Еврейсем 3:1—19

  • Иисус Моисейран аслӑрах (1—6)

    • Пурне те Турӑ тунӑ (4)

  • Ӗненмен ҫынсем пулса каясран асӑрхаттарни (7—19)

    • «Паян эсир унӑн сассине итлес пулсанччӗ» (7, 15)

3  Эппин, сӑваплӑ тӑвансем, тӳпене кайма чӗнсе илнисем, кама эпир апостол пек тата чи аслӑ священник пек йышӑннӑ, ҫавӑн ҫинчен, Иисус ҫинчен, шухӑшласа пӑхӑр.  Моисей Турӑ ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑнӑ чухне шанчӑклӑ пулнӑ пекех, вӑл та хӑйне ҫак ӗҫе шанса панӑ Турра шанчӑклӑ пулнӑ.  Анчах Иисус Моисейран та ытларах мухтава тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен ҫурт тӑваканни ҫуртӗнчен ытларах хисепе тивӗҫлӗ.  Кирек хӑш ҫурта та кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ.  Турӑ ҫуртӗнче Моисей шанчӑклӑ тарҫӑ пек ӗҫлесе тӑнӑ тата вӑл туса тӑнӑ ӗҫ пуласлӑхра мӗн ҫинчен каласа памалла пулнӑ, ҫавна кӑтартса тӑнӑ.  Христос вара Туррӑн ҫуртне пӑхса тӑракан шанчӑклӑ ывӑл пек пулнӑ. Енчен те эпир хамӑр мухтанакан шанчӑка вӗҫне ҫитичченех упратпӑр пулсан тата ун ҫинчен хӑюллӑн калатпӑр пулсан, Туррӑн ҫурчӗ пулатпӑр.  Ҫавӑнпа та святой сывлӑш каланӑ: «Паян эсир унӑн сассине итлес пулсанччӗ. Вӑл ҫапла калать:  „Пушхирте мана тӗрӗсленӗ кун сирӗн аҫӑрсем мана хытӑ тарӑхтарнӑ чухнехи пек кутӑн ан пулӑр*.  Вӗсем унта манӑн ӗҫсене 40 ҫул курса тӑчӗҫ пулин те, мана тӗрӗслерӗҫ. 10  Акӑ мӗншӗн мана ҫав ӑру йӗрӗнтерчӗ, вара эпӗ каларӑм: ‚Вӗсем яланах хӑйсен чӗри хыҫҫӑн каяҫҫӗ, манӑн ҫулсене вӗсем пӗлсе ҫитмерӗҫ‘. 11  Вара тарӑхса кайса эпӗ тупа турӑм: ‚Вӗсем эпӗ канакан вырӑна кӗреймӗҫ‘“». 12  Тӑвансем, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнса кайса усал та ӗненмен чӗреллӗ пулса каясран асӑрханӑр. 13  Улталама пултаракан ҫылӑха пула кутӑн пулса каяс мар тесе «паян» теме май пур чухне кашни кун пӗр-пӗрне хавхалантарӑр. 14  Эпир вӗҫне ҫитичченех малтанхи пек ҫирӗп шанса тӑрсан ҫеҫ Христос илнине илӗпӗр. 15  Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Паян эсир унӑн сассине итлес пулсанччӗ. Вӑл ҫапла калать: „Сирӗн аҫӑрсем мана хытӑ тарӑхтарнӑ чухнехи пек кутӑн ан пулӑр*“». 16  Турра илтнӗ пулин те, кам ӑна хытӑ тарӑхтарнӑ? Моисей Египетран илсе тухнисем пурте мар-и? 17  Турӑ 40 ҫул хушши камран йӗрӗннӗ? Ҫылӑха кӗрсе пушхирте вилнисенчен мар-и? 18  Эпӗ канакан вырӑна вӗсем кӗреймӗҫ тесе вӑл кама тупа тунӑ? Итлеменнисене мар-и? 19  Куратпӑр ӗнтӗ: вӗсем хӑйсем ӗненменнине пула кӗреймен.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗресене ан хытарӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑр чӗресене ан хытарӑр».