Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

26-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

8-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн хӳтлӗх

Иегова сирӗн чул хысакӗ пултӑр

Иегова сирӗн чул хысакӗ пултӑр

«Туррӑм — манӑн чул хысакӑм» (ПС. 17:3).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫак статьяран мӗншӗн Иеговӑна чул хысакӗпе танлаштарнине тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултарнине пӗлӗпӗр.

1. Псалом 17:3-мӗшӗнче Давид Иеговӑна мӗнпе танлаштарнӑ?

 ЭПИР пурӑнакан тӗнчере лару-тӑру хӑвӑрт улшӑнать. Кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем пурнӑҫа йывӑрлатса яма е тӗппипех улӑштарма пултараҫҫӗ. Телее, эпир пӗччен мар, пирӗн Турӑ яланах юнашар. Унчченхи статьяра пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ, Иегова — чӗрӗ Турӑ, вӑл пире кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр. Вӑл хамӑра пулӑшса тӑнине туйнӑ чухне эпир, Псалом 17:47-мӗшӗнче каланӑ пек, «Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» пулнине уҫҫӑн куратпӑр. Анчах та Псалом 17:3-мӗшӗнче (вуласа парӑр) Давид Иегова пирки «манӑн чул хысакӑм» тенӗ. Мӗншӗн вӑл чӗрӗ Турра чӗрӗ мар япалапа танлаштарнӑ?

2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир мӗншӗн Иеговӑна чул хысакӗпе танлаштарнине тата ҫакӑ ун пирки мӗн уҫса панине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, мӗнле майпа Турӑ пирӗн чул хысакӗ пулса тӑма пултарнине курӑпӑр. Юлашкинчен вара, Иеговӑран тӗслӗх илес тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр.

МӖНШӖН ИЕГОВӐНА ЧУЛ ХЫСАКӖПЕ ТАНЛАШТАРНӐ?

3. Хӑш сӑвӑ йӗркисенче Иеговӑна чул хысакӗпе танлаштарнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Иеговӑна мухтанӑ чухне унӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ ӑна чул хысакӗпе танлаштарнӑ. Мӗншӗн Библире ҫакӑн пек сӑнарпа усӑ курнӑ? Ҫак сӑнар Иеговӑн хӑш-пӗр тӗлӗнмелле енӗсене уҫса парать. Иегова — «Чул Хысакӗ» тени пӗрремӗш хут Саккуна астутарни 32:4-мӗшӗнче [ҪТ] тӗл пулать. Анна та хӑйӗн кӗллинче: «Пирӗн Турӑ пек чул хысакӗ урӑх ҫук», — тенӗ (1 Пат. 2:2, ҪТ). Аввакум пророк Иегова пирки «манӑн Чул Хысакӑм» тесе ҫырнӑ (Авв. 1:12). 73-мӗш Псалома ҫыраканӗ те Турӑ пирки «манӑн чӗремӗн чул хысакӗ» тенӗ (Пс. 73:26, ҪТ). Иегова та хӑй пирки «Чул Хысакӗ» тесе каланӑ (Ис. 44:8, ҪТ). Айтӑр Иеговӑн виҫӗ лайӑх енне пӑхса тухар. Вӗсене пула ӑна чул хысакӗпе танлаштарма пулать. Унсӑр пуҫне, мӗнле майпа вӑл «пирӗн Чул Хысакӗ» пулса тӑма пултарнине те пӗлер (Сак. аст. 32:31, ҪТ).

Турӑ халӑхӗшӗн Иегова чул хысакӗ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)


4. Мӗншӗн Иегова пирки пирӗн хӳтлӗх теме пулать? (Псалом 93:22).

4 Иегова — пирӗн хӳтлӗх. Чул хысакӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлран хӳтӗлеме пултарнӑ пекех, Иегова та пире йывӑр вӑхӑтра хӳтӗлет. (Псалом 93:22 вуласа парӑр.) Вӑл пире хамӑрпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха упраса хӑварма пулӑшать тата эпир ҫак усал тӗнчере хӗн куратпӑр пулин те, ҫакӑ вӑхӑтлӑха кӑна тесе сӑмах парать. Пуласлӑхра вара Иегова пирӗн валли тата ытларах тӑвӗ — мӗне пула халӗ эпир асапланатпӑр тата канӑҫа ҫухататпӑр, ҫавна веҫех пӗтерӗ (Иез. 34:25, 26).

