Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер

Ҫак брошюра сана вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстерме пулӑшӗ.

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ

Эпир калакан хыпар ҫынсем илтнӗ хыпарсенчен чи пӗлтерӗшли.

1-МӖШ УРОК

Малтанхи сӑмахсене лайӑх хатӗрленсе кала

Лайӑх хатӗрленӗ малтанхи сӑмахсем виҫӗ тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

2-МӖШ УРОК

Калаҫу чӗлхи

Калаҫу чӗлхипе калаҫсан итлекенсем хайсене ирӗклӗн туйӗҫ тата вӗсене сана итлеме ҫӑмӑл пулӗ.

3-МӖШ УРОК

Ыйтусем пар

Итлекенсене интереслентерсе ярас тесе тата тӗп шухӑшсене палӑртас тесе ыйтусем пар, анчах та ҫакна ҫынсен туйӑмӗсене шута илсе ту.

4-МӖШ УРОК

Библири сӑвӑ йӗркисене вулас умӗн каламалли сӑмахсем

Библири сӑвӑ йӗркине вуласа парас умӗн каламалли сӑмахсем итлекенсене ҫав сӑвӑ йӗркине ӑнланма пулӑшмалла.

5-МӖШ УРОК

Тӗрӗс вула

Ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе пирӗн тӗрӗс вулама пӗлмелле.

6-МӖШ УРОК

Сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пар

Итлекенсене эсӗ мӗн каланипе мӗн вуласа пани хушшинче мӗнле ҫыхӑну пуррине курма пулӑш.

7-МӖШ УРОК

Тӗрӗс информаци кала

Итлекенсене тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума пулӑшас тесе тӗрӗс информаци кала.

8-МӖШ УРОК

Вӗрентнӗ чухне тӗслӗхсемпе усӑ кур

Ӑста вӗрентекен пулас тесен итлекенсен чӗрисене пырса тивекен тата тӗп шухӑшсене ӑнланма пулӑшакан тӗслӗхсемпе усӑ кур.

9-МӖШ УРОК

Кӑтартса вӗрентмелли пособисем

Хӑв каланӑ шухӑшсем итлекенсен асӗнче нумайлӑха юлччӑр тесе кӑтартса вӗрентмелли пособисемпе усӑ кур.

10-МӖШ УРОК

Сасса улӑштар

Ҫынсен чӗрисене пырса тивес тесе тата пӗр-пӗр ӗҫе тума хавхалантарас тесе сасӑ вӑйне, интонацине тата хӑвӑртлӑхне улӑштар.

11-МӖШ УРОК

Хавхалануллӑн калаҫ

Ыттисене сана итлеме интереслӗ пултӑр тесе тата туйӑмсене палӑртас тесе хавхалануллӑн калаҫ.

12-МӖШ УРОК

Ӑшшӑн калаҫ

Чӗререн калаҫ, вара сана итлекенсем эсӗ вӗсене юратнине тата пулӑшасшӑн пулнине туйӗҫ.

13-МӖШ УРОК

Мӗнле усӑ панине кӑтарт

Итлекенсене тема вӗсен пурнӑҫӗпе мӗнле ҫыхӑннине кӑтарт, хӑйсем мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантар.

14-МӖШ УРОК

Тӗп шухӑшсене палӑрт

Итлекенсене шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса пынине курма пулӑш тата тӗп шухӑшсем докладӑн тӗллевӗпе тата темипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтарт.

15-МӖШ УРОК

Ӗнентерӳллӗн калаҫ

Эсӗ мӗнле калаҫнинчен хӑв каланӑ шухӑшсем тӗрӗс те чӑннипех те кирлӗ пулнине ӗненни курӑнса тӑмалла.

16-МӖШ УРОК

Хавхалантар

Итлекенсене ятлас вырӑнне вӗсене мухта. Библири хавхалантаракан шухӑшсем ҫине тимлеттер.

17-МӖШ УРОК

Ӑнланмалла калаҫ

Хӑв мӗн калас тенине итлекенсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑш. Тӗп шухӑшсене кӗске предложенисемпе уҫса пар.

18-МӖШ УРОК

Итлекенсемшӗн усӑллӑ шухӑшсем кала

Итлекенсене шухӑшлама хавхалантар. Сана итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен: «Паян питӗ кирлӗ япалана ӑнлантӑм»,— текен шухӑш ҫуралтӑр.

19-МӖШ УРОК

Итлекенсен чӗрисене хускат

Итлекенсене Иеговӑна тата унӑн Сӑмахне хытӑрах юратма пулӑш.

20-МӖШ УРОК

Юлашкинчен лайӑх пӗтӗмлетӳ ту

Санӑн юлашки сӑмахсем итлекенсене докладран мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантарччӑр. Итлекенсене мӗн тумаллине тата мӗншӗн ҫапла тумаллине ӑнлантарса пар.

Манӑн ҫитӗнӳсем

Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстерес тӗлӗшрен мӗнле ҫитӗнӳсем тунине ҫырса пыр.

Сире ҫакӑ та интереслентерме пултарать

ВИДЕОСЕН ЯРӐМӖ

Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер. Видеороликсем

Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер.