Лука 22:1—71
-
Священниксем Иисуса вӗлерме кавар тӑваҫҫӗ (1—6)
-
Юлашки Пасхӑна уявлама хатӗрленни (7—13)
-
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пуҫарса яни (14—20)
-
«Манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех мана сутакан ларать» (21—23)
-
Вӗренекенсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашаҫҫӗ (24—27)
-
Иисус Патшалӑх пирки килӗшӳ тӑвать (28—30)
-
Иисус Пётр тунасси пирки маларах калать (31—34)
-
Хатӗрленмелле; икӗ хӗҫ (35—38)
-
Иисус Олива тӑвӗ ҫинче кӗлтӑвать (39—46)
-
Иисуса арестлеҫҫӗ (47—53)
-
Пётр Иисусран тунать (54—62)
-
Иисусран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ (63—65)
-
Синедрион Иисуса суд тӑвать (66—71)
22 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, Пасха текен уяв, ҫывхарса килнӗ.
2 Аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем Иисуса вӗлересшӗн пулнӑ, халӑхран хӑранипе ҫавна мӗнле тусан лайӑхрах пулать-ши тесе шухӑшланӑ.
3 Ҫавӑн чухне вуниккӗшӗнчен пӗрин ӑшне, Иуда Искарио́т ӑшне, Шуйттан кӗнӗ.
4 Вара вӑл Иисуса мӗнле тытса парасси ҫинчен аслӑ священниксемпе храмӑн хурал пуҫлӑхӗсемпе калаҫма кайнӑ.
5 Лешсем савӑнсах кайнӑ, ӑна кӗмӗл укҫа пама сӑмах панӑ.
6 Вӑл килӗшнӗ те халӑх ҫывӑхра пулман чухне Иисуса тытса пама майлӑ вӑхӑт шырама пуҫланӑ.
7 Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ* ҫитнӗ, ҫавӑн чухне Пасха путеккине пусмалла пулнӑ.
8 Иисус Пётрпа Иоана каланӑ: «Кайӑр та хамӑр валли Пасха апачӗ хатӗрлӗр».
9 Вӗсем унран: «Пирӗн ӑна ӑҫта хатӗрлес?» — тесе ыйтнӑ.
10 Вӑл вӗсене хуравланӑ: «Хулана кӗрсен эсир тӑм кӑкшӑмпа шыв йӑтса пыракан ҫынна тӗл пулатӑр. Ун хыҫҫӑн кайӑр та вӑл хӑш киле кӗрет, ҫавӑнта кӗрӗр.
11 Вара ҫав килӗн хуҫине калӑр: „Вӗрентекен: ‚Эпӗ хамӑн вӗренекенсемпе пӗрле Пасха апатне ҫимелли хӑна пӳлӗмӗ ӑҫта?‘ — тесе ыйтать“.
12 Вӑл сире ҫӳлти пысӑк пӳлӗме кӑтартӗ, унта мӗн кирли веҫех пулӗ. Пасха апатне ҫавӑнта хатӗрлӗр».
13 Вӗсем кайнӑ та, веҫех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Вара вӗсем Пасха валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ.
14 Каҫ пулсан, вӑл апостолсемпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ*.
15 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Асап куриччен малтан эпӗ сирӗнпе ҫак Пасха апатне питӗ ҫиесшӗнччӗ.
16 Калатӑп сире: Пасха апачӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑ пурте Турӑ Патшалӑхӗнче пурнӑҫланиччен эпӗ ӑна урӑх ҫимӗп».
17 Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр.
18 Калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр эпӗ ҫак хӗрлӗ эрехе урӑх ӗҫмӗп».
19 Унтан вӑл ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та ӑна хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вара каланӑ: «Ҫак ҫӑкӑр манӑн кӗлеткене пӗлтерет, ӑна сирӗншӗн парӗҫ. Ҫакна мана аса илсе тӑвӑр».
20 Каҫхи апат хыҫҫӑн вӑл ҫавӑн пекех курка илнӗ те каланӑ: «Ҫак курка сирӗншӗн тӑкӑнас юнӑмпа ҫирӗпленекен ҫӗнӗ килӗшӗве пӗлтерет.
21 Анчах манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех мана сутакан ларать.
22 Этем Ывӑлӗ, малтанах каласа хунӑ пек, хӑйӗн ҫулӗпе пырать, ҫавах та ӑна сутакана хуйхӑ пулӗ!»
23 Вара вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче: «Кам ҫакна тума пултарӗ-ши?» — тесе калаҫма пуҫланӑ.
24 Вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки хӗрӳллӗн тавлашма тытӑннӑ.
25 Анчах Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, власть пуррисене ырӑлӑх тӑвакансем теҫҫӗ.
26 Сирӗн вара ун пек пулмалла мар. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, ертсе пыраканни тарҫӑ пек пултӑр*.
27 Хӑшӗ аслӑрах: сӗтел хушшинче лараканни-и* е ӗҫлесе тӑракан тарҫӑ-и? Сӗтел хушшинче лараканни мар-и вара? Эпӗ вара сирӗн хушшӑрта тарҫӑ пек ӗҫлесе тӑратӑп.
28 Эпӗ йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне эсир манпа пӗрле пултӑр.
29 Манӑн Атте манпа килӗшӳ тунӑ пек, эпӗ те сирӗнпе Патшалӑх пирки килӗшӳ тӑватӑп.
30 Ҫапла вара эсир манӑн Патшалӑхра ман сӗтел хушшинче ӗҫсе ҫийӗр тата Израилӗн 12 йӑхне суд тума престолсем ҫине ларӑр.
31 Си́мон, Си́мон, Шуйттан сире тулла алланӑ пек аллама ирӗк ыйтрӗ.
32 Анчах санӑн ӗненӳ ан пӗттӗр тесе эпӗ саншӑн хӗрӳллӗн кӗлтурӑм. Хӑв таврӑнсан тӑванусене ҫирӗплет».
33 Пётр ӑна каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, эпӗ санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр».
34 Анчах Иисус каланӑ: «Пётр, калатӑп сана: паян автан авӑтичченех эсӗ мана пӗлместӗн тесе виҫӗ хут тунӑн».
35 Унтан вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, сандалисӗр янӑ чухне сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем: «Пулмарӗ», — тенӗ.
36 Вӑл вӗсене каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ камӑн укҫа енчӗкӗ пур, ҫавӑ ӑна илтӗр, хутаҫ та илтӗр. Камӑн хӗҫ ҫук, ҫавӑ хӑйӗн ҫиелти тумтирне сутса хӗҫ туянтӑр.
37 Калатӑп сире: ман ҫинче „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫланмалла. Ман ҫинчен мӗн ҫырни пурнӑҫланса пырать».
38 Вара вӗсем каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, акӑ кунта икӗ хӗҫ пур». Вӑл вӗсене: «Ҫитет», — тенӗ.
39 Унтан тухсан Иисус яланхи пекех Олива тӑвӗ ҫине кайнӑ, унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.
40 Вырӑна ҫитсен вӑл вӗсене каланӑ: «Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен кӗлтӑвӑр».
41 Хӑй вара вӗсем патӗнчен кӑшт аяккарах* кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтума пуҫланӑ:
42 «Атте, кӑмӑлу пулсан, ҫак куркана манран сирсе ярсам. Ҫапах та ман ирӗк мар, сан ирӗкӳ пултӑр».
43 Вара тӳперен ангел аннӑ та ӑна ҫирӗплетнӗ.
44 Чунӗ ҫав тери пӑлханнӑран вӑл тата хытӑрах кӗлтунӑ, унӑн тарӗ юн тумламӗ пек ҫӗр ҫине тумланӑ.
45 Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешӗсем, хуйхӑрнипе халтан кайнӑскерсем, ҫывӑрса кайнине курнӑ.
46 Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Тӑрӑр, илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен кӗлтӑвӑр».
47 Вӑл ҫакна каласа тӑнӑ хушӑрах халӑх пырса ҫитнӗ, ҫав халӑх умӗнче вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптӑвас тесе ун патне пынӑ.
