Марк 11:1—33

  • Иисус Иерусалима чаплӑн кӗрет (1—11)

  • Иисус инжир йывӑҫне ылханать (12—14)

  • Иисус храма тасатать (15—18)

  • Инжир йывӑҫӗ хӑрса ларни мӗне вӗрентет? (19—26)

  • Иисусӑн влаҫӗ пирки иккӗлентерни (27—33)

11  Вӗсем Иерусалим патне ҫывхарса пынӑ. Олива тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ Виффагипе Вифа́ни патне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне маларах ярса  вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр умӑрти яла кайӑр. Эсир унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, ку таранччен пӗр ҫын та утланса ҫӳремен ашак тихине куратӑр. Ӑна вӗҫертсе кунта ҫавӑтса килӗр.  Кам та пулин сире: „Эсир мӗн тӑватӑр?“ — тесен, эсир: „Вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, вӑл часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“, — тейӗр».  Вӗсем кайнӑ та урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ашак тихине тупнӑ, вара вӗсем ӑна вӗҫертсе илнӗ.  Унта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Эсир мӗн тӑватӑр? Ашак тихине мӗн тума вӗҫертетӗр?»  Вӗсем Иисус хушнӑ пек каланӑ, лешӗсем вара вӗсене янӑ.  Вӗсем ашак тихине Иисус патне ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене хунӑ, вара Иисус ун ҫине ларнӑ.  Нумайӑшӗ хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене ҫул ҫине сара-сара хунӑ, теприсем вара уйра каснӑ ҫулҫӑллӑ туратсене хурса пынӑ.  Умӗнче пыракансем те, хыҫӗнче пыракансем те ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Ҫӑлсамччӗ ӑна! Иеговӑн* ячӗпе килекен пиллӗхлӗ пултӑр! 10  Пирӗн Давид аттемӗрӗн ҫывхарса килекен Патшалӑхӗ пиллӗхлӗ пултӑр! Тӳпере пурӑнаканскер, ҫӑлсамччӗ ӑна!» 11  Иисус Иерусалима кӗнӗ те храма кайнӑ. Вӑл унта пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах каҫ пулса килнӗрен вуниккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ. 12  Тепӗр кунне, Вифанирен тухсан, Иисусӑн ҫиес килсе кайнӑ. 13  Вӑл аякранах ҫулҫӑллӑ инжир йывӑҫне асӑрханӑ та ун ҫинче мӗн те пулин тупайӑп-ши тесе ун патне пынӑ. Анчах та ун патне пырсан ҫулҫӑсемсӗр пуҫне вӑл нимӗн те тупайман, мӗншӗн тесен инжир пуҫтарас вӑхӑт ҫитмен пулнӑ-ха. 14  Вара вӑл каланӑ: «Сан ҫинчи ҫимӗҫе малашне никамӑн та ҫимелле ан пултӑр». Ҫакна унӑн вӗренекенӗсем те илтнӗ. 15  Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус храма кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ. 16  Тата вӑл никама та нимӗнле япалана та храм витӗр йӑтса ҫӳреме паман. 17  Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑх валли тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“ тесе ҫырманччӗ-и-ха? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хутӑр!» 18  Ҫакӑн ҫинчен аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем илтнӗ, вара вӗсем Иисуса мӗнле вӗлермелли ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Вӗсем унран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем пурте унӑн вӗрентӗвӗнчен питӗ тӗлӗннӗ. 19  Каҫхине Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хуларан тухса кайнӑ. 20  Ирхине ирех вӗсем хайхи инжир йывӑҫӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне вӑл тымарӗ таранах хӑрса ларнине курнӑ. 21  Пётр ҫав йывӑҫ ҫинчен аса илсе Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен*, пӑх-ха! Эсӗ ылханнӑ инжир йывӑҫӗ хӑрса ларнӑ». 22  Иисус вара вӗсене каланӑ: «Турра ӗненӗр. 23  Чӑн калатӑп сире: кам та пулин ҫак тӑва: „Ҫӗклен те тинӗсе ӳк“, — тесен, ҫавӑн чухне хӑйӗн чӗринче иккӗленмесен тата хӑй калани пуласса ӗненсен — ҫакӑ пулатех. 24  Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кирек мӗн ҫинчен кӗлтусан та, кирек мӗн ыйтсан та, ҫавна илессине ӗненӗр, вара илетӗрех. 25  Кам та пулин сире хирӗҫ ҫылӑх тунӑ пулсан, кӗлтуса тӑнӑ чухне ӑна каҫарӑр. Вара сирӗн ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхсене каҫарӗ». 26  ——* 27  Вӗсем каллех Иерусалима пынӑ. Иисус храм картишӗнче ҫӳренӗ чухне ун патне аслӑ священниксем, закон вӗрентӳҫисем тата старейшинӑсем пынӑ, 28  вӗсем ӑна каланӑ: «Санӑн ҫакна тума ирӗк пур-и? Ҫакна тума сана кам ирӗк панӑ?» 29  Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сире пӗр ыйту парам. Эсир хуравласан, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине калӑп. 30  Калӑр-ха мана: Иоанн шыва кӗртни Турӑран* е ҫынсенчен пулнӑ?» 31  Вара вӗсем хӑйсем хушшинче ҫапла канашлама пуҫланӑ: «Эпир ӑна „Турӑран“ тесен, вӑл пире: „Апла мӗншӗн эсир Иоана ӗненмерӗр?“ — тейӗ. 32  Е пирӗн „ҫынсенчен“ темелле-ши?» Анчах вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк вырӑнне хунӑ. 33  Ҫавӑнпа вӗсем Иисуса: «Эпир пӗлместпӗр», — тесе хуравланӑ. Вара Иисус вӗсене: «Эппин, эпӗ те сире ҫакна камӑн ирӗкӗпе тунине каламастӑп», — тенӗ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «равви́».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳперен».