Еврейсем 5:1—14

  • Ҫынсем хушшинчен суйласа лартнӑ чи аслӑ священниксенчен Иисус лайӑхрах (1—10)

    • Мелхиседек евӗрлӗ чи аслӑ священник (6, 10)

    • «Асапсем витӗр тухса пӑхӑнса тӑма вӗреннӗ» (8)

    • Ӑна пула ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ илме пулать (9)

  • «Сире хытӑ ҫимӗҫ мар, каллех сӗт кирлӗ» (11—14)

5  Ҫынсем хушшинчен суйласа лартнӑ кирек мӗнле чи аслӑ священника та ҫынсене усӑ пултӑр тесе Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма суйласа лартаҫҫӗ, вара вӑл Турра ҫылӑхсемшӗн кӳрекен парнесемпе ытти парнесем кӳрсе тӑма пултарать.  Пӗлменнипе ҫылӑх тӑвакансене* вӑл хӗрхенме* пултарать, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те халсӑр,  ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗсемшӗн кӑна мар, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те парне кӳрсе тӑмалла.  Ҫак чыслӑ ӗҫе тума ҫын хӑйне хӑй суйласа лартма пултараймасть. Ӑна, Аарона суйласа лартнӑ пек, Турӑ ҫеҫ суйласа лартма пултарать.  Христос та чи аслӑ священник тивӗҫне хӑй тӗллӗн илсе хӑйне хӑй мухтава кӑларман. Ӑна: «Эсӗ — манӑн ывӑлӑм, паян эпӗ санӑн аҫу пулса тӑтӑм», — тесе калаканӗ мухтава кӑларнӑ.  Тепӗр тӗлте вӑл ҫапла та каланӑ: «Эсӗ — Мелхиседе́к евӗрлӗ священник, эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулатӑн».  Христос ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне хӑйне вилӗмрен ҫӑлма пултаракана кӑшкӑрса, куҫҫульпе йӗрсе хӗрӳллӗн кӗлтунӑ*, вара Турӑ унӑн кӗллине, вӑл Турӑран хӑранӑран*, илтнӗ.  Вӑл унӑн ывӑлӗ пулнӑ пулин те, асапсем витӗр тухса пӑхӑнса тӑма вӗреннӗ.  Вӑл пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑма вӗренсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, ӑна пӑхӑнса тӑракансем пурте ӑна пула ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ илме пултараҫҫӗ, 10  мӗншӗн тесен Турӑ ӑна Мелхиседе́к евӗрлӗ чи аслӑ священник пулма суйласа лартнӑ. 11  Эпир ун ҫинчен нумай каланӑ пулӑттӑмӑр, анчах та эсир хӑвӑр мӗн илтнине ӑнланма тӑрӑшман пирки сире ҫавна ӑнлантарса пама йывӑр. 12  Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекенсем пулса тӑма вӑхӑт ҫитнӗ пулин те, сире каллех Туррӑн сӑваплӑ сӑмахӗнчи тӗп чӑнлӑхсене вӗрентмелле. Сире хытӑ ҫимӗҫ мар, каллех сӗт кирлӗ. 13  Кам сӗтпе тӑранса пурӑнать, ҫавӑ тӗрӗссине вӗрентекен Турӑ сӑмахне пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл пӗчӗк ача-ха. 14  Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗнсе ҫитнисем валли, вӗсем хӑйсен ӑс-тӑнне ырӑпа усала уйӑрса илме хӑнӑхтарса ҫитернӗ.

Сноскӑсем

Е «тӗрӗс ҫулран пӑрӑнса кайнисене».
Е «ҫылӑх тӑвакансемпе ырӑ пулма».
Е «йӑлӑннӑ тата ыйтнӑ».
Е «Турра чунтан хисепленӗрен». Словарьте «Турӑран хӑрани» статьяна пӑхӑр.