Апостолсен ӗҫӗсем 22:1—30

  • Павел хӑйне хӳтӗлесе халӑх умӗнче сӑмах калать (1—21)

  • Павел хӑй Рим гражданинӗ пулни ҫинчен калать (22—29)

  • Синедрион пуҫтарӑнать (30)

22  «Тӑвансем, аттесем, эпӗ хама хӳтӗлесе мӗн каланине итлӗр-ха».  Павел хӑйсемпе еврейла калаҫа пуҫланине илтсен вӗсем тата ытларах шӑпланнӑ. Вӑл каланӑ:  «Эпӗ еврей, Киликийӑри Тарсра ҫуралнӑ. Эпӗ кунта, Иерусалимра, Гамалии́л патӗнче* пӗлӳ илнӗ. Мана мӑн асаттесен законне ҫирӗп тытса тӑма вӗрентнӗ, эпӗ Турӑшӑн сирӗн пекех хастаррӑн ӗҫлесе тӑратӑп.  Эпӗ ҫак Ҫулпа* ҫӳрекенсене — арҫынсене те, хӗрарӑмсене те — хӗсӗрлерӗм, вӗсене арестлесе тӗрмене хуптартӑм, хӑшне-пӗрне вӗлерттертӗм те.  Ҫакна чи аслӑ священник та, пӗтӗм старейшинӑсен Совечӗ те ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Эпӗ вӗсенчен Дамаскри тӑвансене кӑтартма ҫырусем илтӗм, вара унта ҫак Ҫулпа ҫӳрекенсене арестлес тесе тата вӗсене наказани партарма Иерусалима илсе килес тесе ҫула тухрӑм.  Анчах та эпӗ Дамаска ҫывхарса пынӑ чухне кӑнтӑрла тӗлӗнче сасартӑк мана тӳперен вӑйлӑ ҫутӑ ҫутатса ячӗ.  Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама: „Савл, Савл, эсӗ мӗншӗн мана хӗсӗрлетӗн?“ — текен сасӑ илтрӗм.  Эпӗ унран: „Хуҫам, кам эсӗ?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл вара мана: „Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Назаре́т Иисусӗ“, — терӗ.  Манпа пӗрле пыракан ҫынсем ҫутта курнӑ, анчах манпа калаҫаканӑн сассине илтмен. 10  Вара эпӗ: „Хуҫам, манӑн мӗн тумалла?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл мана: „Тӑр та Дамаска кай, унта сана мӗн тумаллине пӗтӗмпех калӗҫ“, — терӗ. 11  Ҫутӑ ҫав тери вӑйлӑ пулнӑран эпӗ ним курми пултӑм, ҫавӑнпа мана Дамаска хампа пӗрле пыракансем алран ҫавӑтса илсе ҫитерчӗҫ. 12  Унта Турӑран хӑракан, закона тытса тӑракан Ана́ния ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Ӑна Дамаскри еврейсем пурте хисепленӗ. 13  Вӑл ман пата пычӗ те ман ҫума тӑрса ҫапла каларӗ: „Савл, тӑванӑм, каллех куракан пул!“ Вара эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм. 14  Ана́ния каларӗ: „Пирӗн мӑн асаттесен Турри сана хӑйӗн ирӗкне пӗлме, Тӳрӗскере курма тата унӑн сассине илтме суйласа илчӗ, 15  мӗншӗн тесен эсӗ ун ҫинчен каласа пӗлтерекен* пулӑн, ҫынсене пурне те хӑв мӗн курни-илтни ҫинчен каласа парӑн. 16  Эппин, мӗншӗн санӑн тӑхтаса тӑмалла? Тӑр та шыва кӗр, ун ятне ӗненсе хӑвӑн ҫылӑхусенчен тасал“. 17  Унтан, Иерусалима таврӑнсан, храмра кӗлтуса тӑнӑ чухне эпӗ курӑну куртӑм. 18  Курӑнура Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: „Васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай, мӗншӗн тесен эсӗ ман ҫинчен каласа кӑтартнине кунта йышӑнмӗҫ“. 19  Эпӗ вара каларӑм: „Ҫӳлхуҫа, эпӗ сана ӗненекенсене тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче хӗненине вӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ. 20  Сан ҫинчен каласа пӗлтерекен Стефанӑн юнне тӑкнӑ чухне те эпӗ унта пултӑм, ӑна вӗлернине ырласа, вӗлерекенсенӗн ҫиелти тумтирӗсене сыхласа тӑтӑм“. 21  Ҫапах та вӑл мана каларӗ: „Кай, эпӗ сана инҫете, урӑх халӑхсем патне ярӑп“». 22  Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлесе тӑнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫапла кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Ҫак ҫынна ҫӗр ҫинчен пӗтерӗр! Вӑл пурӑнма тивӗҫлӗ мар!» 23  Вӗсем ҫаплах кӑшкӑрашса, тумтирӗсене ывӑта-ывӑта ҫӳлелле тусан сапса тӑнӑ. 24  Вара пин салтак пуҫлӑхӗ*, халӑх Павела мӗншӗн вӗлересшӗн пулнине пӗлес тесе, ӑна казармӑна илсе кайса чӗн пушӑпа хӗнесе ыйтса тӗпчеме хушнӑ. 25  Анчах Павела чӗн пушӑпа хӗнемешкӗн ҫыхса хурсан, вӑл хӑйпе юнашар тӑракан ҫӗр салтак пуҫлӑхне* каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех хӗнеме сирӗн ирӗк пур-им?» 26  Ҫакна илтсен ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ пин салтак пуҫлӑхӗ патне кайнӑ та каланӑ: «Мӗн тӑватӑн эсӗ? Ҫак ҫын Рим гражданинӗ вӗт». 27  Вара пин салтак пуҫлӑхӗ Павел патне пынӑ та ыйтнӑ: «Кала-ха, эсӗ чӑнах та Рим гражданинӗ-и?» — «Чӑнах та», — тенӗ Павел. 28  Пин салтак пуҫлӑхӗ каланӑ: «Эпӗ Рим гражданлӑхне пысӑк укҫа парса илтӗм». — «Эпӗ вара мӗн ҫуралнӑранпах Рим гражданинӗ», — тенӗ Павел. 29  Павела ыйтса тӗпчеме хатӗрленнӗ салтаксем тӳрех ун патӗнчен пӑрӑннӑ. Пин салтак пуҫлӑхӗ вара Рим гражданинне сӑнчӑрланӑшӑн хӑрасах ӳкнӗ. 30  Тепӗр кунне пин салтак пуҫлӑхӗ, еврейсем Павела мӗншӗн вӗлересшӗн пулнине тӗплӗнрех пӗлес тесе, унӑн сӑнчӑрӗсене вӗҫерттернӗ те аслӑ священниксене тата пӗтӗм Синедриона пуҫтарӑнма хушнӑ. Унтан вӑл Павела вӗсен умне илсе пырса тӑратнӑ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Гамалии́л ури умӗнче».
Урӑхла каласан, христиансен ҫулӗпе.
Е «унӑн свидетелӗ».
Е «трибу́н».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центуриона».