн эпир иккӗленместпӗр?

1. Мӗншӗн эпир тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр теме пулать?

 ЭПИР тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр! Кашни кун тенӗ пекех пророкла сӑмахсем пурнӑҫланнине куратпӑр. Сӑмахран, «ҫурҫӗр патшипе» «кӑнтӑр патши» пӗтӗм тӗнчипе пуҫ пулассишӗн кӗрешеҫҫӗ (Дан. 11:40). Унсӑр пуҫне, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар нихҫанхинчен те анлӑрах сарӑлнине тата миллион-миллион ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытнине хамӑр куҫпа куратпӑр (Ис. 60:22; Матф. 24:14). Тата эпир нумай сӑнарлӑ апат вӑхӑтра илсе тӑратпӑр (Матф. 24:45—47).

2. Кӗҫех мӗн пуласси пирки эпир веҫех пӗлместпӗр пулин те, мӗн пирки иккӗленмелле мар?

2 Кӗҫех мӗн пулассине Иегова пире майӗпен уҫса пырать (Ытар. 4:18; Дан. 2:28). Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр япаласене эпир хальлӗхе пӗлместпӗр. Анчах та пирӗн иккӗленмелле мар: пысӑк хӗн-асап умӗн ҫав йывӑр вӑхӑтра Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмашкӑн тата пӗрлӗхе упраса хӑвармашкӑн мӗн кирлине эпир веҫех пӗлӗпӗр. Малтан эпир ҫак статьяра пысӑк хӗн-асап вӑхӑчӗ пирки унччен мӗн каланине мӗншӗн халӗ ҫӗнӗрен пӑхса тухнине сӳтсе явӑпӑр. Кайран вара пуласлӑх пирки тата пирӗн ҫӳлти Атте хӑйне мӗнле тытасси пирки хамӑр мӗн пӗлнине пӑхса тухӑпӑр.

ЭПИР МӖН ПӖЛМЕСТПӖР?

3. Иегова ҫынсене хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма хӑҫанччен май парасси пирки эпир унччен мӗн каланӑ тата мӗншӗн эпир ҫапла шутланӑ?

3 Унччен эпир пысӑк хӗн-асап пуҫлансан Свидетель пулман ҫынсенчен пӗри те Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлама тата Армагеддон витӗр тухма пултараймасть тесе каланӑ. Мӗншӗн эпир ун пек шутланӑ? Мӗншӗн тесен эпир Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв илни пулас событисен сӑнарӗ тесе шутланӑ. Эпир ҫапла шухӑшланӑ: пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен Иегова ковчег алӑкне хупнӑ пекех, пысӑк хӗн-асап пуҫлансан та, сӑнарлӑ каласан, алӑка хупӗ те урӑх никамӑн та ҫӑлӑнма май пулмӗ (Матф. 24:37—39).

4. Халӗ эпир пӗтӗм ҫӗре шыв илни пулас событисен сӑнарӗ тесе шутлатпӑр-и? Ӑнлантарса парӑр.

4 Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв илни пулас событисен сӑнарӗ тесе шутламалла-и? Ҫук. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Библи ҫакна ҫирӗплетсе памасть a. Иисус чӑнах та Ной вӑхӑтне хӑй килес вӑхӑтпа танлаштарнӑ. Анчах та вӑл ҫӗре шыв илес умӗн мӗн пулса иртни пӗтӗмпех пуласлӑхра мӗн пулассине кӑтартса парать тесе каламан. Иегова ковчег алӑкне хупни мӗне те пулин сӑнласа парать тесе те Иисус каламан. Ҫапах та Ной ҫинчен калани пире ниме те вӗрентмест тесе шутламалла мар.

5. а) Пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗн Ной ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ? (Еврейсем 11:7; 1 Пётр 3:20). ӑ) Эпир ырӑ хыпар сарнипе Ной хыпар сарни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

5 Ной, Иегова асӑрхаттарнине илтсен, ӗненнине пула ковчег тунӑ. (Еврейсем 11:7; 1 Пётр 3:20 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтра та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара илтекен ҫынсен хӑйсен ӗҫӗсемпе ӗненнине кӑтартмалла (Ап. ӗҫ. 3:17—20). Пётр Ной пирки «тӳрӗлӗх ҫинчен пӗлтерекен» тенӗ (2 Пётр 2:5). Анчах та унчченхи статьяра каларӑмӑр ӗнтӗ, пӗтӗм ҫӗре шыв илесси ҫинчен калакан хыпара Ной кашни ҫынна пӗлтернипе пӗлтерменни ҫинчен эпир пӗлместпӗр. Паян Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗтӗм тӗнчипех сараҫҫӗ. Ҫапах та эпир, тем пек тӑрӑшсан та, ҫак тӗнче пӗтиччен ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫынпах калаҫса илейместпӗр. Мӗншӗн?

6, 7. Ҫак тӗнче пӗтиччен эпир кашни ҫынна ырӑ хыпар калама пултараймастпӑр тесе мӗншӗн калама пулать?

6 Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗн тери анлӑ сарӑласси ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухар. Вӑл: «Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара, ӑна пур халӑх та илттӗр тесе, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухӗҫ», — тесе каланӑ (Матф. 24:14). Ҫак пророкла калани пурнӑҫланни хальхи вӑхӑтра нихҫанхинчен те лайӑхрах курӑнать. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара 1 000 ытла чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ. Тата jw.org сайта пула ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ пӗлме пултарать.

7 Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй киличчен вӗсем пур хулана та «ҫӳресе тухма», е урӑхла каласан, кашни ҫынпа калаҫса илме, ӗлкӗреймеҫҫӗ тенӗ (Матф. 10:23; 25:31—33). Хальхи вӑхӑт пирки те ҫаплах калама пулать. Миллион-миллион ҫын пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывсенче пурӑнать. Унсӑр пуҫне, кашни минутрах ҫӗр-ҫӗр ача ҫуралать. «Мӗнпур нацие, йӑха, халӑха» ырӑ хыпар калас тесе эпир пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр (Ӳлӗм. 14:6). Анчах ҫакна та ӑнланмалла: ҫак тӗнче пӗтиччен эпир ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫыннах ырӑ хыпара каласа параймастпӑр.

8. Иегова пуласлӑхра суд тӑвасси пирки мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

8 Ҫавӑнпа та ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: «Камӑн пысӑк хӗн-асап пуҫланиччен ырӑ хыпара илтме май пулман, ҫавсемпе мӗн пулӗ? Иегова тата вӑл сут тума власть панӑ Ывӑлӗ вӗсемпе мӗн тӑвӗҫ?» (Иоанн 5:19, 22, 27; Ап. ӗҫ. 17:31). Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, Иегова «никам та ан пӗттӗр... тет». Пачах урӑхла, вӑл «пурте ӳкӗнччӗр тет» (2 Пётр 3:9; 1 Тим. 2:4). Ҫавах та ырӑ хыпара илтме май пулман ҫынсене вӑл мӗнле суд тӑвассине эпир хальлӗхе пӗлместпӗр, Иегова пире ҫакна уҫса паман-ха. Паллах, вӑл ҫакна уҫса памасан та пултарать.

Пысӑк хӗн-асап пуҫланиччен камӑн ырӑ хыпара илтме май пулман, ҫавсемпе Иегова мӗн тӑвӗ? (8-мӗш абзаца пӑхӑр) c


9. Иегова пире Библи урлӑ мӗн уҫса панӑ?

9 Ҫапах та Иегова тӑвас текен хӑш-пӗр япаласене эпир пӗлетпӗр. Сӑмахран, Библире Иегова тӳрӗ мар ҫынсене, камӑн ырӑ хыпара илтсе улшӑнма май пулман, ҫавсене чӗртсе тӑратӗ тенӗ (Лука 23:42, 43; Ап. ӗҫ. 24:15). Ҫавӑнпа ытти ыйтусем те сиксе тухаҫҫӗ.

10. Тата мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ?

10 Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче вилекен ҫынсене Иегова чӗртсе тӑратӗ-ши? Е вӗсем яланлӑхах вилӗҫ-и? Библире Иегова, хӑйӗн ҫарӗпе пӗрле, хӑйне хаяррӑн хирӗҫ тӑракансене Армагеддонра пӗтерӗ тенӗ, вӗсем вара чӗрӗлсе тӑмӗҫ (2 Фес. 1:6—10). Анчах та пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче чирлесе, ватӑлса, ӑнсӑртран вилнӗ е вӗлернӗ ҫынсем пирки мӗн калама пулать? (Еккл. 9:11; Зах. 14:13). Вӗсенчен кам та пулин ҫӗнӗ тӗнчере чӗрӗлсе тӑнӑ «тӳрӗ маррисем» хушшинче пулӗ-и? Эпир ҫакна пӗлместпӗр.

ЭПИР МӖН ПӖЛЕТПӖР?

11. Иисус суд туса ҫынсене пӗр-пӗринчен сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрнӑ чухне мӗн шута илӗ?

11 Ҫапах та пуласлӑх пирки эпир хӑш-пӗр япаласене пӗлетпӗр. Тӗслӗхрен, Иисус Армагеддон вӑхӑтӗнче ҫынсене суд туса вӗсене пӗр-пӗринчен сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек уйӑрӗ. Вӑл ҫакна вӗсем хӑйӗн тӑванӗсене пулӑшнипе пулӑшманнине кура тӑвӗ (Матф. 25:40). Иисусӑн тӑванӗсене пулӑшса тӑракансем сурӑхсем шутне кӗрӗҫ. Унсӑр пуҫне, эпир хӗн-асап пуҫлансан Христосӑн хӑш-пӗр тӑванӗсем пӗр вӑхӑт хушши ҫӗр ҫинче пурӑнассине, Армагеддон пуҫланиччен кӑшт ҫеҫ маларах пӗлӗте каяссине пӗлетпӗр. Христосӑн тӑванӗсем ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӳркӑмӑллӑ ҫынсен вӗсене пулӑшса тӑма май пулӗ пулас (Матф. 25:31, 32; Ӳлӗм. 12:17).

12, 13. «Аслӑ Вавилона» пӗтернине курсан хӑш-пӗр ҫынсем, тен, мӗн тӑвӗҫ? (Ӳкерчӗксем ҫине те пӑхӑр.)

12 Пысӑк хӗн-асап пуҫлансан хӑш-пӗрисем, «Аслӑ Вавилона» тӗп тунине курсан, Иегова Свидетелӗсем ҫакӑн пирки тахҫанах каланине аса илӗҫ пулӗ. Вара ҫав ҫынсем Иеговӑна ӗненме пуҫлӗҫ-ши? (Ӳлӗм. 17:5; Иез. 33:33).

13 Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра мӗн пулса иртнине аса илер. Израильтянсем Египетран тухса кайнӑ чухне вӗсемпе пӗрле «тӗрлӗ халӑх ҫыннисем питӗ нумаййӑн тухнӑ». Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем, Моисей вунӑ асап ҫинчен калани пурнӑҫланнине курсан, Иеговӑна ӗненнӗ (Тух. 12:38). Аслӑ Вавилона пӗтернӗ хыҫҫӑн та ҫавӑн пекки пулсан, ҫынсем Армагеддонччен кӑшт маларах Иеговӑна пирӗнпе пӗрле пуҫҫапма пуҫласан, эпир ҫакӑ тӗрӗс мар тесе шутлӑпӑр-и? Ҫук, паллах. Эпир хамӑр ҫӳлти Атте пек пуласшӑн. Вӑл «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ» (Тух. 34:6) b.

«Аслӑ Вавилона» пӗтернине курсан хӑш-пӗр ҫынсем Иегова Свидетелӗсем ҫавӑн ҫинчен тахҫанах каланине аса илӗҫ пулӗ (12, 13 абзацсене пӑхӑр) d


14, 15. Ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси вӑл хӑҫан вилнинчен е ӑҫта пурӑннинчен килет-и? Ӑнлантарса парӑр (Псалом 32:4, 5).

14 Хӑш-пӗр чухне эпир ҫапла каланине илтме пултаратпӑр: «Манӑн хурӑнташ пысӑк хӗн-асап пуҫланиччен вилсен, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Вара унӑн чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пулать». Паллах, тӑвансем ҫакна ыр шухӑшпах калаҫҫӗ. Анчах та ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси вӑл хӑҫан вилнинчен килет-и вара? Иегова — пӗр ҫитменлӗхсӗр Судья, унӑн ӗҫӗсем яланах тӗрӗс те тӳрӗ. (Псалом 32:4, 5 вуласа парӑр.) «Пӗтӗм ҫӗр Тӳри» тӗрӗс суд тӑвасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр (Пулт. 18:25).

