Библири сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани
Ҫынсем час-часах илтекен Библири сӑвӑ йӗркисемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем мӗне пӗлтернине пӗлӗр. Пӗтӗмпех ӑнланас тесе контекста тӗпчӗр. Сноскӑсенчи тата ҫав сӑвӑ йӗркисемпе ҫыхӑннӑ ытти сӑвӑ йӗркисенчи информаци Библие тарӑнрах ӑнланма пулӑшӗ.
Псалом 36:4-мӗшне ӑнлантарса пани. «Ҫӳлхуҫапа лӑплан»
Ҫак псалом пире ӑслӑ-тӑнлӑ тата Турӑ ырлакан ҫынсем пулма мӗнле пулӑшать?
Псалом 45:11-мӗшне ӑнлантарса пани. «Парӑнӑр мана. Эпӗ Турӑ иккенне пӗлӗр»
Ҫак сӑвӑ йӗркинче чиркӳре ҫынсен пӗр чӗнмесӗр тӑмалла тесе каланӑ-и?
Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пани. «Хӑвӑн ӑс-тӑнна ан шан»
Эсир ытларах кам ҫине шанатӑр: Турӑ ҫине е хӑвӑр ҫине? Ҫакна мӗнле пӗлме пулать?
Ытарӑшсем 16:3-мӗшне ӑнлантарса пани. «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар»
Мӗнле икӗ сӑлтава пула ҫыннӑн йышӑну тӑвиччен Турӑран канаш ыйтмалла?
Ытарӑшсем 17:17-мӗшне ӑнлантарса пани. «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать»
Ҫак сӑвӑ йӗркинче чӑн-чӑн туслӑх мӗн иккенне илемлӗн ҫырса панӑ.
Ытарӑшсем 22:6-мӗшне ӑнлантарса пани. «Ачана тӗрӗс ҫул ҫине тӑрат»
Ҫак сӑвӑ йӗркинчи «тӗрӗс ҫул» мӗнле ҫула пӗлтерет? Кашнин хӑйӗн «тӗрӗс ҫул» пур теме пулать-и?
Исаия 42:8-мӗшне ӑнлантарса пани. «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа»
Турӑ хӑйӗн валли мӗнле ят суйласа илнӗ?
Рим 10:13-мӗшне ӑнлантарса пани. «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ»
Турӑшӑн ҫын хӑш нацирен, расӑран пулни тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни пӗлтерӗшлӗ мар. Вӑл пур ҫынна та ҫӑлӑнма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май парать.