Апостолсен ӗҫӗсем 14:1—28

  • Иконири вӗренекенсен шучӗ ӳссе пыни тата вӗсене хӗсӗрлени (1—7)

  • Листрӑра пурӑнакансем апостолсене турӑсем вырӑнне хураҫҫӗ (8—18)

  • Павела чулпа персе вӗлерме хӑтланаҫҫӗ (19, 20)

  • Пухусене ҫирӗплетни (21—23)

  • Сирири Антиохие таврӑнни (24—28)

14  Иконире Павелпа Варна́ва еврейсен синагогине кӗнӗ. Вӗсем ҫав тери витӗмлӗ калаҫнӑран питӗ нумай еврейпа грек ӗненме пуҫланӑ.  Анчах та ӗненмен еврейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса янӑ та вӗсене тӑвансене хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ.  Павелпа Варна́ва унта чылай пурӑннӑ, Иегова* хӑйсене власть панипе хӑюллӑн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене паллӑсем кӑтартма тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тума вӑй парса хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗ ҫинчен калакан хыпара ырланине кӑтартнӑ.  Хула халӑхӗ пайланса кайнӑ: пӗрисем еврейсем майлӑ, теприсем апостолсем майлӑ пулнӑ.  Урӑх халӑх ҫыннисем те, еврейсем те хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле апостолсене мӑшкӑл туса чулпа пере-пере вӗлересшӗн пулнӑ.  Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Павелпа Варна́ва Ликаонири Листрӑпа Де́рви хулисене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тарнӑ.  Унта вӗсем ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.  Листрӑра пӗр утайман ҫын пурӑннӑ, вӑл ҫуралассах утайми ҫуралнӑ.  Вӑл Павел мӗн каланине итлесе ларнӑ. Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те унӑн сывалмалӑх ӗненӳ пуррине асӑрхаса 10  хытӑ сасӑпа каланӑ: «Ура ҫине тӑр!» Лешӗ сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ. 11  Ҫынсем Павел мӗн тунине курсан ликао́н чӗлхипе: «Турӑсем пирӗн пата ҫын евӗрлӗ пулса анчӗҫ!» — тесе хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ. 12  Вӗсем Варнавӑна Зевс теме, Павела вара, вӑл ытларах калаҫнӑран, Герме́с теме пуҫланӑ. 13  Хула хапхи умӗнче Зевс храмӗ ларнӑ, унта ӗҫлекен Зевс священникӗ вара халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе хапха патне вӑкӑрсене тата ҫулҫӑсенчен явса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗсене илсе пынӑ. 14  Ҫавӑн ҫинчен илтсен, Варнавӑпа Павел апостолсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та халӑх хушшине вирхӗнсе кӗрсе ҫапла кӑшкӑрса каланӑ: 15  «Эсир мӗншӗн ҫакна тӑватӑр? Эпир те сирӗн пек ҫынсемех. Ырӑ хыпар пӗлтерсе, эпир сире ҫак ниме тӑман япаласене пуҫҫапма пӑрахтарса чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрасшӑн. Вӑл тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те, вӗсенче мӗн пуррине те тунӑ. 16  Ӗлӗк вӑл пур халӑха та хӑйсен ҫулӗсемпе ҫӳреме ирӗк панӑ. 17  Ҫапах та вӑл сире ырӑ туса хӑй ҫинчен пӗлтерсех тӑнӑ: вӑл тӳперен ҫумӑр ҫутарнӑ, вӑхӑтра тыр-пул панӑ, апат-ҫимӗҫпе тӑрантарса тӑнӑ тата сирӗн чӗрене савӑнӑҫпа тултарнӑ». 18  Ҫапла каласа вӗсем халӑха аран-аран хӑйсене парнесем кӳме чарнӑ. 19  Анчах та кайран Антиохирен тата Иконирен еврейсем килнӗ те халӑха Павела хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ. Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна хула тулашне сӗтӗрсе тухса пӑрахнӑ. 20  Вӗренекенсем ун тавра пуҫтарӑнсан, вӑл тӑнӑ та хулана кӗнӗ. Тепӗр кунне вӑл Варнавӑпа пӗрле Де́рви хулине тухса кайнӑ. 21  Ҫав хулара ырӑ хыпар пӗлтерсен тата чылай ҫынна вӗренекен пулса тӑма пулӑшсан, вӗсем Листрӑна, Иконие тата Антиохие таврӑннӑ. 22  Вӗсем унти вӗренекенсене ҫирӗплетсе, малалла та ӗненӳре ҫирӗп тӑма хавхалантарса ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхне кӗриччен пирӗн нумай асап тӳсмелле». 23  Унсӑр пуҫне, Павелпа Варна́ва кашни пухура старейшинӑсене суйласа лартнӑ, вара типӗ тытса кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӗсене хӑйсем ӗненме пуҫланӑ Иеговӑн* аллине шанса панӑ. 24  Унтан вӗсем Писи́ди урлӑ тухса Памфилие ҫитнӗ. 25  Турӑ сӑмахне Пергире пӗлтерсен вӗсем Атталие кайнӑ. 26  Атталирен вӗсем караппа Антиохие ишсе кайнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тӑвансем Павелпа Варнавӑна, вӗсем тӑвас ӗҫре Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе пулӑшса пытӑр тесе, Туррӑн аллине шанса панӑ пулнӑ. Вӗсем ҫав ӗҫе туса пӗтернӗ те ӗнтӗ. 27  Антиохие ҫитсен вӗсем пухупа тӗл пулнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн туни ҫинчен тата урӑх халӑх ҫыннисене ӗненме май пани* ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 28  Вӗсем чылай вӑхӑт хушши вӗренекенсемпе пӗрле пурӑннӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӗненӳ алӑкне уҫса пани».