15 Унсӑр пуҫне, ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси вӑл ӑҫта пурӑннинчен килмест. Хӑш-пӗр вырӑнсенче Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха илтме май ҫук. Иегова ҫав вырӑнта пурӑнакан миллион-миллион ҫынна ҫавӑншӑн ҫеҫ качакасем шутне кӗртмӗ паллах (Матф. 25:46). Пӗтӗм ҫӗрӗн тӳрӗ Судьи ҫав ҫынсемшӗн пирӗнтен те ытларах пӑшӑрханать. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова событисене хӑш енне ҫавӑрса ярассине эпир пӗлместпӗр. Вӑл хӑйӗн сӑваплӑхне халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартсан, тен, хӑш-пӗр ҫынсем ӑна ӗненсе ун майлӑ тӑрӗҫ (Иез. 38:16).

Пысӑк хӗн-асап пуҫлансан хӑш-пӗрисем... ...Иеговӑна ӗненме пуҫлӗҫ-ши?

16. Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Библи тӗпченине пула эпир Иегова ҫын пурнӑҫне ҫав тери хакланине пӗлтӗмӗр. Пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пултӑр тесе вӑл хӑйӗн Ывӑлне панӑ (Иоанн 3:16). Эпир пурте вӑл хамӑршӑн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине туйса тӑратпӑр (Ис. 49:15). Турӑ пире кашнине ятран пӗлет. Вӑл, пире ҫав тери лайӑх пӗлнӗрен, эпир вилсен те пире чӗртсе тӑратма пултарать, мӗншӗн тесен пирӗн ҫинчен кашни вак-тӗвеке тата пирӗн пур асаилӗве те астӑвать! (Матф. 10:29—31). Пирӗн ҫӳлти Атте ӑслӑ-тӑнлӑ, тӳрӗ тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ. Ҫавӑнпа та вӑл кашни ҫынна тӗрӗс суд тӑвасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Иак. 2:13).

Пирӗн ҫӳлти Атте ӑслӑ-тӑнлӑ, тӳрӗ тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ. Ҫавӑнпа та вӑл кашни ҫынна тӗрӗс сут тӑвасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (16-мӗш абзаца пӑхӑр)


17. Тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

17 Ҫак чӑнлӑхсене лайӑхрах ӑнланни ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Ҫак ӗҫ пирӗншӗн тата пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑрать. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ырӑ хыпара хастаррӑн сарма пире мӗн хавхалантарать? Ҫак ыйтусен хуравӗсене эпир тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.

76-МӖШ ЮРӐ Эсӗ мӗн туятӑн?

b Аслӑ Вавилона пӗтернӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Туррӑн халӑхӗ ҫине Магог ҫӗрӗнчи Гог тапӑнӗ. Ун чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем кӑна мар, пысӑк хӗн-асап хыҫҫӑн вӗсемпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапма пуҫланӑ ҫынсем те йывӑрлӑхсем тӳсӗҫ.

c ӲКЕРЧӖКСЕМ. Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипех сараҫҫӗ пулин те, ӑна илтме пурин те май ҫук. Виҫӗ сӑлтав кӑна илсе парӑпӑр: 1) хӗрарӑм пурӑнакан ҫӗршывра христиан тӗнне тытса тӑмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта ырӑ хыпар калама хӑрушӑ; 2) пӗр мӑшӑр пурӑнакан вырӑнта ҫӗршыври законсене пула ырӑ хыпар сарма хӑрушӑ; 3) арҫын пурӑнакан вырӑна Свидетельсем ҫитеймеҫҫӗ.

d ӲКЕРЧӖКСЕМ. Пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ хӗрарӑм Библире «Аслӑ Вавилона» пӗтересси ҫинчен пророкла каланине аса илет. Ҫакӑ ӑна Иеговӑра хӳтлӗх шырама хавхалантарать, вара вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлекен хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ патне каять. Ҫылӑх тунӑ ҫынсем Иегова патне каялла таврӑнсан, эпир савӑнасшӑн тата, хамӑрӑн ҫӳлти Атте пекех, вӗсене хӗрхенесшӗн.