Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

Мӗншӗн эпир асапланатпӑр? Ҫын вилсен, унпа мӗн пулать? Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? Библи вӗренмелли ҫак пособи сире ҫак тата ытти ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшӗ.

Турӑ ҫакӑн пек пурӑнтарасшӑн-ши?

Тен, эсир хальхи вӑхӑтра мӗншӗн питӗ нумай йывӑрлӑх тесе шутланӑ та пуль. Эсир пӗлетӗр-и: Библире каланӑ тӑрӑх, кӗҫех чӑн-чӑн улшӑнусем пулӗҫ тата ҫакӑ сире нумай усӑ парӗ?

1-МӖШ СЫПӐК

Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑх

Мӗнле шутлатӑр: Турӑ пире юратать-и? Унӑн паха енӗсем ҫинчен тата унӑн тусӗ пулса тӑрас тесен мӗн тумалли ҫинчен пӗлӗр.

2-МӖШ СЫПӐК

Библи — Турӑ панӑ кӗнеке

Библи сире хӑвӑрӑн йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшма пултарать-и? Мӗншӗн эпир Библири пророкла каланисене шанма пултаратпӑр?

3-МӖШ СЫПӐК

Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?

Турӑ ҫӗр ҫинче рай тӑвӗ-и? Ҫапла пулсан, ҫавна вӑл хӑҫан тӑвӗ?

4-МӖШ СЫПӐК

Кам вӑл Иисус Христос?

Иисус чӑннипех пама пулнӑ Мессия пулнине, вӑл ӑҫтан килнине тата мӗншӗн ун пирки Иеговӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ тенине пӗлӗр.

5-МӖШ СЫПӐК

Тӳлесе илни — Турӑ панӑ хаклӑ парне

Тӳлесе илме панӑ парне мӗн вӑл? Вӑл пире мӗнле усӑ пама пултарать?

6-МӖШ СЫПӐК

Вилнисем ӑҫта лекеҫҫӗ?

Ҫын вилсен унпа мӗн пулни пирки тата ҫынсем мӗншӗн вилни пирки Библире мӗн каланине пӗлӗр.

7-МӖШ СЫПӐК

Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк

Сирӗн юратнӑ ҫынсенчен кам та пулин вилнӗ-и? Ӑна каллех курма пулать-ши? Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пирки Библире мӗн каланине пӗлӗр.

8-МӖШ СЫПӐК

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Нумай ҫын «Эй, ҫӳлти Аттемӗр» кӗлле пӗлет. Ҫак кӗлӗри «Санӑн Патшалӑху килтӗр» текен сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?

9-МӖШ СЫПӐК

Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр-и?

Ҫынсен ӗҫӗсем тата шухӑш-кӑмӑлӗ эпир, Библире малтанах каласа хунӑ пек, «юлашки кунсенче» пурӑннине мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухӑр.

10-МӖШ СЫПӐК

Ангелсем пирӗн ҫине витӗм кӳреҫҫӗ-и?

Библире ангелсемпе демонсем ҫинчен тӗрӗссине каласа панӑ. Вӗсем чӑнах та пур-и? Вӗсем пире пулӑшаҫҫӗ-и е сиен кӳреҫҫӗ?

11-МӖШ СЫПӐК

Мӗншӗн Турӑ хӗн-асап пулма ирӗк парать?

Нумайӑшӗ ҫӗр ҫинчи инкек-синкекшӗн пуриншӗн те Турра айӑплать. Эсир вара мӗн шутлатӑр? Мӗншӗн тӗнчере хӗн-асап пулни пирки Турӑ мӗн каланине пӗлӗр.

12-МӖШ СЫПӐК

Турра юрӑхлӑ пурӑн

Иеговӑна юрӑхлӑ пурӑнма пулать. Эсир унӑн тусӗ пулма пултаратӑр.

13-МӖШ СЫПӐК

Пурнӑҫ ҫине Турӑ пек пӑхни

Хырӑм пӑрахни, юн яни тата чӗрчунсен пурнӑҫӗ ҫине Турӑ мӗнле пӑхать?

14-МӖШ СЫПӐК

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

Упӑшкасем, арӑмсем, ашшӗ-амӑшӗсем тата ачасем Иисус Христосран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Унран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15-МӖШ СЫПӐК

Турра юрӑхлӑ тӗн

Чӑн тӗне тытса тӑракансене уйӑрса илме пулӑшакан ултӑ уйрӑмлӑха пӑхса тухӑр.

16-МӖШ СЫПӐК

Чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑр

Хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа панӑ чухне эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратӑр? Ҫавна эпир ҫынсене кӳрентермесӗр мӗнле тума пултаратпӑр?

