Лука 20:1—47

  • Иисусӑн влаҫӗ пирки иккӗлентерни (1—8)

  • Усал пахчаҫӑсем ҫинчен калакан тӗслӗх (9—19)

  • Турӑ тата цезарь (20—26)

  • Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен панӑ ыйту (27—40)

  • Христос Давидӑн ывӑлӗ-и? (41—44)

  • «Закон вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр» (45—47)

20  Пӗррехинче, Иисус храмра халӑха вӗрентнӗ чухне тата ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне, ун патне аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисемпе старейшинӑсем пынӑ та  унран ыйтнӑ: «Кала-ха пире, санӑн ҫакна тума ирӗк пур-и? Ҫакна тума сана кам ирӗк панӑ?»  Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Эпӗ те сире пӗр ыйту парам. Калӑр-ха мана,  Иоанн шыва кӗртни Турӑран* е ҫынсенчен пулнӑ?»  Вара вӗсем хӑйсем хушшинче ҫапла канашлама пуҫланӑ: «Эпир ӑна „Турӑран“ тесен, вӑл пире: „Апла мӗншӗн эсир Иоана ӗненмерӗр?“ — тейӗ.  „Ҫынсенчен“ тесен — халӑх пире чулпа персе вӗлерӗ, мӗншӗн тесен пурте Иоанн пирки пророк тесе шутлаҫҫӗ».  Вара вӗсем: «Пӗлместпӗр», — тесе хуравланӑ.  «Эппин, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине каламастӑп», — тенӗ вӗсене Иисус.  Унтан вӑл ҫынсене ҫакӑн пек тӗслӗх каласа панӑ: «Пӗр ҫын виноград пахчи лартнӑ. Вӑл ӑна пахчаҫӑсене тара панӑ та нумайлӑха урӑх ҫӗршыва тухса кайнӑ. 10  Виноград пуҫтарма вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑйӗн пайне илме пахчаҫӑсем патне чурине янӑ. Анчах вӗсем ӑна хӗнесе пӗтернӗ те пушӑ алӑпах янӑ. 11  Вӑл вӗсем патне тепӗр чурине янӑ. Вӗсем ӑна та хӗнесе пӗтерсе, мӑшкӑл кӑтартса пушӑ алӑпах янӑ. 12  Вӑл виҫҫӗмӗш чурине янӑ. Анчах вӗсем ӑна та хӗнесе пӗтерсе виноград пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ. 13  Вара пахча хуҫи каланӑ: „Мӗн тӑвас-ши? Хамӑн юратнӑ ывӑлӑма ярам-ха. Ӑна вӗсем хисеплӗҫ пуль“. 14  Анчах пахчаҫӑсем ӑна курсан пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: „Пахча ӑна юлмалла. Айтӑр ӑна вӗлерер, вара пахчи хамӑра юлӗ“. 15  Вӗсем ӑна пахчаран сӗтӗрсе тухнӑ та вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи вӗсемпе мӗн тӑвӗ? 16  Вӑл килӗ те пахчаҫӑсене вӗлерӗ, пахчине вара урӑххисене парӗ». Тӗслӗхе итлесе пӗтерсен ҫынсем: «Кун пекки пулма пултараймасть!» — тенӗ. 17  Вӑл вӗсем ҫине пӑхнӑ та каланӑ: «Ҫырура „Ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ“ тени мӗне пӗлтерет-ха? 18  Ҫав чул ҫине ӳкекен арканса кайӗ; чулӗ кам ҫине ӳкӗ, ҫавна лапчӑтса лартӗ». 19  Закон вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем вӑл ҫак тӗслӗхе илсе парса хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ, вара ӑна ҫавӑн чухнех ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах вӗсем халӑхран хӑранӑ. 20  Вӗсем ӑна сӑнасах тӑнӑ. Унтан вӗсем хӑш-пӗр ҫынсене вӑрттӑн укҫа панӑ та Иисус патне янӑ. Ҫавсен тӳрӗ ҫынсем пек курӑнса ӑна хӑйне айӑпламалли сӑмах калаттармалла пулнӑ. Ҫапла вӗсем Иисуса влаҫсемпе пуҫлӑха тытса пама пултарнӑ пулӗччӗҫ. 21  Ҫав ҫынсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, эпир пӗлетпӗр: эсӗ тӗрӗс калатӑн, тӗрӗс вӗрентетӗн, никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн тата Турӑ ҫулӗ ҫинчен чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн вӗрентетӗн. 22  Кала-ха, цезаре* налог тӳлени тӗрӗс-и е тӗрӗс мар?» 23  Анчах вӑл вӗсен чеелӗхне пӗлсе вӗсене каланӑ: 24  «Мана дина́ри* кӑтартӑр-ха. Кунта камӑн сӑнӗ, камӑн ячӗ?» Вӗсем: «Цезарӗн», — тенӗ. 25  Вӑл вӗсене каланӑ: «Эппин, цезарӗнне цезаре парӑр, Туррӑнне Турра парӑр». 26  Ҫапла вӗсем ӑна ҫынсем умӗнче айӑпламалли сӑмах калаттарайман, унӑн хуравӗнчен тӗлӗнсе шӑпланнӑ. 27  Унтан ун патне саддукейсем, вилнисем чӗрӗлсе тӑмаҫҫӗ текенсем, пынӑ та унран ыйтнӑ: 28  «Вӗрентекен, Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: „Авланнӑ арҫын ача-пӑчасӑр вилсен, пӗртӑванӗн унӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмне качча илмелле те ҫав вилнӗ пӗртӑванӗн йӑхне малалла тӑсмалла“. 29  Ҫичӗ пӗртӑван пулнӑ. Пӗрремӗшӗ авланнӑ, анчах ача-пӑчасӑрах вилнӗ. 30  Унтан иккӗмӗшӗ ҫав тӑлӑх арӑма качча илнӗ, анчах ача-пӑчасӑрах вилнӗ. 31  Виҫҫӗмӗшӗпе те ҫаплах пулнӑ. Ҫапла вара ҫиччӗшӗ те ача-пӑчасӑрах вилнӗ. 32  Юлашкинчен ҫав хӗрарӑм та вилнӗ. 33  Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ? Вӑл ҫиччӗшӗн те арӑмӗ пулнӑ вӗт». 34  Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫак тӗнчери* ҫынсем* авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ. 35  Камсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тата пуласлӑхра* пурнӑҫ илме тивӗҫлӗ, ҫавсем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ. 36  Вӗсем ӗнтӗ текех вилмӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем ангелсем пек пулӗҫ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, Турӑ ачисем пулӗҫ. 37  Вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине вара Моисей та кӑтартса панӑ. Вӑл йӗплӗ тӗм ҫинчен каласа панӑ чухне Иеговӑна* „Авраа́м Турри, Исаа́к Турри, Иаков Турри“ тенӗ. 38  Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри, мӗншӗн тесен вӗсем пурте уншӑн чӗрӗ». 39  Закон вӗрентӳҫисенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Вӗрентекен, эсӗ лайӑх каларӑн». 40  Вӗсем ӑна урӑх пӗр ыйту та пама хӑяйман. 41  Вӑл вара вӗсенчен ыйтнӑ: «Мӗншӗн Христос пирки Давид ывӑлӗ теҫҫӗ? 42  Давид хӑй Псалом кӗнекинче ҫапла калать: „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: ‚Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен 43  манӑн сылтӑм енче лар‘“. 44  Эппин, Давид ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсан, мӗнле-ха вӑл унӑн ывӑлӗ пулма пултарать?» 45  Пӗтӗм халӑх ӑна итлесе тӑнӑ чухне вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: 46  «Закон вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳреме юратаҫҫӗ, пасарта хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ. Синагогӑсенче вӗсем малта* ларма, каҫхи апатра чи хисеплӗ вырӑнсенче ларма юратаҫҫӗ. 47  Вӗсем тӑлӑх арӑмсен пурлӑхне* туртса илеҫҫӗ тата хӑйсене кӑтартас тесе нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен хаяртарах наказани парӗҫ».

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳперен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».
Е «императора».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ачасем».
Е «чи лайӑх вырӑнсенче».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫурчӗсене».