Еврейсем 2:1—18
2 Ҫавӑнпа та айккинелле пӑрӑнса каяс мар тесен пирӗн хамӑр мӗн илтни ҫинчен уйрӑмах тӗплӗн шухӑшламалла.
2 Ангелсем урлӑ пӗлтернӗ сӑмаха улӑштарма ҫук пулнӑ пулсан тата закона пӑснӑшӑн е ӑна итлеменшӗн кашнинчех тивӗҫлипе наказани панӑ пулсан,
3 эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫа ним вырӑнне те хумасан наказанирен мӗнле хӑтӑлса юлӑпӑр? Ҫав ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен малтан пирӗн Ҫӳлхуҫа каланӑ, кайран унӑн сӑмахӗсене вӗсене илтнисем пире ҫирӗплетсе пачӗҫ.
4 Турӑ та паллӑсем кӑтартса, тӗлӗнмелле тата хӑватлӑ ӗҫсем туса тата хӑйӗн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн святой сывлӑш парса ҫавна ҫирӗплетсе пачӗ.
5 Эпир каласа паракан пулас ҫӗре вӑл ангелсене пӑхӑнтарман вӗт.
6 Тахҫан пӗр ҫын ҫапла ҫырнӑ: «Ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асра тытатӑн. Мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ уншӑн ҫавах тӑрӑшатӑн.
7 Эсӗ ӑна ангелсенчен кӑшт кӗҫӗнрех тунӑ, ӑна мухтавпа чыс пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартнӑ тата хӑвӑн аллу мӗн тунӑ, ҫавсен хуҫи тунӑ.
8 Эсӗ пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ*». Турӑ пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ чухне ӑна пӑхӑнманни нимӗн те юлман. Анчах та пурне те ӑна пӑхӑнтарнине эпир хальлӗхе курмастпӑр.
9 Эпир ҫакна куратпӑр: ангелсенчен кӑшт кӗҫӗнрех тунӑ Иисуса, вӑл асапланса вилнине пула, халӗ мухтавпа чыс пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартнӑ. Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула вӑл пуриншӗн те вилнӗ пулнӑ.
10 Мӗн пурри пурте — Турӑшӑн, мӗн пурри пурте — Турӑран. Вӑл, хӑйӗн ывӑлӗсене мухтава кӑлармашкӑн, вӗсене ҫӑлӑнӑҫ патне ертсе пыракан Пуҫлӑха асапсем витӗр тухма парса ӑна пӗр ҫитменлӗхсӗр тумалла тесе шутланӑ.
11 Сӑваплӑ тӑваканӑн та, сӑваплӑ пулса тӑракансен те — пӗр атте. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене тӑвансем теме вӑтанмасть.
12 Вӑл калать: «Эпӗ сан яту ҫинчен хамӑн тӑвансене пӗлтерӗп, пухура сана мухтаса юрлӑп».
13 Тата: «Эпӗ ун ҫине шанса тӑрӑп», — тет. Ҫавӑн пекех: «Эпӗ тата Иегова* мана панӑ ачамсем», — тет.
14 Ҫак ачасем ҫынсем* пулнӑран вӑл та ҫын пулса тӑнӑ. Ҫапла вара вӑл, хӑй вилнипе, вилӗм кӳме пултараканнине, урӑхла каласан, Шуйттана*, пӗтерме пултарнӑ
15 тата вилӗмрен хӑранипе ӗмӗр тӑршшӗпех чуралӑхра пулнисене пурне те ирӗке кӑларма пултарнӑ.
16 Вӑл ангелсене мар, Авраамӑн тӑхӑмне пулӑшать.
17 Ҫавӑнпа та Туррӑн ӗҫӗнче хӗрхенекен те шанчӑклӑ чи аслӑ священник пулмашкӑн унӑн пур тӗлӗшрен те хӑйӗн тӑванӗсем пек пулса тӑмалла пулнӑ, ҫапла вӑл халӑх ҫылӑхӗсемшӗн мирлештерекен парне кӳме пултарнӑ.
18 Вӑл хӑй йывӑрлӑхсем* тӳснӗрен йывӑрлӑхсем тӳсекенсене пулӑшма пултарать.
Сноскӑсем
^ Е «унӑн ури айне тунӑ».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юнпа ӳт».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Дьявола».
^ Е «тӗрӗслев».