Галати 4:1—31
4 Ача чухне еткерҫӗ, вӑл пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи пулин те, чураран нимпе те уйрӑлса тӑмасть.
2 Ашшӗ палӑртнӑ кун ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхакансене тата кил-ҫурта пӑхса тӑракансене пӑхӑнса тӑрать.
3 Ҫавнашкалах эпир те ачасем пулнӑ чухне ҫак тӗнчере сарӑлнӑ шухӑшсен чуралӑхӗнче пулнӑ.
4 Анчах та палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитсен, Турӑ хӑйӗн Ывӑлне янӑ, вӑл хӗрарӑмран ҫуралса закона пӑхӑнса пурӑннӑ.
5 Турӑ ӑна закона пӑхӑнса тӑракансене тӳлесе илсе ирӗке кӑлартӑр тесе янӑ, ҫавна пула Турӑ пире ывӑллӑха илме пултарнӑ.
6 Эсир пурте ывӑлсем пулнӑран Турӑ сирӗн* чӗрене хӑйӗн Ывӑлӗн сывлӑшне янӑ, ҫав сывлӑш: «А́вва*, Атте!» — тесе чӗнсе калать.
7 Ҫавӑнпа та эсир тек чурасем мар, ывӑлсем. Эсир ывӑлсем пулсан, Турӑ сире еткер те парӗ.
8 Эсир Турра пӗлмен чухне камсем чӑннипех турӑсем мар, ҫавсен чурисем пулнӑ.
9 Анчах та халӗ эсир Турра пӗлтӗр, тӗрӗсрех каласан, Турӑ сире пӗлчӗ. Эппин, мӗншӗн-ха эсир ҫак тӗнчен ниме тӑман, ним усӑсӑр шухӑшӗсем патне каялла таврӑнатӑр? Мӗншӗн каллех вӗсен чурисем пулса тӑрас тетӗр?
10 Эсир ятарлӑ кунсем, уйӑхсем, вӑхӑтсем тата ҫулталӑксем пур тесе шутлатӑр, вӗсене паллӑ туса пурӑнатӑр.
11 Эпӗ сирӗншӗн пӑшӑрханатӑп, сире пулӑшас тесе хам тӑрӑшни усӑсӑр пулмарӗ-ши тетӗп.
12 Тӑвансем, тархаслатӑп сире: ман пек пулӑр, мӗншӗн тесен эпӗ те тахҫан сирӗн пекех пулнӑ. Эсир мана ним япӑххине те туман.
13 Хӑвӑрах пӗлетӗр: манӑн сире ырӑ хыпара малтанхи хут пӗлтерме хамӑн чире пула май килчӗ.
14 Манӑн чир сире йывӑрлӑх кӳчӗ пулин те, эсир мана тиркемерӗр, манран йӗрӗнмерӗр*. Эсир мана Туррӑн ангелне йышӑннӑ пек, Христос Иисуса йышӑннӑ пек йышӑнтӑр.
15 Сирӗн ун чухнехи савӑнӑҫ ӑҫта кайса кӗчӗ? Пӗр иккӗленмесӗр калатӑп: май пулнӑ пулсан, эсир мана хӑвӑр куҫсене те кӑларса панӑ пулӑттӑрччӗ.
16 Ҫапла вара, эпӗ сире чӑннине каланӑшӑн сирӗн тӑшман пулса тӑтӑм-и?
17 Вӗсем сире хӑйсем майлӑ ҫавӑрма тем пек тӑрӑшаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫавна ырӑ шухӑшпа тумаҫҫӗ. Вӗсем сире манран уйӑрса ярса хӑйсем хыҫҫӑн пыртарасшӑн.
18 Анчах та кам та пулин сирӗнпе ырӑ шухӑшпа интересленет пулсан, ҫавна вӑл эпӗ сирӗнпе пӗрле пулнӑ чухне кӑна мар, яланах тӑвать пулсан, ку лайӑх.
19 Ачамсем, эпӗ каллех сирӗншӗн хӗрарӑм ача ҫуратнӑ чухне асапланнӑ пек асапланатӑп, сирӗнте Христос аталанса ҫитиччен ҫапла асапланӑп.
20 Манӑн халӗ сирӗнпе пӗрле пуласчӗ, сирӗнпе урӑхларах калаҫасчӗ, мӗншӗн тесен сирӗн пирки ним шутлама пӗлмесӗр аптраса тӑратӑп.
21 Закона пӑхӑнса тӑрас текенсем, калӑр-ха мана: эсир закон мӗн каланине илтместӗр-им?
22 Сӑмахран, Ҫырура каланӑ тӑрӑх, Авраа́мӑн икӗ ывӑл пулнӑ: пӗри — хӗрарӑм чураран, тепри — ирӗклӗ хӗрарӑмран.
23 Хӗрарӑм чураран ҫурални ытти ачасем пекех* ҫуралнӑ, ирӗклинчен ҫурални вара Турӑ сӑмах панипе ҫуралнӑ.
24 Ҫаксем акӑ мӗне сӑнласа параҫҫӗ: ҫак икӗ хӗрарӑм икӗ килӗшӗве пӗлтерет. Вӗсенчен пӗрне Сина́й тӑвӗ ҫинче тунӑ пулнӑ, унӑн ачисем чура пулма ҫуралаҫҫӗ. Ҫав килӗшӳ — Ага́рь.
25 Ага́рь Аравири Сина́й тӑвне пӗлтерет, тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗр килет, мӗншӗн тесен хальхи Иерусалим хӑйӗн ачисемпе пӗрле чуралӑхра.
26 Ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ, вӑл — пирӗн анне.
27 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Ача тӑвайман, ача ҫуратман хӗрарӑм, савӑн! Ача ҫуратса асапланса курман хӗрарӑм, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Мӗншӗн тесен упӑшкасӑр юлнӑ хӗрарӑмӑн ачи-пӑчи упӑшкаллӑ хӗрарӑмӑннинчен чылай нумайрах».
28 Эсир те, тӑвансем, Исаа́к пекех, Турӑ сӑмах панипе ҫуралнӑ ачасем.
29 Ытти ачасем пекех* ҫуралнӑскер святой сывлӑш хӑвачӗпе ҫуралнӑскере ун чухне хӗсӗрленӗ пек, халӗ те ҫапла пулса иртет.
30 Анчах та Ҫыру мӗн калать? Ҫыру: «Хӗрарӑм чурана тата унӑн ывӑлне хӑваласа яр, мӗншӗн тесен хӗрарӑм чуран ывӑлӗ ирӗклӗ хӗрарӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле нихӑҫан та еткер илес ҫук», — тет.
31 Эппин, тӑвансем, эпир хӗрарӑм чуран ачисем мар, эпир ирӗклӗ хӗрарӑмӑн ачисем.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пирӗн».
^ «Атте» тенине пӗлтерекен еврей е арамей сӑмахӗ.
^ Е «ман ҫине сурмарӑр».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт тӑрӑх».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт тӑрӑх».