Тӗп матералсем патне куҫӑр

Библи тӑрӑх хатӗрленӗ видеороликсем. Тӗп вӗрентӳсем

Ҫак кӗске видеороликсенче Библи тӑрӑх ҫакӑн йышши ыйтусем ҫине хурав панӑ: Турӑ ҫӗре мӗнле тӗллевпе тунӑ? Ҫын вилсен унпа мӗн пулать? Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма парать?

Ҫут тӗнчене кам та пулин тунӑ-и?

Библи Ҫут тӗнче мӗнле пулса кайнине ӑнлантарса парать. Час-часах ҫынсем ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине тӗрӗс мар ӑнланаҫҫӗ е ун пирки юмах-халап кӗнеки тесе шутлаҫҫӗ. Ҫут тӗнче мӗнле пулса кайни ҫинчен Библире мӗн каланине ӗненме пулать-и?

Турӑ пур-и?

Турра ӗненни мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине пӗлӗр.

Туррӑн ят пур-и?

Туррӑн титулсем нумай, тӗслӗхрен, Пурне те Тытса Тӑракан, Пултаракан, Ҫӳлхуҫа. Анчах унӑн ят та пур, вӑл Библире 7 000 хута яхӑн тӗл пулать.

Туррӑн тусӗ пулма пулать-и?

Мӗн авалтанпах тӗрлӗ йышши ҫынсем хӑйсене Пултараканпа ҫывӑхланасшӑн пулнӑ. Библие пула эпир Туррӑн тусӗ пулса тӑма пултаратпӑр. Пирӗн туслӑх Туррӑн ятне пӗлнинчен пуҫланать.

Библи Авторӗ кам?

Библие ҫынсем ҫырнӑ пулсан ӑна Турӑ сӑмахӗ теме пулать-и? Библире камӑн шухӑшӗсене ҫырнӑ?

Библи Турӑ кӗнеки пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Библи авторӗ Турӑ пулсан унӑн пур ытти кӗнекесенчен уйрӑлса тӑмалла.

Турӑ ҫӗре мӗнле тӗллевпе тунӑ?

Ҫӗр тӗлӗнмелле илемлӗ. Вӑл Хӗвел патӗнче шӑп та лӑп кирлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ, унӑн тӗнӗлӗ шӑп та лӑп кирлӗ чухлӗ тайӑлнӑ тата вӑл кирлӗ хӑвӑртлӑхпа ҫаврӑнать. Пирӗн илемлӗ ҫӗре тума Турӑ мӗншӗн ҫав тери нумай вӑй хунӑ?

Пурнӑҫри чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене ӑҫта тупма пулать?

Эсир пурнӑҫ, вилӗм е пуласлӑх пирки шухӑшланӑ-и? Ҫак тата ытти ыйтусен хуравӗсене тупма пулать. Ӑҫта-ши?

Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

Пуласлӑхра ҫынсем, Лазарь пекех, вилӗмрӗн чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе Библи сӑмах парать.

Ҫынсем вилсен тамӑкра асапланаҫҫӗ-и?

Библире «Турӑ — юрату вӑл» тенӗ. Вӑл ҫынсене хӑйсен йӑнӑшӗсемшӗн нихӑҫан та асаплантарман пулӗччӗ.

Иисус Христос вӑл Турӑ-и?

Иисус Христос пирки Пурне те Тума Пултаракан Турӑ теме пулать-и?

Иисус мӗншӗн вилнӗ?

Вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗм вилнине, тен, эсир пӗлетӗр. Пӗр ҫын хӑйӗн пурнӑҫне пани миллион-миллион ҫынна усӑ пама пултарать-и?

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Ҫынсене вӗрентнӗ чухне Иисус Христос пуринчен ытла Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши унӑн вӗренекенӗсем ҫав Патшалӑх килтӗр тесе кӗлтӑваҫҫӗ.

Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ

Турӑ 2 600 ҫула яхӑн каялла пӗр хӑватлӑ патшана пуласлӑхра мӗн пуласси пирки пророкла тӗлӗк кӑтартнӑ.

Ҫак тӗнче 1914 ҫултанпа питӗ вӑйлӑ улшӑнчӗ

Ҫак тӗнчери лару-тӑру тата ҫынсем 1914 ҫултанпа япӑхлансах кайрӗҫ. Ҫакӑ Библире «юлашки кунсем» ҫинчен пророкла калани пурнӑҫланса пынине кӑтартса парать.

Ҫутҫанталӑк инкекӗсем — Турӑ панӑ наказани-и?

Ҫутҫанталӑк инкекне тӳссе ирттернӗ икӗ хӗрарӑм Библи вӗсене мӗн ӑнланма пулӑшнине каласа параҫҫӗ.

Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма парать?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хуравлани пире лӑплантарать.

Турӑ пур тӗне те ырлать-и?

Нумайӑшӗ кирек хӑш тӗне суйласа илсен те пур-пӗрех тесе шутлать.

Турӑ пур кӗлле те итлет-и?

Кам та пулин хапсӑнчӑк шухӑш ӗмӗтпе кӗлтӑвать пулсан? Е хӑйӗн арӑмӗпе хӑйне хаяррӑн тытнӑ хыҫҫӑн Турӑран пиллӗх ыйтать пулсан?

Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхать?

Турӑ упӑшкасем те, арӑмсем те телейлӗ пулччӑр тет. Нумай ҫемьене Библири канашсем пулӑшнӑ.

Порнографи пӑхни — Турра хирӗҫ тунӑ ҫылӑх-и?

Библире «порнографи» сӑмах пур-и? Турӑ порнографи пирки мӗн шутланине мӗнле пӗлмелле?