48 Иисус ӑна: «Иуда, эсӗ Этем Ывӑлне чуптусах сутатӑн-и?» — тенӗ.
49 Иисуспа юнашар тӑнисем мӗн пулса тухассине ӑнланса илсен: «Ҫӳлхуҫа, хӗҫсене кӑларар мар-и?» — тесе ыйтнӑ.
50 Вӗсенчен пӗри вара хӗҫне чи аслӑ священникӑн чури ҫине сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ.
51 Анчах Иисус: «Ҫитӗ!» — тенӗ. Унтан чуран хӑлхине сӗртӗнсе ӑна сыватнӑ.
52 Хӑйне тытма пынӑ аслӑ священниксене, храмӑн хурал пуҫлӑхӗсене тата старейшинӑсене Иисус каланӑ: «Эсир мана тытма хӗҫсемпе, чукмарсемпе килтӗр-и? Эпӗ вӑрӑ-хурах-им?
53 Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле храмра пултӑм, эсир ун чухне мана тӗкӗнмерӗр. Анчах халӗ сирӗн вӑхӑт, тӗттӗмлӗх влаҫӗ».
54 Иисуса ярса тытнӑ та чи аслӑ священникӑн ҫуртне илсе кайнӑ. Пётр вара вӗсем хыҫҫӑн аякран пынӑ.
55 Ҫынсем картишӗнче кӑвайт чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсем патне Пётр та пырса ларнӑ.
56 Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Пётр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: «Ҫак ҫын та унпа пӗрлеччӗ», — тенӗ.
57 Анчах Пётр тунса ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ ӑна пӗлместӗп», — тенӗ.
58 Кӑштахран ӑна тепӗр ҫын курнӑ та каланӑ: «Эсӗ те вӗсенчен пӗри». Анчах Пётр: «Ҫук», — тенӗ.
59 Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен, тата тепӗр ҫын ҫирӗппӗн каланӑ: «Ку ҫын чӑнах та унпа пӗрлеччӗ, ку Галиле́я ҫынни вӗт!»
60 Анчах Пётр ӑна хирӗҫ: «Пӗлместӗп, тем калаҫатӑн эсӗ», — тесе каланӑ. Ҫав самантрах, вӑл каласа тӑнӑ хушӑрах, автан авӑтса янӑ.
61 Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Пётр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ. Вара Пётр хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн каланине — «Паян автан авӑтиччен эсӗ манран виҫӗ хут тунӑн» тенине — аса илнӗ.
62 Вӑл тухнӑ та татӑлсах макӑрнӑ.
63 Иисуса хуралласа тӑракансем унран мӑшкӑлласа кулма, ӑна хӗнеме пуҫланӑ.
64 Унӑн питне хупласа вӗсем ӑна: «Эй, пророк, кала-ха, сана кам ҫапрӗ?» — тенӗ.
65 Вӗсем ӑна урӑх сӑмахсемпе те нумай хурланӑ.
66 Тул ҫутӑлсан, халӑх старейшинисем — аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем — Синедрионра пуҫтарӑннӑ. Иисуса вӗсем патне илсе пынӑ, вӗсем ӑна каланӑ:
67 «Эсӗ Христос пулсан, кала пире». Анчах вӑл вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире каласан та, эсир ӗненмӗр.
68 Хӑвӑртан ыйтсан та, эсир хуравламӑр.
69 Анчах ҫак вӑхӑтран пуҫласа малашне Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енче ларӗ».
70 Вара вӗсем пурте: «Апла эсӗ Турӑ Ывӑлӗ-и?» — тесе ыйтнӑ. Иисус: «Вӑл эпӗ тесе эсир хӑвӑр калатӑр», — тесе хуравланӑ.
71 Вӗсем каланӑ: «Урӑх пире свидетельсем мӗн тума кирлӗ? Вӑл хӑй ҫакна каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр».
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кунӗ».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртнӑ».
^ Е «ыттисемшӗн ӗҫлесе тӑракан пек пултӑр».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑяккӑн выртаканни-и».
^ Е «чул ывӑтса ҫитерес чухлӗ».