Еврейсем 12:1—29
12 Эппин, пирӗн тавра свидетельсен ушкӑнӗ пысӑк пӗлӗт пек пулнӑран, айтӑр кирек мӗнле ҫӗклеме те, пире ҫӑмӑллӑнах тӑлласа илекен ҫылӑха та хамӑр ҫинчен илсе пӑрахар, хамӑр умри чупмалли ҫулпа* чӑтӑмлӑн чупар.
2 Хамӑр ӗненӗвӗн Пуҫлӑхӗ ҫине, ӗненӗве пӗр ҫитменлӗхсӗр тӑвакан Иисус ҫине, куҫ илмесӗр пӑхса чупар. Хӑйне кӗтекен савӑнӑҫшӑн вӑл, намӑс курасран хӑрамасӑр, чӑтӑмлӑ пулса юпа ҫинче асапланса вилнӗ. Унтан вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ*.
3 Эппин, халтан кайса парӑнас мар* тесе Иисус ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйсене хӑйсем сиен кӳрсе хӑртнине чӑтса ирттернӗ.
4 Ҫылӑхпа эсир юн тӑкичченех кӗрешмен-ха.
5 Унсӑр пуҫне, Турӑ сире хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурса ӳкӗтлесе каланӑ ҫак сӑмахсене эсир мансах кайрӑр: «Ывӑлӑм, Иегова* ӑса вӗрентни* кирлех мар тесе ан шутла, вӑл сана тӳрлетнӗ чухне ална та ан ус,
6 мӗншӗн тесен Иегова* кама юратать, ҫавна ӑса вӗрентет. Вӑл кама хӑйӗн ывӑлӗ вырӑнне хурать, ҫавна наказани те парать*».
7 Асапсем тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ сире ӑса вӗрентмелли майсенчен пӗри пулать. Турӑ сире хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурать. Ашшӗ ӑса вӗрентмен ывӑл пур-и вара?
8 Анчах та Турӑ сире ӑса вӗрентмест пулсан, эсир — тӑван ывӑлсем мар, ют ывӑлсем.
9 Аттесем пире ӑса вӗрентнӗ, эпир вара вӗсене хисепленӗ. Апла, пурӑнас тесен, хӑйӗн святой сывлӑшӗпе пирӗн пурнӑҫа ертсе пыракан Аттене пирӗн тата ытларах пӑхӑнса тӑмалла мар-и?
10 Вӗсем пире кӗске вӑхӑт хушши хӑйсем мӗнле тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫапла ӑса вӗрентнӗ. Турӑ вара пире хамӑра усӑ пултӑр тесе ӑса вӗрентет, вӑл ҫавна пирӗн хӑйӗн пекех сӑваплӑ пулмалла пултӑр тесе тӑвать.
11 Чӑнах та, пире ӑса вӗрентнӗ чухне ҫакӑ пире савӑнтармасть, кулянтарать*. Анчах та эпир ӑса вӗренме хатӗр пулсан, вӑл пире ҫимӗҫ — тӳрӗлӗхпе мир* — парать.
12 Ҫавӑнпа та усӑннӑ алӑсене, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫисене ҫирӗплетӗр.
13 Уксахлакан урана мӑкӑлтас марччӗ* тесе, вӑл сиплентӗрччӗ тесе малалла та тӳрӗ ҫулпа пырӑр.
14 Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, сӑваплӑ пулма тӑрӑшӑр. Сӑваплӑ пулмасан никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ.
15 Астӑвӑр, сирӗнтен никам та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗсӗр тӑрса ан юлтӑр, тата сиен кӳрекен, нумайӑшне ирсӗрлетекен наркӑмӑшлӑ тымар сирӗн хушшӑрта хунав ан кӑлартӑр.
16 Асӑрханӑр, сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫынсем* е Иса́в пек сӑваплине хакламан ҫынсем ан пулччӑр. Вӑл малтанхи ывӑл илекен пиллӗхсене пӗр чашӑк апатпа улӑштарнӑ.
17 Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, каярахпа Иса́в пиллӗх илесшӗн пулнӑ чухне ӑна пиллемен. Вӑл куҫҫульпе йӑлӑнса ашшӗн шухӑшне улӑштарасшӑн пулнӑ пулин те, ҫакӑ ӑна пулӑшман.
18 Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшакан ту патне — сӗртӗнме май пурри патне — ҫывхармарӑр, эсир хура пӗлӗт патне, сӗм-тӗттӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне,
19 труба сасси патне, тӳперен калаҫакан сасӑ патне те ҫывхармарӑр. Ҫав сасса илтсен ҫынсем вӑл вӗсене урӑх нимӗн те ан калатӑр тесе йӑлӑннӑ.
20 Мӗншӗн тесен вӗсене «Ту ҫине выльӑх урипе пуссан та ӑна чулпа персе вӗлермелле» тесе хушни хӑратса ӳкернӗ.
21 Ҫакӑ пурте ҫав тери хӑрушӑ пулнӑран Моисей: «Эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп», — тенӗ.
22 Анчах та эсир Сио́н тӑвӗ патне тата чӗрӗ Туррӑн хули патне, урӑхла каласан, тӳпери Иерусалим патне, ҫывхартӑр. Эсир пӗрле пухӑннӑ вун-вун пин ангел патне,
23 ячӗсене тӳпере ҫырса хунӑ малтан ҫуралнисен пухӑвӗ патне, пурне те суд тӑвакан Турӑ патне, тӳрӗскерсем патне — кам святой сывлӑш ертсе пынипе пурӑнать тата кама пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ, ҫавсем патне, —
24 ҫӗнӗ килӗшӳ тума пулӑшакан* Иисус патне тата сирпӗтнӗ юн патне, А́вель юнӗнчен те лайӑхрах калаҫакан юн патне, ҫывхартӑр.
25 Калаҫакана итлемесӗр ан тӑрӑр.* Ҫӗр ҫинче илтӗннӗ Туррӑн асӑрхаттарӑвне итлесшӗн пулман ҫынсем наказанирен хӑтӑлайман пулсан, эпир тӳперен калаҫаканран пӑрӑнсан пушшех те хӑтӑлаймӑпӑр!
26 Ҫавӑн чухне унӑн сасси ҫӗре кисрентернӗ, халӗ вара вӑл ҫакӑн пек сӑмах парать: «Тепӗр хут эпӗ ҫӗре кӑна мар, тӳпене те кисрентерӗп».
27 «Тепӗр хут» тени Турӑ, кисренменни тӑрса юлтӑр тесе, кисренекеннине — хӑй туманнине — пӗтерессине кӑтартса парать.
28 Ҫавӑнпа ӗнтӗ, эпир кисренми Патшалӑх илессине пӗлсе, айтӑр малалла та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне тивӗҫлӗ пулар. Ҫак ырӑлӑха пула эпир Турӑшӑн ӑна мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек — унран хӑраса тата ӑна чун-чӗререн хисеплесе — ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр.
29 Мӗншӗн тесен пирӗн Турӑ — пӗтӗмпех пӗтерекен вут-ҫулӑм.
Сноскӑсем
^ Е «дистанцие».
^ Е «Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ».
^ Е «ал усас мар».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ ӑса вӗрентнине, пӗлӳ панине, тӳрлетнине, ӳкӗтленине, наказани е канаш панине пӗлтерме пултарать.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «чӗн пушӑпа хӗнет».
^ Е «ыраттарать».
^ Е «канӑҫлӑх».
^ Е «сиктерес марччӗ».
^ Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.
^ Е «ҫӗнӗ килӗшӗвӗн посредникӗ».
^ Е «Калаҫакан умӗнче хӑвӑра тӳрре ан кӑларӑр».