Марк 16:1—8
-
Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрать (1—8)
16 Шӑматкун иртсен, Мария Магдали́на, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломи́я, Иисусӑн кӗлеткине кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ.
2 Эрнен малтанхи кунӗнче ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ.
3 Вӗсем пӗр-пӗринпе: «Тупӑклӑх шӑтӑкӗ умӗнчи чула пире кам йӑвантарса куҫарса парӗ-ши?» — тесе калаҫса пынӑ.
4 Анчах унта ҫитсен вӗсем пӑхнӑ та курах кайнӑ: ҫав чул питӗ пысӑк пулнӑ пулин те, ӑна йӑвантарса куҫарса хунӑ.
5 Тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шурӑ вӑрӑм тумтир тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫын ларнине курнӑ, вара вӗсем тӗлӗнсе хытса кайнӑ.
6 Вӑл вӗсене каланӑ: «Ан тӗлӗнӗр. Эсир Назаре́т Иисусне, юпа ҫине пӑталанӑскере, шыратӑр вӗт. Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ. Вӑл кунта ҫук. Акӑ ӑна хунӑ вырӑн.
7 Эсир вара унӑн вӗренекенӗсене тата Пётра кайса калӑр: „Вӑл сире Галилейӑра кӗтӗ. Хӑй сире каланӑ пек, эсир ӑна унта куратӑр“».
8 Вӗсем хӑранипе чӗтресе тата хытӑ тӗлӗнсе тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ. Хӑранӑран вӗсем никама та нимӗн те каламан*.
Сноскӑсем
^ Шанӑҫа тивӗҫлӗ авалхи алҫырусем тӑрӑх, Марк ҫырнӑ Евангели 8-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсемпе вӗҫленет. А3-мӗш приложение пӑхӑр.