17-МӖШ СЫПӐК

Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан

Эсир кӗлтунӑ чухне Турӑ сире илтет-и? Ҫакна пӗлес тесе Библире кӗлӗ пирки мӗн каланине пӗлӗр.

18-МӖШ СЫПӐК

Шыва кӗни тата Турӑпа туслӑ пуласси

Шыва кӗме юрӑхлӑ пулмашкӑн мӗнле утӑмсем тумалла? Шыва кӗни мӗне пӗлтернине тата мӗнле майпа шыва кӗртнине пӗлӗр.

19-МӖШ СЫПӐК

Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юл

Турӑ пирӗншӗн тунӑ ӗҫсемшӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

ХЫҪСӐМАХ

Туррӑн ячӗн пӗлтерӗшӗ тата унпа усӑ курасси

Нумай Библи куҫарӑвӗсенче Туррӑн ячӗ тӗл пулмасть. Мӗншӗн? Туррӑн ячӗпе усӑ курмалла-ши?

ХЫҪСӐМАХ

Даниил пророк Мессия килесси ҫинчен каласа хуни

Турӑ 500 ҫул ытла маларах Мессия килесси ҫинчен каласа хунӑ пулнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле пророкла калани ҫинчен пӗлӗр.

ХЫҪСӐМАХ

Иисус Христос — пама пулнӑ Мессия

Мессия ҫинчен калакан Библири пророкла сӑмахсем пурте Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ. Ҫав пророкла сӑмахсем тӗп-тӗрӗс тата вак-тӗвек таранах пурнӑҫланни ҫинчен хӑвӑрӑн Библирен пӗлӗр.

ХЫҪСӐМАХ

Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ҫинчен калакан чӑнлӑх

Ҫынсем нумайӑшӗ Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ ҫинчен Библи вӗрентет тесе шутлаҫҫӗ. Ку чӑнах та ҫапла-и?

ХЫҪСӐМАХ

Мӗншӗн чӑн христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ?

Мӗншӗн чӑн христиансем Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курмаҫҫӗ? Хуравне Библирен пӗлӗр.

ХЫҪСӐМАХ

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ — Турра чыс кӳрекен уяв

Христиансене Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне — ун пирки Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ те теҫҫӗ — паллӑ тума хушнӑ. Хӑҫан тата мӗнле ӑна паллӑ тумалла?

ХЫҪСӐМАХ

Ҫыннӑн чӑнах та вилӗмсӗр чун пур-и?

Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, вилсен ҫыннӑн куҫа курӑнман пайӗ ӳт-пӳрен тухать те малалла пурӑнать. Турӑ Сӑмахӗ ҫакӑн пирки мӗн калать-ши?

ХЫҪСӐМАХ

Мӗн вӑл шеол тата гадес?

Хӑш-пӗр чӗлхесем ҫине куҫарнӑ Библисенче «шеол» тата «гадес» сӑмахсене «тамӑк» е «тупӑк» тесе куҫарнӑ. Ҫав сӑмахсем чӑннипе мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши?

ХЫҪСӐМАХ

Суд кунӗ — мӗн вӑл?

Суд кунӗ Турра шанчӑклӑ ҫынсемшӗн мӗншӗн чӑн-чӑн пиллӗх пулассине пӗлӗр.

ХЫҪСӐМАХ

1914 ҫул — Библире пророкла каланисенче паллӑ ҫул

1914 ҫул историре паллӑ ҫул пулнине Библири пророкла каланисем мӗнле ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

ХЫҪСӐМАХ

Кам вӑл Михаил архангел?

Библи Михаил архангел кам пулнине уҫса парать. Ун пирки тата вӑл халӗ мӗн туни пирки нумайрах пӗлӗр.

ХЫҪСӐМАХ

Мӗн вӑл «аслӑ Вавилон»?

Ӳлӗмхи кӗнекере пӗр аскӑн хӗрарӑм ҫинчен каланӑ, унӑн ҫамки ҫине «аслӑ Вавилон» текен ят ҫырса хунӑ пулнӑ тенӗ. Ҫав хӗрарӑм кам вӑл? Библире ун ҫинчен мӗн ҫырнӑ?

ХЫҪСӐМАХ

Иисус хӗлле ҫуралнӑ-ши?

Иисус ҫуралнӑ вӑхӑтра мӗнле ҫанталӑк тӑни ҫинчен пӗлӗр. Ҫакна пӗлни пире мӗн ӑнланма пулӑшать?

ХЫҪСӐМАХ

Уявсене паллӑ тума юрать-и?

Эсир пурӑнакан вырӑнта анлӑ сарӑлнӑ уявсене хӑҫан уявлама пуҫланӑ? Хуравӗ сире тӗлӗнтерме пултарать.