5. Иегова пирӗн хӳтлӗх пулса тӑтӑр тесен мӗн тумалла?

5 Иегова пирӗн хӳтлӗх пултӑр тесен мӗн тумалла? Кӗлтумалла. Кӗлтунӑ чухне Иегова пире чӗрене тата ӑс-тӑна хӳтӗлекен канӑҫлӑх парать (Флп. 4:6, 7). Акӑ Турра ӗненнӗшӗн арестленӗ Артём тӑванӑн тӗслӗхӗ. Допроса каяс умӗн кашнинчех вӑл питӗ хытӑ пӑшӑрханнӑ, мӗншӗн тесен следователь унран мӑшкӑлланӑ тата ӑна хӑратнӑ. Артём мӗн тунӑ? Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ Иеговӑна кӗлтуса канӑҫлӑхпа ӑслӑлӑх ыйтаттӑм». Артём следователь хӗснине пӑхмасӑрах чунра канӑҫлӑх туйнӑ, ҫакӑ ӑна питӗ савӑнтарнӑ. Вӑл калать: «Иеговӑпа эпӗ хама чул хӳме хыҫӗнче пытаннӑ пек туяттӑм».

6. Мӗншӗн эпир яланах Иегова ҫине шанма пултаратпӑр? (Исаия 26:3, 4).

6 Иегова шанӑҫа тивӗҫлӗ. Чул хысакӗ пӗрмаях хӑйӗн вырӑнӗнче тӑнӑ пекех, Иегова та яланах пирӗнпе юнашар. Вӑл пире нихӑҫан та хӑвармӗ, эпир ун ҫине шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл «ӗмӗрлӗх тӗрек». (Исаия 26:3, 4 вуласа парӑр.) Иегова яланах пулӗ. Апла пулсан, вӑл яланах пирӗн кӗлӗсене итлӗ тата пире пулӑшса тӑрӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑй сӑмах панисене пурне те пурнӑҫлӗ. Эпир тепӗр сӑлтава пула та Иеговӑна шанма пултаратпӑр: вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑннӑ (2 Пат. 22:26, ҪТ). Иегова пирӗн ырӑ ӗҫсене нихӑҫан та манмӗ тата награда паратех (Евр. 6:10; 11:6).

7. Иегова ҫине шанни мӗнле усӑ парать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Иегова пирӗншӗн чул хысакӗ пулса тӑтӑр тесен ӑна пӗтӗмпех шанмалла. Вӑл панӑ пур канаш та усӑллӑ пулни пирки эпир иккӗленместпӗр. Ҫавӑнпа та хамӑра йывӑр килнӗ чухне те эпир ӑна итлетпӗр (Ис. 48:17, 18). Вӑл пулӑшнине курсан вара ӑна тата ытларах шанма пуҫлатпӑр. Эпир Иегова кӑна пире пур йывӑрлӑха та, тем пысӑкӑш йывӑрлӑха та, чӑтса ирттерме пулӑшассине ҫирӗп шанма вӗренетпӗр. Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче пирӗн Турӑсӑр пуҫне урӑх никамран та пулӑшу кӗтме ҫук. Ҫавӑн пек чухне Иегова шанӑҫа тивӗҫлӗ пулни пирки пӗр иккӗленӳ те юлмасть. Тӗрмере ларнӑ вӑхӑта аса илсе Владимир акӑ мӗн калать: «Ҫавӑн чухне эпӗ Иегова манпа нихҫанхинчен те ҫывӑхрах пулнине туяттӑм. Пӗр пӗччен пулнӑран тата лару-тӑрӑва улӑштарма пултарайманран эпӗ Иеговӑна ытларах шанма вӗрентӗм».

Иеговӑна чун-чӗререн шансан, вӑл пирӗншӗн чул хысакӗ пулса тӑрать (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


8. а) Тата мӗншӗн Иеговӑна чул хысакӗпе танлаштарма пулать? ӑ) Мӗншӗн эпир Турӑ пирӗн чул хысакӗ пулнишӗн савӑнатпӑр? (Псалом 61:7, 8).

8 Иегова улшӑнмасть. Тем пысӑкӑш чул хысакне куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн тата япӑх ҫанталӑка пула улшӑнмасть. Пирӗн Турӑ пирки те ҫавнах калама пулать: вӑл хӑй те улшӑнмасть, хӑйӗн тӗллевне те улӑштармасть (Мал. 3:6). Эдем пахчинче Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗклесен, вӑл этемлӗх пирки малтанах мӗн шутласа хунине улӑштарман. Павел апостол Иегова «хӑйӗнчен хӑй тунма пултараймасть» тесе ҫырнӑ (2 Тим. 2:13). Апла пулсан, кирек мӗн пулса иртсен те, ҫынсем хӑйсене кирек мӗнле тытсан та, ҫакӑ Иегова ҫине витӗм кӳмест: вӑл хӑй мӗн шутласа хунине тӑватех тата хӑйӗн нормисене нихӑҫан та пӑсмасть. Ҫак улшӑнса тӑракан та ҫӑмӑл мар саманара эпир Иеговӑна ҫирӗп шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ҫӑлӑнӑҫ тата тӗрек. (Псалом 61:7, 8 вуласа парӑр.)

9. Эсир Татьянӑран мӗне вӗренетӗр?

9 Иеговӑна шанас тесен, вӑл пирӗн чул хысакӗ пулса тӑтӑр тесен, пирӗн унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен тата вӑл ҫӗрпе этемлӗх пирки мӗн шутласа хуни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑ пире йывӑр вӑхӑтра лӑпкӑ пулма тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ (Пс. 15:8). Ҫакна Татьяна хӑйӗн ҫинче туйса илнӗ. Ӑна Турра ӗненнӗшӗн килти ареста лартнӑ. «Эпӗ тӑр пӗччен тӑрса юлтӑм, — тет вӑл. — Малтанах ҫӑмӑл марччӗ, час-часах ал усӑнатчӗ». Лӑпланма тата вӑй илме ӑна мӗн пулӑшнӑ? Татьяна Иегова ҫинчен, вӑл этемлӗх пирки мӗн шутласа хуни ҫинчен шухӑшланӑ, вара мӗншӗн хӑйӗн веҫех чӑтса ирттермеллине ӑнланса илнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Ҫакӑ мӗншӗн манпа пулса иртнине ӑнлансан, хам Иеговӑшӑн асапланнине ӑнкарса илтӗм. Вара хам ҫинчен ытлашши шутлама пӑрахрӑм».

10. Иегова пирӗншӗн чул хысакӗ пулса тӑтӑр тесен халех мӗн тумалла?

10 Пире шутсӑр йывӑр вӑхӑт кӗтет. Ун чухне пирӗн Иегова ҫине нихҫанхинчен та хытӑрах шанмалла пулӗ. Иегова кирек мӗнле лару-тӑрура та пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшасси пирки иккӗленес мар тесен халех ун ҫине шанма вӗренмелле. Ҫавна мӗнле тумалла? Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк-авал мӗнле пулӑшни ҫинчен тата халӗ мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен вулӑр. Мӗнле майпа вӑл вӗсемшӗн хӳтлӗх тата тӗрек пулса тӑни ҫинчен шухӑшлӑр. Вара Иегова сирӗншӗн те чул хысакӗ пулса тӑрӗ.

ИЕГОВӐРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР

11. Хӑш тӗлӗшрен пирӗн пурин те Иеговӑран тӗслӗх илмелле? ( «Ҫамрӑк арҫын тӑвансем мӗнле тӗллев лартма пултараҫҫӗ?» рамкӑна та пӑхӑр.)

11 Эпир мӗншӗн Иеговӑна чул хысакӗпе танлаштарнине пӗлтӗмӗр. Халӗ хамӑр унран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Иеговӑран тӗслӗх илес тесе мӗн чухлӗ ытларах тӑрӑшатпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах тӑвансене пулӑшма пултаратпӑр. Сӑмахран, Иисус Симона Кифа ят панӑ (грекла Пётр). Ҫав ят «чул» тенине пӗлтерет (Иоанн 1:42). Ҫакӑнпа Иисус Пётр тӑвансене йӑпатӗ тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрса юлма пулӑшӗ тесе каласшӑн пулнӑ. Библире старейшинӑсене «ҫӳллӗ тӑвӑн сулхӑн ӗмӗлкипе» танлаштарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пухӑва хӳтӗлеҫҫӗ (Ис. 32:2). Паллах ӗнтӗ, старейшинӑсен кӑна мар, пирӗн пурин те Иеговӑран тӗслӗх илсе пӗр-пӗриншӗн чул хысакӗ евӗр пулмалла (Эф. 5:1).

12. Мӗнле майпа эпир тӑвансемшӗн хӳтлӗх пулма пултаратпӑр?

12 Тӑвансемшӗн хӳтлӗх пулӑр. Ҫутҫанталӑк инкекӗсене, халӑх пӑлханнине е вӑрҫӑсене пула хӑш-пӗр тӑвансен килӗсене хӑварма тивет. Ҫавӑн пек тӑвансене эпир хамӑр патра йышӑнма пултаратпӑр, вара пирӗн ҫурт вӗсемшӗн хӳтлӗх пулса тӑрӗ. Ҫак «юлашки кунсенче» тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах пырать (2 Тим. 3:1). Ҫавӑнпа та пирӗн пӗр-пӗрне ытларах та ытларах пулӑшмалла пулать. Унсӑр пуҫне, пирӗн тӑвансене йӑпатмалла тата юратнине кӑтартмалла. Мӗнле майпа? Сӑмахран, пухӑва килекен тӑвансемпе калаҫмалла тата вӗсене хавхалантармалла. Эпир вӗсем хӑйсене юратнине туйччӑр тетпӗр. Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене ыттисемпе сиввӗн тытаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тӑвансем стресс тӳсме тата хӑйсене никама та кирлӗ мар пек туйма пултараҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн эпир вӗсем пухӑва килсен хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тата вӑй илччӗр тесе тӑрӑшасшӑн.

13. Мӗнле майпа старейшинӑсем тӑвансемшӗн хӳтлӗх пулма пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Старейшинӑсем йывӑр вӑхӑтра тӑвансемшӗн хӳтлӗх пулма пултараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк инкекӗ вӑхӑтӗнче е кама та пулин васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне старейшинӑсем тӑхтаса тӑмасӑр пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Библипе усӑ курса тӑвансене хавхалантараҫҫӗ тата йӑпатаҫҫӗ. Енчен те тӑвансем старейшина хӗрхенекен те итлеме хатӗр пулнине, ӑнланма тӑрӑшнине, ыррӑн та ҫемҫен калаҫнине пӗлеҫҫӗ пулсан, вӗсене унран пулӑшу ыйтма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Тӑвансем хӑйсене старейшинӑсем юратнине туяҫҫӗ пулсан, вӗсене хӑйсене Библи тӑрӑх панӑ канаша итлеме ҫӑмӑлтарах пулать (1 Фес. 2:7, 8, 11).

Старейшинӑсем йывӑр вӑхӑтра тӑвансемшӗн хӳтлӗх пулса тӑраҫҫӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр) a


14. Шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулас тесен мӗн тумалла?

14 Шанӑҫа тивӗҫлӗ пулӑр. Эпир ыттисем, уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра, хамӑр ҫине шанма пултарччӑр тетпӗр (Ытар. 17:17). Шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулас тесен мӗн тумалла? Лайӑх енсене вӑхӑтран вӑхӑта кӑна мар, яланах кӑтартмалла. Тӗслӗхрен, хамӑр панӑ сӑмаха тытмалла тата ӗҫе вӑхӑтра тумалла (Матф. 5:37). Унсӑр пуҫне, кама та пулин пулӑшу кирлине пӗлсен пулӑшмалла. Пире пухура мӗнле те пулин ӗҫ шанса парсан вара, ӑна инструкци тӑрӑх тумалла.

15. Шанӑҫа тивӗҫлӗ старейшинӑсене эпир мӗншӗн хаклатпӑр?

15 Шанӑҫа тивӗҫлӗ старейшинӑсем пухушӑн чӑн-чӑн парне. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Тӑвансем старейшина (сӑмахран, ырӑ хыпар сармалли ушкӑншӑн яваплӑ тӑван) ялан пулӑшма хатӗр пулнине пӗлеҫҫӗ пулсан, вӗсене унран пулӑшу ыйтма ҫӑмӑлтарах пулӗ тата вӗсем хӑйсене юратнине туйӗҫ. Старейшинӑсем канаш панӑ чухне хӑйсем мӗн шутланине мар, Библире тата шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура паракан публикацисенче мӗн ҫырнине калаҫҫӗ пулсан, пире вӗсене шанма ҫӑмӑлтарах пулать. Унсӑр пуҫне, эпир старейшинӑсене вӗсем пирӗн вӑрттӑнлӑха ыттисене каласа паманшӑн тата хӑйсен сӑмахне тытнӑшӑн хаклатпӑр.

16. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни пире хамӑра та, ыттисене те мӗнле усӑ парать?

16 Иеговӑна шанчӑклӑ пулӑр. Иеговӑна яланах итлетпӗр пулсан тата йышӑнусем тунӑ чухне Библири принципсене шута илетпӗр пулсан, ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартатпӑр. Библи тӗпчесен тата Иеговӑна хытӑрах ӗненсен эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑпӑр тата унӑн нормисене пӑсмӑпӑр. Унсӑр пуҫне, суя вӗрентӳсемпе ҫак тӗнчери ҫынсен шухӑш-тӗллевне хамӑр ҫине витӗм кӳме памӑпӑр (Эф. 4:14; Иак. 1:6—8). Иеговӑна тата вӑл хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫласса ӗненетпӗр пулсан, япӑх хыпарсене илтсен, эпир аптраса ӳкмӗпӗр тата хамӑра лӑпкӑ туйӑпӑр (Пс. 111:7, 8). Ҫавӑн пекех, эпир инкек пырса ҫапнӑ тӑвансене пулӑшма пултарӑпӑр (1 Фес. 3:2, 3).

17. Старейшинӑсем пухӑва мӗнле ҫирӗплетеҫҫӗ?

17 Иегова пур старейшинӑран та пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлекен, тӗрӗс шухӑшлама пӗлекен, йӗркене юратакан тата хӑйӗнни ҫинче тӑман ҫын пуласса кӗтет. «Туррӑн шанӑҫа тивӗҫлӗ сӑмахне ҫирӗп тытса» тӑнипе вӗсем тӑвансене хӑйсене лӑпкӑ туйма тата Иеговӑна хытӑ ӗненме пулӑшаҫҫӗ (Тит 1:9; 1 Тим. 3:1—3). Юратнӑран ҫак кӗтӳҫсем тӑвансене пухусене ҫӳреме, ырӑ хыпар сарма тата хӑйсем тӗллӗн Библи тӗпчеме кирлине аса илтерсе тӑраҫҫӗ. Хӑйсем те ҫак тӗлӗшрен тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Тӑвансем ҫине пысӑк инкек йӑтӑнса ансан вара, старейшинӑсем вӗсене ытлашши пӑшӑрханас вырӑнне Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума сӑмах пани ҫинчен шухӑшлама хавхалантараҫҫӗ.

18. Иеговӑна мухтама тата хамӑрпа ун хушшинчи туслӑха упраса хӑварма пире мӗн хавхалантарать? ( «Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр» рамкӑна та пӑхӑр.)

18 Ҫак статья пире Туррӑн хӑш-пӗр паха енӗсем пирки ытларах пӗлме пулӑшрӗ. Эпир Иеговӑна, Давид патша пекех, тата ытларах мухтасшӑн. Вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн тӗрекӗм [«Чул Хысакӑм», ҪТ], мухтавлӑ» (Пс. 143:1). Иегова яланах шанӑҫа тивӗҫлӗ Турӑ пулӗ. Ватӑлса ҫитсен те эпир: «Вӑл манӑн тӗрекӗм [«Чул Хысакӑм», ҪТ]», — теме пултарӑпӑр (Пс. 91:15, 16). Мӗншӗн тесен Иегова пире хамӑрпа хӑй хушшинчи туслӑха упраса хӑварма пулӑшасса ҫирӗп шанатпӑр.

150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра

a ӲКЕРЧӖК. Патшалӑх залӗнче хӗрарӑм тӑван старейшинӑсене хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине каласа парать.