Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?
Эпир ҫӗр-ҫӗр чӗлхепе калаҫатпӑр тата тӗрлӗ ҫӗршывсенче пурӑнатпӑр пулин те, пирӗн пурин те пӗр тӗллев. Пуринчен ытла эпир Иеговӑна, Библи Туррине тата пурне те Пултаракана, мухтава кӑларасшӑн. Эпир Иисус Христосран тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр, христиансем пулни пирӗншӗн пысӑк чыс. Пирӗнтен кашниех ҫынсене Библи ҫинчен тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлме пулӑшмашкӑн тӑтӑшах вӑхӑт уйӑрать. Эпир Иегова Турӑ ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтерсе, е каласа, ҫӳренӗрен пире Иегова Свидетелӗсем пек пӗлеҫҫӗ.
Пирӗн сайтпа паллашӑр. Библие онлайн вулӑр. Пирӗн ҫинчен тата эпир мӗне ӗненни ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр.