Марк 3:1—35

  • Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна сыватать (1—6)

  • Питӗ нумай ҫын тинӗс хӗррине пырать (7—12)

  • 12 апостол (13—19)

  • Святой сывлӑша хурлани (20—30)

  • Иисусӑн амӑшӗпе шӑллӗсем (31—35)

3  Иисус каллех синагогӑна пынӑ, унта вара хӑрнӑ алӑллӑ ҫын* пулнӑ.  Фарисейсем, Иисуса айӑплас шухӑшпа, вӑл ҫак ҫынна шӑматкун сыватмӗ-ши тесе ӑна тимлӗн сӑнаса тӑнӑ.  Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: «Варрине тухса тӑр», — тенӗ.  Лешсене вара ҫапла каланӑ: «Закон тӑрӑх шӑматкун ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? Ҫын пурнӑҫне ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Вӗсем нимӗн те чӗнмен.  Иисус, вӗсем хытӑ чӗреллӗ пулнишӗн кулянса, вӗсем ҫине тарӑхса пӑхса илнӗ те ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», — тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленнӗ.  Фарисейсем, унтан тухсанах, Иисуса вӗлерес тесе И́род майлӑ ҫынсемпе канашлама пуҫланӑ.  Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле тинӗс патне кайнӑ, Галилейӑран тата Иудейӑран питӗ нумай ҫын ун хыҫҫӑн пынӑ.  Вӑл тунӑ нумай ӗҫ ҫинчен илтсен, ун патне Иерусалимран та, Идумейӑран та, Иорда́н леш енчен те, Тирпа Сидо́н таврашӗнчен те питӗ нумай ҫын пынӑ.  Иисус хӑйне халӑх хӗсме пуҫласран вӗренекенӗсене хӑй валли кимӗ хатӗрлесе хума хушнӑ. 10  Вӑл нумай ҫынна сыватнӑран, йывӑр чирпе чирлекенсем пурте ӑна сӗртӗнесчӗ тесе ун тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ. 11  Усал сывлӑшсем те Иисуса курсан ун умне ӳксе: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 12  Анчах вӑл вӗсене хӑй кам пулнине калама хыттӑнах чарса тӑнӑ. 13  Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та хӑш-пӗр вӗренекенӗсене хӑйӗн патне чӗннӗ, вара вӗсем ун патне пынӑ. 14  Вӑл вуниккӗшне суйласа илнӗ те вӗсене апостолсем тесе ят панӑ. Вӗсен унпа пӗрле ҫӳремелле пулнӑ. Каярахпа вӑл вӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ. 15  Ҫавӑн пекех вӑл вӗсене демонсене хӑваласа кӑларма власть панӑ. 16  Иисус суйласа илнӗ 12 ҫын хушшинче ҫаксем пулнӑ: Си́мон (Иисус ӑна Пётр тесе те ят панӑ); 17  Зеведе́й ывӑлӗсем — Иаковпа унӑн шӑллӗ Иоанн (Иисус вӗсене Воанерге́с тесе те ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тенине пӗлтерет); 18  Андрей; Филипп; Варфоломе́й; Матфей; Фома́; Алфе́й ывӑлӗ Иаков; Фадде́й; Си́мон Канани́т* 19  тата Иуда Искарио́т, каярахпа Иисуса сутнӑскер. 20  Иисус пӗр ҫурта кӗнӗ, вара каллех нумай ҫын пуҫтарӑннӑ, Иисуспа унӑн вӗренекенӗсен апат ҫиме те май пулман. 21  Унӑн тӑванӗсем ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те, вӑл ӑсран кайнӑ тесе, ӑна илсе кайма пынӑ. 22  Иерусалимран килнӗ закон вӗрентӳҫисем вара ҫапла каланӑ: «Ун ӑшӗнче Веельзеву́л*. Демонсене вӑл демонсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать». 23  Иисус вӗсене чӗнсе илнӗ те ҫакӑн пек тӗслӗхсем илсе панӑ: «Шуйттан Шуйттана епле хӑваласа кӑлартӑр? 24  Патшалӑх хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан, ҫав патшалӑх тытӑнса тӑраймӗ. 25  Пӗр-пӗр кил те хӑй хушшинче хирӗҫсе пайланса кайсан тытӑнса тӑраймӗ. 26  Ҫавӑн пекех Шуйттан та хӑйне хирӗҫ кайса пайланса кайсан, вӑл тытӑнса тӑраймӗ, кӗҫех пӗтӗ. 27  Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтан ӑна ҫыхса пӑрахмасӑр никам та унӑн пурлӑхне ҫаратаймӗ. Ӑна ҫыхса пӑрахсан ҫеҫ ҫавна тума пулать. 28  Чӑн калатӑп сире: ҫынсем кирек мӗнле ҫылӑх тусан та, кирек мӗнле хурласа калаҫсан та — ҫаксем пурте каҫарӑнӗҫ. 29  Анчах кам святой сывлӑша хурлать, ҫавна нихӑҫан та каҫармӗҫ, вӑл ҫав ҫылӑхшӑн ӗмӗрӗпех айӑплӑ пулӗ». 30  Ҫакна Иисус вӗсем ун ӑшӗнче усал сывлӑш тенӗрен каланӑ. 31  Иисусӑн амӑшӗпе шӑллӗсем пынӑ та ӑна чӗнсе кӑларма ыйтнӑ, хӑйсем тулта кӗтсе тӑнӑ. 32  Иисус тавра халӑх ларнӑ. Ӑна: «Тулта санӑн аннӳпе шӑллусем тӑраҫҫӗ, сана чӗнеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ. 33  Вӑл вара каланӑ: «Кам манӑн анне? Камсем манӑн шӑллӑмсем?» 34  Унтан вӑл хӑй тавра ларакансем ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Акӑ манӑн анне, акӑ манӑн шӑллӑмсемпе пиччесем! 35  Кам Туррӑн ирӗкне туса тӑрать, ҫавӑ манӑн пичче-шӑллӑм та, аппа-йӑмӑк та, анне те пулать».

Сноскӑсем

Е «аллине паралич ҫапнӑ ҫын».
Е «хастарлӑскер».
Урӑхла каласан, Шуйттан.